Улшăнусем
Ман Çĕршыв
ура çине тăрать!
Курас текен
ăна аван курать.
Пире вĕт самаях
асап кӳчĕç кăна.
Çаратрĕç Çĕршыва
тата кашни çынна.
Тăшмансем халь те
пире силлеççĕ –
хамăр çынсем
пирĕн çĕре çиеççĕ!
Кунтан анчах та
нимĕн те тухмасть –
Раççей хăйĕн çĕрне
никама памасть.
Вăйлă çынран ялан
пурте хăраççĕ.
Манăн Çĕршыв
вăй илнине кураççĕ.
Мĕн чухлĕ
хăпараç çĕнĕ çуртсем!
Тата та паллăрах –
улшăнаç çынсем!
Шалти тăшман
пире ура хурать,
халăх вăйланнине
пит тишкерсе пăхать.
Вĕсем çине
пăхмасăр утмалла,
тупнă çулпа
каятпăр малалла.
Ку сăмахсем кăштах
кăшкăраççĕ пек –
урăхларах –
ĕлĕкхи лозунг пек.
Анчах та, ку
тĕрĕс сăмахсем!
Пире утма
пулăшаç вĕсем.
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...