Лидия Ивановна Филиппова (Михайлова) 1967 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче Канаш районне кĕрекен Малтикас (Çеçпĕл) ялĕнче кун çути курнă. 1984 çулта Çеçпĕл вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче журналистика енĕпе пĕлӳ пухнă.
1989-1994 çулсенче Пушкăрт Республикинче тухса тăракан «Урал сасси» хаçатра куçаруçă, корреспондент, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Тăван ене таврăннă хыççăн 1994-1997 çулсенче — «Хыпар» хаçатăн вĕрентӳпе ăслăлăх, культурăпа наци политикин пайĕн корреспонденчĕ, 1997-1999 çулсенче «Чăваш Ен» телерадиокомпанин Чăваш радиовĕн информаципе публицистика кăларăмĕсен пайĕн редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1999 çултанпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ, журналистика факультечĕн доценчĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн журналистсен союзĕн, ЧР профессионал писательсен союзĕн членĕ. Çичĕ кĕнеке авторĕ.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...