Раççей
Пирĕн Раççей питĕ пысăк,
Ах турă!
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть,
Тур çырлах!
Улпучĕсен хырăмĕсем,
Ах турă!
Пичĕке пек тулса тăрать,
Тур çырлах!
Пуçлăхсем, полицайсем,
Ах турă!
Пуçа ухса çех тăраççĕ,
Тур çырлах!
Куçĕсене пăхма хăрăн,
Ах турă!
Çĕлен пекех пăхкалаççĕ,
Тур çырлах!
Аллисенчи саламатсем,
Ах турă!
Ним айăпсăр çаптараççĕ,
Тур çырлах!
Кăкрисенче медалĕсем,
Ах турă!
Çăлтăр пекех курăнаççĕ,
Тур çырлах!
Йыттисене юратаççĕ,
Ах турă!
Шур кулачă çитереççĕ,
Тур çырлах!
Ĕççыннисем, хĕресченсем,
Ах турă!
Нумайăшĕ выçă лараç,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей тырри-пулли,
Ах турă!
Ниçта чиксе пĕтерес çук,
Тур çырлах!
Хулисенче, ялĕсенче,
Ах турă!
Вĕçсĕр-хĕрсĕр ыйткалакан,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей питĕ чаплă,
Ах турă!
Пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет,
Тур çырлах!
Ĕç çыннипе хресчен юнне,
Ах турă!
Сĕлĕх пекех сăхса тăрать,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей питĕ пуян.
Ах турă!
Никам шутне тупас çук,
Тур çырлах!
Хуласенче таварĕсем,
Ах турă!
Лапкисене шăнăçмаççĕ,
Тур çырлах!
Чухăнĕсем темĕн чухлĕ.
Ах турă!
Çи-пуçĕсем çĕтĕк-çатăк,
Тур çырлах!
Вăрăм çӳçсем чиркӳсенче,
Ах турă!
Упа пекех çухăраççĕ,
Тур çырлах!
Виллинчен те чĕрринчен,
Ах турă!
Тăпăлтарса çеç илеççĕ,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей шкулĕсенче,
Ах турă!
Буржуйсем çеç вĕренеççĕ,
Тур çырлах!
Хĕресченсенпе ĕç халăхне,
Ах турă!
Ниçта та çул памаççĕ,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей вăрманĕсенче,
Ах турă!
Шучĕ те çук пурлăх çĕрет,
Тур çырлах!
Хура халăх çурчĕ-йĕрĕ,
Ах турă!
Хăрăк-харăк тӳнсе тăрать,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей питĕ хаяр,
Ах турă!
Ĕмĕр-ĕмĕр юн юхтарать,
Тур çырлах!
Тĕрмесенче тăп-туллиех,
Ах турă!
Айăпсăр çын тулса тăрать,
Тур çырлах!
Пирĕн раççей Çĕршывĕнче,
Ах турă!
Çумăр пекех куççуль çăвать,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей вăрçă вăрçать,
Ах турă!
Хисеп те çук тăлăх-турат,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей питĕ пысăк,
Ах турă!
Вĕçĕ-хĕрри ун курăнмасть,
Тур çырлах!
Шухăшсем
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...