Синкер :: Ҫиччӗмӗш сыпӑк
1
Калюковпа тусĕсем утарта эрне ытла пурăнаççĕ ĕнтĕ. Сĕм вăрман кунта, çын ура ярса пусман тавралăх. Çывăхра ял мар, стрелук картунĕ те çук. Утарçă мĕншĕн çак пĕчĕк уçланка вырнаçнинчен тĕлĕнетчĕ Калюков. Ара, кунашкал чăтлăхра пурăнсан, упана тухăн. Пылĕ, чăн та, самай пухăнать пулас кунта, анчах ăна сутмашкăн çулсăр-мĕнсĕр таçта çити турттармалла-çке. Утарçă ытла пахматсăр çын, налук сахал тӳлес тĕллевпе миçе вĕлле тытнине кăтартасшăн мар пулĕ тесеччĕ тата. Апла мар иккен, вĕллисене хурт çемйи юлманнисене те çыртарнă-мĕн. Каярах кăна Калюков питне çăра сухал пусса илнĕ çак утарçа утарĕ те, пылĕ те кирлĕ маррине ерипен тавçăра пуçларĕ.
Паллаштарасса вĕсене икĕ уйăх каялла кăна-ха Канашри чайнăй хуçи Волков паллаштарчĕ. Утарçи ку, хăйне Сидор тесе чĕнтерекен вырăс, ун чухнех мăк пек сухалпаччĕ. Эппин, ăна ӳстерме тытăннăранпа вăхăт чылай иртнĕ...
— Питĕ хавас маттур çынпа туслаш машкăн, питĕ хавас, — кăмăллăн каларĕ вăл вырăсла, Калюкова алă парса.
Алли çинçе те тап-таса хăйĕн, ахăртнех, хура ĕç нумаях курманскер. Çынни хăй, вăтам пӳрен çур шит çӳллĕрех, яштака кĕлеткеллĕ, пăхма çинçешке пулин те, самаях пиçĕ те вăр-вар пулас. Питне сухал хупланине пула, ку вырăс миçерине калама та хĕн. Анчах тӳрĕ сăмсапа тарăна вырнаçнă мăшăр кăвак куç тавра пĕркеленчĕксем çукпа пĕреххи çынни ку хĕрĕхе те çитменнине кăтартать. Тен, вăтăр пиллĕксенче кăна. Тăрчăк çухавиллĕ кăвак сатин кĕпе, ĕнĕк шăлавар, кирза атă тăхăннăскер, хăйне вĕреннĕ çын пек (е улпут пек темелле-и) тыткалать вăл, пурçăн пиçиххи хушшине пуç пӳрнисене чике-чике, кĕпин пĕркеленчĕкĕсене час-часах хыçалалла хăвалать. Пĕр шутласан, çакă путишле темелле, анчах тимлесерех пăхатăн та, çапла хăтланни Сидора килĕшет те пек. Вырăс çав, тĕттĕм чăваш мар, ахăртнех, таçта та çитсе, таçта та пулса курнăскер, çавăнпа хăйне тыткалама пĕлет...
Вĕсем ун чухне нумаях калаçмарĕç. Вăхăчĕ те çукрахчĕ, сăлтавĕ те тупăнманччĕ. Тепĕр тесен, Волков паллаштарни ахаль те иккĕшĕн пĕр-пĕрне шанма юранине пĕлтеретчĕ.
— Ну-с, енчен теплерен пĕрре Йĕпреç вăрманне çитсе тухсан, кĕме ан манăр, — тенĕччĕ Сидор, сасартăк чăвашлах калаçа пуçласа. Сасăсене тĕрĕсех кăлараймасть пулин те, чиперех ăнланма пулать. — Утар тытатăп унта... Йăлăхтарчĕ халăхпа пурăнса, нэп пулăшнипе, пыл сутса пуяс пăртак, хэ-хэ... Эпĕ шӳтлесе мар, чăнласах чĕнетĕп сана. Ман пата çапла çитмелле... — хут çине план пекки тусах ăнлантарчĕ Сидор Калюкова, хутне çавăнтах чăмăртарĕ те, зажигалкăпа тивертсе, çунтарса ячĕ.
Мĕн тетĕр, вăл хăнана чĕнни кĕçех кирлĕ пулчĕ. Ăнсăртран паллаштарман курăнать вĕсене Кашкăр Мĕтри. Унăн ашшĕ те Çĕпĕрте Калюкова ахальтен вĕрентмен пулĕ Мĕтри çывăхнерех пулма.
Пĕррехинче çапла Калюковпа тусĕсем, тем тери асăрханчĕç пулин те, кăшт кăна вăрттăн хурал аллине лекмерĕç. Эй, хăваларĕç вара вĕсене милиционерсем! Юрать хурахсем вăрманалла пăрăнма ĕлкĕрчĕç те йĕрлекенсенчен хăпрĕç-хăпрĕçех. Чаплă çав вĕсен учĕсем! Лайăххисенчен лайăххисене суйласа илеççĕ-çке, урасăр пулнисене çийĕнчех улăштараççĕ. Çапах, хăвалакансенчен тарса ӳкрĕç пулин те, хурахсем сĕм вăрманпа кашни сас-чӳрен хăраса-шикленсе пычĕç. Çапла икĕ-виçĕ сехет аташса çӳресен, чугун çул тĕлне çитсе тухрĕç.
— Ара, халĕ те Вăрнар патĕнчен иртеймен-и эпир? — сехĕрленсе тĕлĕнчĕ Валет. — Капла пĕтрĕ пуç, тытаççех пире.
— Ан хăра, Петĕр, — те ăна, те хăйне лăплантарчĕ Калюков. — Мускав чугун çулĕ урлă эпир паçăрах каçса кайнă. Эсĕ ăна хытă тарнипе асăрхаса юлаймарăн. Ку вара Канашран Улатăралла каяканнн пулма кирлĕ. Чимĕр-ха, — аса илчĕ çавăнтах, — таçта çак енче манăн пĕр пĕлĕш пурăнать. Сĕм вăрманта, тăр-пĕччен. Хăнана чĕннĕччĕ вăл. Халĕ ун патне лексен, пи-итĕ аванччĕ. Яснă?
Çавăнтах вăл Сидор хăй ăçта пурăннине хут çине ӳкерсе кăтартнине астуса илме тăрăшрĕ, чугун çул хĕрринчи çухрăм юпине пăхса, хăйсем ăçта çитсе çапăннине пĕлчĕ, вара ыттисене хыççăн пыма хушрĕ те ăйăрне малалла юрттарчĕ...
Унтанпа вĕсем çак утара темиçе те киле-киле кайрĕç ĕнтĕ. Хăнана час-час е сайра хутра çӳресси вара пĕтĕмпех хуçа кăмăлĕнчен килет.
Сидор вĕсене хальхинче те тарават кĕтсе илчĕ. Хăнасене, яланхи пекех, вĕлле пӳртĕнче вырнаçтарчĕ. Пӳрчĕ ку хăй пурăнаканнинчен те аслăрах. Ара, хĕлле чылай вĕлле вырнаçтармалла-çке унта. Çитменнине, Сидор вĕсене, чăвашсем пек, тункатаран мар, хăмаран тунă е тутарнă, çавăнпа, пысăкскерсем валли, паллах, вырăн пушшех нумай кирлĕ. Чăн та, çурри çĕр ăшĕнче ларать ку пӳрт, хыçĕпе çырма хĕррине кĕç-вĕç чикеленес пекех усăнса тăрать; чӳрече те иккĕ кăна. Анчах, кирлĕ пулсан, çак çуртăн хыçалти, тĕрĕсрех, урайĕнчи вăрттăн алăкĕнчен тӳрех çырмари чăтлăха чăмма пулать. Алăкĕ, чухларăр пулĕ, урай касса тунăскер, унтан тухнине никам курас çук. Ку пӳртре кирлех мар урайне те, ахăртнех, çав тĕллевпе кăна сарнă.
— Ну, ĕçĕрсем еплерех сирĕн, ăмăрткайăксем? Лайăх пуйрăр-и ку хутĕнче? — шӳтлерех калаçрĕ Сидор.
Темшĕн-çке, çакнашкал ниме тăман ытахаль пуплешӳсенченех вăл, кунтисем мар пулсан та, чăвашсене тахçантанпах пĕлни, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупмашкăн ăсталанса çитни палăрать. Таçти инçетрен ахальтен килсе çитмен-тĕр.
— Тупкаларăмăр хамăра май.
— Ĕçсем яхшы пирĕн, — хуравларĕç хурахсем.
Мина кăна нимĕн те шарламарĕ, пĕчĕк хура куçне çиçтерсе илчĕ те тарават хуçа патĕнчен хăвăртрах пăрăнса кайрĕ. Юратмасть вăл ăна. Е хăрать-ши? Ара, хăрама та сăлтав пур çав...
Иккĕмĕш хут килнĕччĕ-ши вĕсем ун чухне кунта е виççĕмĕш хутчĕ-ши? Ĕçрĕç-ĕçрĕç те каç енне хайхи эрех пĕтсе çитрĕ.
«Эй, хуçа! — чĕнсе илчĕ Мина хăйĕнчен пĕр пуç чухлĕ çӳллĕрех Сидора. — Акă сана укçа. Хăш урхамаха кăмăллан, çавна утлан та, эрех тупса кил. Эс çывăхра ăçта ял пуррине пĕлме кирлĕ».
«Çапла, пĕлетĕп, — лăпкăн хуравларĕ Сидор, — Кирлех-тĕк, çул кăтартса яма пултаратăп. Анчах сире унта çӳремешкĕн сĕнместĕп. Ӳсĕрле те, урăлла та. Ман шутпа, сирĕн ку таврара çын куçĕ умне пачах курăнмалла мар. Ун чухне кăна манăн утар сирĕншĕн чăн-чăн лăпкă вырăн пулĕ».
«Вĕрент, вырăс, вĕрент пире, ухмах чăвашсемпе тутарсене, — лăх-лăх кулчĕ Мина. — Анчах асту, эпир хамăр та тăм писменсем мар, çавăнпа яла сана ярасшăн. Ну, вĕçтер хăвăртрах, лайăх тӳлĕпĕр!»
Сидорăн тарăн куçĕ сасартăк хĕм сапса илчĕ, сылтăм алли пилĕк тĕлне туртăнчĕ, унта пистолет капурĕ пур тейĕн. Анчах çак туртăм самантлăха çеç палăрчĕ, хĕрсе кайнă хурахсем ăна асăрхамарĕç те.
«Эпĕ лакей мар!» — терĕ Сидор лăпкăн.
«Эс мĕн! — тарăхрĕ Мина. — Кампа калаçнине чухламастăн-им?»
Тем пулчĕ Сидора, вăрт! пăрăнчĕ те вырăсла кăшкăрса ячĕ:
«Не сметь, скотина, со мной так разговаривать!»
Хĕрĕнкĕ Минăна ку сăмахсем уртарсах ячĕç.
«А-э-э! — ура çине сиксе тăчĕ вал. — Эс мана выльăх вырăнне хума-и? Эп сана куншăн...»
Мина сылтăм аллине шăлаварĕн юри тарăн çĕленĕ кĕсйине чиксе ячĕ. Анчах револьверне кăларма ĕлкĕреймерĕ — Сидор аллинче икĕ пистолет курăнса кайрĕ, вĕсенчен пĕри кĕрслеттерсе те ячĕ, çунакан çуртасенчен пĕрин пуçĕ урайне патлатса ӳкрĕ.
«Иккĕмĕш пуля сылтăм куçна шăтарса кĕрĕ!» — асăрхаттарчĕ Сидор Минăна.
Лешĕ шурса-кăвакарса кайрĕ, самантрах шăнса пăрланнă пек, пач хускалми пулса тăчĕ. Ыттисем те сĕтел хушшинчех хытса ларчĕç.
«Малашне асра тытăр, тусăмсем: сире кĕтсе илмешкĕн эпĕ яланах хавас, — çавăнтах лăпкăн каларĕ Сидор. — Анчах кунта хăна çурчĕ мар. Çавăнпа, пĕрремĕшĕ — çимелли-ĕçмелли хăвăр илсе килĕр, иккĕмĕшĕ — хăвăра хăвăр сыхлама ан манăр. Эпĕ кам? Пĕччен утарçă. Пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухсан, эсир кунта ыйтмасăр-тумасăр, чĕр çилам килсе кĕнĕ, манăн сире хирĕç тăма вăй çук... Сирĕн вара, пуçăрта арпа мар-тăк, кунашкал улах хваттере куç шăрçи пек сыхламалла, çавăнпа, тепре калатăп, таврари ялсене пач кĕмелле мар... Ну, чипер канăр, паттăрсем!»
Вăл пуçне сулчĕ те вĕлле пӳртĕнчен çаврăнса пăхмасăр тухса кайрĕ, тулта кĕтсе таракан йыттине тем каласа, васкамасăр хăйĕн пӳртне уттарчĕ. Хăвăрт илет хăйне алла, шеремет.
Çавăнтанпа Мина унпа пит калаçсах каймасть. Ытти хурахсем вара Сидора хисеплеме тытăнчĕç. Тепăртак шикленеççĕ те-ши унран. Вăл çурта пуçне тĕллемесĕрех персе антарнине халĕ те-ха ăмсанса аса илеççĕ...
Хĕрӳ тытăçусем хыççăн килме тивнĕрен, укçана шутламасан, хурахсем утара пушă алăпах çитрĕç. Анчах Калюков тепĕр куннех Валетпа Йыснана çула кăларса ячĕ те, лешсем, çывăхри ялсене çӳреме юраманнине асра тытса, чугун çулпах таçта кайса килчĕç, каçалапа икĕ кутамккапа темиçе çыхă йăтса таврăнчĕç. Пуçланчĕ вара ĕçкĕ-çикĕ! Эрехе те, шăрттана та, чăкăтпа çăмартана та, çăкăрпа пахчаçимĕçе те хырăма кашниех кӳпĕниччен тултарчĕ. Сыхлăха мансах çапла темиçе кун аташса пурăнчĕç, юрать-ха Сидор йыттисене иккĕшне те вĕçертсе ячĕ, хăй те тавраналла тухкаласах тăчĕ.
Юлашки хĕрӳ кун хыççăн темшĕн никамăн та «сунара» тухас килмерĕ. Ара, ку таранччен тем те хăтланнă-ха вĕсем, çапах тискер ĕçсем юлашки кунри чухлĕ тумашкăн тӳр килменччĕ. Çакă вăрă-хурахсене те, тытăçу вăхăтĕнчи хĕрӳлĕх иртнĕ хыççăн, пăртак шухăшлаттарчĕ курăнать. Пĕри-пĕри, тен, ӳкĕнен пек те пулчĕ-ши, тепри тата çав тискер ĕçсемшĕн хăйсене милици пушшех тĕплĕнрех шырасса, влаç тек ĕнтĕ пăртак та каçармасса ăнланчĕ-тем... Апла-и, капла-и те, ĕçессе вара пурте эрех-сăра ĕмĕрне курман пекех пахматсăрланса ĕçрĕç. Кам пĕлет, тен, куç умĕнчен кая пĕлмен тискерлĕхе çапла майпа тĕтрелентерчĕç вĕсем, тен, пачах урăхла, хăйсене тем тума пултаракан паттăр вырăннех хучĕç, тен, кăмăл самантсерен улшăннине кура, апла та, капла та шухăшламашкăн ĕлкĕрчĕç.
Калюков та Сидор утарне çитсен пĕрремĕш кун ыттисемпе танах ĕçрĕ-çирĕ, кайран эрех-сăра патне кăмăл туртмарĕ унăн. Куç умне вăрманта вĕлернĕ милиционерсем туха-туха тăчĕç. Уйрăмах хăваласа çитсе юлашкинчен вĕлерни — Патăръел уесĕнчи пĕрремĕш районти милици начальникĕ Александров асран кая пĕлмерĕ. Мĕншĕн ăна этемле те пулин вĕлермерĕç? Мĕншĕн тискеррĕн мăшкăлларĕç унран? Хăйсен вăйне, хăватне кăтартма тăрăшрĕç-ши? Çук, Калюк Антунĕ ухмах мар, аманнă çынна ушкăнпа çĕнтерни нимĕнле паттăрлăх та, нимĕнле хăват та маррине лайăх ăнланать. Çапах турĕ-çке вăл çак тискер ĕçе, турĕ. Алли те чĕтремерĕ. Хăй Минăран хăюллăраххине, вăйлăраххине, пултаруллăраххине, ăслăраххине кăтартасшăн пулчĕ. Пулчĕ кăна мар, çав самантра хăй те чăнласах ĕненчĕ çакна, халĕ те ĕненет. Анчах Çĕпĕртен таврăнса вăрă-хурах ĕçне чăнласах пуçăннă чухне тĕллевĕ урăхчĕ-çке Антунăн, çын вĕлересси марччĕ, кирлĕ чухлĕ мул пухасси кăначчĕ. Епле çитсе тăчĕ вăл çак шая, епле хăпарчĕ тискерлĕх тăвĕ çине? Халĕ унтан ни каялла анма, ни малалла кайма çук: йĕри-тавра тĕпсĕр авăр...
Паян та Калюков ирхине, умĕн пĕр стакан каçунккă ĕçсе, пăшăхланă кайăк кăвакалне пĕчченех пĕрне çисе ячĕ те, ун хыççăн тата пĕр алтăр сăрапа хырăмне тир карăниччен тултарсан, сĕтел хушшинчен ниçта та кайма шутламан юлташĕсене пăрахса, пӳртрен тухрĕ, пыл хурчĕсем сăхасран шикленсе, темшĕн-çке, çав нăрăлтисем эрех шăршине тӳсме пултараймаççĕ, — утар карти урлă каçрĕ, çырма хĕррине кайса ларчĕ.
«Пăртак ăна-кăна пуç тавра çавăрттарса пăхмашкăн вăхăт ĕнтĕ, Антун», — шухăшларĕ те Калюков хăйĕнчен хăй мăшкăлласа кулса илчĕ. Ара, вăхăт ĕнтĕ мар, тахçанах шухăшламаллаччĕ. Халь ăна-кăна пуç тавра çавăрттарас тĕлĕшпе кая юлнă, чавсана çыртаймăн...
Чăнах, мĕн пирки çитсе çапăнчĕ-ха Калюков çак шая? Хăçан та пулин ĕмĕтленнĕ-и вăл çакнашкал пурнăç çинчен? Пытармасăр каласан, пуринчен мала тухмашкăн унччен те хирĕç марччĕ-ха. Анчах тӳрĕ чунпа ĕçлесе мул пухасшăнччĕ, ялти чи пуян çынсенчен ирттересшĕнччĕ, чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пуласшăнччĕ. Мĕнех, мул енĕпе илсен, ирттерчĕ, паллах. Ялти чи пуян Апликан Хĕлипĕ те — тăпри çăмăл пултăр! — халĕ унпа танлашаймĕ. Хисеп тесен... Кам вăл, Калюк Антунĕ? Пĕтĕм чăваша хăратса çитернĕ çын. Сехĕрленессе унран кашниех сехĕрленет-ха, хисеплемешкĕн тесен, темле çав...
Вĕлле пӳртĕнчен çынсем тухрĕç пулас, лутра алăк, чалăшшипе çĕре перĕнекенскер, хăлт-халт туса уçăлчĕ. Тепĕртакран пӳрт çумĕнчи хăмла çырли тĕмĕ çăтăр-çатăр туни, арçынсем ытлашши шĕвекрен эхлете-эхлете пушанни илтĕнчĕ. Кĕçех Минăн çинçе сасси янăра пуçларĕ:
— Эп кам тесе шутлатăр эсир? Эп кунта — чи-чи-чи... Пĕлетĕр-и, тĕрмерен ман пек ăслă, ман пек хăюллă тарни халиччен ĕмĕрне пулман...
Ахăртнех, вăл пӳртри калаçăва малалла тăсрĕ. Те ырласа, те ахальтен çеç, Кучан ăна... «Ăхă, ăхă», — текелерĕ. Çакăншăн хăпартланнă Мина (миçемĕш хут ĕнтĕ!) хай Шупашкар тĕрминчен тухса тарни çинчен каласа кăтартма тытăнчĕ.
Тарасса Мина тĕрмерен, чăнах та, ăнăçлă тарнă. Темле майпа çавскер çӳп-çаппа каяшсене хула тулашне турттаракан лавçăпа калаçса татăлнă. Вара камерăри кăмака тăрпине салатнă та маччана хăпарса кайнă, унтан ансан, каяш турттармалли урапа çинчи шетнике кĕрсе ларнă. Лавçи хайхи шетнике çӳп-çаппа витет те тĕрме картишĕнчен ним мар тухса каять... Çапах, пĕр шутласан, мĕн мухтанмалли çав мăшкăлтăк шыв шетникне ларса тарнăшăн? Калюков тесен, вĕлерсен те кĕрсе ларас çук çав шăршлă савăта...
— Калюк вара... Калюк вăл... — илтĕнет Минăн чанкăлти сасси.
Каллех утамана хурлать ĕнтĕ. Ун ялан пĕр юрă: вĕлермелле, вĕлермелле. Вара хурахсене тупас текенсем те, сутас текенсем те, йĕрлес текенсем те пĕтĕç тет. Çук çав, ухмахла шухăш ку. Пĕтĕм çĕршыва тытса тăракан влаçа хурахсене йĕрлеттерме пăрахтараймăн. Хĕрлĕ Çарта пулса курманнипе, çавна май Совет влаçĕн вăйне пĕлменнипе кăна çапла сӳпĕлтетет Мина.
...Юнашарта турат хуçăлчĕ. Сидор иккен. Калюков хыçнех пырса тăчĕ, унран кирлĕрех ĕç çук пекех, каснă шĕшкĕ турачĕсене çĕçĕпе иртет. Ялан çапла вăл, пач кĕтмен самантра пырса тухать сан патна.
— Мĕн пит шухăша кайрăн, Калюк? — ытахальтен тенĕ пек ыйтрĕ Сидор, утамана ыттисем пекех чăваш хушамачĕпе чĕнсе.
Калюков нимĕн хуравлама пĕлмерĕ, хулпуççине çеç сиктерсе илчĕ.
— Шухăшламалăх сăлтав пур сан, — ĕнтĕ чăнласах калаçрĕ Сидор. — Мина каллех темскер пăтратать унта, сана утаманран кăларасшăн.
— Эй, унпала, — алă сулчĕ Калюков. — Ĕçсен вăл ялан çапла.
— Çапла пуль те, асту, ӳсĕр чĕлхе урă пуç мĕн шухăшланине уçса парать, ху пĕлен. Сирĕн вара апла-капла пăтранма юрамасть, нихçанхинчен туслă пулмалла, — куçран шăтарасла пăхрĕ Сидор.
Калюков пĕр самант вăрман чăшăл-чашăлне, хăмла çырли тĕмĕ патĕнчен хăпнă юлташĕсем каялл а таплаттарнине, пыл хурчĕсен пĕр евĕрлĕ сĕрлевне тăнласа ларчĕ.
— Эс калашле, те нихçанхинчен те туслăрах пулмалла ĕнтĕ, те хăвăртрах саланса каймалла, шыври тăвар пек, — иккĕленерех хуравларĕ вăл Сидора. — Малашне те каплах йышпа çӳресен, пире тытаççех. Влаçа хирĕçле ĕçсем пысăк пирĕн. Тытсан, тупата, пĕрне те каçармĕç.
Сидор унпа юнашар пырса ларчĕ, тасатса шĕвĕртнĕ патакне çĕре тăрăнтарчĕ.
— Тем ан аташ, Калюк, — лăплантарчĕ вăл. — Пĕчченшерĕн пушшех хăвăрт тытса пĕтерĕç. Халлĕхе ушкăнпах пурăнмалла сирĕн, ушкăнпа кăна. Каярах куç курĕ... Анчах лайăхрах хĕçпăшалланмалла. Икĕ-виçĕ пулемет кирлĕ сире, гранатăсем.
Калюков ăна тĕлĕнсе пăхса илчĕ те пуçне пăркаларĕ:
— Ăçта тупмалла тет вĕсене? Кооператив лавккинче сутмаççĕ-иç.
— Ун пирки ан пăшăрхан, — терĕ Сидор, Калюкова хулпуççинчен лап-лап тутарса. — Кирлĕ-тĕк, хамах тупса парăп. Пĕр юлташ пур манăн, унăн пăртак упранса юлнă.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...