Xăнара


Пӳрт айккинчи çĕмĕрт çеçкере… Таврана ытармалла мар ырă шăршă сарăлнă. Çилсĕр ир йывăç айĕнче çак шăршă пушшех лайăх сисĕнет, çĕр çинчи пĕтĕм сывлăш унпа тулса ларнăн туйăнать.

Анчах Тимофей Ивановичăн çурхи илемпе киленме вăхăт çук.

— Пукансем илсе тух, — васкатать вăл хулăнлана пуçланă арăмне. — Хăна кĕçех вăранать…

Тимофей Иванович сĕтел çивиттине тӳрлетсе сарать, унăн кĕскерех ури айне хĕстерме йывăç татăкĕ шырать. Унтан хăна килес умĕн пахчине хăйех шăлса тасатнине аса илет те, килхушшине кĕрсе, виçĕ-тăватă турпас ывăçласа тухать, вĕсене сĕтел ури айне чикет. Унтан сĕтеле лăкаса пăхать. Тайкаланмасть. Çирĕп.

Тимофей Иванович хăй тăрăх пăхса илет. Паян вăл çар тумĕпе. Арăмĕн арчинче çирĕм çул хушши выртнă салтак гимнастеркине, галифепе хром аттине тăхăннă. Кăкăрăн сылтăм енче гварди значокĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, сулахай енче икĕ Мухтав орденĕпе виçĕ медаль. Медалĕсене шăл порошокĕпе тап-таса çутатнă.

Арăмĕ тирĕксемпе кăлпасси, тĕтĕмленĕ селедка пырса лартать.

— Çăмарта ăшаларăм, чăкăтне те ăшалас-и? — ыйтать вăл упăшкинчен.

Тимофей Иванович салтакăн сарлака пиçиххине туртса çыхать, гимнастерка пĕрĕмĕсене пиçиххи тăрăх çурăмĕ хыçнелле хăвалать.

— Чăкăчĕ çаплипе те пырĕ… Гимнастеркăна эсĕ пушара васканă евĕрлех якатнă.

— Ара, орденĕсем чараççĕ… — тӳрре тухма тăрăшать арăмĕ.

Ытти чухне пулсан, Тимук ăна йĕкĕлтемелле-ха, паян унăн кăмăлĕ лайăх. Ир-ирех йĕпленес те килмест.

— Сана эп пукансем илсе тух терĕм, — аса илтерет вăл арăмне. — Хăвăртрах хатĕрлесе çитер, эпĕ Сергей Петровича кĕрсе вăратам.

Кĕтерне инке те упăшки хыççăн утать, çенĕкрен таянмалли икĕ пукан йăтса тухса лартать, каллех пӳрте кĕрсе çухалать.

Ирхи ял урамĕ шăпах: касусем хăваланă ĕнтĕ, çынсем халь ирхи апатра. Таçта, Мăн урам леш енче кăна трактор кĕрлет; сасси унăн пĕрре çывхарать, тепре çухалса, кăшт кăна илтĕнекен пулать. Кĕçех ак мотоцикл тăрлаттарса иртет, унпа пĕрлех вăштăр çил те тупăнать, йывăç çулçисем шĕпĕлтетсе ал çупаççĕ, çĕмĕрт сапаки çурхи ире пуç таять. Каллех çĕр çинче çĕмĕрт çеçкин шăрши хуçаланать.

Ытла та ир килчĕ кăçал çуркунне.

Кил хуçи кĕçех хăрах алпа икĕ кĕленче «Столичный», тепринпе сăра чейникĕ йăтса тухать.

Хăна та килхушшинче ĕнтĕ, çурнă юман витнĕ хуралтăсем урлах кармашнă улмуççи турачĕсем çине пăхса тăрать.

Хуçалăхĕ çирĕп Тимофей Ивановичăн. Пӳрчĕ керменпе пĕрех, урамалла ултă чӳрече, çиелтен ăна та çурнă юманпа витнĕ, пĕренисене чуспа туртнă. Пӳртрен анăçалла — тăватă юман юпаллă, тĕрлесе пĕтернĕ хапха, хапхаранах лаç пуçланса килкарти чиккине вĕçлет. Пӳртне те, хапхипе лаççине, умри картисене те çутăрах кăвак сăрăпа сăрланă, çавăнпа ытти çуртсем хушшинче вăл катаранах палăрать. Ĕне витипе сарайĕсене чулран купаланă, çиелтен штукатуркăласа шап-шурă шуратнă.

Пăхать те шухăшлать хăна: акă ĕнтĕ вăл, унăн батарейинчи Тимофей Иванович наводчик. Аван, питех те аван астăвать вăл ăна: икĕ çул пĕр батарейăра пулнă. Канма ларатăн — Тимофей Иванович мĕн те пулин ăсталама тытăнать е алюмини татăкĕ çине тĕрĕ ӳкерсе портсигар тăвать, е тĕслĕ кантăкран муштук майлаштарать. Оруди валли лайăх позици суйласа илсе чи малтан окоп алтаканни те çавăччĕ. Туппине пытарма та пит ăстаччĕ вăл, ыттисене тăшман асăрхани час-час пулатчĕ, Тимофей Ивановичăнне тупаймастчĕç. Тĕлĕнмеллеччĕ вăл наводчикран, тăватă çул вăрçăра пулса пĕрре те аманмарĕ. Çавăнпах пуль, юнашар полкри салтаксем те ун çине ăрăмçă çине пăхнă пек пăхатчĕç.

Сергей Петрович оруди командирĕнчен пуçласа курсра-мĕнре вĕренмесĕрех офицера çитрĕ. Икĕ уйăха яхăн Иванов сержантпа пĕр расчетра çапăçрĕ. Анчах пĕр çапăçура вăйлă аманнă хыççăн вăл хăйĕн тусне çухатрĕ. Кайран хаçатсем урлă шырама та вăхăт тупăнмарĕ.

— Сергей Петрович! — чĕнет пахчаран кил хуçи, — апат хатĕр, килĕр.

Тимофей Ивановичăн сасси улшăнман, ĕлĕкхиллех уçă. Хăй те çаплах вăр-вар, аллăсене çывхарать пулин те, пĕвĕ çамрăкăнни евĕр йăрăс.

— Пыратăп, пыратăп, — тет хăна.

Анчах хăй сĕтел хушшине кĕрсе ларма васкамарĕ. Чăваш çĕрне пĕрремĕш хут килнĕрен пулас, ăна темĕн хумхантарчĕ, шухăшлаттарчĕ. Ĕнер пуйăс çĕрле çеç çитрĕ. Сергей Петровича пысăк вырăнта ĕçлекен çынна кĕтсе илнĕ пекех чыслăн кĕтсе илчĕç: Тимофей Иванович тĕрĕллĕ алшăлли çине хунă çавра çăкăр тыттарчĕ, арăмĕ виçĕ стакан чăш кăпăклă сăра ĕçтерчĕ. Вăтансах кайрĕ Сергей Петрович. Кĕтмен вăл хăйне çакнашкал чысласса.

Сергей Петрович шап-шурă çĕмĕрт айĕнчи сĕтел патнелле утрĕ.

— Килĕр, çак пукан çине ларăр, — алшăлли сарнă пукан çине лартать ăна кил хуçи.

Чăкăт пек шурă сĕтел çитти çинче тулли черккесем лараççĕ.

— Вĕсенче — Çĕнтерӳ, Сергей Петрович. Çирĕм пĕр çул иртрĕ. Сан çырăва «Советская Чувашия» хаçатра вуларăм та, тӳрех телеграмма ятăм. Тавтапуç килсе чыс тунăшăн. Сыпар çĕнтерӳшĕн, — Тимофей Иванович ура çине тăрать, черккене янках ӳпĕнтерет.

Астăвать Сергей Петрович: оруди наводчикĕ фронтра хăйне паракан спирта та ĕçместчĕ, ыттисене сĕнетчĕ, халь эрехрен хăрами пулнă пулас, каçхине те самаях хĕрнĕччĕ.

— Çĕнтерӳшĕн! — тавăрать хăна та, çĕкленсе. Унăн чĕрçине витнĕ алшăллийĕ çĕре ӳкет, сулахай аллипе вăл тап-таса хырнă пуçне сăтăркалать. Фронтра чухнех çӳçне хыртарчĕ вăл, çавăншăн ăна батареецсем çурăм хыçĕнче «Запорожье казакĕ» тесе тĕрткелетчĕç. Йăрă та çивĕччĕ вăл ун чухне, халь самаях хулăнланнă. Çул тени хăйĕннех илет.

— Çĕнтерӳ, — малалла тăсать Сергей Петрович. — Шухăшлатăп та, ĕнер кăна фронтран таврăннă пек туйăнать. Утмăл пĕррене пусрăм, пенсие тухрăм. Пурнăçăм ахаль иртнĕ теместĕп. Пушхирте хими комбиначĕ çĕклерĕмĕр.

— Çĕршыва, çынсене çăлтăмăр, — хушса хурать Тимофей Иванович.

— Çĕршыв пире çăлчĕ, — тавăрать Сергей Петрович. — Тăван çĕршыв çĕнтерĕвĕшĕн ĕçер.

Пĕр хушă чĕнмесĕр çырткалаççĕ. Хăна кăмăлне Кĕтерне инке те кăшт эрех тутанса пăхать те сăра тултарать.

Сăра тенĕрен, тĕрлĕрен сăра ĕçсе курнă Сергей Петрович, кун пеккине вара пĕрремĕш хут ĕçет.

Чехословаки сăри пек туйăнать вăл, «Нева» пекрех те, хĕвел çутинче ылтăн тĕслĕ йăлтăртатать. Тӳрех пуçа каять тата шеремет.

Кӳршĕре çенĕк алăкĕ шалтлатать.

— Урине! — янăрать Лука сасси, — каллех чăхсем пахчара. Миçе хут калатăп сана çуначĕсене кас тесе.

Тимофей Иванович, аллинчи вилкине хурса, пуçне çĕклет, тăратса çапнă чус карта патне пырса кăшкăрать:

— Лука! Каç, хăна çитрĕ.

— Леш, Казахстанри вырăс-и?

— Каçсан куран…

Тимофей Иванович каллех сĕтел хушшине пырса ларать, хăнине хăй кӳрши çинчен каласа парать. Фронтовик-мĕн, сапер пулнă, нимĕçсемпе çапăçнă чух аманман та, японецсемпе çапăçнă чух мина çине лекнĕ.

Лука Митрофанович карта урлах сикет. Сулахай алне парать, сылтăммин ал лаппи çук. Пĕр хушă хăнапа Лука Митрофанович пĕр-пĕрне тинкерсе пăхаççĕ.

— Таçта курман-ши? — иккĕленет Лука.

Тăрăхларах питлĕ, кăвак куçлă вырăс. Тӳрĕ сăмсаллă, куçхаршисем хĕвелпе саралса кайнă.

Пĕр-пĕрне хăйсен ячĕсене калаççĕ. Лука Митрофанович пукан çине ларса черкке тытать.

— Тултарăр хăвăра та…

Лука Митрофанович хирург туса панă икĕ пӳрне хушшине хĕстернĕ вилкипе ăшаланă çăмарта илсе çиет. Сергей Петрович вăл татăк алпах вилкăна епле тыткаланинчен тĕлĕнет.

— Вут та хăйех çурать, вĕрен те явать, ман бригадăра шорник пулса ĕçлет вăл, — каласа парать Тимофей Иванович.

— Вăй çитнине ĕçлетпĕр, — вăтанарах тавăрать Лука.

— Маттур, маттур, — ырлать хăна. — Пирĕн, фронтовиксен, çапла пулмалла та… Вăрçăра мĕнле çапăçнă, ĕçе те çаплах тумалла. Мĕнле калас: пирĕн ăру çинчен историре яланах ырă сăмахпа асăнĕç. Революцие пирĕн аттесем турĕç, эпир çĕршыва сыхласа хăварса коммунизм никĕсне хыврăмăр. Малалла пурăнма та, ĕçлеме те çăмăлтарах пулĕ.

Катаран килнĕ хăна та кăштах хĕрчĕ курăнать, сăмах-юмах ытларах ваклать.

— Халь пурнăç мĕн, кнеç пек пурăнатпăр, — тавăрать Лука.

— Тепре сыпар-ха çентерӳшĕн, — сĕнет кил хуçи. — Паян пире савăнма та юрать. Эпир çĕнтерӳçĕсем. Ку пĕрре. Тата манăн хаклă хăна пур. Маттур çапăçрăмăр эпир, Сергей Петрович. Сирĕн ята ямарăмăр. Сана амантнă кун, астăватăн-и, сывви те эпир иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Пирĕн тупă прицелне осколок бритвăпа каснă пек татса ывăтрĕ. Юлашки икĕ танкне кĕпçе витĕр тĕллесе çунтартăмăр. Тăшмана яман. Эс ун чухне тăнна çухатнăччĕ. Çитрĕ те дивизи командирĕ, тăван ачисене ыталанă пек ыталаса чуптурĕ. Астăватăн-и, Сергей Петрович, эпир иксĕмĕр, уйрăлнă чухне ман пуçра пĕр шур пĕрчĕ çукчĕ. Çав кунхине эпĕ сасартăк пĕтĕмпех шуралса лартăм. Халь калама çăмăл: «тигрпа» çапăçнă вĕт. Танкĕсене çунтартăмăр та — пехоти тапăнать. Иккĕн чартăмăр тăшмана.

— Сана уншăн Ленин орденĕ панă, — хушса хурать Лука.

— Епле Ленин орденĕ? — тĕлĕнет хăна, Тимофей Иванович кăкăрне сăнаса.

— Панă пулнă та, эпĕ пĕлмен. Кайран урăх полка куçарчĕç, полкне ĕнтĕ урăх дивизие… Военкоматрисем шыраса тупнă-и ăна… Те эпĕ-ха вăл, тен, урăххи? Совет Союзĕнче Ивановсем мильюн та пулĕ.

— Саламлатăп сана, Тимофей Иванович, — кил хуçи аллине чăмăртать Сергей Петрович.

— Çав çапăçушăн мана та Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă пулнă, пĕр эрне каярах военкоматра пачĕç.

— Апла, тен, ку орденĕ те манах панăскер пуль?

— Сана, сана, — çирĕплетет хăна.

Кашниех мĕн те пулсан каласа пама тăрăшать, пĕр Кĕтерне инке кăна хăйне валли вырăн тупаймасть. Ăна итлесе ларма аван, анчах ĕç нумай: ав сысна çухăрать, ирхине иртерех панăччĕ те… Выçрĕ те пуль… Чĕпсем те паян тухмалла, кăçал ытла ир ларчĕ кăлăк. Çăмартине те декабрьтех пуçларĕ те.

— Эсир мĕн кирлине калăр, эп килхушшинче пулатăп, — тесе Кĕтерне инке хăй пахчаран тухрĕ.

Сĕтел хушшинче çаплах шăкăлтатса ларчĕç. Тимофей Иванович вăрçă хыççăн унăн пĕр йĕкĕреш ывăл çурални çинчен каласа кăтартать, ачисем питĕ те сывăскерсем пулнă, халь иккĕшĕ те ялхуçалăх институтĕнче вĕренеççĕ… Лукан тăватă хĕрача-мĕн, асли институтра, ыттисем килтех-ха. Сергей Петровичăн аслă ывăлĕ майор, академи пĕтернĕ, кĕçĕнни инженер, хăйсен комбинатĕнчех ĕçлет.

Кил хуçи самаях хĕрĕнкĕ ĕнтĕ, унăн хăйĕн ĕçĕпе мухтанас килет. Ытти чухне арăмĕ чараканччĕ, халь чаракан çук. Ура çине тăрать те хăнасене çапла сĕнет:

— Пăхса тухар-ха ман позицине. Артиллерист ятне яман эпĕ.

Хăнасем ун хыççăн пахча тăрăх утаççĕ.

