Асамат


Çуллaxи кун. Хĕвел выляса та кулса тӳпене хăпарчĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче, шăрăх… Çумăр умĕнхи çанталăк. Пăчă. Эпĕ пӳртрен тухса верандăна вырнаçса лартăм. Алла кĕнеке тытса вулама пуçларăм. Кĕç çуллахи ăшă çумăр пуçланчĕ. Малтан лĕш-лĕш, кайран самаях çума пуçларĕ. Çумăр хыççăн веранда чӳречинчен ахах пĕрчĕллĕ асамат кĕперĕ курăнчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, выляса та кулса сиксе кĕчĕ те ман ал тупанĕсене, кĕнеке çине ӳкрĕ. Илемлĕ мерчен, пин—пин ахах пĕрчисем çунaççĕ.

Пĕр пĕрчи уйрăлса ман сылтăм ал тупанĕсене ларчĕ, калаçма пуçларĕ:

— Эпĕ Асамат ятлă, манăн шăллăмсемпе йăмăксем нумай. Эпир пĕрле пĕрлешсен «асамат кĕперĕ» пулатпăр.

— Эсĕ тата мĕн ятлă? — ыйтрĕ вăл манран.

— Эпĕ Ростислав ятлă, хам 5 класра вĕренетĕп.

— Лайăх вĕрен, тепре тĕл пуличчен, — терĕ те вăл мана, çухалчĕ.

Эпĕ сасартăк вăранса кайрăм.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-24 21:26:17):

Питĕ сăнарлă çырнă. Мана килĕшрĕ. Тӳрех мульт ӳкерес килсе кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Эд (2008-11-26 14:27:11):

Питĕ килĕшрĕ, тен хам ывăл Асамат ятлă пулнипе те ĕнтĕ :)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Михала (2008-12-01 23:31:58):

Шухăшĕ аван. "...ман ал тупанĕсене, кĕнеке çине ӳкрĕ", "Пĕр пĕрчи уйрăлса ман сылтăм ал тупанĕсене ларчĕ" тенисем ăнланмаллах мар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-12-03 20:37:05):

Чăн та питĕ сăнарлă. Тен, вырăн та лекĕ пулĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-12-03 21:07:50):

Ку шкулта чăвашла лайăх вĕрентеççĕ пулмалла.Калавăн теми те лайăх, анчах та кĕскерех пек.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: