Ача чухнехи :: Пролог
Мĕтрин арăмĕпе икĕ ачи урайĕнче çывăрнă. Хăй вăл алăк патĕнчи урлă сак çинче çĕтĕк сăхман витĕнсе выртнă. Тул çутăла пуçланă ĕнтĕ. Урам енчи чӳречерен ирхи шуçăмăн кĕрен çути кĕнĕ, Мĕтрийĕн хĕрлĕрех шĕвĕр сухалĕпе ырхан пичĕ çине ӳкнĕ. Килкартинче автан авăтса янă. Çăмăл ыйхăллă кил хуçи, шурă пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннăскер, вырăнĕ çинчен ялт! сиксе тăнă, çанталăк мĕнле-ши тесе, килкартине тухнă.
Кунĕ тӳлек пулнă. Виç-тăватă кун çил туласа çумăр çунă хыççăн, халĕ уяртнă. Сенкер тӳпе тăп-тăрă. Сӳнме ĕлкĕреймен шултра çăлтăрсем илемлĕн йăлтăртатнă. Хĕвелтухăçĕ çуталнăçемĕн çуталса пынă.
Мĕтри лайăх çанталăка пăхса савăннă. Уяр чух юлашки сĕлле вырса илесчĕ тесе, вăл пусса иртерех тухма шут тытнă, тен, кăнтăрла иртсен, çумăр пулĕ ĕнтĕ. Çав шухăшпа Мĕтри кĕлет умне хăвăрт пырса ларнă, унтах выртакан тăли-çăпатине илсе урине сырнă. Васкасах вăл тытма çинче ларакан витререн куркапа шыв ăсса питне çунă, шăлăнма алкумне кĕнĕ, Кунта, стена çумĕнчи пăта çинче шурă кĕпе çĕтĕкĕ, килте йăваланă кивĕ шĕлепке çакăнса тăнă. Мĕтри таса çĕтĕкпе шăлăннă, кăвакарма пуçланă çӳçне якаткаласа, шлепкине тăхăннă.
— Праски, ачасене вăрат, тырă вырма кайăпăр, — тенĕ вăл, алăка уçса.
— Юрĕ, — илтĕннĕ арăмĕн сасси.
— Эпĕ лаша тытма каятăп. Яшка ăшăт. Кăнтăрлахи апата тăварлă хăяр ил!
— Юрĕ!
Алăка шалт хупса, Мĕтри алкум картлашки çинчен хăвăрт анса кайнă.
Хĕвел тухса саралма тытăнсан, Мĕтри лаша кӳлсе арăмне, икĕ ачине — Иванпа Альтике лартса, тырă вырма тухса кайнă.
— Сĕлĕ нӳрлĕ пулĕ-ха, — пăшăрханнă Пăраски.
— Эпир ана çине çитиччен вăл типсе çитет. Тăватă çухрăм ытла каймалла-çке-ха, — тенĕ Мĕтри, лашине турткаласа.
Çул çуртри пуссипе пынă. Кустăрмасем айĕнчен шыв, шĕвĕ пылчăк сирпĕнкеленĕ. Çулăн икĕ айккипе ансăр анасем тăсăла-тăсăла выртнă.
Вуникĕ çулхи Иванпа çичĕ çулхи Альтик, хăмăр куçĕсемпе кăмăллăн пăхкаласа, хутаçлă пăрçа çисе пынă. Ачасем тырă вырса пĕтерсен вăрмана мăйăр татма каясси çинчен сăмахланă.
Мĕтри арăмĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе çинчен кăвак пир саппун çыхнă. Пуçĕнче сурпанпа чалма. Урине кивĕ çăпатапа пир тăла сырнă. Тăп-тăп пӳллĕскер, вăл урапа çинче хутланса ларса пынă, хура та илемлĕ куçĕпе салхуллăн пăхкаласа, хăй çăмăлланасси çинчен шухăшланă.
— Хĕр çуратас марччĕ, ывăл пултăрччĕ, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче.
— Тен, хĕр çуралĕ, — çаврăннă унăн шухăшĕ тепĕр майлă. Хĕрача çуралĕ тесе шухăшласанах, хĕрарăмăн пичĕ-куçĕ тĕксĕмленнĕ, инкек пулассине сиснĕ пек, унăн ăш вăркама тапратнă.
— Но-о-о! Яра пар! — хăваланă Мĕтри лашине. Вăл та хăй арăмĕ çăмăлланассине асра тытнă, ывăл çуралĕ-ши, хĕр-ши тесе шухăшланă.
— Ывăл çуралсан, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче, — çĕр хушăнатчĕ, тырă, утă-улăм ытларах пулатчĕ. Тына илсе ярăттăм. Вăл ӳссессĕн, ĕнеллĕ пулăттăмăр. Ывăл çуралтăрччĕ, ывăл кирлĕ. Хăçан çăмăлланĕ-ши арăм?
Чылай кайсан, лаша çул çинчен вырнă ана çине пăрăннă, урапана йывăррăн туртса, сĕлĕ ани пуçне çитернĕ. Ани ансăр, икĕ хăлаç та çук пулĕ. Кĕске, сайра та сапаланчăк сĕлле вырса савăнмаллиех çук.
Кил-йыш ĕçе тытăннă. Амăшĕпе ашшĕ ана хĕррине тăнă, ачасем — варрине. Пĕчĕк Альтик, хăй кĕлтине пиччĕшĕпе шай тултарас тесе, ĕштеленсе вырнă; Иван амăшĕнчен юлас мар тесе тăрăшнă — пурте хăвăрт вырнă. Ансăр ана кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пынă.
Кăнтăрлахи апата ларас умĕн Мĕтри арăмĕ урапа патне пырса сăхман сарса выртнă. Мĕтри, çавна курсан, çурлине тĕм çине чикнĕ те арăмĕ патне утса пынă.
— Мĕн пулчĕ, Праски? Аптрарăн-и-мĕн? — ыйтнă вăл, арăмĕ çине хĕрхенсе те ачашшăн пăхса илсе.
Сăнтан ӳкнĕ арăмĕ тарăхса пăхкаланă, упăшкине хирĕç чĕнеймен, шăлне çыртса йынăша-йынăша илнĕ.
— Ирхинех килтен тухмалла марччĕ, — ӳпкелешсе каланă Мĕтри.
— Ун чух палли çукчĕ. Паянлăха ĕçлетĕп пулĕ тесеттĕм. Çапла каласа, Праски выртнă çĕртен айлаткаласа тăнă юнашар ана çинчи сурат хыçне утса кайнă.
— Лаша кӳлес-и? — ыйтнă упăшки.
Сурат хыçĕнчен сасă илтĕнмен.
Мĕтри ана пуçне кăкарнă лаши патне васкаса утнă. Лашине хăвăрт çавăтса килсе кӳлсе тăратнă. Ачасем сурат еннелле пăхкаласа илнĕ. Мĕтри пилĕк-ултă кĕлте илсе урапа çине хунă, çыххине салтса çемçе вырăн тунă.
— Ну, хатĕр! Лар, Праски! — кăшкăрнă Мĕтри, лашине сурат патнелле çавăрма тытăнса. Çав самантра ача макăрни илтĕннĕ. Лашине тăратса, Мĕтри сурат хыçнелле васкаса пынă.
— Мĕн ача? — ыйтнă вăл, калама çук хумханса.
— Хĕр, — илтĕннĕ арăмĕн хурлăхлă, кăмăлсăр сасси. Мĕтрин пичĕ-куçĕ кĕл пек шурса кайнă. Йывăр хуйхă килсе çакланнă пек, вăл чунтан-чĕререн тарăхса пуçне чиксе тăнă.
Хăмăллă хура тăпра çинче калăп пек пĕчĕкçĕ ырхан ача выртнă. Чĕркуçленсе ларнă амăшĕ, хăйĕн пиçиххине татса, ача кăвапине çыхма тытăннă. Ĕçпе хытнă аллисем чĕтренĕ. Куçĕнчен пăрçа пек шултра куççулĕ тухса ача кăкри çине пăт-пăт тумланă.
— Ан йĕр, — тенĕ Мĕтри, арăмне те, ачине те хĕрхенсе, — чĕрке хăвăртрах мĕнпе те пулин. Турă пӳрменнине илес çук. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…
Арăмĕ ачана саппунпа чĕркесе умма тытнă, чĕркуçленнĕ çĕртен аран-аран тăрса, урапа патнелле хуллен утса пынă. Мĕтри арăмне сăхман тăхăнтарнă, урапа çине ларма пулăшнă. Пуçне усса тăракан лаша, хуçи турткаласанах, утса кайнă, çул çине тухсан, юрта пуçланă.
