Ача чухнехи :: Наҫтиҫ каласа пани
Утта тухас умĕн пĕр кунхине пиччепе аппа пахчара çерем çинчи курăка тата карта хĕррисене çулса пăрахрĕç. Тепĕр кунах вĕсем ят ути çулма Малти шур текен çарана кайрĕç. Атте киле юлчĕ: стражниксем хĕненипе вăл хулран аманнă, халĕ ниепле те ĕç тăваймасть. Хул калакĕ тата кăкăрĕ ыратать ун, час-часах юнлă суркалать.
Пĕр-икĕ кунтан эпир аннепе пахчари утта пуçтарма тытăнтăмăр. Эпĕ тутлă шăршă паракан утта, кĕреплепе тураса, пĕчĕк купасем тăватăп, анне çав купасене çӳлти сарайне йăтать.
Эпир ĕçленĕ хушăра пирĕн пата, карта урлă каçса, Касак Ваççи арăмĕ Наçтиç пычĕ. Хăйĕн куç айĕ кăн-кăвак, янахĕ çинче кĕсенленнĕ суран пур. Çывăха пырсанах, Наçтиç вăраххăн сывласа илсе:
— Ваççа сире сиен тунине шухăшласан, манăн сирĕн пата килме те ырă мар, анчах чун чăтмасть, — терĕ. — Халиччен, Праççи инке, санпа калаçса ăшăма пусарса пурăннă. Ваççа юрăхсăррине пула, манран ан сивĕн.
— Мĕншĕн сивĕнсе пурăнмалла? — терĕ анне. — Пирĕн иксĕмĕр хушăмăрта нимĕнле киревсĕрлĕх те пулман вĕт. Мĕншĕн пирĕн пĕр-пĕрне çилленсе пурăнас?
— Çапла шухăшлатăп çав эпĕ те, — терĕ Наçтиç.
Вĕсем аннепе иккĕшĕ карта хĕррине, çемçе утă çине, ларчĕç. Наçтиç татах вăраххăн сывласа илчĕ.
— Мĕтри пăяхам тĕрмерен хăтăлнăшăн Ваççа питĕ тарăхать. Тĕрмере çĕртес тенĕччĕ Лариван Мĕтрине, тет, пулаймарĕ шухăшланă пек, тет. Мĕншĕн кураймастăн эсĕ Мĕтри пăяхама, терĕм те, вăл мана питрен чышса пĕтерчĕ, янаха шĕшлĕпе тăрăнтарчĕ.
— Мĕншĕн кураймасть-ха пире Ваççа? — ыйтрĕ анне.
— Темшĕн, кам пĕлет, — терĕ Наçтиç, — питĕ усал чунлă çын вăл. Пĕтересчĕ-ха Мĕтрине, ани-çаранне хам алла çавăрса илесчĕ, тет.
— Мĕншĕн пире выçă лартасшăн вăл.
— Ана-çаран пысăк пайта парать, тет. Шĕшлĕ пек пуян пуласчĕ, чухăн çын хисепре мар, тет. Хура пӳртрен тухасчĕ, пăхса çеç тăччăр ял-йышсем, Иванюк пек пысăк пӳрт лартатăп, тет.
— Ăçтан тупĕ-ха вăл ун чухлĕ укçа?
— Шĕшлĕ çине шанать, унăн куссипе кусать. Ваççа пуянсене сутăнман пулсан, мăкаçейрн тырă та Шĕшлĕ арманне анмастчĕ.
— Ăçтан пĕлнĕ эсĕ ăна? — ыйтрĕ анне.
— Ваççапа Шĕшлĕ калаçнине хам илтнĕ, — терĕ Наçтиç.
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ анне.