— Кусем виççĕшĕ те антоновка, хĕрĕх çиччĕмĕш çулта лартнăскерсем, — улмуççисенчен пуçлать пахчине кăтартма Тимофей Иванович, — уйрăлса тухрăм та чи малтан сад ĕрчетме пикентĕм. Эй, Катя, эпир хăнана панулми çитерме маннă, сик-ха нӳхрепе… Кусем йăрăмлă кĕрхи панулмисем. Ача пуçĕ пысăкăшех пулаççĕ. Ку ылтăн ранет, ку сливăсем… Карта хĕррипе йăлтах чие.

Итлет Сергей Петрович кил хуçи калаçнине… Хăй те ялта ӳснĕ-ха, çапах унăн халь пахчапа, анкартипе аппаланас килес çук. Оруди наводчикĕ вара питех те тăрăшать пулас: улмуççи айĕсене йăлтах кăпкалатса пĕтернĕ, сарлакарах хушăсене йăрансем чавса пахча çимĕç лартнă. Пĕр татăк çĕрне те усăсăр вырттармасть.

— Карта хĕррипе йăлтах чие. Вăл сивĕрен хӳтĕлеме пулăшать, çырли те аптрасах каймасть. Катя çулсеренех варени пĕçерет, кӳршĕсене те паратпăр, — хăй шухăшне малалла тăсать Тимофей Иванович.

Кĕтерне инке хăнана панулмипе сăйлать.

— Çăвартах ирĕлет, — тĕлĕнет Сергей Петрович.

— Начар мар, — килĕшет кил хуçи. — Йăлтах хамăран, сутăн илмен.

Унтан вăл хăнине анкартине илсе тухать. Карта хыçĕнче шăкăрах юпасем лартса тухнă.

— Ку мĕнне пĕлетни? — ыйтать Тимофей Иванович. — Çук.

— Хăмла плантацийĕ вăл. Пирĕн бригадăн ултă гектар. Пĕлетĕн-и эсĕ: Чăваш республики пĕтĕм Россия Федерацийĕнче çуррине яхăн хăмла туса илет. Пирĕн ăна «симĕс ылтăн» теççĕ. Лайăх пулнă çул гектартан çичĕ-сакăр пин тупăш илетпĕр.

— Сăра тумалли хăмла-и вăл?

— Сăра тума та каять, эмел валли те. Тухнă-тухнах, çитсе курар.

Анкарти алăкĕ уçнă çĕре вĕсене Лука хуса çитет. Вăл та киленсех Кĕтерне инке панă панулмие чăмлать.

— Сергей Петрович, — чарать Лука хăнана. Эрех унăн чĕлхине те самаях çемçетнĕ иккен, — пĕлетĕн-и эсĕ, пирĕн колхозра ĕçе кам ертсе пырать? Тимофей Иванович.

— Маттур, маттур, — ырлать Сергей Петрович. — Анчах хăмли ăçта-ха?

Тимофей Иванович чĕнмест, хĕрринчи рете кĕрет.

— Акă вĕсем, кур-ха еплерех, шывра ишекен çĕленсем евĕр пуçĕсене çĕклеççĕ. Ыран шпалерсем çакма хăвалатăп.

Сергей Петрович кăпкалатнă рет хушшине кĕрет, пĕшкĕнсе ларса хăмла калчине тытса пăхать. Çулçи унăн пӳрни çумне çатах çыпçăнать.

— Çилĕмпе пĕрех ку, Тимофей Иванович.

— Çавăнпа вăл çыпăçса пралук тăрăх хăпарать те. Бригадир та хăна çумне пĕшкĕнет, хăмла çулçине тытать. Самантлăха унăн питĕнчи савăнăç çухалать, тепĕр тĕм патне пырать.

— Кĕве! — сасартăк хăйне такам хăратнă пекех кăшкăрса ярать вăл. — Лука, илтетĕн-и, кĕве. Вăт сана ир килнĕ çуркунне.

Бригадир урăх сăмах чĕнмесĕр рет тăрăх утса каять, пĕшкĕнсе ларса çулçăсене тытса пăхать, унтан тепĕр рет хушшине куçса каялла таврăнать. Пĕшкĕнсе ларнă чух унăн медалĕсемпе орденĕсем пĕр-пĕрне перĕнсе чăнкăртатаççĕ.

