Синкер :: Тӑххӑрмӗш сыпӑк
Урамалла каснă икĕ чӳречерен вара Антунăн хăпас та килмерĕ. Пĕрре сулахай енчинчен, тепре сылтăм енчинчен пăха-пăха, вĕсем хушшинче чылайччен тăчĕ вăл.
Хĕвел тăрăшсах пăхать пулин те, нӳрелсе кӳпшенĕ çĕр час типмест. Çапах урамра, сарăхнă çĕр çинче, ача-пăча хĕвĕшет. Калюковсен тимĕрçĕ лаççипе темле çĕнĕ ампар хушшинче те тытмалла, те пытанмалла выляççĕ вĕсем. Лаçĕ иртенпех хупă. Санюк каланă тăрăх, Калюков-асли йывăр чирленĕ иккен. Хвершăл килсе пăхнă пулать те, куляннипе тенĕ пулать... Мĕншĕн кулянмалла унăн? Паллах, путсĕр ывăлĕшĕн... Эй, кайса курасчĕ те çав ашшĕне, ăнлантарасчĕ ăна-кăна... Анчах епле ăнлантарăн ĕмĕрне тӳрĕ те таса пурăнса ирттернĕ ватта. Тата мĕнле кайăн ун патне, епле курăнăн ун куçĕ умне... Тимĕрçĕ лаççи хыçĕнчи пĕвере çу каçа ӳссе самăрăлнă хурсем мăнаçлăн ишсе çӳреççĕ, çыран хĕрринче усăнса тăракан йăмрасен тăкăнакан юлашки çулçисене, вĕттĕн вĕлтĕртетсе анаканскерсене, çиме юрăхлă мар-ши тесе, хĕрлĕ сăмсисемпе тĕккелесе пăхаççĕ те, улталаннăшăн тарăхса, авăнчăк мăйĕсене тăссах какăлтата-какăлтата илеççĕ, кикаклатса кăшкăркалаççĕ, вара шалалла пăрăнса кĕреççĕ. Леш енче, çыранран шыва хăлаçа тăсăлакан хăма пусма çинче, вăтам çулсенчи хĕрарăм кĕпе ухать. Вăхăтран вăхăта вăл тăрать те ывăннă пилĕкне кантарать. Чиперкке хăй, шеремет. Кам арăмĕ-ши? Инçерех çав, палласа илме йывăр... Инçех мар, пĕр кил хапхи умĕнче, Антун тантăшĕсем иккĕн тан пĕрене чутлаççĕ, нимелле мунча пури хăпартма хатĕрленеççĕ пулас...
Пĕр шутласан, каçса кайсах пăхмалли урамра нимех те çук темелле. Кашни чăваш ялĕнчех çапла-çке кĕркуннехи чипер кунсенче. Анчах çак ытахаль сăнсене пăхса тăракан Калюковăн, темшĕн, чĕри хĕссе-хĕссе ыратрĕ, куçĕ шывланчĕ, пыра темле мăкăль пырса капланнăн туйăнчĕ. Тантăшĕсем пекех, вăл та пуртă-мăлатук йăтса тухĕччĕ, хуçалăхри хуралтăсене ăна та кăна юсĕччĕ, арçын алли ыйтакан ĕç килте темĕн чухлех-çке. Çапах тухаймĕ вăл ялйыш умне, картишĕнче те пулин вутă çураймĕ. Ялйыш умне тухма тет-ха, ĕнер çĕрле, авă, Кăтра Машук патĕнче шавлакаласа илчĕç вĕсем. Тен, çавна пĕр-пĕр ют хăлха илтнĕ-тĕк? Тепри илтсен те шарлас çук-ха та, утарсене Калюков никама та шар кăтартман, тарăхтарман, çапах пĕри-пĕри милицие кайса евитлесен? Ним сăлтавсăрах курайман çынсем сахал-им çут тĕнчере... «Çук, ун пек пулсан, лягавăйсем хальччен тахçанах персе çитмелле, — шухăшласа илчĕ Калюков. — Пуслăх Мишши те систерсе ĕлкĕретех пире, лешсем яла унсăр, участок милиционерĕсĕр, килес çук. Машук патĕнчи туссем кăна шăпăрт пурăнччăрччĕ...» Çавăнтах вăл ĕнер Минăпа хирĕçсе кайнине аса илчĕ. Курăр-ха ăна, утамана персе пăрахма хатĕр... Çĕр варринче ăçта тухса вĕçтерчĕ-ши ĕнтĕ çав ухмах? Каллех Анатри Тĕрере-ши? Тăм пуç, хăй ял халăхне хĕсĕрлесе пурăнать, çапах унта çӳреме пăрахмасть. Калюков ăна çакăншăн мĕн чухлĕ ятламан-ши, анчах хăйне пуринчен мала хуракан çынна ăçтан витерĕн... «Çапах та хальхинче эпир унпа хытах хирĕçсе кайрăмăр пулас, — Минăна тарăхса шухăшларĕ Калюков. — Темех мар, хăех килĕ ман пата, ниçта та кайса кĕреймĕ. Килмесен — хăйĕн шăпи. Пĕччен пĕтет вăл...» Çак шухăш пăртаклăха лăплантарчĕ, анчах çавăнтах ăна тепри çитсе çулăхрĕ: «Енчен Мина хăй ухмаххипе лягавăнсен аллине лексен, пирĕн çинчен мĕн пĕлнине юхтарса парсан? Пĕрремĕшĕнчен, тискер этем вăйлă алла лексен ялан хăравçă пулакан. Иккĕмĕшĕнчен, мана чун-чĕререн курайманскер, вăл пире, ахăртнех, ахаль те сутма хатĕр».
Анчах çакнашкал илемлĕ кун çав путсĕр пирки пуç ватас килмерĕ. Чунĕ Калюкова урамаллах, ялйыш патнех туртрĕ, çавăнпа вăл каллех малти чӳречесенчен пĕрре сулахайринчен, тепре сылтăмринчен тулта мĕн пулса иртнине сăнарĕ. Тата паян унăн çывăх тăванĕсемпе çав тери курнăçса калаçас килчĕ. Ашшĕ сывалать-ши? Амăшĕ мĕнле-ши? Шăллĕ, Çемен, еплерех ăнтарать-ши ĕçĕнче? Аппăшĕнчен, Пăлакирен, мĕн хыпар пур-ши? Пурне те пĕлес килет. Пĕлни кăна мар, Антун вĕсене чунран пулăшма хатĕр, мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ укçа парса хăварма пултарать.
— Санюк! — чĕнчĕ вăл тин çеç ĕнине утă парса кĕнĕ арăмне. Ирхине çумăр çĕрлехи пекех лĕшлететчĕ те, паян кĕтӳ хăваламарĕç, выльăха килтех тăрантарма тивет.
Санюк упăшки патне пычĕ.
— Антун, тархасшăн, чӳрече умĕнче ан тăр, — ӳкĕтлерĕ вăл упăшкине. — Çын курсан, тупата, иксĕмĕре те пĕтереççĕ. Уйăх пуçламăшĕнче-ха Вăрнартан угрозыск агенчĕ килсе кайрĕ. Варламов ятлăскер. Упăшку яла таврăнсанах пире систер, унсăрăн хăвна хупса лартатпăр терĕ. Ахаль те çын умне курăнма вăтанса пурăнатăп, халь тата апла хăратаççĕ...
Санюк тата темĕн каласшăнччĕ, сăмахне вĕçлеймерĕ, нăшăклатсах йĕме тытăнчĕ.
Темшĕн-çке, хĕрарăм куççульне Калюков тӳсме пултараймасть. Арăмĕ йĕрет-и ун умĕнче, Кăтра Машук-и е ылтăн-кĕмĕле пытарма тăрăшакан кил хуçи хĕрарăмĕ — пурте пĕрех. Макăрни чуна пырса витерет те вара хăвна ху тем тăвас шая çитетĕн. Чăнах, çут тĕнчере пурăнас килмест ун пек чухне, çавăнпа Калюков хĕрарăмсене вĕсем куççулĕ кăларма пуçличченех — сăмахпа-и е чăмăрпа, е ытти вирлĕрех меслетсемпе — чарма тăрăшать.
— Эс пули-пулмишĕнех нăшăкласа ан тăр! — халĕ те кăшкăрса пăрахрĕ вăл арăмне. — Мĕн хăрамалли санăн? Курман-илтмен — пĕлместĕп те ялан — çав анчах сăмаху. Халăх хушшине тухасси тесен, сан мĕн вăтанмалли. Хурахĕ эпĕ, сан пата килсе çӳреместĕп текех, тĕрмене лартнăранпа килте пулса курман... Яснă? Хуçалăх ĕçĕсем тесен, çынсене укçалла тара тыт. Шăллуна, Ехреме, пăртак ĕçлеттер, аппăшне пулăшнăшăн алли-ури хăрас çук, ман шăллăма Çемене те чĕнсех тăр.
Санюкăн мĕн тăвас? Чăнах, текех йĕнинчен усси çук пуль çав ĕнтĕ, чуна пустуй кишеклени кăна... Вăл саппун аркин тӳрчĕпе питне шăлса типĕтрĕ те, макăрнипе пушшех йăлтăрккаланнă чакăр куçлăскер, хĕрелсе кайнă çаврака питлĕскер, йăрст тӳрленсе тăчĕ. Ах, мĕн тери чипер-çке вăл çак самантра! Епле хăйăн ăна вăрçма-ятлама...
Калюков мăшăрне ачашшăн ыталарĕ те шăппăн кăна:
— Санюк, чунăм, эс те пулин ан кăшла-ха мана, — терĕ айăплăн. — Луччă аттепе Çемене чĕнсе кил, юрать-и? Манăн вĕсемпе шутсăр калаçас килет. Хăвах ăнланма тивĕç, хăçантанпа ĕнтĕ курманни. Сире, хĕрĕмпе иксĕре, малашне пурăнма çăмăлрах тăвас пирки те сăмах татăп вĕсемпе.
Нумай кирлĕ-и хĕрарăма. Паçăр кăна упăшкине çак çулсенче тарăхни, ӳпкелени, кĕвĕçни, эрленни, намăсланни, нушаланни мĕн чухлĕ капланса çитнине пĕтĕмпех-пĕтĕмпех каласа тăкас шухăшлăскер, Санюк Антуна куçран хĕрхенсе-хĕрхенсе пăхрĕ те:
— Юрĕ, — терĕ ассăн сывласа. — Тулĕк аçу килеес çук, каларăм ĕнтĕ, вырăнпах выртать вăл. Çемен килĕнчех, тен...
Çавăнтах пӳртрен шăппăн тухса кайрĕ — тин кăна-ха кунта тăман та тейĕн.
Çемен тепĕр çур сехетрен килсе çитрĕ. Пиччĕшĕнчен унччен те кăшт çӳллĕрехчĕ-ха вăл, анчах хăрпăкрахчĕ, халĕ вара сарăлса тĕрекленнĕ, чăн-чăн арçын пулса тăнă. Тăнĕ-пуçĕ тесен, ачи вăл енĕпе унчченех аптрамастчĕ. Ял халăхĕ ăна, çап-çамрăк çынна, кредит юлташлăхĕн пуçлăхне ахальтен суйламан-тăр.
Шăллĕ алăкран кĕрсен, Антун сĕтел хушшинчен тăчĕ, ăна хытă-хытă ыталаса илес тесе, аллисене сарса ячĕ, хирĕç хавассăн утса пычĕ. Курчĕ вăл: Çемен питĕнче те савăнăç палăрчĕ, анчах самантлăха кăна; çавăнтах тем пулчĕ ăна, вăл пиччĕшне алă панипех çырлахрĕ, ĕнер кăна сиввĕн уйрăлнă пек, «Ну, салам!» — терĕ те, сĕнессе кĕтмесĕрех, тĕпелелле иртрĕ, малти пӳрт алăкĕ çумĕнчи сак çине ларчĕ.
«Ютшăннă. Е кураймасть?» — шухăшларĕ Антун, пăшăрханнине палăртмасăр. Чăн та, тепĕртакран вăл ку шухăша сирсе пăрахрĕ, мĕншĕн тесен Çемен унпа калаçасса чиперех калаçрĕ, ял хыпарĕсемпе те, çемье пурнăçĕпе те тĕплĕн паллаштарчĕ. Калюковсен тĕп килĕнче ĕç-пуç йывăртарах иккен. Ашшĕ нумаях пурăнас çук-мĕн. Çемен шучĕпе, ăна чир мар, Антун хураха тухни çапса хуçнă. Кун пирки вăл пиччĕшне хытах каларĕ. Ялта тесен, улшăнусем пысăк. Çемен халĕ кредит юлташлăхĕн пуçлăхĕ мар-мĕн. Ку пĕрлешĕве пĕтерсе, Утарта ялхуçалăх пĕрлешĕвĕ туса хунă. Тĕлĕнмелле, унăн пуçне пурпĕрех Çемене лартнă, пиччĕшĕ хурахра çӳренине те пăхман. Çапла çав, ял çынни шухăша час улăштармасть, Антун хурахра çӳрени те ăна ĕçчен Калюковсене хисеплеме пăрахтармасть.
Çемен те пиччĕшĕн пурнăçне тĕплĕнрех пĕлесшĕн-мĕн, анчах Антун ăна нимех те каласа кăтартмарĕ. «Таркăн çын шăпи паллă ĕнтĕ, пытарма кирлĕ мар, çылăхăмсем нумайлансах пыраççĕ. Яснă?» — терĕ çеç.
Çапла шăкăл-шăкăл калаçса чылай ларчĕç.
— Итле-ха, пичче, — терĕ сасартăк Çемен, — енчен эсĕ пирĕн юлташлăх кассинче укçа нумаййине пĕлсен, ăна та çаратăттăн-и?
Унран шăллĕ çак самантра çапла ыйтни Антуншăн уяр çанталăкра аçа çапнипе танах пулчĕ.
— Мĕн аташан эс, шăллăм... — анраса калаçрĕ вăл. — Пурăнăр, ара, хăвăр пĕлнĕ пек, ĕçлĕр, вăй илĕр.
Çакă шăллĕне кăштах лăплантарчĕ. Çук, вăл хăй ертсе пыракан юлташлăх укçи пирки кăна ыйтмарĕ пиччĕшĕнчен, çак ыйту урлă нумай кирлĕрех япалана пĕлесшĕн пулчĕ.
— Пурăнасчĕ-ха, — хаш! сывларĕ Çемен, çавăнтах урăххи, чĕрене йĕплекенни çинчен кала пуçларĕ: — Эс мĕн, ытти юлташлăхсенчи хресченсем ырра ĕмĕтленмен тетĕн-им? Вĕсем те çав ĕмĕтпех пĕр çĕре чăмăртаннă. Хресчен ĕçĕ, ху пĕлен, шутсăр йывăр. Халăхпа çав йывăра çĕнмешкĕн çăмăлрах, çавăнпа юлашки пус-тенке пĕр кассăна хыватпăр, ĕç кал-калрах кайтăр тесе, триер та, молотилка та, ытти хатĕрсем те туянас тетпĕр. Эс вара...
Çак самантчен кутник сакки çинче пĕр саса кăлармасăр ларакан Санюк чунĕ кӳтсе çитнипе каллех нăшăкласа илчĕ, çапах хăйне алла илсе ĕлкĕрчĕ, йĕрсе ямарĕ. Антун пичĕ-куçĕ, вăл çеç-и — пĕтĕм шăмшакĕ вĕриленсе кайнине туйрĕ. Никамран вăтанми пултăм ĕнтĕ, çын сăмахĕ куçа кĕмест тесе шутлатчĕ вăл юлашки вăхăтра, çук иккен, шăллĕ айăплани, ав, витĕрех илет.
— Ну, эс! Тем ан лăпăртат! Кĕçĕнни аслине вĕрентмест, — теме кăна пултарчĕ вăл Çемене. — Эс луччă, акă мĕн, ман çемьене пулăш май килнĕ таран. Ху пултараймасан, ăна-кăна юсама çын тупса пар, ĕçшĕн Санюк пухутлах тӳлĕ, ан хăра. Тата... Çемен, Санюк, эсир Ехремпе те сăмах татăр. Вăл та тăванах-çке, пулăштăр пăртак, эп ахаль тумăп.
Çапла калаçни виççĕшне те чунĕсене пусарчĕ, пĕр хушă пурте шăпăрт ларчĕç. Çумрах, урайĕнче, аслашшĕ чирлĕ пулсан та ăсталаса пама ĕлкĕрнĕ тимĕр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуçне çирĕпех тытайманран çитĕннисем çине кăн-кан пăхаканскер, хăйĕн халлĕхе никамах та ăнланайми чĕлхипе пакăлтатма чарăнчĕ.
— Эх, пичче! — каллех ассăн сывларĕ Çемен. — Пăрахасчĕ санăн çав хăрушă ĕçе, влаçа парăнасчĕ. Тен, каçарĕç. Пăртак хупса усрĕç те...
Санюк çакна кăна кĕтнĕ тейĕн.
— Ара, пултăрăм, хам та çавнах калатăп-иç, — хыпăнса пуплешрĕ вăл, пĕрре Çемен, тепре упăшки енне туртăнса. — Чарăн, Антун, тархасшăн, чарăн. Ейпух, капла хама та тытса кайĕç, Варламов ытахальтен хăратмарĕ, чăнласах асăрхаттарчĕ. Антун, тархасшăн, итле пире, э. Турă умĕнче ыйтатăп, — турăш енне çаврăнса, виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ çавăнтах, — сана миçе çул кĕтмелле пулать — çавăн чухлĕ кĕтĕп, сывлăхсăр таврăнсан та йышăнăп, анчах пăрах хăвăн ĕçне, тупата, пире тек капла пурăнма пачах та май çук...
— Çитĕ! — чарчĕ Антун. — Пустуй сăмаха мĕн веçтермелли, хывăх мар-иç. Çук ĕнтĕ, тăванăмсем , мана текех каçару пулаймĕ. Хам ирĕкпе парăнсан та, парăнмасан та, шăпам паллă манăн. Анчах пирвай мана тытмалла-ха, хе-хе! Тытса пăхчăр!
Унăн сасси хаяррăн, хăрушшăн тухрĕ, çавăнпа пĕчĕк Мархва хăраса кайрĕ курăнать, чĕтренсе илчĕ те шари! йĕрсе ячĕ. Антун ăна алла тытрĕ, лăплантарса, урай варринче каллĕ-маллĕ уткаларĕ.
— Эс пурăн, ачам, ан хăра, чипер, сывлăхлă ӳс, — терĕ вăл Мархвана, чăмăр питçăмартинчен чуптăва-чуптăва. — Сана ӳссе çитĕнмелĕх мул хатĕрлерĕм ĕнтĕ, çынна чиперех тухăн. Усал ят тесен, ман çылăхсем сана куçас çук, ан пăшăрхан...
...Тĕттĕмленсен Калюков — хальхинче урам урлах мар, тавраран çаврăнсах — Кăтра Машук патне каçрĕ. Вăл пынă чухне тусĕсем мунча кĕретчĕç, Машук пӳртре пĕчченехчĕ, каллех ĕçмелли-çимелли хатĕрлетчĕ.
— Антун, чунăм, килĕнте пурте йĕркеллех пуль? — ахаль те юрларах калаçаканскер, ачашшăн ыйтрĕ вăл.
— Сана пĕр мар-им, — ăна юплесшĕн пулмарĕ Калюков.
— Ара, паллах, пĕр мар. Эпĕ саншăн-и... Çĕмйӳ чиперех-тĕк, сана та лайăх-иç, эппин — мана та. Эс кăна ман çинчен шухăшлама пăрахрăн, йăлтах сивĕнтĕн манран юлашки вăхăтра, — юншăхласа калаçрĕ Машук. Çавăнтах юнашар пырса ларчĕ те: — Пĕлетĕн-и, эпĕ сана вилесле юрататăп, э, Антун, — терĕ ачашланса. — Сан пек арçын ĕмĕрне курман эпĕ, чунăм.
Унăн нăкă ӳт-пĕвĕнчен вĕри çапса тăрать, тулли кăкăрĕ сывланă май пĕр хăпарать те пĕр анать. Учĕ кăна мар вĕри Машукăн, хăй те вăл кирек хăш арçынна астарса яма пултарать...
— Каçар, сан шухăш мар халĕ, — яшт сиксе тăчĕ Калюков, аллипе пит-куçне сăтăрса, çак самантра чăнахах вырăнсăр шухăшсене хăваласа ячĕ. — Луччă сăра ярса пар-ха, ăш типрĕ.
Тин кăна ачашшăн та çепĕççĕн калаçакан Машук кăмăлне такамсем пĕтĕмпех улăштарчĕç тейĕн, тăрст-тăрст! уткаласа çӳрерĕ вăл кил ĕçĕсене тунă майăн, мунчаран таврăннă арçынсене сăйланă чухне те сĕтел çине шап! лартрĕ кăмакаран кăларнă шаркку чӳлмекне, шапăр! тăкса пачĕ йывăç кашăксене. Çурмаллашнă четвĕрт кĕленчине тĕпсакайĕнчен илсе тухсан вара, хăнасем апатланса пĕтерессе кĕтсе тăмасăрах, мунчана тухса уттарчĕ. Тепĕр тесен, мĕн вăл Калюковшăн Кăтра Машук мăртăхни! Чĕрене унран вăйлăрах хĕсекен шухăшсем пуçа çĕмĕреççĕ халĕ.
Утаман хурахсене мунча хыççăн сĕтел хушшинче нумай рехетленсе ларма памарĕ.
— Çитĕ сире! Кайма вăхăт! — терĕ те пӳртрен чи пирвай тухрĕ.
«Шухйшламалăх пур, ача, ĕнерхипе паянхи пирки, пур шухăшламалăх!» — вĕлтлетрĕ ыттисемпе пĕрле çула хатĕрленекен Телегин пуçĕнче.
Часах юланутçăсен ушкăнĕ ĕнер килнĕ çулпа — пахча çумĕпе каялла юрттарчĕ, çĕрле хуп-хуран курăнса ларакан, кăмăлсăррăн чашкăрса кĕтсе илекен кĕрхи вăрмана кĕрсе кайрĕ. Çапла, çĕрле пытарĕ-ха вăл вĕсене, кăнтăрла вара... Çаралсах пырать-çке вăрман, кунран-кун çаралса пырать, кĕçех унта та çур çухрăмран витĕр курăнакан пулать акă.
Калюковпа тусĕсен ăçталла çул тытмалла ĕнтĕ?
Утаман те шухăшларĕ кун пирки çак самантра, те шухăшламарĕ — ăна хăй кăна пĕлет. Анчах халлĕхе вăл юланутçăсен ушкăнне çирĕппĕн ертсе пычĕ-ха.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...