Киле çитсенех, Мĕтри хунĕ патне васкаса кайнă, хунямăшне Праски çăмăлланни çинчен пĕлтернĕ. Хăй лашине ана çине каялла чуптарнă, сĕлле вырса пĕтерсе турттарсах килесшĕн пулнă.
Пӳрте кĕрсен, Праски ачине тĕпелти сак çине вырттарнă. Хăй, ачана чăпăл тăвас тесе, вучаха хуранпа шыв çакса янă, кĕлете тухса ача кипки валли шурă кĕпе çĕтĕкĕ, такана илсе кĕнĕ.
Вучахра кăвайт ялкăшса çуннă. Шыв ăшăниччен кăшт выртам-ха тесе, Праски ачи çумне выртнă.
Çав вăхăтра пӳрте тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, пуçне сурпанпа чалма çыхнă пĕчĕк карчăк пырса кĕнĕ. Аллинче — купăста çулçипе витнĕ йывăç курка. Шурă тăла сырнă урисемпе хуллен пускаласа, карчăк тĕпелелле иртнĕ, аллинчи куркана сĕтел çине лартнă. Праски, çын кĕнине сиссе пулмалла, куçне уçнă, унăн ырханланнă пичĕ çутăлса кайнă.
— Анне, ырах-ха килтĕн… Ăшăм пит çунать-çке манăн.
Карчăк хĕрĕ çине сарă куçĕпе ăшшăн пăхса илнĕ.
— Мĕншĕн ăш çунмалла санăн, хĕрĕм?
— Хĕр çуратрăм-çке-ха, анне.
— Уншăн мĕн ăша çунтармалли пур?
— Хĕрачана харам пыр теççĕ-çке.
— Калĕçин. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, тенĕ ваттисем. Пурнăçра хĕрĕн те хăйĕн вырăнĕ, шăпи-телейĕ пулĕ. Вырт-ха эсĕ, кан.
Праски выртнă, карчăк ачана шыва кĕртме тытăннă.
— Ах, ырханскер, шыва чиксенех епле хытă кăшкăрса ячĕ. Кукашшĕ сăнлă хăй. Пиччĕшĕнпе аппăшĕн пек сăмси тӳрĕ мар, пичĕ те лапкарах пек.
— Ку ача Иванпа Альтик пек илемлĕ пулаймасть, — хурлăхлăн каланă Праски.
— Ӳссессĕн хăех илемленĕ-ха. Акă, кур, мĕнле аллисене кукăрткалать, епле хытă шăнăрлă — пурăнас ача ку. Ай, кайăк чĕппи, чăл-чăл куççи…
Амăшĕ Праские йăпатасшăн кăмăллăн пакăлтатнă, кулкаланă, анчах хĕр çуралнăшăн хăй ăшĕнче калама çук хыпса çуннă. Ачана чунтан-чĕререн хĕрхенсе, хурланса çапла каланă:
— Мăнтарăн ачи, хурлăх курма çеç пултăн эсĕ. Хĕр пурри — хĕрĕх хуйхă, тенĕ. Асапа, мăшкăла тӳсме пӳлĕхçĕ тӳсĕмлĕ ӳстертĕр сана — хĕн-хур курма çуралнă мĕскĕн чуна…
Çуса тасатнă хыççăн кукамăшĕ ачана таса кипкепе чĕркесе амăшĕ çумне вырттарнă, хăй сăпка илме тухса кайнă. Чылай тăрсан, вăл сăпка илсе кĕнĕ. Хупне нӳрĕ çĕтĕкпе сăтăрнă, ăшне таса улăм хунă, çиеле кивĕ кĕпе татăкĕсенчен çĕленĕ шурă та таса çитти сарнă. Часах карчăк, сиктĕрмине мачча çинчи ункăран тирсе, сăпкана çакса янă.
— Пулчĕ, — тенĕ вăл, хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса, — вырттарам-ха пĕчĕк хĕре сăпкана.
Ачана вăл кăвак питлĕ кĕске çытар çине хунă та урай варрине тăнă, вара ăна çӳлелле çĕкленĕ, кăмака еннелле виçĕ хут сулса пăшăлтатса каланă:
— Хĕртсурт, сыхла ачана!
Çавăн хыççăн карчăк ачана сăпкана вырттарнă. Унтан вăл çӳлĕк çинчен авăрсăр хуçăк çĕçĕ илнĕ те сăпка йĕри-тавра çапла каласа виççĕ çаврăннă:
— Тимĕр карта çавăратăп. Ача патне ан пыр, усал, сик-тух пирĕн пӳртрен!
Çĕççине вара карчăк, усал яланах тимĕртен хăратăр тесе, сăпка çумне çакнă.
Праски амăшĕ мĕн тунине пăхса выртнă. Карчăкăн тата ĕçĕ пĕтмен пулмалла: вăл алкумне тухса хура çăм çиппи илсе кĕнĕ, ача çиттине, кипкине сирсе, унăн алли, ури сыпписене çăм çиппипе çыхнă. Çапла туни ачана ийе чăмласран, нишлĕ пуласран упранă имĕш.
— Ваттисем хушнине турăм ĕнтĕ, Праски, — тенĕ карчăк, вăл хĕрĕ патне пырса ларнă. — Мунча кĕме пыр. Аçу паçăрах хутса янăччĕ.
— Юрĕ, пырăп.
Карчăк сĕтел çинчи сăра курки еннелле пăхкаласа каланă:
— Пылне çи, хĕрĕм. Аçу парса ячĕ, ăшă пыл çитĕр, терĕ. Халь çеç юхтарнă. Пыл сывлăхшăн сиплĕхлĕ, теççĕ.
— Юрĕ, анне, çăкăрпа çийĕп.
— Çăкăр та çăкăр, çĕрулми те хăяр… Кăкăр сĕчĕ антармалли апачĕ те çук. Çусăр яшка çисе пурăннипех ĕмĕрӳ иртет пулĕ.
— Çаплах, анне.
— Çăмарта пĕçерсе парам-и?
— Çук, кирлĕ мар. Иванюк лавккинчен краççын илнĕшĕн те вунсакăр çăмарта тӳлемеллеччĕ-ха.
— Кастарнă такана пусăр, эппин.
— Ой, ăна пусмалли çук: куланай татăлаймасан сутма кирлĕ.
— Аптрамалла сирĕнпе, — тенĕ юлашкинчен карчăк. Праски çине вăл хĕрхенсе пăхнă, пĕркеленчĕк пичĕ унăн хуйхăллă пулнă. Ассăн сывласа илсе, вăл тухса кайнă.
* * *
Вырсарникун çитсен, ача ятне хума Праски амăшĕ кайнă, хреснамăшĕ те хăех пулатăп тенĕ. Вăл ачана ик-виçĕ хут шурă çиттипе чĕркенĕ те, çиелтен сăхман аркипе витсе, чиркĕве илсе кайнă, Унпа пĕрле кӳршĕ арăмĕ Плаки пынă. Вăл та Праскипе пĕр кунах ывăл ача çуратнă, унăн ятне хумалла пулнă.
Кусем чиркĕве пырса кĕнĕ чухне кĕлле пынă çынсем тухса кайнă, ачисене ят хуртарма пынă çынсем пĕр çĕре, алăк патнерех, пухăнса тăнă. Лутра та мăнтăр пуп, купăста пуçĕ пек çара лĕпкеллĕскер, ачасен ашшĕ-амăшĕ ятне çырнă.
— Ашшэ мин ядлы, амышэ мин ядлы? — ыйтнă вăл, хулăн тутине майĕпе сиктерсе.
Праски амăшĕ ача ашшĕ ятне каласан, пуп карчăк çине чакăр та шĕвек куçĕпе сиввĕн пăхса илнĕ.
— Митрий Ларионов чергюве зюремез. Арымэ монгон чох визэ зюмарда бамазыр хуварны. Эбэ зырза быно, астувадып.
Пуп каланипе карчăк тарăхса тăнă, хăюсăр пăхкаланă.
— Ачи увол-и, хир-и? — ыйтнă пуп.
— Хĕр, Марье ятлă хурас тетпĕр, — тенĕ карчăк.
Ыттисем те калама тытăннă:
— Манăн Микула ятлă хурасчĕ.
— Эпĕ Татюк ятлă пултăр тетĕп.
— Мана Иван ятлă хуртарма каласа янă.
Пуп, çынсен сăмахĕсене итлесе тăнă хыççăн, киревсĕр сассипе каланă.
— Паян Семен гонэ — Симеон столпник тэгэн святой ячэ, унын аможэ Марфа. Арзын ачазэнэ Семен ядлы хуратбыр, хирачазэнэ — Марфа. Зябла болать.
— Манăн хĕрачана Мархва ятлă хурас марччĕ, — тенĕ пĕр хĕрарăм.
— Миншин? — сивлеккĕн ыйтнă пуп.
Хĕрарăм калама тытăннă:
— Мархва ят ырă мар. Пирĕн ялта ĕлĕк пит усал çын пурăннă, тет. Ракчей тесе хушамат панă тет, ăна. Çавăн Мархва ятлă хĕр пулнă, тет. Пит хăрушла илемсĕрччĕ, усалччĕ, тет. Пирĕн ялта Мархва ятлă хĕрарăма Ракчей Мархви теççĕ. Эрех пит ĕçнĕ, лаша вăррине кайнă, теççĕ. Кирлĕ мар мана усал хĕр ячĕ, Мархва ан пултăр. Анна — юрать.
— Урых ят зьок. Арзын ачазэнэ Семен, хирачазэнэ — Марфа, — тенĕ пуп, хăй тутине чалăштарса кулнă пек тунă.
Тепĕр хĕрарăм пуп патнерех пырса йăлăнса каланă:
— Пачăшкă, манăн йĕкĕреш ывăл ачасем. Иккĕшне те Семен ятлă хуратăн-и? Çитменнине тата, аслă ывăл ача та, тăватта пусни, Çемен ятлă. Виçĕ ачи те Çемен ятлă пулччăр-и вара?
Пуп нимĕн те чĕнмен. Хĕрарăм хăйĕннех:
— Пĕр ачине Кĕркури, теприне Петĕр ятлă хурас тенĕччĕ.
Пуп хĕрарăма айккинелле чĕнсе илнĕ.
— Вудур зьомарда пар, Григорий и Петр болать.
— Çук-çке, пачăшкă, çăмарта. Килкартинче хӳтлĕх çук та, чăххисене хурчкапа тăмана тытса пĕтернĕ. Пачăшкă, тархасшăн, ачасене Çемен ятлă ан хур! — йăлăннă хĕрарăм. Пуп ним чĕнмесĕр мăшлатса çырнă.
Пиçĕк хĕрлĕ куçне сурпан вĕçĕпе сăтăркаласа, пуп çывăхне Плаки пырса тăнă.
— Манăн та ачана Çемен ятлă хурас марччĕ. Ашшĕ Леванит ятлă хурăр тесе каласа янă.
Пуп, çырнă çĕртен пуçне çĕклесе, Плаки çине тĕлĕнсе пăхса илнĕ.
— Ыздьан илтнĕ Леонид яда?
Плаки куçне мăчлаттарса калама тытăннă:
— Ман упăшка Ахваниç парум çинче матросра пурăнать. Унта унпа пĕрле пурăнакан вырăсăн ачи Леванит ятлă. Эпир те ывăл çуралсан, Леванит ятлă хурас тесе шутларăмăр.
— Ха-ха! — шăлсăр çăварне карнă пуп, — чего захотели киреметники? Хора бюртрэ соккырланса борынаган чуваш ачи Леонид ядлы болдыр штоли? Ыры яда чуваш ачынэ барза зая яраз-и? Семен болать ача.
Плаки хытă кăмăлсăрланса каялла чакнă, çынсем хушшинелле кĕрсе тăнă.
Праски амăшĕ ачана Марье ятлă хурас тесе урăх каламан.
— Торыран хорамаздыр, говеть думаздыр, зьот тэнчэнэ зьылох долдарза борынадыр! — янтрашнă пуп.
Киревсĕрленсех пуп ачасен ятне хăй каланă пек хунă. Виçĕ Çемен амăшĕ чиркӳрен йĕрсе тухса кайнă. Ыттисем те ачисен ячĕсемпе питĕ кăмăлсăр пулнă.
Çакăнта асăннă ĕçсем — Лариван Мĕтрийĕн хĕрача çурални, ăна ят хуни — 1888-мĕш çулта Аслă Куснар ялĕнче пулса иртнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...