— Нумаях сарăлайман, — мăкăртатать Тимофей Иванович. — Лука! — кăшкăрать сасартăк. — Лаçра гексахлоран миххи ларать, кайса йăтса кил. Катя марля парса ятăр.

Лукан паян хăмла кĕвине пĕтерес шухăш марччĕ. Сергей Петровичпа ытларах калаçас килетчĕ унăн, ăна хăй патне те чĕнесшĕнччĕ.

— Ыран кун çук-и саншăн? — тавăрать вăл самаях кăмăлсăрланса.

— Мĕнле ыран? Кĕве вăл сехетре миллион таран хунама пултарать.

— Ну, хунатăр.

— Епле хунатăр? Эсĕ мĕн… Колхозник-и е интус? Колхоза хăмласăр тăратса хăварас тетĕн-и?

— Хăнаран намăса пĕл.

Лука уçă анкарти алăкĕнчен кĕрсе çухалать.

Бригадир Сергей Петровича каллех хăмла çинчен каласа парать. Çулçăсене кĕве çисе пĕтерсен, хăмла хăрса ларать-мĕн, кăçал вара кашни гектартан вуншар центнер типĕтнĕ хăмла илме сăмах панă. Çак усал хурт хунаса кайсан, пĕрер центнер та илеймĕн.

Сергей Петрович бригадир ахаль хумханманнине туйса илет, хăнара пулсан та, унăн Тимофей Ивановича пулăшас килет.

— Кĕвине ăна пĕтерме пулать-и?

— Пулать, — тавăрать бригадир.

Хулпуççи çине гексахлоран миххи лартнă Лука персе çитет. Миххе çĕре антарса лартать, кĕсьерен марля татăкĕсем кăларса бригадира тыттарать.

— Ме, сапах. Уяв кунĕ ăшталанассăм çук.

Тимофей Иванович марля татăкĕсем çине гексахлоран хурса çыхать те хăмла çулçисем çине чăлтăрт! чăлтăрт! силлет.

— Тăхта, эп те пулăшам, — ĕç тупăннăшăн савăнать Сергей Петрович. Марлипе гексахлоран çыхса вăл та «химик» пулса тăрать.

Лука кăна пĕр хушă вĕсем çине тĕлĕнсе пăхать, унтан Сергей Петровичран пырса марлине илет.

— Тимук та çав, хăнана çак усал имçампа ĕçлеттермелле-и?

— Гексахлоран вăл наркăмăш. Ăна сапнă чух çăвара хупламалла.

— Пĕлетĕп. Эп хам химик. Эпир гексахлоранран вăйлăрах наркăмăшсем кăларатпăр.

Тепĕр çур сехетрен, çăвăннă хыççăн, каллех çĕмĕрт айĕнчи сĕтел тавра пухăнса лараççĕ.

— Туссем, — пуçлать хăна, анчах каласа пĕтереймест, сăмси кăтăкланнипе пичĕ-куçĕ пĕрĕнет, вара вăл ал тутрине кăларса çăварне хуплать пулин те, пĕтĕм урам илтĕнмелле сунаслать.

— Хими ялхуçалăхне пулăшнине паян хам куçпа хам куртăм.

— Ĕçер химиксемшĕн, — тет Лука.

— Тĕрĕс, — килĕшет кил хуçи сунасне чараймасăр. — Апчхи!

— Апчхи! — сунаслать Лука та.

Пĕр хушă пурте çăмăллăн сывласа яраççĕ. Уçă сывлăшра пулнă хыççăн апат лайăхах анать, вĕсем кула-кула кĕвене епле пĕтерни çинчен калаçаççĕ.

— Çĕнтерӳшĕн! Апчхи! Апчхи! — çине-çинех сунаслать Тимофей Иванович.

— Тавтапуç, Сергей Петрович, килсе курнăшăн. Пĕтĕм колхозшăн эсĕ хаклă хăна.

— Çапла кĕтсе илнĕшĕн хăвара тавтапуç, — тет те Сергей Петрович, сунасласа ярать. — Апчхи! Сыпар чаплă çĕнтерӳçĕсен манми тĕлпулăвĕшĕн.

Таврара илем, таврара çĕмĕрт çеçки шăрши, таврара çуркунне.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: