Ула курак меслечĕ
Эпĕ пулла кайнине курсан, Хветюкпа Микихвер ялан ман çума «çыпçăнса» пыратчĕç. Хăйсен вăлтисем латти çук; тутăхса пĕтнĕ, çиппине темиçе татăк-кĕсĕкрен сыпса тунă, хуçăк авăрлă. Ăманне те хăйсем пухса хатĕрлес йăла çукчĕ вĕсен, Атăл хĕрринче пулăçсенчен ыйтса илсе çӳретчĕç. Ытти пулăçсем пек шăппăн ларса тытмастчĕç тата. Вăлтисене аран майлаштарса шыва пĕрре ывăтаççĕ те урăх çаврăнса та пăхмаççĕ. Пĕр пулăç патне, теприн патне пырса, лешсем тытнă пулăсене пăхса кансĕрлесе çӳреççĕ.
Çак Хветюкпа Микихвер пĕррехинче çапла мана кун каçипе канлĕн пулă тытма памарĕç. Хăйсен вăлтисене пулă лекмест те, ман вăлтасене кирлĕ-кирлĕ мар вăхăтрах туртса кăлараççĕ. Тарăхтарсах çитерчĕç. Мĕн тăвас кусене?..
Эпĕ кирек хăçан та виçĕ вăлта илсе çӳретĕп. Пĕр вăлтине шывран кăлартăм та: «Мейĕр, эсир манран хăпăр», — терĕм.
Тинех пăрăнчĕç, аяккарах кайса халь ман вăлтапа хăйсем тытма ларчĕç. Лайăх вăлтана, паллах, пулă часах пырса хыпрĕ, пĕр самаях пысăк уланкă туртса кăларчĕç.
— Сан мар, ман пулă ку! — терĕ Микихвер.
— Сан мар, манăн! — вăр-вар туртса илчĕ пулла Хветюк.
Пуçларĕç хайхисем харкашма! Пĕрре тытăçса тӳпелешсех илчĕç: Микихвер, мăнтăр, лӳпперскер, Хветюка çĕнтереймерĕ, кӳреннипе сăмсипе сысна пек нĕш! нĕш! туртса «тусĕ» патĕнчен кайрĕ, ним тума аптранипе шыва чулсем персе çӳреме тытăнчĕ.
Çак вăхăтра (эпĕ те куртăм) шăпах Хветюк пуçĕ çине темскер, хураскер, пат! персе анчĕ. Хветюк Микихвер печĕ тесе шутларĕ пулмалла, чул илчĕ те лешне пĕррех лектерчĕ. Микихвер те парăмра юлмарĕ, тата пысăкрах чул илсе вăркăнтарчĕ, Хветюка шăпах хырăмĕнчен лекрĕ.
Тытăнчĕç халь тӳпелешме! Чышкисемпе пĕрне-пĕри пант! та пант! тутараççĕ, çат та çат!..
— Апла пулсан, — терĕм эпĕ, — вăлта нихăшне те памастăп. Кайрăм та илтĕм.
Тинех чарăнчĕç çапăçма çаксем. Акă халь пĕр-пĕрин çине сивĕ куçпа кăна пăхса лараççĕ.
Унччен пулчĕ-и, кунччен… ак эсремет, каллех шăпах Хветюк умне темскер пырса ӳкрĕ. Рак хуранĕ иккен ку! Ӳкрĕ те чул çине лексе çурăлсах кайрĕ, шалти лĕчĕркки лĕсĕлл! тухса выртрĕ.
— Кам печĕ куна?.. — нимĕн ăнланса илеймесĕр ун-кун пăхса ларатпăр халь виçсĕмĕр те.
Çывăхра никам та çук. Шăпах çак рак хуранĕ ӳкнĕ вăхăтра пирен çийĕн ула курак çеç вĕçсе кайрĕ. Куракĕсем кунта, Атăл хĕрринче, нумай, паçăртанпах тем тăрмашаççĕ.
«Пулă тытаççĕ-ши?..» — шухăш çиçсе илчĕ ман пуçра. Çак кураксем çине халь тинкерсе пăхрăм.
Чим, мĕн тупнă вĕсем? Темĕнле чылай пысăк муклашка пекскерне çыртса хыпаççĕ те вĕçсе хăпараççĕ, анчах муклашки çĕре ӳкет, куракĕсем вара каллех çав муклашка ӳкнĕ тĕле анса лараççĕ, темскере турта-турта çиеççĕ.
Çук, инçетрен пăхнипе чăтса лараймарăм эпĕ, кураксем патне кайсах курас терĕм.
Мĕн хăтланаççĕ тетĕр эсир вăл кураксем? Рак хуранĕсемпе тăрмашаççĕ иккен; шалти лĕчĕрккине çиеççĕ. Пăх-ха эс вĕсене, рак хуранне çĕмĕрме меслетне тупнă! Хыпса çĕклесе хăпараççĕ те чуллă тĕле пăрахаççĕ, рак хуранĕ вара çурăлса каять, лĕчĕркки тухса ӳкет. Паçăр Хветюк пуçĕ çине те ула курак пăрахнă рак хуранĕ лекнĕ-мĕн, вĕсене вăрçтараканĕсем кураксем пулнă иккен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...