Атте çĕççи


Хĕвел çути ачан пичĕ çине ӳкрĕ, ăшшăн-ăшшăн ачашларĕ, ыйхăран вăранма хистерĕ. Вун икĕ çулхи Сережа тутлăн карăнса илчĕ те тăрса ларчĕ. Сĕтел çинче тутлă апат-çимĕç ларать, юнашар шурă хут листи выртать. «Ывăлăм, апат çи те вутă çурса купала», — вуларĕ арçын ача. «Эх, килĕ-çурчĕ вут хутмасăрах ăшăнсан çав тери лайăх пулмалла та», — ĕмĕтленчĕ хăй.

Хăпăл-хапăл çирĕ те çуршар метр татнă каскасене эхлетсех çурма тытăнчĕ. Пĕр каски çинчи йĕрсем лайăх палăрнă пирки тишкерме пуçларĕ. Ĕнер вĕсене шкулта çав йĕрсем çинчен вĕрентнĕччĕ. «Ку тĕлте йĕрсем хушши сарлака — çул лайăх пулнă пулас, кунта вара — ансăр, типĕ çу пулĕ, кунта тата... Хуп-хура. Мĕнле инкек пулнă-ши. Чим-ха, пушар пулман-ши, çуннă пек туйăнать», — хăйпе хăй калаçрĕ ача.

Сăмсана тĕтĕм шăрши чаках çапрĕ. Сережа вăрман варринче тăрать. Ӳссе ларакан хурăнтан инçех мар кăвайт çунать. Çулăм чĕлхи вулла çула-çула илет. Çывăхра никам та çук. Çунакан туратсене айккалла турта-турта илчĕ, хăшне таптаса, хăшне çĕрпе хупласа сӳнтерчĕ. Хăй хуп-хура пулса пĕтрĕ. Ĕç вĕçленсен хăй ăçтине пĕлесшĕн унталла-кунталла çаврăнса пăхрĕ. Инçех те мар çăл куç пур иккен, курки те юнашарах выртать. Анчах та çăл куçне тахăшĕ аркатнă. Ача çăл куçне майларĕ, хăй те çăвăнса тасалчĕ, тăраниччен таса та тутлă шыва ĕçрĕ. «Кам иртĕхсе çӳренĕ-ши кунта, курсан хăлхине пĕтĕретĕп, — шухăшларĕ хăй, — вăрмана, халăх пуянлăхне, кĕле куçарать вĕт».

Йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Вырăнĕ палланă пек те туйăнать. Чăн та, вĕсен ялĕ çумĕнчи вăрман вĕт-ха ку. Анчах та çап-çамрăк. Чăнах та, тĕлĕнмелле япала ку. Акă хурăнтан инçех мар юман ларать, ĕнер кăна ун айĕнчи йĕкелсене пуçтарнăччĕ. Акă, чăрăшпа хыр юнашар лараççĕ. Йĕкĕрешсем пек ӳсеççĕ. Шит пысăкăш хунав ларать. Мĕнле йывăç-ши ку? Шĕшкĕ иккен, иртнĕ эрнере кăна çав йывăç çинчен ашшĕпе иккĕшĕ пĕр кĕсье мăйăр татрĕç.

Малалла утса кайрĕ. Самаях тĕреклĕ хурăн çумĕнче çĕçĕ тытнă çич-сакăр çулхи ача тăрать, тăрăшсах йывăç çине темĕн çырать. Сережа утса пычĕ те ачана çавăрса тытрĕ. Лешĕ карт туртăнчĕ те çĕççине пăрахсах тарчĕ. Сережа çĕççине илсе кĕсьене чикрĕ те малалла кайрĕ.

Сережа вут пуленккине тытнă та тăрать. Хăй хыпалансах аллине кĕсйине чикрĕ — çĕççи вырăнĕнчех. «Апла пулсан эп мĕн курни - тĕрĕсех», — шухăшласа илчĕ хăй. Çĕçĕ çине пăхса тăрса ашшĕ килсе кĕнине те сисмен: «Эс ăçтан тупрăн ку çĕççе, эп ăна ача чухнех çухатнăччĕ», — тенине илтсен шартах сикрĕ. «Ăçта çухатрăн, çавăнтан тупрăм, — кӳренчĕклĕн хуравларĕ ывăлĕ, сан ятун малтанхи сас паллийĕ иккен хурăн çинче».

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 12:52:04):

Мана питĕ килĕшрĕ. Чĕлхе илемлĕхĕ, шухăшĕ, тарăн содержани — пурте лайăх, килешӳллĕ. Лайăххисенчен пĕри.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ybrjkftdyf (2008-11-27 12:02:18):

Маттур, шухăшĕ тарăн,илемлĕ чĕлхепе çырнă, темăна уçса панă, кирлĕ проблемăна хускатнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-27 22:13:31):

кун пек калавсем пулнă пулсан пурте!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-11-30 08:12:48):

Калавĕ килĕшрĕ.Темшĕн юмаха аса илтерет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

cecha (2008-12-05 09:42:36):

Хăех çырма пултарнă-ши вара?темшĕн иккĕленӳллĕ!!!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: