Пăшăлтисем
Утар таврашĕнчи вăрман — çулçăллă вăрман. Ваттисем ун пек вăрмана «хура вăрман» тенĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, çулçăллă вăрман лăсăллă вăрмантан илемлĕрех. Эсир тата çакна та асăрханă пуль: çулçăллă вăрман пĕрмай кашлать, пĕрмай шавлать. Кăшт вĕрнĕ çилпех хумханса ларать. Çавăн пек вăхăтра вăрман витĕр çулпа пыратăн-и е çырла-кăмпа татса çӳретĕн-и, вăш-вăш вăшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывăçсем пĕр-пĕринпе кăмăллăн калаçнăн туйăнать, вĕсене итлесе пынă май вара сан чун-чĕрӳ те ăшă-ăшă туйăмпа тулать. Ун пек чух вăрманта çӳренĕрен çӳрес килет, вăрманти йывăçсемпе санăн та калаçас, пер шухăшлă пулас килет.
Ялан — ирĕн-каçăн, татти-сыпписĕр — шавламасть ĕнтĕ çулçăллă вăрман та. Тепĕр чух — çил пачах вĕрмен чух — çулçăллă вăрман та шăп-шăпах ларать, ун пекки вăл пуринчен ытла сĕм çĕрлехи вăхăтра пулать. Эсир çакна та асăрханă пуль: шăппăн ларакан вăрманта çӳреме те кичем. Вăрман ун пек шăппăн ларнă чух унта тискер кайăксем çӳренĕ, кăшкăрнă е ӳленĕ сасă инçетренех илтĕнет, чун-чĕрене çӳçентерет.
Пирĕн колхоз утарĕ таврашĕнчи вăрманта вара ун пек кичем шăплăх нихçан та пулмасть.
Пĕлсех тăратăп, эсир манран: «Мĕншĕн?» — тесе ыйтатăр. Мĕншĕн тесен вăл утарта пăшăлтисем пур. Палюк мучи утар пӳрчĕ умне ятарласа икĕ ăвăс лартнă. Тахçанах лартнă вăл ку ăвăссене. Лайăх пăхса ӳстернĕ ăвăссем патвар, таса, йăрăс. Ăвăсăн çулçи çаврака, туни вăрăм. Çавăнпа ăвăс çулçи çилпе кăна мар, çĕртен хăпаракан пăс, ăшă е сивĕ хумсемпе те вылять. Çавăнпа ăвăс кăнтăрла та, сĕм çĕрле те пĕрмай пăшăл-пăшăл! пăшăл-пăшăл! пăшăлтатса ларать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...