Упрасам халăхна…
Ытала тĕнчене, çутçанталăк…
Упрасам халăхна, Çӳлхуçам!..
Чăваш ывăл-хĕрĕ пулман çапкаланчăк,
Йăваланчăк пулман нихăçан.
Çапла-а… Хальлĕхе — сапаланчăк…
Пĕрчĕлхелĕх çукрах, пăяхам...
Çĕршыври самана ытла та пăтранчăк, —
Тăрмаланчăк пуçна хыçкалан.
Янрашать чарăнми лăпăртанчăк...
Кĕвĕçӳ ыр тумасть, ачамккам...
Тасара чарăнми шыран вараланчăк, —
Эх, каппайчăк… Мĕнех, хăмпăлан.
Пĕр хăйне юратсан та мухтанчăк,
Çул парсам ырăна, Çӳлхуçам!
Этеме тĕп тăваймĕ юхха-лутăрканчăк,
Черкке ни-ка-ма ырă туман.
Эс тыттар Усала йĕплĕ хырчăк –
Тарлаттар!.. — Туптăр çутă тумлам.
Çĕр çинче кирлĕ мар йăх-ях, вараланчăк,
Эс — Этем! Хăватлан та вутлан…
Ĕрĕхтер савăнса, çилĕ-ямшăк!
Чунсене çемçетсем, Çӳлхуçам.
Çутăпа, ачашпа сиплентĕр аманчăк…
Шуйханчăк чĕрем, лăплан, ан хурлан.
Ытала тĕнчене, çутçанталăк…
Упрасам халăхна, Çӳлхуçам!..
8.01.2021 ç.
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...