Уйăх çинчи хĕр
Каç пулать,
Сар уйăх тухать.
Хӳхĕм хĕр
Кĕвенте çакать.
Ир пуличчен
Шыва васкать,
Кайăксем тăриччен
Апат хатĕрлет.
Шуçăм килет,
Сар хĕвел тухать.
Кĕвентеллĕ хĕр
Çаплах ĕçлет.
Хăçан вăл канать,
Çывăрма выртать?
Шыв çĕклесе
Епле ывăнмасть?
Уйăх çинчи хĕр
Мĕн тери хитре!
Каçсерен сана
Сăнама тухап.
Энтри (2008-11-22 22:26:26):
Мĕнле лайăх сăвва хăй каçсерен урама тухнипе татса хунă! Ма малалла аталантарман?! Мĕнле аван яппала пулма пултаратчĕ.
Admin (2008-11-23 00:19:07):
Сĕнтĕрвăрри шкулĕнче (ял шкулĕ мар) вĕреннине шута илсен (ачи 4-меш класа çеç çӳрет) — лайăх.
Ку ушкăнра икĕ хайлав кăна пулнипе паллă лартмастăп — вĕсем ытла расна.
mixailovna (2008-11-27 15:50:21):
Пултаруллă ача, мана та килĕшрĕ.