А.Г. Николаевпа пĕрле
Пĕррехинче эпир аттепе сурăхсем пăхма кайрăмăр. Хутаçа тутлă апат-çимĕç чикрĕмĕр. Асаттен пушшине илсе уя тухрăмăр Çанталăк юмахри пек хитре, ăшă, янкăр хĕвел пăхать. Çӳресен-çӳресен сурăхсем выртрĕç.
Эпир аттепе апатлантăмăр та канма тесе пирĕнтен инçех мар ларакан утă купи патне кайса выртрăмăр. Выртсан-выртсан эпĕ çывăрса кайнă...
Çуралнă ял. Эпĕ ял варринче тăратăп. Юнашар — Андриян Григорьевич Николаев. Пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Мана хăйпе пĕрле космоса пыма чĕнет. Çӳлти тĕнче çинчен эпир тăван ен урокĕсенче вĕреннĕ-ха... Пĕр сăмахсăрах А.Г. Николаевпа килĕшрĕм. Акă эпир иксĕмĕр космоса çитрĕмĕр.
Андриан Григорьевич: «Женя, сан мĕнле планета курас килет?» «Марс, Марс çинче пулса курас килет», — тетĕп. Нумай та вăхăт иртмерĕ эпир Марс çине те çитрĕмĕр. Унта та сурăхсем çӳреççĕ. Кунта та ман вĕсене пăхмалла иккен. Халĕ эпĕ вĕсене аттепе мар, Андриян мучипе пăхатăп.
Вăл мана Марс çинчи пурнăçпа паллаштарать, хаш-пĕр япаласене тыттарса та кăтартать. Унта лайăх пурнăç. Çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ, усал сăмахсемпе калаçмаççĕ, эрех ĕçмеççĕ.
Марс çинче çӳренĕ хыççăн эпир Хĕвел патне çитрĕмĕр. Аттепе анне валли мĕн те пулин илсе таврăнас-ха космосран тесе шутлатăп. Хĕвел пайăркине аттепе анне, пиччепе аппа, йăмăкпа шăллăм, асаттепе асанне валли кĕсьене чикрĕм. Андриан Григорьевич манна çăлтăрсемпе те паллаштарчĕ. Унта та эпĕ тăвансем валли çутă çăлтăр пайăрки илтĕм.
Ман Хĕвелпе Çăлтăр пайăркине кӳршĕсем валли те илес килчĕ, мĕншĕн тесен вĕсене те лайăх, туслă, килĕштерсе пурăнтарас килет-çке. Хĕвел пурне те пĕр пек ăшăтать, ачашлать, никама та уйăрмасть...
Анчах çав вăхăтра мана атте: «Ывăлăм, сурăхсем тапранчĕç. Вăхăт, тапранар пуль», — тесе манна ыйхăран вăратрĕ. Эпĕ нумайччен Андриян Григорьевич Николаевпа Çӳлти тĕнчере пулни çинчен шутласа та тĕлĕнсе, савăнса та мăнаçланса çӳрерĕм. Андриян мучипе татах та сурăхсем пăхма каяс килчĕ.
Admin (2008-11-22 16:06:16):
Тĕлĕк курни конкурса килнĕ чылай хайлавра тĕл пулать.
Хайлавра туслăх темине лайăх уçса панă (харкамçă пайăркасене хăйне валли кăна мар, кӳршисем валли те пухать), çапах та фантастикăпа çирĕп çыхăнман. Вăт, сăмахран, тĕлĕкре пуçтарнă пайăркасем вăраннă хыççăн кĕсьинче тупăннă пулсан — чаплă пулĕччĕ.
6-мĕш клас ачи валли хайлав кĕске. Хайлав шухăшне уçма вăрăмрах та çырма пулĕччĕ.
Ленук (2008-12-29 18:10:40):
Хайлав килĕшрĕ.6-мĕш клас ачи çапла çырма пултарни япăхах мар,мĕншĕн тесен вăл вырăсларах ача пулни курăнать.Ăнăçу сана Женя!