Çичĕ çăлтăр — туссем


Тĕнче уçлăхĕнче çăлтăрсен çемйи пурăннă. Вĕсем виççĕн пулнă: ашшĕ, амăшĕ тата Туслик. Вĕсем питĕ туслă пурăннă, мĕн кирлĕ — йăлтах пулнă. Анчах та Туслик пĕрмаях тунсăхланă, мĕншĕн тесен унăн юлташĕсем пулман, çемьере те вăл — пĕртен пĕр ывăл.

— Аттеçĕм, атте, çак планета çинче эпир çеç пурăнатпăр-и вара? — ыйтнă вăл пĕррехинче.

— Çук, ывăлăм, эпир çеç мар, çăлтăрсем нумай кунта, пĕринчен тепри илемлĕрех, çутăрах, — терĕ ашшĕ.

— Апла пулсан мĕншĕн эпĕ яланах пĕччен вылятăп, мана туссем кирлĕ, — хăпмарĕ ашшĕнчен ывăлĕ.

Тусликăн çуралнă кунĕ çитрĕ.

— Сана мĕн парнелемелле, ывăлăм? — ыйтнă ашшĕпе амăшĕ.

— Манăн пĕтĕмпех пур, тус-юлташсем çеç çук, — терĕ хурлăхлăн Туслик.

Ашшĕпе амăшĕ шухăша кайрĕç. Мĕнле çăлтăрсене чĕнмелле-ши ывăлĕн çуралнă кунне уявлама?

Ывăлне чун-чĕререн юратакан ашшĕ ун валли туссем шырама тухса кайрĕ. Нумай пăхса, нумай сăнаса çӳрерĕ вăл. Тусликăн тусĕсем пулма пултаракан ултă çăлтăр тупса палăртрĕ, кашнинпех курса калаçрĕ, уява пыма чĕнсе хăварчĕ. Килне çитсен Туслика нимĕн те каламарĕ — кĕтмен парне тăвасшăн пулчĕ пулмалла.

Уяв кунĕ çитрĕ. Туслик ирех вăранчĕ. Амăшĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлет иккен, ашшĕ те хăй ĕçĕпе аппаланать. Туслик каллех пĕччен, савăнас та, кулас та килмест унăн. Сасартăк алăк уçăлса кайрĕ те, пĕр илемлĕ çăлтăр кĕрсе тăчĕ.

— Туслик кунта пурăнать-и? — ыйтрĕ вăл. Хăйĕн ятне илтсенех Туслик ун патне чупса пычĕ.

— Паллашар, — терĕ кĕтмен хăна. — Мана Муслик тесе чĕнеççĕ.

Туслик савăнсах кайрĕ. Алăк уçăлчĕ те — тепĕр çăлтăр кĕрсе тăчĕ. Унтан — тепри, каярах — тата тепри, юлашкинчен — иккĕн. Пурте вĕсем хăйсен ячĕсене каласа тухрĕç, самантрах пĕр-пĕринпе паллашрĕç.

Тусликăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕ çине савăнса пăхса тăчĕç. Туслика паллама та çук: кулать, калаçать, шӳтлет.

— Тавах сире, аттеçĕм, аннеçĕм. Чăн-чăн парне пулчĕ ку маншăн, чăн-чăн уяв манăн паян.

Уява пуçтарăннă çăлтăрсем пĕр-пĕринпе яланах туслă пулма сăмах пачĕç.

— Яланах пĕрле выляса-кулса пурăнăпăр, нихăçан та уйрăлмăпăр, чи çутă çăлтăрсем пулăпăр, — терĕç вĕсем.

Алтăр çăлтăр, çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр тесе юрлаççĕ. Çăлтăр- туссем çинчен мар-ши çак юрă?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 22:08:14):

Вăхăт пăтрашăнать: ыйтнă вăл..., терĕ ашшĕ. Малалла каллех: ...çитрĕ, ыйтнă ашшĕпе амăшĕ.

Шухăшĕ лайăх, çапах та вăхăтсене пăтраштарни хайлава пăсать. Содержани енчен те кăштах анлăрах уçса памалла пулнă ман шутпа.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

mixailovna (2008-11-27 12:53:53):

Конкурса валли хатĕрлесе çитереймен.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

selime (2008-11-27 18:12:54):

Ача чĕлхи пуян, шухăшĕ тарăн, содержанийĕ уçăмлă.Хайлав пичете тивĕçлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Микулай (2008-11-27 18:18:45):

Пиллĕкмĕш класс ачи çапла çырать пулсан - маттур! Хайлав содержанийĕ воспитани парать, сапăрлăх кӳрет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: