Паттăр йăмра
Пирĕн ял çумĕнчи Тарăн çырма вĕçĕнче пĕве пурччĕ. Пĕве пуçне икĕ енне икĕ йăмра лартнăччĕ. Вăл пĕвене тахçанах пĕвенĕ, йăмрисене те çавăн чухнех лартнă. Таçтан инçетренех курăнса ларатчĕç çак йăмрасем. Пĕви те инçетренех курăнса йăлтăртатса выртатчĕ. Тем тăршшĕ пĕвере карас пулăсем канлĕн кăна ишсе çӳретчĕç. Эпир, ачасем, çулла вăл пĕвере шыва кĕрсе мĕн чухлĕ савăнаттăмăр! Шăрăх кунсем çак икĕ йăмра сулхăнне ларса уçăлаттăмăр, сивĕ çил вĕрнĕ чух вăл йăмрасем хӳтĕлетчĕç. Анчах кĕтмен инкек килсе тухрĕ. Тарăн çырма тăрăх анатран сикекен лакăм çĕмĕрттерсе хăпарчĕ, çырми ишĕлсе, тарăнланса юлчĕ. Пĕр çулхине, çуркунне, шыв нумай пулнипе çак лакăм пăхма тискерлĕ алхасса пĕве патнех çитрĕ, пĕве татса кайрĕ: пуçĕ ишĕлсе анчĕ, унтан йăмрасем те — пĕри тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлса çырма урлă ӳкрĕ, тепри тайăлса, кĕç-вĕç тĕренсе анас пек ларса юлчĕ. Пысăк пĕвере киленсе пурăннă карас пулăсем пирĕн ялпа сыв пуллашрĕç те Тарăн çырмаран Хирлепе, Хирлепрен Çавала тухрĕç, халь ĕнтĕ вĕсем, паллах, таçта Атăлта ишсе çӳреççĕ. Карас пулăсем вĕсем вилмерĕç пулĕ-ха, йăмрасем авă… эх, шереметсем!..
Çырма урлă ӳкни çулçă сараймарĕ, хăрчĕ. Теприн те, тайăлса ларнин, тымарĕсем çурри ытла татăлчĕç, çĕртен халь нӳрĕк сахал илнипе ниепле те вăй çитерсе çулçă кăлараймасть.
Çак йăмрана хĕрхеннипе манăн чун-чĕре ырататчĕ. Патне пырса пăхсан, вăл йăмра пуçне хурлăхлă уснă пек, шăппăн тăрса итлесен: «Ах, пулăшăр-ха мана, шыв парăр!» — тесе чĕннĕн туйăнатчĕ.. Анчах мĕнле пулăшас? Çавăн пек тайăлнă пысăк йăмрана мĕнле тӳрлетсе лартас?..
Кунĕн-çĕрĕн шухăшлаттăм эпĕ вăл çуркунне çак йăмра çинчен. Чăтаймарăм, çак канăç паман шухăш пирки хамăр учителе, Павел Петровича, каласа патăм. «Çав йăмрана тӳрлетсе лартма май çук-ши?» — терĕм.
— Тĕрĕс шухăш ку, питĕ лайăх шухăш, — хута кĕчĕ Павел Петрович. — Кун пирки паянах ачасемпе пухăнса канашлăпăр, — терĕ.
Çав кунах шкулти мĕн пур ачасемпе пухăнса калаçрăмăр. Йăмрана мĕнле тӳрлетсе лартасси çинчен кашни харпăр хăй шухăшне каларĕ. Павел Петрович сĕннĕ шухăшпа вара пурте килĕшрĕмĕр.
Çапла тума тивет: хăй вырăнĕнчех хăварса тӳрлетме ман çук вăл йăмрана. Çĕрне ишĕлмен енчен те чавса пысăк тымарĕсене татмалла та, ытти тымарĕсем таврашĕнчи çĕрĕпе пĕрле йăмрине аялалла, çырма тĕпнелле куçарса антармалла.
Вăхăта вăраха ямарăмăр, тепĕр куннех, кĕреçесем çĕклесе тухса, ĕçе тытăнтăмăр. Ахаль те тайăлнă йăмрана пысăк тымарĕсене татсан ӳкесрен юпасем лартса вĕренсемпе кăкартăмăр. Эпир йăмра патĕнче тăрмашнине курсан, Степан Васильевич Учуев тракторист чупса пычĕ.
— Ачасем, — терĕ вăл, — сире ку ĕçре эпĕ те пулăшма пултаратăп. — Йăмрана хурçă пралукран явса тунă троспа кăкĕнчен çавăрса çыхрĕ, тракторĕпе майĕпен турттарчĕ те, йăмра çырма тĕпне йăшăлл! çеç анса ларчĕ.
— Пулчĕ!
— Питĕ лайăх вырăна ларчĕ!.. — çав тери савăнăçлăн кăшкăрса ячĕç ачасем.
Халь çырма тĕпĕнче, нӳрĕ çĕрте ларакан йăмра тавра çĕр купаласа тымарĕсене пытартăмăр, урăх нимĕнле инкек те килсе тухмасан чĕрĕлет, вăй илетех вăл.
— Ачасем, — терĕ Павел Петрович, — эсир мĕнле шутлатăр? Ман шутпа, эпир кар тăрса тытăнсан, çак татса кайнă пĕвене тепĕр хут пĕвелеме пултаратпăр.
— Пултаратпăр!
— Пĕвелес!
— Халех тытăнас!.. — пурте пер шухăшлă пулса килĕшрĕç ачасем.
Сăмах панă пулсан, пурнăçламалла! Икĕ эрне ытла ĕçлерĕмĕр Тарăн çырмара. Пурĕ пĕр пĕвелерĕмĕр пĕвене. Хăрнă йăмрине касса, пĕве пуçне юпасем лартрăмăр, çаппи-тураттипе çатан тытрăмăр. Пĕве пуçĕ питĕ çирĕп пулчĕ.
Куçарнă йăмра труках вăй илеймерĕ, çăвĕпех чирлесе ларчĕ. Йывăр килчĕ çав ăна. Малтан сикекен лакăм амантрĕ, куçарнă чух пысăк турачĕсене татма тиврĕ. Çапах та чăтрĕ, парăнмарĕ йăмра, тепĕр çуркунне сип-симĕс, тип-тикĕс çулçă сарчĕ. Акă халь вăл, нӳрĕ çĕрте çĕнĕ тымарсем янăскер, пĕве пуçне çирĕп тытса, патăррăн кашласа ларать, тулли пĕвере унăн капăр мĕлки инçетренех илемлĕн курăнса хăй патне чĕнет. Пыр та шыва кĕр, паттăр йăмра хӳттинче ларса кан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...