Сăтăрçă çерçисем


Çерçие пирĕн енче «сала кайăк» теççĕ. «Сала» тесе чăвашсем вырăс ялне каланă. Сала — ял, сала кайăк тени апла — ял кайăкĕ тенине пĕлтерет ĕнтĕ. Тĕрĕс каланă. Чăн та ял кайăкĕ вăл çерçи. Мĕншĕн тесен эс ăна ним тусан та ытти кайăксем пек вăрманта е уйра усраймастăн.

Виçĕ пуслăх кайăк çеç теме пулать вăл çерçие; илемĕ те, юрри те çук унăн. Çапах та пăх-ха эс ăна, ăсĕ хăйне кура мар, ытлашшипех. Ялта пурăнсан выçса вилес çуккине питĕ лайăх пĕлет вăл. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрать. Выльăх-чĕрлĕх таврашĕнче çерçи çулла та хĕлле те мĕн çиес килнĕ çавна тупать. Чее тата хăй: çерçие эс кăсăяна тытнă пек тапă лартса часах тытаймăн. Вĕçме мĕнлерех пултарни çинчен калама та кирлĕ мар; чĕкеçпе танлаштарас пулсан, çерçие ăна кайăк теме те çук, пĕрре ларса канмасăр пиллĕк-ултă минутран ытла вĕçсе çӳреймест, ывăнать.

Ку хăямата-ха, çут тĕнчене пур кайăк та чĕкеç пек вĕçме çуралман тейĕпĕр, этеме сиен кӳрет тата мур çерçийĕ. Уй-хирте тыр-пула мĕн чухлĕ çисе сăтăр тунине шутласан, ăна, çерçие, чи киревсĕр кайăк теме пулать.

Ку çеç-и. Çерçисем вĕсем тĕрлĕ чир-чĕре хăйсен вараланчăк урисемпе илсе çӳресе чăх-чĕпе ертеççĕ. Пирĕн ялта пĕр çулхине çавнашкал инкек те пулса иртрĕ.

Çуркунне, чăхсем чĕпĕ кăларсан пулчĕ вăл. Чăхăсем, пуринчен ытла чĕпписем, темĕнле сикекен чирпе чирлесе питĕ нумай вилсе пĕтрĕç. Чăх-чĕп фермине те пырса кĕчĕ çав чир. Тăкăнчĕç вара чĕпĕсем. Ним туса та çăлма çук. Мĕнле чирне тӳрех пĕлеймерĕç. Кайран районтан чĕннĕ зоотехникпа выльăх тухтăрĕ: вăл чире çерçисем сарса çӳренĕ, терĕç. Ну тарăхрĕç вара ялти çынсем çакăн хыççăн çерçисене.

Çерçисем кун пек тарăхтарни кашни çулах пулкалать. Мĕнле тарăхнине те каласа паратăп.

Пирĕн колхоз тахçантанпах кантăр чылай акса ӳстерет. Кантăр акнă уя пĕрре тĕллесен, çак виçĕ пуслăх çерçисем çĕршер тенкĕлĕх сиен кӳреççĕ: кантăр вăррине ним юлмиччен çисе пĕтереççĕ. Иртнĕ çул пĕррехинче колхоз председателĕ Федор Егорович правление питĕ тарăхса пырса кĕчĕ.

— Мĕн тăвас ку сала кайăксене? Пĕтереççĕ кантăра, шĕкĕлчеççĕ те шĕкĕлчеççĕ, — терĕ.

— Çапла, — хута кĕчĕ Хветюк мучи те, — этеме сиен кӳрет çеç вăл çерçи. Ахальтен мар ĕнтĕ Китайра тахçан авал çерçие вĕлерсе пĕтерме хушакан закон пулнă, тет, — терĕ.

— Китайра мĕн хăтланччăр та, эпĕ чип-чиперех пурăнас кайăка тытса вĕлерместĕп! — пат татса хучĕ Федор Егорович.

— Апла пулсан, — юриех ытарласа калаçрĕ Хветюк мучи, — малашне кантăр акассине пăрахма тивет.

— Пăрахма мар, тата ытларах акма тытăнатпăр. Çерçисенчен хураллас ĕçе ачасене хушатпăр, — терĕ Федор Егорович.

Каланă — тунă. Пирĕн председателĕн йăли çавнашкал.

Хурала тепĕр куннех эпир тăваттăн — Нестĕр, Микитта, Макçăм, эпĕ — кайрăмăр. Ир-ирех, хĕвелпе тан тухрăмăр, Кантăр уйĕ ялтан инçе мар, эпир унта часах çитрĕмĕр.

— Эй, ачасем, намăс куртăмăр! Çерçисем пирĕнтен малтан килсе çитнĕ, — кăшкăрса ячĕ Микитта.

Чăнах та, кантăр çинче çерçисем кĕтĕвĕ-кĕтевĕпе вăшăлтатаççĕ. |

— Ах, путсĕрсем!

— Кша-а-а!

— Кша-а-а!.. — хăвалама тытăнтăмăр çаксене.

Ас ту, хăваласа ярăн эс вĕсене кунтан. Эпир çывхарса пынă çĕртен кăштах аяккарах кайса лараççĕ те каллех пуçлаççĕ хăйсен ĕçне.

Çапла тем вăхăт хăваласа çӳрерĕмĕр, анчах çук, пĕр çерçи те вĕçсе каймарĕ кантăр уйĕнчен. Пĕр енчен хăвалатпăр та, тепĕр енне кайса лараççĕ. Лăштах хăшкăлса çитрĕмĕр çерçисене вырăнтан вырăна хăваласа. Кăнтăрла çитеспе çисе тăрансан тин хайсемех яла вĕçсе кайрĕç. Кăнтăрла иртсен, кăштах канса выçма пуçласан, каллех кантăр уйне пычĕç.

Вăт чун иллисем! Мĕнле майпа сивĕтес ку çерçисене кантăр уйĕнчен? Кунашкал сăтăр тума мĕнле чарас?.. — шухăша кайрăмăр халь эпир, хурала тухнă ачасем.

— Хăратма катемписем туса лартсан, мĕнле-ши? — шухăш пырса кĕчĕ Макçăма.

— Питĕ аван пулать! — килĕшрĕмĕр пурте ку шухăшпа.

Катемпи тăвасси йывăр ĕç мар, пĕр шăчăпа патак, çĕтĕк-çатăк çеç кирлĕ. Эпĕ асаттен аслăк айĕнче тахçантанпах çĕрсе выртакан сăхманне тупрăм, пуçне виçĕм çул хам çыхса тăхăнса çĕтнĕ улăм шлепкене тăхăнтартрăм. Пĕр аллине шăпăр тыттартăм, тепĕрне — мунча милĕкĕ. Микитта таçтан çĕтĕк кĕрĕкпе çĕлĕк тупнă, Нестĕр — кивĕ кĕпе, Макçăм — пиншак пекки. Тепĕр кунне кантăр уйне кашни пĕрер катемпи çĕклесе кайрăмăр. Тăватă катемпие тăватă çĕре инçетренех курăнмалла туса лартрăмăр.

Анчах çерçисем… Хăнк та тумарĕç. Кантăр вăрри çисе тăрансан, вĕçсе пырса катемписем çинех канма ларчĕç. Ак мăшкăл!..

— Мĕн тăвас ку çерçисене?.. — аптрарăмăр халь.

Тăватсăмăр та пуçа усса, çерçисене ниепле те хăваласа яма çукки çинчен кайса калама колхоз правленийĕ патнелле утрăмăр. Унччен те пулмарĕ, чим, мĕне пĕлтерет ку? Кантăр уйĕнчи çерçисем кăр-карр! кăр-карр! турĕç те кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе ялалла ыткăнчĕç. Яла çитсен тӳрех садсенчи чăтлăхсене чăмрĕç. Вĕсем хыççăн пĕр пысăк кайăк вăшлатса иртсе кайрĕ те пĕр çерçине пĕррех пырса сăхрĕ. Тытаймарĕ пулмалла çерçие, акă халь кантăр уйне тепĕр хут таврăнса Нестĕр тунă катемпи çине ларчĕ.

— Хурчăка! — палласа илтĕмĕр эпир çак кайăка.

— Кăштах пăхса тăрар-ха, малашне мĕн пулса иртет, — шут тытрăмăр эпир.

Чылайччен ларчĕ çак хурчăка катемпи çинче. Катемписенчен вăл та пачах хăрамарĕ.

Те паçăрхисемех, те урăххисем, ялтан пĕр ушкăн çерçи кантăр уйне каллех вĕçсе килчĕç. Анчах хальхинче çерçисен кантăр вăрри çисе савăнасси пулмарĕ, тахăшĕ катемпи çинче ларакан хурчăкана курчĕ те чрик! чрик! кăшкăрса ячĕ. Чрик! чрик! кăшкăрчĕç пĕрин хыççăн тепри. Çав самантрах вăр-вар таврăнчĕç те йăлт! çеç курăнчĕç тепĕр хут ялалла.

— Ак камран хăраççĕ иккен ку çерçисем. Эх, ку хурчăкана кашни кун çакăнта лартасчĕ! — терĕ Микита.

— Тытасчĕ те уринчен кăкарса лартасчĕ. Вăл пулатчĕ вара хуралçă!.. — хаваслансах ĕмĕтленчĕ Нестĕр те.

Çапла, çерçисем пек вĕтĕр-шакăр кайăксемшĕн хурчăка чи хăрушă тăшман. Анчах вĕсене, хурчăкасене, кантăр уйне кашни кун килсе ларма мĕнле явăçтарăн?

Тахçан пĕр кĕнекере эпĕ уй-хире кайăксене явăçтармаллисем туса пани çинчен çырнине вуланăччĕ. Халь, хурчăка катемпи çинче ларнине курсан, çавна аса илтĕм.

— Ачасем, — терĕм, — ку катемписем вырăнне атьăр кайăк лармаллисем тăватпăр. Вара кунта ытти хурчкасем те килсе ларĕç, вĕсене курсан, çерçисем килме пăрахĕç.

— Тĕрĕс!

— Тĕрĕс!.. — хапăл пулсах килĕшрĕç ман туссем те.

Кайăксем лармалли тăвасси вăл пачах та йывăр ĕç мар: шăчăпа тепĕр вăрăмах мар патак ил те кĕрепле евĕр çап та ларт. Эпир çав кунах кашни тăватшар «кĕрепле» туса тепĕр ирхине ирех кантăр уйне лартса тухрăмăр. Пире кура ялти ытти ачасем тата 18 «кĕрепле» турĕç. Кантăр уйĕнче халь мĕн пурĕ 34 «кĕрепле» ларать. Кирек те хăçан пырса пăх, хăшĕн çинче те пулин хурчка пурах.

Хурчăкасем çех мар, хĕрен йышши ытти кайăксем те час-часах ларса канаççĕ. Çерçисем вĕсенчен те питĕ хăраççĕ.

Тинех сăтăр тума пăрахрĕç çерçисем. Çавăнтанпа кантăр уйĕ ăçтине те манса кайрĕç.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: