Ку — пурнăç
Юн тымарне касать пери —
Кула-кула.
Парне уçать тепри —
Йĕре-йĕре.
Тăрса юлать çука пĕри —
Выля-выля.
Пуйса пырать тепри —
Суя-суя.
Хуçа пулать пĕри —
Сутса-пуйса.
Лава туртать тепри —
Савса-кулса.
Юн тымарне касать пĕри —
Кула-кула.
Парне уçать тепри —
Йĕре-йĕре...
Влад Маскай (2019-06-16 01:10:37):
Лидия, хумханса вуларăм сăввăра. "Чутланă" пĕр шелсĕр тĕрлĕ çĕртен сиксе тухакан "йăх-яхсене"... Тем тесен те, сăвăра та пулсан "хĕртмесĕр" иртсе кайманни çитменлĕхсене куратăркаç - халăхăмăрăн паха енĕ тесе шутлатăп эпĕ те, тĕрлĕрен философсем "шарламасăрах" иртсе кайма сĕнеççĕ пулсан та. Çапах та, тав тăватăп хамăн енчен, хăвăра шеллемесĕр, чун-чĕре вăйне перекетлемесĕр "тытăçăва" хутшăннăшăн, пурнăçа кăштах та пулсан "çӳп-çапсенчен" искусство вăйĕпе тасатас тесе...