Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
— Хĕлимун пичче, эсĕ-и? — чи пирвай палласа илчĕ ăна пĕр çамрăк, хулпуççинчен икĕ ретлĕ хуткупăс уртса янăскер.
Веня пулчĕ иккен ку, Атьтюк шăллĕ, вунçиччĕри каччă. Çирĕм улттăри Хĕлимун хăçан та пулин унпа вилесле тытăçма тивессе ун чухне шухăшлама та пултарайман.
Ытти çамрăксем те Хĕлимуна палларĕç, ăна самантрах сырса илчĕç, пĕри те пĕри алă параççĕ, вăрçă паттăрĕпе, Георги хĕресĕн кавалерĕпе ик-виç сăмах та пулин калаçса пăхмашкăн ăнтăлаççĕ. Хайхи, хăйсене каччăсем тимлеме пăрахнине курсан, хĕрсем юрă картинчен саланчĕç. Хĕлимуна çакă аванмарлантарчĕ.
— Атьсемĕр, эсир капла вăййа салатса ярăр тата, — текелерĕ вăл, ним тума аптраса, унтан хытах каларĕ: — Веня, атя, туртса яр пĕрре купăсна! Атту тарса пĕтĕç ак пурте.
Веня çавна кăна кĕтнĕ тейĕн, çывăхри сак çине кайса ларчĕ те тытăнчĕ кăна кăр-кăр янратма. Экеçле калать вăл чăваш ташшине, çавăнтах кӳршĕ ялсенчилле те пĕр-икшер çаврăм çыпăçтара-çыпăçтара хурать, çав вăхăтрах кĕвĕ майăн пикенсех ура тапать.
Пĕррех сиксе тухрĕ те Хĕлимун ушкăн варрине — никам сиссе юличчен кăлтăрмач пек вĕлтĕр! çаврăнса илчĕ, унтан, ик аллине те сылтăм алла тăсса, çамрăксен умĕпе хĕвеле хирĕç пĕр çаврăм турĕ, хĕрринерех тăракан хĕр умне ура пырса тапрĕ. Лешĕ ушкăн хыçне пытанма хăтланчĕ, анчах çамрăксем ăна хулĕнчен тытса чарчĕç. Хайхи хĕр турткаланса тăчĕ-тăчĕ те, карăнтарнă хĕлĕх пек ярт тӳрленсе, Хĕлимун умне тухрĕ, сулахай ал тупанне пилĕк çине хурса, акăш евĕр тикĕссĕн пĕр çаврăм турĕ, унтан, аллисене ылмаштарса, пĕр вырăнта каллĕ-маллĕ çаврăнчĕ те çамрăксем хушшине вĕлт кĕрсе пытанчĕ... Хĕлимун унпа юнашар пике умне пырса ура тапрĕ...
Ташă вĕçленсен тĕрлĕ вăйăсем пуçланчĕç. Çамрăксене, паллах, «тухмалла» выляни ытларах кăмăла каять. Акă, пĕр каччă калпакне хыврĕ те хĕрсен умĕпе çаврăнчĕ. Лешсем хăшĕ çĕрĕ, хăшĕ тура, хăшĕ сăмса тутри е ытти вак-тĕвек хура-хура ячĕç калпака. Унтан хайхи каччă ушкăн варрине тухса тăчĕ те хуша пуçларĕ:
— Çак çĕрĕ хуçин Кăртти Микулипе тухмалла. Тутăр хуçин Çăпата Венипе тухас пулать...
Хĕлимунăн сулă хуçипе тухма лекрĕ. Ку вăл ташă пуçланă чухнехи йăрăс пӳллĕ хĕр пулчĕ.
Вăйă иртекен тӳпемпе юнашарах сĕвек çырмара валакран шăнкăртатса шыв юхать. Вĕсем çавăнталла анчĕç.
— Эс Чăвашкас урамĕнчен вĕт-ха, Пикмăрса хĕрĕ — Сăпани? — ыйтрĕ Хĕлимун.
— Вара мĕн? — каç сĕмĕнче куçне йăлтăртаттарса илчĕ Сăпани. — Тĕне кĕмен чăн чăваш хĕрĕпе çӳренĕшĕн аçа çапасран хăратним?
Тĕрĕсне калас-тăк, чăваш кассем тĕне кĕменнипе кăна мар, урăххипе те палăрса тăраççĕ. Те Христоса йышăнманшăн самаях хĕсĕрленĕрен, хăйсем те хаярланса кайнă вĕсем, ялти ытти çынсемпе танлаштарсан, чылай хăюллăрах, харсăртарах. Нумайăшĕ лаша вăрлама е çул çине хураха тухкаланă теççĕ. Çавсене пулах хăй вăхăтĕнче Экеç тĕлне кăшт çеç хура юпа лартман. Тепĕр тесен, унашкал çынсем тĕне кĕмен чăвашсем хушшинче, те ĕлĕкрен хăнăхнăран, ун чухне те, 1906 çулта, пĕтменччĕ-ха. Пикмăрса пирки те Хĕлимун салтака кайичченех илткеленĕ. Лаш а вăрлать тет-и çав...
— Мана аçа çапĕ-и? — кулса ячĕ Хĕлимун, хĕр умĕнче кăштах курнăçланса. — Мана аçа çапса пăхнă ĕнтĕ Маньчжурире, патька. Сана вăт аçу тытса хĕртмĕ-и тетĕп-çке.
— Эс хута кĕрĕн-ха.
Тĕлĕнмелле çын пулчĕ иккен-ха ку хĕр. Халăх умĕнче пуçне çĕклейми вăтанать пек, куçа-куçăн чухне чĕлхипе ваккатла кастарать. Хăй ĕмĕрĕнче те Альтюкпа кăна çӳренĕскер, Хĕлимун кунашкал хĕрсене курманччĕ-ха. Çавăнпа-ши, сăмаха малалла сыпăнтараймарĕ. Сăпани те урăх шарламарĕ, хăяккăн çаврăнса тăчĕ те пасар тутăрĕн вĕçне пĕр пĕтĕрчĕ те пĕр салтрĕ, пĕр пĕтĕрчĕ те пĕр салтрĕ. Шӳлкеме тенкисем çеç хуллен чăнкăртата-чăнкăртата илеççĕ тарăннăн сывланипе кăкăрĕ хăпара-хăпара аннăçемĕн.
— Çитĕ тăрса, каяр, çынсем тем калĕç, — терĕ хĕр тепĕртакран татăклăн.
Уçах мар унăн сасси, хулăнрахскер, кăкăртан тухаканскер, анчах илемлĕ, çитменнине, темле асамлă вăй пур тейĕн унра, тӳрех хăйне пăхăнтарать.
Астăвать-ха Крапивин, ун чухне çурри катăк уйăх самаях çутататчĕ. Унăн çутинче хĕр пичĕ пушшех сĕт пек тасан курăнать. Пуçне хăяккăнрах пăрнă чухне кăшт каçăртарах сăмси, мăкăрăларах тăракан тути, кĕмĕлпе эрешленĕ хулăн çивĕчĕ уççăн палăраççĕ. Кĕлетки йăрăсси, шăмшакĕ çирĕппи сăрталла хăпарнă чухне уйрăм ах сисĕнет. Сопкăсем тăрăх сахал мар çӳренĕ Хĕлимун, çапах вăл та хĕр хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕ...
Хăйĕн вăрçăран таврăнасса кĕтме пулнă савнийĕ Альтюк качча тухнине тӳссе ирттернĕскер, Хĕлимун Крапивин каярах Сăпание юратса пăрахма та хатĕрччĕ ĕнтĕ, ăна качча илес шухăш та пурччĕ пуçра. Çав вăхăтра вăл Альтюка Кашкăр Алюшĕ вăйпах арăм тунине пĕлчĕ те, пурнăç çулĕ пач кукăрăлса-арпашăнса пĕтрĕ хайхискер. Çитменнине, Альтукĕ, чун пусмăрне тӳсеймесĕр ĕнтĕ, кĕçех путса вилчĕ. Тавăрчĕ вара Хĕлимун Кашкăрсене, кил-çуртне те, шыв арманне те хĕрлĕ автан ярса хăварчĕ, хăй ялтан тухса тарчĕ. Хальхи куçпа пăхсан, ăссăрла хăтлану, паллах, ун чухне вара урăхла тавăрма та пултарайман-тăр вăл, класс кĕрешĕвĕ тенине илтме те ĕлкĕрейменскер...
Çапла пĕтрĕ Крапивинăн Сăпание юратасси. Хĕр Веняна качча тухрĕ вара. Çапах, чылай каярахпа, шăп тепĕр вунă çултан, асран кайми тепĕр самант пулса иртрĕ иккĕшĕн хушшинче. Ăна эпир маларах та икĕ хут асăннăччĕ ĕнтĕ, эппин, тĕплĕнрех каласа памашкăн вăхăт.
Ун чухне, 1916 çулта, большевиксен Хусанти организацийĕ Крапивина фронта, салтаксем хушшинче ĕçлеме каймашкăн хатĕрленме хушрĕ. Унччен вăл Экеçе кайса килме, ялта агитаци ĕçне тумашкăн çамрăк Давид Никифорова хушса хăвармашкăн шут тытрĕ.
Шăхран станцийĕнче пуйăс çинчен ансан, вăл çуранах утрĕ, кăнтăрла иртеспе Экеç патнелле çывхарса та пычĕ ĕнтĕ. Сых енне хыçалалла çаврăнкаласа пăхсах утнă май (ара, хăй тахçан Кашкăр Микулине хĕрлĕ автан ярса хăварнă яла килет-çке, çитменнине, пĕр кутамкка хаçат, кĕнеке, листовка йăтнă), шăп масарпа усрав вăрман хушшине кĕрсен, Вăрманхыç енчен хăйне темле çатан урапа хăваланине асăрхарĕ те вĕлт çеç пăрăнчĕ сылтăмалла, çамрăк юманлăхри шĕшкĕ тĕмĕсем хушшинелле. Çапла туни чухах пулчĕ-мĕн: тăрантаспа Кашкăр Микулин аслă ывăлĕ, купцана тухнă Мĕтри, килетчĕ иккен. Çанталăкĕ шăрăхчĕ те, вăрман сулхăнĕнче чун уççи пулнăран-ши, Хĕлимун тăрантас иртсе кайсан та çул çине тухма васкамарĕ. Тепĕр тесен, пурнăçĕ çавнашкалччĕ унăн: тăван яла та кăнтăр çутинче пырса кĕме шанчăксăрччĕ.
Нумай тăчĕ-и çапла, сахал-и — хыçалта сасартăк сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Мĕн туса тăрать ку куян, э!
Шартах сикрĕ Хĕлимун, вăрт! çаврăнчĕ хăйне хӳтĕлеме хатĕрскер. Ак тамаша! Ун умĕнче... Сăпани! Тӳрех палласа та илеймĕн хăйне: тутăрне каялла çавăрса çыхнă, çинçе те пиçĕ пилĕкне, лавкка пусминчен çĕлетнĕ хăмăр кĕпепе чĕнтĕрлĕ кăвак саппун çийĕн, арçын чĕн пиçиххине çыхса янă, урине сăран атă тăхăннă вăл. Ку çеç те мар, сарлака чĕн пиçиххинчен пĕр енне икĕ кайăк кăвакалĕ, тепĕр енне пăшал патронĕсен енчĕкне çакнă, çурăм хыçĕнчен пăшал кĕпçи кăнтарса тăрать тата.
— Эсех-и ку, Сăпани? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Хĕлимун. — Тупата, пирваях паллаймарăм. Ман хыçа епле килсе тăнине те сисмен.
— Эх, эсĕ те çав, — йăл кулчĕ Сăпани. — Эп вара сана аякранах палласа илтĕм... Тĕлĕнтермĕш этем, епле тапса сикрĕн çав ăçтиçук Кашкăр çурине курсан... Нихăçан та шутламан эс çав тери хăравçă тесе...
Хĕлимун хирĕç нимĕн кала пĕлмерĕ, нар пек хĕрелсе кайрĕ. Ара, пĕр енчен, Сăпани шӳтленине вăл ăнланать-ха. Тепĕр енчен, унăн сăмахĕнче чăнни те пăртак пур-çке-ха. Хăравçă çын шутĕнче вара Хĕлимун нихăçан пулман.
— Ан çиллен, — терĕ ăна Сăпани, — йăлтах ăнланап эп. Кашкăрсен тĕлне пулмашкăн сăлтав çук сан.
Эх, апла çеç пулинччĕ! Çук çав, хăйшĕн кăна сыхланмасть Хĕлимун, шанса панă ĕç путланса ларасран хăрать вăл пуринчен ытларах. Хăй тесен, ав, кĕçех вăрçа каймалла унăн. Вăрçăра вара хăмăш кĕпçи витĕр пăрçапа перкелешмеççĕ, тăхлан пульăсем вĕçсе çӳреççĕ унта. Унпа танлаштарсан, мĕн вăл Кашкăрсем Хĕлимуна тытса суда пани... Анчах ăçтан пурне те ăнлантарса пĕтерĕн çак кăвак куçлă, арçын ĕçĕпе аппаланакан тĕлĕнтермĕш хĕрарăма. Çапах намăс курас килмест ун умĕнче. Ку çеç-и, темшĕн, Сăпанин кашни сăмахĕ — хурласа-сивлесе калани-и е ытахалли кăна — витĕрех илет ăна, вĕрилентерет, çавăнтах шăнтать, каллех вĕрилентерет. Революционер, чул пек хытă чĕреллĕ çын те вара хăвна...
— Хĕлимун, эс яла тĕттĕмлениччен анасшăн мар-няк. Эппин, каласа пар-ха, мĕнле пурнан эс, ăçта? Путлĕн ниепле те ăнланаймарăм эпĕ ку таранччен... Ют çынсем мар çапах та... — хăюлăхне çитерсе ыйтрĕ Сăпани. — Нумайлăха-и пирĕн енне?
Хĕлимун ăна тĕсесе пăхрĕ, анчах сăмаха каланинчен вуншар, çĕршер хут ытларах тĕпчесе ыйтакан, ăшă шевле яракан куç çутине тӳсеймерĕ, пуçне пăрчĕ.
— Яла эпĕ самантлăха çеç, — терĕ вара. — Унтан инçете-инçете каймалла манăн. Çавăнпа ăçта пурăннине каланинчен усси те çук... Халĕ те пĕчченех эпĕ, çавăнпа таçта та çитме пултаратăп.
— Альтюка манаймастăн-и çаплах? — пуçне усрĕ Сăпани.
— Ăна ăçтан манăн... Тулĕк ун пирки пурăнмастăп эпĕ пĕччен пурнăçпа.
Темле ăнланчĕ çакна Сăпани, пуçне ялт! çĕклерĕ, тĕпчерĕ, тĕпчерĕ Хĕлимун питне. Çапла çав, ăнсăртран пĕр-иккĕ тĕл пулнă чухнс тимлĕ пăхма та май килмен ăна. Çĕнни вара Хĕлимун сăнĕнче темĕн чухлех. Вăл вунулттăмĕш çулта темле хăватлăн курăнатчĕ ĕнтĕ. Шăтарасла пăхакан хĕсĕкрех хăмăр куçĕ, йĕр йĕрленĕ çинçе пĕркеленчĕксем ӳте кăшт тĕксĕмлетеççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн пас тытнă пек шурала пуçланă çăра çӳçĕпе мăйăхĕ вара, пачах урăхла, — çутатаççĕ. Çавăнпа-ши, Сăпание çак çынра темле асамлă вăй пур пек туйăнчĕ.
— Эс... чăнах та часах каятăн-и? — ыйтрĕ Сăпани.
— Ыранах, Сăпани.
— Инçете-инçете-и?
— Инçете, Сăпани. Тек, тен, таврăнасси те пулаймĕ... Экеçе.
Çамрăк хĕрарăм темле хăюллă шухăш тытрĕ ахăр, карт! туртăнчĕ Хĕлимун еннелле.
— Итле-ха, — терĕ вăл шăппăн, — эс халь Ванькка патне çул тытасшăн пуль-ха?
— Пĕртен-пĕр тăван çавă юлчĕ-çке Экеçре.
— Юрамасть сан унта каймашкăн. Кашкăр Микули куç вĕçертмест вĕсенчен.
— Камсенчен... «вĕсенчен?»
Сăпани ялта Çăпата Матви пуçарнипе ниме ушкăнĕ йĕркеленни, çакă Кашкăр Микулине шутсăр тарăхтарни çинчен каласа пачĕ.
— Пĕлетĕн-и, манăн çапса пăрахсан та Ваньккапа тата... Никифоровăн аслă ывăлĕпе Давидпа тĕл пулмалла, — хулран çатăрласа тытрĕ Хĕлимун Сăпание.
Сăпани ун еннелле палăрмаллах туртăнчĕ.
— Яр, ыраттаран... — пăшăлтатрĕ вăл, тĕтреленнĕ куçне Хĕлимун пичĕ çинчен илме хал çитереймесĕр. Лешĕ аллине вĕçертсен, лăпкăнрах каларĕ: — Эс... ман патра çĕр каç кĕçĕр. Урăх ниçта та кайма юрамасть санăн... Кăвакал ашĕпе хăналăп... Ваньккапа Давида хамăр пата чĕнсе пырăп. Юрать-и?
Хирĕçлемерĕ Хĕлимун. Тепĕр тесен, чăнах та, ăçта каймалла-ха унăн кун пек лару-тăрура?
Хĕлимун çамрăксемпе сĕм-çĕрлеччен калаçса ларчĕ, тĕнчери тата çĕршыври лару-тăрăва ăнлантарчĕ, халăх хушшинче мĕнле ĕçлемеллине вĕрентрĕ, тĕрлĕ хаçатсемпе кĕнекесем, брошюрăсем парса ячĕ. Вĕсене ăсатса ярсан, çенĕк картлашки çине ларса, çăварне пирус хыпрĕ, анчах тивретмерĕ, кăларса, каялла курупкăна хучĕ те каç нӳрĕкĕпе сипетленнĕ сывлăша кăкăр тулли сывларĕ. Тăхтарахпа пӳртрен Сăпани тухрĕ, çурăмĕпе алăк сулли çине таянчĕ.
— Пӳрте ма кĕместĕн? — терĕ вăл кăкăртан тухакан сассипе ăшшăн-ăшшăн.
Хĕлимун ун енне çаврăнса пăхрĕ. Сăпани пуçне кăшт каçăртнă та тĕпсĕр тӳпенелле пăхса тăрать. Çĕрĕ çав тери тĕттĕм марччĕ, çавăнпа унăн сывланă май сиккелесе илекен сăмса çунаттисем, мăкăрăларах тăракан кăшт уçă тута айĕнчи йăлтăркка пĕр-икĕ шăлĕ уççăнах курăнаççĕ. Хăй вăл тарăннăн сывлать, чăмăркка кăкăрĕсем çавна пула саппун умне туртăнтара-туртăнтара илеççĕ... Эх те çав! Килмелле марччĕ Хĕлимунăн ку киле, тем тесен те, килмелле марччĕ! Уйрамах Сăпани упăшки Веня фронтра чухне. Халь тин мĕн тăвăн...
— Ларас терĕм-ха кăштах, — терĕ çеç Хĕлимун Сăпани ыйтнине хирĕç.
— Ара, хам та çав, тăрнаккайскер, — хыпăнса ӳкрĕ Сăпани. — Эс ывăннă та пуль çирĕм пилĕк çухрăм утса килсе, выçса та касăлнă пуль, эп вара хăналама та тавçăрса илейместĕп. Атя-ха лаççа, хам ăсталанă апатпа сăйлам сана.
— Эс мĕнччĕ-çке, пӳртрех кăмака умĕнче аппаланаттăн, — тĕлĕнчĕ Хĕлимун.
— Каçар, ячĕшĕн çеç эп унта... Эс мĕн ĕçпе пурăннине кăшт ăнланас килчĕ, çавăнпа калаçăвăра тимлерĕм... Апачĕ ман лаçра пиçрĕ вăл вăхăтра...
— Ăнлантăн-и вара эпĕ мĕн ĕçпе пурăннине? — ыйтрĕ Хĕлимун.
— Пĕлместĕп... Эс çак çулсенче шутсăр улшăннине çеç пĕлетĕп. Калаçасса та ялти пек калаçмастăн темскер, эп пач илтмен-туман сăмахсемпе перкелешетĕн. Тата халăхшăн питĕ тăрăшатăн-няк... Итле-ха, эс чăнах та салтака каятăн-и?
— Çапла, каятăп, илтрĕн пулсан, тунас мар.
— Эппин, вăрçа?
— Кам пĕлет...
Сăпани хăй ăссĕн тем шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те карт! туртăнса анса кайрĕ картишне. Хĕлимун куçĕ умĕнче самантлăха çара ура хырăмĕ, тупанĕ патнерех хĕвелпе пиçсе хуралнăскер, вĕлтлетсе иртрĕ.
— Пӳрте кĕрес килмесен, атя, лаçрах апат çитерем, — тепĕр хут чĕнчĕ Сăпани.
Лаççа кĕрсен, вăл кăварланса выртакан вучахран самай пысăк икĕ тăм чăмакки туртса кăларчĕ, алса тулĕпе тытса, пĕрне çĕклерĕ те шап! пăрахрĕ çĕре. Тăм чăмакки кăпăрт! кăна çурăлса катăлчĕ. Лаçра самантрах пăшăхланă аш шăрши саланчĕ. Кăвакал иккен! Сăпани унăн ăшчикне тасатса шала ӳпке-пĕверĕпе хутăш кĕрпе, сухан çулçи, тăвар янă-мĕн те, кайăк тĕкне иртмесĕрех çиелтен тăмпа шăлса лартнă, çапла халлĕн вутта пăрахнă. Халĕ, ав, кайăк кăвакал витĕрех пăшăхланнă хăйĕн çăвĕпе, тĕкĕ вара пĕтĕмпех тăм çинче юлнă.
Сăпани тепĕр тăм чăмаккине те çĕклесе пăрахса салатрĕ, кăвакалĕсене ывăс çине хурса, хăмаран çапса тунă сĕтел пекки çине лартрĕ. Сăра кăкшăмĕ малтанах пурччĕ ĕнтĕ.
— Халь астивсе кур, — сĕнчĕ Сăпани, сăра тултарнă куркапа апата хăна умнерех тĕксе.
Сăрине вăл хăй валли те тултарчĕ, иккĕшĕ шаккасах ĕçрĕç. Сăпани, чăн та, çур курка кăна пушатрĕ.
— Тĕлĕнмелле апат ку сан, — мухтарĕ Хĕлимун, кăвакал тукмаккине астивсе пăхсан. — Тупата, халиччен çисе курман кунашкаллине. Эс... чăнах ху тытрăн-и вара ку кайăксене? Нивушлĕ сунара çӳретĕн?
— Çӳрекелетĕп... чун-чĕре тунсăхне пусарас килнĕ чухне...
Çапла, эс çак çулсенче шутсăр улшăннă тенĕччĕ Сăпани Хĕлимуна. Хăй те унчченхи марччĕ ĕнтĕ вăл... Çук, апат шухăшĕ пулмарĕ Хĕлимунăн. Выçса çитнĕ вăл паян, кăвакалне те Сăпани сĕре техĕмлĕ хатĕрленĕ, çапах анмасть... Хĕлимун кил хуçине кӳрентерес мар тесе кăшт çырткаларĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Тепĕр тесен, Сăпани хăна апата пит тĕкĕнменнине асăрхамарĕ, тем шухăшларĕ те шухăшларĕ хăйĕнне.
— Кала-ха, — терĕ вăл, — эс, акă, халăхшăн тăрăшатăн. Хăвăншăн кам тăрăшать? Мул-пурлăх пухайрăн-и-ха çак çулсенче?
— Çук, Сăпани, пухаймарăм.
— Эх, Хĕлимун! — хаш! сывларĕ хĕрарăм. — Астăватăн-и?... Иксĕмĕр пĕрле пурăннă пулсан...
— Халь тин калаçмăпăр кун пирки. Веня — лайăх çын, унпа ĕмĕрлĕхех телейлĕ пулăн. Чипер таврăнтăрччĕ кăна, — иккĕшне чунран ырă сунса хуравларĕ Хĕлимун.
Сăпани пуçне çĕклерĕ, ăна куçран пăхрĕ.
— Çук! — терĕ вара хăйне хăй татса каланăн. — Çук! Веня, чăнах та, лайăх çын. Çапах чĕре санпах манăн, Хĕлимун. Пӳлĕхçĕ, каçар мана çак сăмахсемшĕн, анчах ман валли йăнăш шăпа туртса кăларнă эсĕ, çавăнпа çылăхсăр эпĕ сан умăнта!
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...