Лупа туяннă
Пĕр ялта пурăнакан вăтам çулсенчи çынсем, Кирилепе Эрхип, кĕçнерни кун пасарта тĕл пулчĕç. Пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç.
— Кириле, мĕн япала туянтăн-ха? — ыйтать Эрхип ун аллинчи пысăк мар курупкана асăрхаса.
— Ан та кала, нуша çитрĕ, хаçат вулаймастăп, — тарăхсах калаçать Кириле. — Хаçатсенче саккунсене питĕ вĕтĕ сас паллисемпе пичетлеме пуçларĕç, шăрка пек те çук. Вулас килет — вулаймастăп. Аптăранипе куçлăх та туянтăм — усси пулмарĕ. Çавăнпа лавккана кĕмелле пулчĕ. Хам нушана каласа патăм та телескоп ыйтрăм. Кулаççĕ çеç. "Телескоп пулăшаймĕ, лупа туянма пултаратăн", — теççĕ. Лупа туянтăм, вун пилĕк хут пысăклатса кăтартаканнинех. Хаçатне те чиксе килнĕччĕ. Вулама меллех мар пулин те, чиперех вуласа пĕлме пулать: сас паллисем те, цифрисем те пăрçа пекех ӳссе каяççĕ...
— Хаклах мар пулсан манăн та туянасчĕ — вуласа пĕлес килет вĕт, — лавкканалла утрĕ Эрхип те.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...