Пăрпа пĕрлешнĕ çыран


Эпир санпа пăр пĕрлештернĕ çырансем пек… Пирĕн кун-çулăмăр çапла пулчĕ, улшăнмарĕ тек. Хĕвеллĕ те илемлĕ çуркунне килет-и, çуллахи сап-сарă кунсем чĕкеç çунаттине вĕçсе çитеççĕ-и — эпир иксĕмĕр те тĕнче панă савăнăçпа икĕ тĕрлĕ усă курма тăрăшатпăр, эпир пĕр-пĕрин çинчен манатпăр.

Мана урăх илем илĕртет, сана — урăххи. Тĕрĕссипе калас пулсан, эс манăн чĕрере çук та. Ан тав, малтанах пулнă эс, эп ун чухне сан чĕрӳне те, сан кăмăлна та пĕлмен, çавăнпах хам ăшра вырăн панă. Малтанах эп сан пата пыл хурчĕ нектар шăршине сиссе вĕçнĕ пек вĕçрĕм, эс мана хитре чечек пек илĕртрĕн, хăвна татма чĕнтĕн…

Халь сана пĕлетĕп. Черченке те çепĕç эс, ачаш та вăйсăр. Çиелти хитрелĕх ăшри хитрелĕхе кăтартмасть-мĕн.

Йывăрлăхсем килччĕр кăна, куçусем кăштах тĕтреленччĕр, утас çулу пылчăклантăр çеç — эс каллех хам çумра. Эп çынна тĕртсе яма хăнăхман, эп çынна тĕртсе яма вĕренмен, сана та хĕрхенетĕп, сана та ачашлатăп. Пĕлетĕп: ăшă кунсем çитсессĕнех сан урăх пурнăç пуçланать. Эс каллех кунтан каятăн.

Кăçалхи çуркунне хĕрӳ те хастар. Ак, уйсенчи шывсем пăтранса та кăпăкланса çырмана васкарĕç, эпир малтанхи хут çӳренĕ кӳлле юха-юха кĕчĕç…

Паян эп унта тухрăм, пĕр вырăнтах хытса тăтăм. Курсам: сарăлса кайнă шыв, çыран хĕрринчен пăрсем хăйпăннă. Телейлĕн сывлать шыв, савăнать шыв… Туятăн-и? Сисетĕн-и? Савăнать шыв, кĕçех пăртан тасалать.

Эс те çук çумра… Çапах темшĕн савăнас килмест. Мĕншĕн-ши? Мĕншĕн?

Каллех хĕл килет, каллех хĕл çитет, шыва пăрпа витет. Пĕрлешеççĕ каллех çырансем. Кирлех-ши пĕрлешни, кирлех-ши? Тăсар мар пуль текех кивĕ сăлтава. Куратăн-и — инçет чĕнет, куратăн-и — малашлăх илĕртет, малашлăх туртать, унта кивĕ йăлаллисене чĕнекен те, туртакан та пулмĕ. Çыран пĕрлешсен пăрпа мар, ĕмĕр кĕперĕпе пĕрлештĕр. Илтетĕн-и? Ĕмĕр кĕперĕпе… Ĕмĕр кĕперĕпе.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: