Ан çиттĕр
Нумай çын
халĕ çывăрать,
куçа хупса
çывăрмасан та.
Уçă куçпа
тĕлĕк курать,
питех аван
ăнланмасан та.
Иртнĕ пурнăçра
вĕрентнĕ
«совет çынни таса»
тесе.
Çыннисем юлнă,
Влаçĕ пĕтнĕ,
ывăнтăмăр пуль
çĕмĕрсе.
СССР çĕрне
пайларĕç –
кашни Çĕршыв
халь хăй хуçа.
Халăх çинчен
манма пуçларĕç,
илмеççĕ те
ăна пуçа.
Влаçа кĕрсе
ларас тесен,
таса çын
пулнине манаççĕ.
Кам асăнать
намăс çинчен;
Вĕлернĕ чух
таса пулмаççĕ.
Влаçшăн вăрçă
нихçан пĕтмест,
мĕнле Саккун
аван пулсан та.
Пачах вăл
халăхран килмест,
пурне те вăл
аван курсан та.
Вăрçă пырать
пирĕн çумрах,
Украина çĕрне
силеççĕ.
Кунта ун пек
ан пултăрах –
пур вăрçăра та
вĕлереççĕ.
Ку вăрçă
çăмăл чарăнмасть –
пырать вăл
Çĕнтерӳ кунчен.
Унта никам та
парăнмасть –
ку вăрçă вăл
мĕн виличчен.
Вĕлересси вăл –
вăрçăра,
саккунсене
пăхса тăмасть.
Ун çинчен
çыртăм паçăрах –
тăшман хăйех
тухса каймасть.
Ăна
çĕнтерейет пуля,
сăмахсемпе
çĕнтерейместĕн.
Украинăран
ун çулĕ
ăçта каяссине
пĕлместĕн.
Пирĕн паян
пĕр çул кăна,
Русь çĕршывне
пулăшмалла.
нацизмлă
бациллăна
тымарĕпе
кăлармалла.
Р.S. Уçă куçпа
çывăрас мар,
Украина та
пĕччен мар.
Ун пекки
пулĕ-ха тата –
ан çиттĕрчĕ
пирĕн пата.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...