Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк
— Хăвна ху ахалех çунтаран эс, Улька... Ольга Матвеевна, — терĕ Телегин юлашкинчен. — Халь мĕн тăвăн ĕнтĕ. Пуç хунисем асра пулччăр, чĕррисен вара пурăнмалла.
Хĕр ни апла, ни капла хуравламарĕ. Телегин унпа тек сăмахлама хăяймарĕ вара, сывпуллашрĕ те хуллен килнелле уттарчĕ.
Тепĕр кун вĕсем Шикки Ваççипе Хуралама, вулсовет ĕçтăвкомне кайса килчĕç, Ванькка отпускне тăстарчĕç, ял хресченĕсем валли çĕрулми турттармашкăн вакун пама требовани çыртарчĕç. Унтан ниме ушкăнĕнчи кашни çемьерен, çавăн пекех чылай чухăн хуçалăхран пĕрер çын пуçтарăнчĕç те, михĕ илсе, икĕ лавпа Шăхрана тухса кайрĕç. Станци начальникĕ вĕсене тепĕр ирех вакун тупса пачĕ, Мурăмалла каякан составран кăкарса ячĕ.
Çĕрулмийĕ Мурăм хыççăнхи иккĕмĕш станцире иккен. Вырăссем Атăлçи халăхĕсем валли ятарласа пуçтарнă-мĕн ăна. Вăрлăхлăх кăна мар, çимелĕх те пăртак параççĕ. Çирĕм çынна пĕр вакун — 730 пăт тивĕçрĕ. Чăвашсем станцире ĕçлекенсене çакăншăн мĕн чухлĕ тав тумарĕç пулĕ.
— Пире мар, вырăс хресченĕсене тав тăвăр , — теççĕ лешсем кăмăллăн.
Тепĕр икĕ кунран ниме ушкăнĕпе ытти хăш пĕр хресченсем хайхи Экеçе çĕрулми тиесе таврăнчĕç. Çапла вара, çимĕк çитес умĕн кăна пулин те, вĕсем ăна лартса хăварма пултарчĕç-пултарчĕçех.
Вăл вăхăтра хайхи, чăнах та, Телегин тантăшĕсем салтакран таврăнма тытăнчĕç. Унăн мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ?
— Эй, Ванькка тусăм, юлмалла сан! — татăклăн каларĕ Шикки Ваççи. — Ак, ял халăхĕ ячĕпе приговор çырăпăр та вулăс комиссарĕ патне кайăпăр. Халăхшăн кирлĕ çын-çке эсĕ, пули-пулми мар! Мĕнле нушаран çăлтăн пире.
Çынни хĕрӳскер вăл, каланă ĕçе тăватех. Тепĕр кунах, çĕрулми хучĕсене леçмелле пулнă май, Телегинпа иккĕшĕ каллех вулăса çитрĕç, чи пирвай çар комиссарĕ патне кĕрсе кайрĕç.
— Эпĕ ку ыйтăва, шел, татса параймастăп, — терĕ комиссар вĕсене тимлĕ итленĕ хыççăн. — Анчах уесри комиссариата сире пулăшма ыйтса эпĕ те рапорт çырăп...
Çапла Телегинăн тепĕр кун юланутпа уесах кайма тиврĕ. Унти çар комиссариатĕнче те ăна тимлĕ итлерĕç, хучĕсене пăхса тухрĕç те:
— Ну мĕнех, салтак, хăвăн тивĕçне эсĕ, чăнах та, çителĕклех пурнăçланă. Атя, мирлĕ ĕçе пуçăн! — терĕç, ăшшăн алă парса.
...Çапла йĕркеленсе кайрĕ ялти çĕрĕç кооперативĕ. Телегин çĕнĕ ĕçре пĕтĕм чунне парса тăрăшрĕ. Унта та кунта чăмăртанма тытăннă ытти кооперативсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, каяр ах чăваш çĕрĕ çинчи пирвайхи совхозсене те кайса курчĕ. Мĕн курни-илтнине хĕллесенче хресченсене хăй йĕркеленĕ çĕрĕç кружокĕнче кала-кала кăтартрĕ, унтах хаçат-журналра сайра хутра ялхуçалăхĕ çинчен тухакан статьясене вула-вула пачĕ. Тăрăшни харама каймарĕ. Экеç кооперативĕ халĕ таврари чи лайăххисенчен пĕри — çапла çырнăччĕ нумаях пулмасть ун çинчен хаçатра. Ун майĕсене Телегин тата сарасшăнччĕ, хресчен хĕлле те укçа ĕçлесе илме пултартăр тесе, каларăмăр ĕнтĕ, чăпта çаптарма тытăнасшăнччĕ. Анчах станок туянма пухнă укçана пĕтĕмпех çаратса кайрĕç. Ых, çав Калюк хурахĕсене-е! Çитменнине, шăпах çак инкеклĕ самантра Телегинăн юлташĕсене пăрахма тивет-и ĕнтĕ? Хăйĕн ĕмĕтне пăрахма тивет-и? Тĕрĕсрех, ĕмĕчĕсене? Ара, кам пĕлет, тен, Ольга Матвеевна та унран, «путсĕртен», çак тапхăрта ĕмĕрлĕхех сивĕнсе пăрăнĕ? Тин кăна вăл Ваньккапа пăртак ăшшăнрах калаçма тытăннăччĕ... Тепĕр енчен, тытмаллах леш хурахсене, пĕтермеллех вĕсен киревсĕр ĕçĕсене. Ытла иртĕхсе кайрĕç. Ав, хĕреснашшĕ каланă тăрăх, Ваньккана Шупашкара тытса килнĕ хыççăнхи темиçе кунрах тата мĕн тери тискер ĕçсем туса пĕтернĕ вĕсем...
Халĕ ĕнтĕ хăйне усалшăн хупса лартманнине пĕлет пулин те, Телегин каллех çĕрĕпе куç хупмарĕ. Ир енне вара татăклă шухăш тытрĕ...
Крапивин камерăна пырса кĕнĕ чухне Телегин ура çинчеччĕ ĕнтĕ, чăтăмсăррăн алăкăн-тĕпелĕн уткалатчĕ.
— Хă, эс тăма ĕлкĕрнĕ-и? — терĕ ăна Филимон Петрович алă тытнă май, çавăнтах тата Ванькка куçĕ хĕрелнине асăрхарĕ. — Е эс кĕçĕр çывăрма шутламан та-и? Ун пек юрамасть, тусăм...
Телегин милицие пулăшма килĕшнине пĕлсен, вăл пĕртте тĕлĕнмерĕ.
— Шаннă эпĕ сана, тавтапуç, — терĕ çеç ăшшăн. — Эппин, паянтанах операцие хатĕрленме тытăнар. Сана пĕр эрне хушши «допроса» илсе çӳрĕç. Çав «допроссенче» эпир иксĕмĕр сана Калюк хурахĕсемпе явăçса кайма май паракан пур майсене те тĕплĕн пăхса тухăпăр. Кайран эсĕ тĕрмерен тухса тарăн... Ку коридорти надзирательсем малашне чи шанчăклисем пулĕç. Вĕсем сана апат уйрăммăн илсе килсе çитерĕç, хаçат-журнал вулаттарĕç. Çĕршыв, хамăр республика мĕнле пурăннине лайăх пĕлни пирĕн ĕçре пăсмасть, тусăм, пачах та пăсмасть...
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ирхи апат хыççăн Телегина, чăнах та, камерăран кăларса, допроса конвойласа илсе те кайрĕç.
— Хăвăртрах ут, мĕн лӳпперленсе пыран! Путсĕр ĕçне тунă чухне хыпаланнă пуль-ха! — юриех хыттăн кăшкăрса пычĕ хыçалта надзиратель.
КПЗ уйрăмĕпе юнашарти камерăсенчен вуншар мăшăр куç пăхса ăсатрĕ вĕсене. Кам пĕлет, вĕсем хушшинче, тен, Калюк çыннисемпе çыхăну тытаканнисем те пур...
3
Крапивин «допроса» илсе килнĕ Телегинпа кăнтăрлачченех калаçрĕ. Унтан, тĕрме урамĕнчи чайнăйра апат çырткаланă хыççăн, НКВДна кайрĕ, паян районсенчи милици начальникĕсемпе канашлу ирттермеллине асра тытса, Калюк эшкерĕ çинчен пухăннă хыпарсене тишкерсе тухрĕ. Хыпарĕсем кунран-кун хушăнсах пыраççĕ, шухăшламалăх пур.
Калюк вăл Етĕрне тĕрминчен тарнă Калюков иккенни пирки Крапивин иккĕленмест ĕнтĕ. Ăна курнă кӳнтеленсем каласа пани çак шухăша пĕтĕмпех çирĕплетет. Анчах чи малтан çакă тĕлĕнтерет: 1926 çулхи кĕркунне йĕр çухатсан, Калюков хăйне кăçалхи июньччен — çур çул ытла! — пач палăртман. Ăçта, мĕн туса пурăннă вăл çак хушăра? Июньте Тăрмăш ял кĕтĕвĕнчен тăватă лаша вăрланă чухне вĕсем улттăн пулнă ĕнтĕ. Камсем, мĕнле майпа, ăçта, хăçан пĕрлешсе кайнă çав çынсем? Чăн та, камсем иккенни майĕпен палăрса пырать. Акă, июлĕн иккĕмĕшĕнче Ункă çинче шыв арманĕ тытакан хуçа лашине вăрланă. Милиципе угрозыск агенчĕсем йĕр çине тӳрех ӳкнĕ. Вăл Çĕрпӳ енчи Чурачăкалла тăсăлнă. Хайхи Санькассипе Тĕрер ялĕсем хушшинчи вăрманта вăрра хупăрласа илме май килет. Арман хуçин лашине тупаççĕ, вăрлаканни вара куçран йĕп пек çухалать. Çапах лаша çумĕнче юлнă япаласенчен вăл Анатри Тĕрер çынни, Шупашкар тĕрминчен тарнă Василий Минин пулни палăрать. Кӳнтеленсем вăрă-хурахсем çинчен кала-кала панине Крапивин татах аса илчĕ те лешсем ушкăнра Минин сăнлă çынна час-часах курнине палăртрĕ. Эппин, Калюковпа Минин пĕр-пĕринпе çыхăннă теме пулать. Ку вара çав тери хăрушă. Минин унчченех шутсăр хаяр та тискер ĕçсем тунипе палăрнă.
Шăп тепĕр вунă кунтан Çавалкасси-Хирпуç ялĕнчи арман хуçин рысакне вăрлаççĕ. Йытти шăв-шав ан кăлартăр тесе, хурахсем ăна кӳршĕ сурăхне пусса параççĕ. Эппин, арман хуçин килĕнче йытă пуррине, кӳршин вара çуккине пĕлекен пур ушкăнра. Ахăртнех, çав ялтанах. Тен, хăй ыттисемпе çӳремест, çул кăна кăтартнă... Çав каçах хурахсем Кивмĕлĕш ялĕнчи хресчен тăрантасне кӳлсе каяççĕ. Арман хуçин кăмăла кайман-ши вара? Ку та çитмен, икĕ эрнерен виçĕ хурах çĕрле арман хуçи патне килнех пыраççĕ. Хуçи вĕсенчен пĕрне — Утарти паллă тимĕрçĕ ывăлне Калюков Антуна — паллать, тепри чăваш мар, ахăртнех, тутар пулнине палăртать.
— Сан лашуна эпир вăрланă, — тӳрех пĕлтерет Калюковĕ. — Халь вăл пире кирлĕ мар. Ху куран: пиртен кашнин ут пур. Рысаку сан чаплă, сахалтан виççĕр тенкĕ тăрать. Эсĕ унччен унăн хуçи пулнине шута илсе, сана ăна çĕр аллă тенкĕпех сутма хатĕр. Рысаку ăçтине кĕçех пĕлĕн. Кайса ил те, çĕр аллă тенкӳне çумрах усра. Пирĕн çынсем пĕр-пĕр чипер самантра кĕрсе илĕç...
Чăнах та, икĕ кунтан, июлĕн вăтăр пĕрремĕшĕнче, арман хуçин рысакĕ Уравăшра, вулăс Совет ĕçтăвком çурчĕ умĕнче кăкарăнса тăнине кураççĕ...
Çав уйăхрах тата чылай çĕрте лаша вăрланă, Еншик чиркĕвĕнчен икçĕр вăтăр тенкĕлĕх япала çаратса кайнă...
Тутарстанри Пăва кантонĕнчи Страта ялĕнчи пуян хресчен патне хурахсем çиччĕн пынă, ылтăн япаласем ыйтнă. Лешĕ, паллах, çука пенĕ. Хурахсем хуçан мĕн пурри-çуккине лайăх пĕлнĕ пулас çав, кунашкал хуравпа çырлахман, хуçа арăмне хачă вĕçĕпе йĕплеме тытăннă. Хĕрарăм тӳсеймен, ылтăн япаласене пурне те кăларса панă. Кил çыннисене тĕпсакайне хупса хăварса, хурахсем тăр-кăнтăрлах ялтан чип-чипер тухса кайнă... Милиционерсем пырсан, кил хуçине темиçе сăнӳкерчĕк кăтартнă. Вĕсем хушшинче вăл Шункăт ялĕнчи Мирун Петĕрне, Тукай Мишер ялĕнчи Хуснутдинов Сатретдина палласа илнĕ. Каярах, вăрттăн хуралта ларса, милиционерсем Мирун Петĕрне тытаççĕ, анчах лешĕ милици уйрăмне ăсатнă чухне тарма хăтланать те, ăна вилмеллех персе лектереççĕ... Июлĕн вăтăр пĕрремĕшĕнче пилĕк хурах, сăнласа кăтартнă тата сăнӳкерчĕксенчен палланă тăрăх — Калюков, Минин, Хуснутдинов тата икĕ çын — Кивмĕлĕш ялĕнчи шыв арман хуçи патне пыраççĕ, хăратса та арăмне йĕплесе мĕн кирлине туптарнă хыççăн икĕ пин те виççĕр çирĕм тенкĕлĕх япала çаратса каяççĕ. Стратри пекех. Эппин, Стратра Калюковпа Минин та пулнă пулас.
Çакнашкал хыпарсем Крапивин сĕтелĕ çинче туллиех. Вĕсене пĕтĕмĕшпе илсен, мĕн курăнать-ха? Вăрă-хурах эшкерĕ пач кĕтмен çĕртен йĕркеленсе кайнă та кĕске вăхăтрах вăйланса çитнĕ. Вăл ĕнтĕ пĕтĕм Чăваш республикинче пуçтахланса çӳрет, Тутар республикине те кĕркелесе тухать. Йышĕ унăн чылаях пулма кирлĕ, анчах пурте пĕрле пухăнмаççĕ курăнать. Çакă харăсах темиçе çĕрте тискер ĕçсем тума пултарнинчен те палăрать. Йыш пуçĕнче кам тăни те, утаманăн чи çывăх çыннисем те, вĕсем хăш районтан, хăш ялтан пулни те паллă. Çитменнине, пурте вĕсем тăрсан-тăрсан килĕсене кĕре-кĕре тухаççĕ, анчах халлĕхе пĕрне те тытма май килмен-ха. Ялта вăрттăн хурал пуррине е милиционерсем килнине вĕсем пĕлсех тăраççĕ. Эппин, хурахла ĕçсем тăвакансемсĕр пуçне, эшкерĕн чылай çĕрте «куçпа» «хăлха» пур. Çапах, вĕсене ку таранччен пĕтереймесен те, чылай аркатмашкăн майсем пулнă, милици япăх ĕçлени çеç чăрмантарнă. Мирун Петĕрне милиционерсем кирлĕ çĕре тĕрĕс-тĕкел илсе çитерес-тĕк, ун урлă хурахсен кăнтăр енчи çыннисене тупса тытма пулатчĕ, тен. Çитменнине, çав Шункăт таврашĕнчех милиционерсемпе угрозыск агенчĕсем хурахсен ушкăнĕпе куçа-куçăн та тĕл пулнă, анчах район чиккине тухсан, кунта йĕрлесе çӳресси пирĕн ĕç мар тесе, хăвалама пăрахнă... Минина Санькассипе Тĕрер ялĕсем хушшинчи вăрманта хупăрласа илнĕ çĕртех алăран вĕçертнипе те мухтанмалли çук. Вăрманĕ пысăках та мар... Çавăнпа пĕрлех пĕтĕм эшкере уйрăм район вăйĕпе кăна пĕтерме май çукки те уççăнах палăрать...
Уйрăмах çакă шухăшлаттарать: малтанхи тапхăрта, курăнать ĕнтĕ, Калюков вăрă-хурахĕсем мул кăна шыранă, ахаль çынсене çеç тапăннă. Пурăна киле вĕсем кооперативсене те, патшалăх учрежденийĕсене те, чиркӳсене те çарата пуçланă. Пирвай хурахсен кашни ушкăнра пĕр-ик кĕпçе кăна пулни курăнать. Халĕ пурин те револьвер, наган е кĕскетнĕ винтовка пур. Куракансем каланă тăрăх, уйрăмах пысăк ушкăнпа чухне Калюков хăй тăрантаспа çӳрет, тăрантасĕнче — пулемет. Пĕрле ларса пыракансемпе юланутçăсен аллинче вара — кĕскетмен винтовкăсемех. Кооперативсемпе патшалăх учрежденийĕсене Калюков укçа шыраса кăна тапăнать-ши е унăн урăх тĕллев те пур? Енчен çав урăх тĕллевĕ те çак хăвăртлăхпах аталанса пырсан? Тата пулемет, винтовкăсем, ытти хĕçпăшал ăçта тупнă хурахсем? Пулеметпах çӳремешкĕн патрон та ай-яй нумай кирлĕ. Çавнашкал хĕçпăшала çаратса та тупаймăн, лавккара е пасарта та сутăн илеймĕн. Паллах, уйрăм çынсен аллинче граждан вăрçи вăхăтĕнчен юлнă хĕçпăшал пур-тăр. Анчах никам та: «Манăн винтовка пур, атьăр, килсе туянăр!» — тесе кăшкăрса çӳремест-çке. Пулемет тесен, вăл халлĕхе милици уйрăмĕсенче те кашнинчех çук-ха, мĕншĕн тесен НКВД кашни уесах темиçе оперативлă района пайласа тухнă хыççăн уйрăмсен йышĕ самаях хушăнчĕ. Эппин, çавăн чухлĕ хĕçпăшал хурахсем ăçта тупаççĕ?
Кăнтăрла иртсен районсенчен килнĕ милици начальникĕсемпе ирттернĕ канашлура çак шухăшсене Крапивин тĕплĕн уçса пачĕ.
— Çапла вара, юлташсем, — терĕ вăл юлашкинчен, — Калюков хурахĕсем ирĕкре пĕр эрне, пĕр кун çӳрени те уйрăм граждансене кăна мар, пĕтĕм Совет влаçне пысăк сиен кӳрет. Пурлăх енчен çеç мар. Капла халăх пирĕн вăя шанми пулĕ, влаçа хирĕçле элементсем пушшех пуç çĕклĕç. Ахальтен мар парти обкомĕпе республика правительстви пиртен вăрă-хурахсен эшкерне хăвăртрах пĕтерме ыйтаççĕ...
Каярах çак задачăна мĕнле пурнăçлас пирки чылай канашларĕç.
— Пирĕн çакна асра тытмалла, — асăрхаттарчĕ Крапивин. — Районсенчи милици уйрăмĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытас пулать. Хурахсен тăван кил пур ялсенче кашнинчех пире пĕлтерсе тăракан активистсем пулччăр. Вĕсен тĕп задачи яла хурахсем килни çинчен хыпарласси çеç мар. Унашкал хыпар района çитиччен, куртăмăр ĕнтĕ, эшкерĕн йĕрĕ те юлмасть. Активистсен хурахсем малалла ăçта кайма шутланине, яла хăçан килессине пĕлме тăрăшмалла. Ку ĕçе уйрăмах комсомолецсене явăçтарни вырăнлă.
...Яланхи пекех, Крапивин килне тĕттĕмленсен кăна таврăнчĕ. Кӳршисем çывăрма выртнă пулас, краççын çути çук. Е кил хуçийĕ Атăл варринче, кимĕре-ши? Е, тен, Шупашкарти журналистсен клубĕнче шахматла выляса ларать? Эх, тепĕр чухне Крапивинăн та çавнашкал пурнăçпа пурăнас килет те çав. Чăнах, лайăх-çке ĕçре сакăр сехет вăй хунă хыççăн урăх нимĕн çинчен те шухăшламасăр Атăл хĕрринче вăлта тытса лармашкăн. Сипетлĕ нӳрĕ сывлăш чуна уçать, кун каçа лĕпленсе çитнĕ шыв шăмшака çемçетет. Çур çĕр иртеспе анакан тĕтре хайхи тавралăха сĕт пек шурă мамăкпа хуплать тейĕн. Çут тĕнчере никам та çук вара, пĕртен-пĕр эсĕ кăна чӳхенетĕн унăн рехетлĕхĕнче...
Çаплаччĕ те, пулла е шахматла вылямашкăн çӳреме мар, унашкал япаласем çинчен шухăшламалăх-ĕмĕтленмелĕх вăхăт çук халĕ. Угрозыск валли ĕç тупăнсах пырать, Калюков хурахĕсен ушкăнне халĕ те пĕтерейменни вара пушшех самантлăха та лăш сывласа илме памасть. Аслисем пĕрмай аса илтернĕрен кăна мар, халăх умĕнчи тивĕçе туйнăран лăпланаймасть Крапивин. Ара, хурахсем ирĕкре чухне кашни кун кама та пулин инкек кӳреççĕ. Çитменнине, путсĕрсен ирсĕр ĕçĕсем, сăртран кусса анакан юр чăмакки пек, самантсерен ӳссе-хушăнса пыраççĕ. Вăхăтра аркатмасан, мĕн мăнăш пулса кайĕ-ши çав чăмакка?
Çапла, тăрăшать-ха вăл хурахсене тĕп тăвас тесе, çине тăрсах тăрăшать. Çапах мĕн пултарнине пурне те тăвать-ши?
«Халĕ чи кирли — хурахсен ушкăнне хамăр çынна вырнаçтарасси, — тепре шухăшларĕ Крапивин, уçă чӳрече умĕнче пирус мăкăрлантарса тăраканскер. — Эппип, пĕтĕм шанчăк Ваньккара».
Анчах Телегин милицие пулăшма килĕшнĕ хăюллă çын кăна мар. Телегин — Крапивинăн хреснай ывăлĕ, ăна тăван ялпа, Экеçпе çыхăнтарса тăракан пĕртен-пĕр чĕрĕ тĕпренчĕк. Ванькка (ăшĕнче çаплах, ача чухнехи пекех чĕнет ăна Крапивин) хăюлăхĕ, тавçăрулăхĕ пирки иккĕленме кирлĕ мар. Ăна вăл граждан вăрçинче те, Хуралам çывăхĕнчи хурахсен ушкăнне тĕп тума пулăшнă чухне те, кулленхи пурнăçра та çителĕклех кăтартса панă. Çав вунтăххăрмĕш çулта, çитменнине, Крапивинăн хурахсемпе кĕрешес тĕлĕшпе опыт тени çукпа пĕрехчĕ. Ăна, вунпĕр çул хушши революци ĕçĕпе пурăннă çынна, тин кăна Хĕвелтухăç фронтне контрреволюцие хирĕç кĕрешме янăччĕ. Çапах Крапивин ун чух та лайăх чухлатчĕ, халĕ ĕнтĕ çирĕп пĕлет: операци ăнăçлăхĕ агент тавçăрулăхĕпе харсăрлăхĕнчен кăна мар, унăн ĕçне епле йĕркеленинчен те çав тери нумай килет. Эппин, Телегин ăнăçлăхĕ валли Крапивин çирĕп никĕс хывайрĕ-и-ха? Пĕр шутласан, мĕн кирлине пурне те тунă пек. Çапах пурне те-ши? Калюк Антунĕпе, хут çинчи пек каласан, Антон Калюковпа тусĕсем вунтăххăрмĕш çулта алхаснă хурахсем мар. Лешсем пек лагерьте пурăнмаççĕ, хăйсем çав тери тискер, çынна ним мар вĕлереççĕ, шутсăр асăрхануллă тата, нумай-нумай ялсенче хăйсен çыннисене тытса тăни сисĕнет. Тен, ялсенче çеç те мар. Енчен кăшт та пулин йăнăшсан — Ванькка пĕтрĕ. Хурахсене тытасси те вăраха кайĕ. Ара, Ванькка камне пĕлсен, вĕсем ăна пĕтереççĕ çеç мар, ют çынсене хăйсен ушкăнне йышăнма пач пăрахĕç. Шыраса туп вара путсĕр эшкер йĕрне... Çав вăхăтрах Телегинăн хăйĕн ĕмĕт-шухăш пуррине те манма юрамасть. Вăл тахçанах агронома тухасшăнччĕ. Крапивин хăй каласа панăччĕ ăна çавнашкал професси пурри çинчен. Халлĕхе Ванькка ку ĕмĕтне пурнăçлаймарĕ-ха, çапах ачи маттур, хресчен çамрăкĕсен шкулне пĕтерчĕ-пĕтерчех. Халĕ ĕнтĕ ялхуçалăх техникумне илсе пыракан çул уншăн уçă. Çак операцие ăнăçлă вĕçлесен, ăна унта кĕме пулăшмаллах... Ваньккан чĕрине çунтаракан тепĕр пысăк ĕмĕт — Çăпата Матви хĕрĕ Улька, Альтюк йăмăкĕ... Каччăпа калаçкаланă хыççăн ку вăл уншăн кăткăс ыйту иккенне Крапивин тӳрех ăнланчĕ. Ăна Калюков хурахĕсене тытас ĕçе явăçтарни çак ыйтăва пушшех çивĕчлетсе яма, тен, тĕппипех аркатма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен, халех темле май шухăшласа тупмалла. Паллах, Ольга Матвеевнăна, вăл шанчăклă хĕр пулсан та, Иван Телегин хурахсемпе эпир хушнипе çӳрет тесе калаймăн. Çапах ăна Ванькка нимĕнле усал ĕç те туманнине, унашкал ĕçе явăçма пултарайманнине шахвăртса та пулин систермеллех, çынни ăслă, ыттине, тен, хăех тавçăрса илĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...