Мĕн тăван
Çамрăк чух кам кăна юратман-ши?
Юрату юррисем шăратман-ши?
Юрату ĕмĕрне ватăлман!
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Хура çӳçĕм пулать шур кăлкан.
Ватăлатпăр, тăван, ĕçлесе,
Çут тĕнче нушине çĕклесе.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Çамрăк чух кам кăна паттăр мар-ши?
Сывă чух кам кăна шухă мар-ши?
Юрату юратать паттăра.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Хура çӳçĕм пулать шур кăлкан.
Ватăлатпăр, тăван, çапăçса,
Ют çĕрте юн ашса, юн тăкса.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Юратсан кам кăна каччă мар-ши?
Юратсан кам кăна юрăç мар-ши?
Юрлакан нихăçан ватăлман,
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Хура çӳçĕм пулать шур кăлкан.
Ватăлатпăр вăрçа ылханса,
Таврăнман туссене асăнса.
Ватăлатпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Пурнăçа кам кăна юратмасть-ши,
Пурнăçа юратса юрламасть-ши?
Пурнăçа, çĕршыва юратса,
Ватăлмастпăр, тăван.
Ан кулян!
Ватăлмастпăр, тăван.
Ан кулян!
Хура çӳçĕм пулин шур кăлкан.
Ватăлмастпăр, тăван. Юратса,
Юрату юррисем шăратса,
Ватăлмастпăр, тăван.
Мĕн тăван.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...