Кĕмĕл кĕпер :: Сахча шывĕ — сахал шыв


Çапăçу тилхепи хăй аллинчен вĕçерĕннине ăнланса илчĕ Супетей.

— Çапăçа-çапăçа каялла чакăр! — кăшкăрчĕ вăл хăйĕн çарпуçĕсене. — Джепе таманĕ патнелле!..

Çав вăхăтра тата вăрман енчен кавалпа вăрăммăн кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ. Куç хупса илмелĕх чĕрĕмре вăрмантан пин-пин юланут сиктерсе тухрĕç.

"Типварта та вĕсен таманĕ! — шухăшласа илчĕ Супетей. — Таппа лекрĕмĕр!.."

Вăрманпа типвар хушшинчи аслă уйра хаяр та юнлă çапăçу пуçланса кайрĕ.

3.

Хаяр та юнлă çапăçу халлĕхе Челпир мĕнле шутланă пекех пулса пычĕ.

Челпир хăй шĕкĕр-элемне çĕклесе тарнă пек тăвакан хапăлхине тăшмана хирĕç çавăрсанах, типвартан Парăç-Пăрăнтай ертсе пыракан çар монголсене сулахайран пырса çапрĕ. Çавăнтах тата сылтăмри вăрмантан Ылттăнпик ертсе пыракан каркарçар тухрĕ.

Пăлхарсем ытла мăнаçланса-каппайланса кайнă монголсене виçĕ енчен те пĕр харăс çавăрса илчĕç.

Тăшман чăтаймарĕ, каялла чака пуçларĕ. Супетей ертсе пырака тамансем Джепе таманĕ хӳттине çитрĕç. Анчах кунта та çăлăнăç тупаймарĕç. Джепе таманпе ку хушăра Кĕриек хулинчен тухнă пăлхар çарĕсем пур енчен те çавăрса илнĕччĕ. Вĕсене Кĕрнек пикĕсем — Пуянпа Тинекку ертсе пыраççĕ. Кĕрнек пикĕсем питĕ ăста çарпуçсем пулчĕç. Çав тери пĕлсе, шăп та лăп кирлĕ вăхăтра вĕсем хула хӳттинчен тухрĕç те çакна кĕтмен монголсене систермесĕр тапăнчĕç, ним шелсĕр пĕтерме тытăнчĕç.

Монголсем хăйсене пур енчен те çавăрса илнине ăнланчĕç. Супетей пĕлет: халĕ пĕртен-пĕр çăлăнăç, чи паттăр монголсене пухса шатаркăч тумалла та тăшман ункине татса тухмалла. Унсăрăн, хăйсене çавăрса илнĕ тăшмансемпе çапăçса, кунта пĕр монгол та çăлăнса юлаймасть. Çапах та ун пирки мар, хăй çинчен ытларах шухăшласа кулянчĕ ватă Супетей. Мĕнле-ха вара? Çапла çур тĕнчене çĕнтерсе хăйне пăхăнтарнă хыççăн ним мухтавсăр-чапсăр çакăнтах пуç хумалла пулать-и унăн?!. "Пĕтĕмпех çав вырăс хĕрĕ айăплă! - сасартăк шухăш пырса çапрĕ ун пуçне. — Çавă çапла алхастарса пуçне çухаттарчĕ унăнне."

Супетей питĕ тарăхса кайрĕ. Çакă ăна çĕнĕ вăй кӳнĕ пек пулчĕ:

— Ман хыççăн! — кăшкăрчĕ вăл улăпла сассипе. — Ман хыççăн!..

Торкаутсем, хăйсен çарпуçĕн сассине илтсе, тӳрех ун тавра пуçтарăнчĕç. Вĕсем никам çĕнтерейми Супетейĕн çăлтăрĕ çӳлте иккенне лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа ним çинчен шухăшламасăрах, хĕçĕсене çĕклесе, ывтăнтарса янă сăнă пек Ылттăнпик ертсе пыракан каркарçар еннелле ыткăнчĕç.

Тӳпе маччинчи хĕвел кунта питĕ нумай юн тăкăнма пултарнине курнăн тарса кайма хăтланчĕ, таçтан килсе тухнă хура пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ. Таврара тĕксĕм те сивĕ пулса кайрĕ. Сивĕ те хаяр çил таçтан тискеррĕн тапса тухрĕ.

— У-у-у! — улама тытăнчĕ вăл, хире-хирĕç килекен урхамах-утсен çилхисене лаштăртаттарса силле-силле. Калăн çав, хире-хирĕç ыткăнса пыракан утсене тытса чарас тесе тăрăшать тейĕн...

— У-у-у! — уларĕ вăл çӳле-çӳле çĕкленĕ пăлхар экккелĕсен алтаспанĕсене, монгол торгаучĕсемпе вилĕмрен хăраман нукерĕсен хĕçĕсене пыра-пыра çапăнса. Калăн çав, халь тесен халь çапăçу хирне тухнă паттăрсене çапса вĕлерме пултаракан çивчĕ алтаспанĕсемпе хĕçсене мăкалантарса никама касайми тăвас тесе тăрăшать тейĕн...

Анчах никам та çил уланине те, хĕвел тарса кайнине те курмарĕ те, илтмерĕ те... Акă ĕнтĕ часах икĕ çар никам тытса чараймасла икĕ шавлă хум пек пĕр-пĕрне пырса çапрĕç. Хĕçсем чанклатни, утсем чĕвен тăрса кĕçенни, çынсем аманса кăшкăрни е тăшмана курайманнипе тискеррĕн вăрçни таврара пуç пулчĕ.

Таçтан çĕкленсе тухнă сарлака çунатлă пысăк ăмăрткайăк, çакна курнипе тĕлĕнсе, малалла, хăй палăртнă тĕлелле вĕçес темерĕ, тӳпе маччинчен çакса янă пек, пĕр тĕлте тăрса, çивчĕ куçĕсемпе çĕр çинче мĕн пулнине сăнама тытăнчĕ. "Мĕскер хытланатăр эсир, çынсем? — тесси килчĕ унăн. — Мĕн çитмест сире?.. Енчен çак вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте те тăвăр пулсассăн, акă, ман пата тӳпене вĕçсе хăпарăр! Кунта ирĕк, пурин валли те вырăн пур..."

■ Страницăсем: 1 2