Мухтар мучи ачисем
Мухтарах та мучи ачисем,
Çут çăлтăр пек çивĕч куçлисем.
Çунат çукран çунат хушаççĕ,
Ялăмăртан ялан тухаççĕ,
Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.
Мухтарах та мучи ачисем —
Çĕрте пĕрех çĕрте çулĕсем, —
Çурçĕре çитсессĕн пĕрисем —
Кăнтăрта пулаççĕ теприсем,
Тухăçран анаççĕ анăçа,
Нихăçан пĕлмеççĕ канăçа.
Мухтарах та мучи ачисем —
Сар кăлкан пек сарă çӳçлисем,
Ялăмăртан ялан тухаççĕ, —
Сарă тулла çуллен пухаççĕ,
Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.
Мухтарах та мучи ачисем —
Çĕрте пĕрех çĕрте ĕçĕсем,
Алтая каяççĕ тыр акма,
Ĕç панче пĕлеççĕ тар тăкма,
Алтайран кураççĕ Атăла,
Юрласа уçаççĕ кăмăла.
Мухтарах та мучи ачисем —
Ялăмăрта ялан ятлисем,
Инçе çула ялан тухаççĕ,
Кĕмĕлех те кермен лартаççĕ,
Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.
Мухтарах та мучи ачисем —
Çĕрте пĕрех çĕрте аллисем.
Çурçĕре каяççĕ çул тума,
Сивĕре пĕлеççĕ ăшăнма.
Аякран кураççĕ Атăла,
Юрласа уçаççĕ кăмăла.
Мухтарах та мучи ачисем,
Çут çăлтăр пек çивĕч куçлисем,
Çунат çукран çунат хушаççĕ,
Ялăмăртан яла тухаççĕ,
Асамăртан нихçан тухмаççĕ.
Мухтарах та мучи ачисем,
Çĕрĕмĕртен çулта çунатсем.
Çĕр тавра çӳреççĕ çаврăнса,
Паттăр çын пулаççĕ таврăнса.
Космосран кураççĕ Атăла,
Юрласа уçаççĕ кĕмăла.
Шухăшсем
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...
Ever thought how chuvash...
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...