Туй кĕрлет çĕр çинче, тӳпере
Авланать çывăх тусăм паян,
Туй юрри янăрать ян та ян
Шур пбркенчĕклĕ хĕр çумĕнче тус тăрать.
Çамрăк мăшăр телейлĕ, туй ачи савăнать.
Ашшĕ-амăш ыр пурнăç пиллет.
Çемьере юрату пултăр тет,
Тус-тăван таса сывлăх, пуянлăх сунать,
Чечексем, парнесем çĕн çемье йышăнать.
Кăшкăрать халăх "йуçĕ" тесе,
Хĕр качча чуп тăвать киленсе.
Юрату ташшине çамрăк мăшăр ташлать.
Ик чĕре пĕрлешсе хĕм сапса ялтăрать.
Туй кĕрлет çĕр çинче, тӳпере,
Çунатне вĕл! сулса вăл вĕçет!
Саламлать туйри халăх сире,
Пурнăçра ырлăх-сывлăх пиллет.
* * *
Çу пек сан çумăнта эп ирĕлетĕп.
Çунат сарса çӳл тӳпене вĕçетĕп,
Самант мĕнне сан çумăнта манатăп,
Çунан вута пĕр хăрами утатăп.
Куçун тинĕсĕнче путса вилетĕп,
Чĕрӳн тинĕсĕнче, савни, ишетĕп.
Куçун харшин вылянăвне туятăп,
Чĕрӳн асамлăхне пĕлсе пуятăп.
Сисетĕп эп, сисетĕп эп, сисетĕп,
Сана та, чун савни, эп килĕшетĕп.
Куçун хура мерченлĕхне куратăп,
Çав тĕпсĕр çăтмахра эп çухалатăп...
* * *
Çунатлй ĕмĕтĕм пуртан телейлĕ,
Кун-çулăмри кашни самант ейкеллĕ.
Санпа тулса ларса ӳсĕрĕлетĕп,
Пин хут вилсе пин хут эп чĕрĕлетĕп.
Сана вун çиччĕри пекех саватăп,
Санпа чухне аллăрине манатăп.
Чунри вут-çулăма куçра курсамччĕ,
Манпа пĕрле вут-кăвайтра çунсамччĕ.
Санпа, санпа пĕр сывлăшпа сывлатăп,
Тĕнче çине çĕнĕ куçпа пăхатăп.
Пин саслă кĕвĕпе пуйса тулатăп,
Ейу пулса çĕр тăрăх сарăлатăп.
Çунатлă чĕремпе çӳлте вĕçетĕп,
Кашни самантăн уттине виçетĕп.
Телейĕн чăн хакне санпа эп пĕлтĕм,
Телей çуртне яри уçса эп кĕтĕм...
* * *
Сан куçупа пăхма хăратăп хам çине.
Куç кĕскинче куратăп ватăлнă сăна.
Сана савма чаратăп вутлă чĕрене.
Куç хӳрипе мана, тархасшăн, ан сăна.
Манпа пулма килмен эс аслă тĕнчене.
Мана савсан та, савăн вăхăтлăх кăна.
Çамрăклăхна чиксе хураймăн ĕнчене.
Пĕр чарăнми шаккать пин мăлатук тăна.
Тĕлĕксенче шыратăп тĕлпулу санпа.
Ĕмĕтсенче санран таратăп аякка.
Нихçан та пĕр санпа эп тăвас çук тупа
Пулма пĕрле. Çулсем ытла та яп-яка.
Ан илĕрт эс мана, ан чĕн, ан тархасла
Санпа пĕрле вĕçме çӳп-çӳллĕ тӳпене.
Чунпа çунат сарса юрлаяс çук саспа.
...Сан куçупа пбхма хăратăп хам çмне.
tittagrishi (2009-09-28 14:48:20):
Эпĕ анчахрах çеç çак сайта кĕтĕм.Мана сăвви питĕ килĕшрĕ.