Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп


Кăйкăр кайăк — савнă кайăк,

Эс вĕçетĕн тӳпере.

Эс çӳлте чухне пит лайăх,

Вутлă çулăм чĕрере.

 

Санпала пĕрле вĕçесчĕ,

Çавалтан Атăл таран.

Савнă çĕрĕме пиллесчĕ

Араскал, телей чунран.

 

Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă —

Ăмсанаççĕ тăшмансем.

Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă,

Сире сутмăп, чăвашсем!..

 

Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп

Пĕрчĕ юн тумламчченех.

Хампала пĕрле чĕнетĕп

Чи маттур йĕкĕтсене.

 

Ăнлантаркăч

1937 çулта Марка ялĕнчи Кириле ятлă ватă юрăçран П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


АТНЕР ЮМАНСЕМ (2012-02-03 09:33:43):

ÇАК СăВВА ЮРĂ ТĂВАСЧЕ.ВЫРĂС ТАРÇИНЕ ÇАВРĂННĂ ЧĂВАШСЕМ.МĂНКĂМĂЛЛĂХ МĔН ИКЕННЕ ПĔЛМЕÇÇĔ.ВЫЛЬĂХА ТУХНĂ ЧĂИАШСЕМ.

 

Галина (2012-02-03 14:58:27):

Кăтартмалла музыкантсене. Питĕ мăнаçлă юрă пулмалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: