Ача чухнехи :: Иванюк лавккинче
Пĕрре çулла эпĕ урамра хамăр пӳрт тĕлĕнче тăмран премĕксем туса ларатăп. Хапхаран анне тухрĕ. Аллине пĕчĕк чĕрес тытнă. Эпĕ, выляма пăрахса, ун патне чупса пытăм.
— Ăçта каятăн, анне?
— Иванюк лавккине çăмарта леçме.
— Эпĕ те пырам-и?
— Атя.
Аннепе иксĕмĕр аялти урамалла утрăмăр. Тăвайкки хĕррине çитсенех Иванюк лавкки уççине куртăмăр. Анне лавккана хуллен пускаласа кĕчĕ. Пĕр кĕтессе хĕсĕнкелесе тăтăмăр. Кӳпшемрех те шуранка питлĕ Иванюк çӳллĕ сĕтел хыçĕнче тăрать. Хĕрлĕ саттин кĕпи çаннине тавăрнă, икĕ аллине пилĕкĕнчен тытнă, хĕсĕкрех хура куçĕпе çивĕччĕн пăхкалать. Йĕри-тавра тĕрлĕ япала: конфет, премĕк, сахăр, кĕрпе, шурă çăнăх, çитса тĕркисем, атă, пушмак — темĕн те пур.
Алăк патĕнче пĕр çын тăрать. Вăл эпир лавккана кĕнĕ чухнех пурччĕ. Хăй саплăклă пир кĕпе-йĕм тăхăннă; ырхан пит-куçлăскер, Иванюк çине тарăхса пăхать.
— Ахалех кутăнланатăн, Михаля. Ман енчен пĕр ултав та çук, — терĕ Иванюк, йĕпкĕн хура çӳçне, виçкĕтеслĕ сухалне шурă аллипе кăмăллăн сăтăркаласа.
— Епле ултав çук? Манăн арăм, кĕрпе илес тесе, сана çирĕм пуслăх кăчкă çăмĕ килсе панă. Эсĕ кĕрпене вунă пуслăх çеç виçнĕ. Ултав мар-и çав?
Хулăн хĕрлĕ тутине кăшт çеç ирсе, Иванюк лăш кулчĕ.
— Ĕнен эсĕ арăму каланине. Хĕрарăмсем чавса тăршшĕ лартма пурте ăста.
— Суймасть манăн арăм. Эсĕ… Иванюк, çын тирне сĕвекенни, çăткăн! Суйсах мана çука хăваратăн! Тарăхса ĕçленĕ сан патăнта, пĕр пус тӳлемерĕн! Мăшкăлларăн мана!
Çапла ятлаçса, Михаля тухса кайрĕ.
— Ятлаçатăн халĕ, кирлĕ кунта эпех кирлĕ пулăп, хăвах чупса килĕн, — терĕ Иванюк, Михаля хыççăн пăхса.
— Эсĕ мĕн илесшĕн, Праски аппа? — йăпăлтатса ыйтрĕ Иванюк.
— Хĕлле краççын кĕтмелле илнĕччĕ те, халĕ çăмарта илсе килтĕм.
— Миçе?
— Çирĕм пиллĕк.
— Çырса хунине кĕнеке çине пăхам-ха, — терĕ Иванюк.
Çӳлĕк çинчен ансăр, хура питлĕ кĕнеке илчĕ, аллипе çат сапрĕ те уçрĕ, кăмăллăн пăхкаласа, çырнă çĕре пӳрнипе тĕллерĕ:
— Акă, Праски аппа! Кунта çырнă. Эсĕ кăштах йăнăшнă Ă-ă-ă çирĕм пиллĕк мар, вăтăр пилĕк çăмарталăх краççын панă сана.
— Çу-ук, çирĕм пилĕк çăмарталăх çеç илнĕ эпĕ, Иванюк, эсĕ ху йăнăш çырса хунă пулĕ.
— Çук, çук, Праски аппа, тĕрĕсех çырнă. Эпĕ паянхи пек астăватăп, çăварни иртсен, эсĕ пĕр-икĕ кĕренке краççын илтĕн, мĕнпурĕ вăтăр пилĕк çăмарталăх пулчĕ, терĕн. Эпĕ çавна çырсах хунă.
Иванюк суйнипе анне питĕ тарăхса кайрĕ, йĕрсе ярас патне çитрĕ. Хăйĕн пичĕ хĕрелсе кайнă, куçĕ çилĕллĕ пăхать.
— Эпĕ çăварни иртсен краççын илмен те вĕт, Иванюк. Çуркунне енне кайсан, эпир краççын та çутмастпăр. Ахалех суятăн.
— Суеçе кăларасшăн-çке эсĕ мана, Праски аппа, — кӳреннĕ пек пулчĕ Иванюк.
Анне кăшт пуçне чиксе тăчĕ те каларĕ:
— Вунă çăмартине илсе килĕп… тăвар парса яр-ха пилĕк çăмарталăх… виçĕ кунтан çăмартисене кӳрсе парăп.
— Юрĕ, — улшăннă кăмăлĕпе çуталса каларĕ Иванюк. Чĕресри çăмартасене шакăртаттаркаласа илчĕ те тăвар виçсе пачĕ. Пилĕк çăмарталăх тăвар çур чĕрес çеç пулчĕ. Эпир килелле утрăмăр. Çул çинче анне темиçе хутчен ассăн сывла-сывла илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...