Настиç унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те çурма саспа калама тытăнчĕ:
— Çăва тухсан-ха вăл, пĕр каçхине мана Ваççа хĕнеме тытăнчĕ, эпĕ пусма айне пытанса лартăм. Шырарĕ-шырарĕ хайхи, алкум картлашки çине пырса ларчĕ, чĕлĕмне чĕртрĕ. Туртать. Чылай вăхăт иртрĕ. Çур çĕр те çитсе пычĕ пуль, автансем те авăтса илчĕç. Сасартăк хапха сасси пулчĕ, вара килкартне атăллă çын таплаттарса кĕни илтĕнчĕ. Кам-ши ку, тетĕп. Сассинчен палларăм: Шĕшлĕ. Вăл та алкум картлашки çине ларчĕ, акă — калаçма тытăнчĕç. Уни-куни çинчен вакласа ларнă хыççăн, Шĕшлĕ хăй мĕншĕн килнине палăрта пуçларĕ «Ваççа, — тет, — эсĕ кăçал çын анисене тара илсе акрăн, питĕ лайăх вĕт?» — «Лайăх, — тет пирĕн Ваççа, — эсĕ пулăшнипе пулчĕ вăл». — «Ăслă çын эсĕ, Ваççа, хăвна ырă тунине манмастăн, çавăнпа эпĕ сана тата… Пуяс килет-и санăн?» — тет Шĕшлĕ Ваççа калать: «Камăн пуяс ан килтĕр? — тет. — Кашни çын авантарах пурăнасшăн вĕт…» — «Итле, — тет Шĕшлĕ, — мăкаçейре çичçĕр пăт ытла тырă выртать. Кăçал çăнăх хаклă… Шанчăклă çынсем çав тырра ман армана турттарса паратпăр, теççĕ. Эпĕ ун пирки кантуртисемпе татăлнă. Тырă ман армана лекнине халăха пĕлтермелле мар, çавăнпа, эпир тырра мăкаçейрен турттарса пĕтерсенех, пуш хуралта вут тĕртсе çунтарас тетпĕр. Санăн ĕç çакă пулать: пусă хĕрринчи урамри пĕр-пĕр çынна мăкаçее вут тĕртнине куртăм, те. Çапла тăвас пулсан, эпĕ сана халех вунă тенкĕ кăларса паратăп», — терĕ Шĕшлĕ. — «Саншăн, Егор Лариваныч, эпĕ тем тума та хатĕр. Эсĕ хушнине эпĕ тăватăп», — терĕ пирĕн Ваççа. — «Кам çине каласшăн-ха эсĕ мăкаçее вут тĕртнĕ тесе?» — ыйтрĕ Шĕшлĕ. Пирĕнни каларĕ: «Çтаппан çине калама пулать. Кама май килет, çавăн çине калатăп». — «Юрĕ, ху чухла унта, — терĕ Шĕшлĕ. — Мăкаçейрен тырă турттарнă вăхăтра эсĕ пусăра çӳре — сыхлăх кирлĕ». Вара Ваççа виçĕ-тăватă çĕр, лаша çитернĕ пек пулса, пусăра, мăкаçей таврашĕнче çӳрерĕ. Мăкаçей çуннă çĕр Ваççа Мĕтри пăяхама пусăран Мархвапа килнине курнă та хĕпĕртесех кайнă: уншăн мăкаçее Мĕтри вут тĕртнĕ тесе калама май пулчĕ, вăл: Мĕтри мăкаçей çулĕпе утса килнине хам куртăм, тет. Çапла вара, Ваççа сăмаххипе Мĕтри пăяхама тытса хупрĕç.
— Вут тĕртекенни кам пулнă-ши вара? — ыйтрĕ анне.
Наçтиç, кăшт шухăшласа аса илнĕ хыççăн, çапла каларĕ:
— Мĕн ятлăччĕ-ха вăл. Паланкасси çынни, тĕрмерен тарса килнĕскер? Çав çынна Шĕшлĕ виçĕ тенкĕ панă. Лешĕ, тепĕр каç килсе, мăкаçее вут тĕртсе янă. Ваççа хăй каласа кăтартать, мухтанать вăл Шĕшлĕ таврашĕсем хăйсен киревсĕр ĕçне чеелле тума пĕлнипе.
— Ах, — терĕ анне питĕ тарăхса, — мĕн чухлĕ асап турĕ пире Ваççа. Мĕтри эрне хушшинче нумай кăвакарчĕ. Ĕмĕрлĕхех чăлах юлать пулĕ: стражник хĕнесе хул шăммине амантнă унне. Утă патне каяс çын килте ларать.
— Усалтан ырă тухмасть, тетчĕ пирĕн асатте, — терĕ Наçтиç.
— Тĕрĕс вăл сăмах, Ваççа çинчен каланă пекех туйăнать, — терĕ ман анне.
— Хам та çаплах калатăп, ялан вăрçă-тивĕçĕ, çынна курайманни — пĕтĕмпех санран тухать, тетĕп Ваççана. Апла каласан, мана татах хĕнесе пăрахать. Е хама, е Ваççана вĕлер тесе, турра кĕлтăватăп, турри те илтмест мана. Çаплах тарăхса пурăнатăп.
Наçтиç питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа илчĕ те, карта урлă каçса, хуллен килнелле утрĕ. Эпир аннепе ĕçе тытăнтăмăр.
Хĕвел кăнтăрлара. Шăрăх. Атăл еннелле çутă сывлăш юхăмĕ хумханса вĕлтĕртетет. Улăхра шап-шурă халăх. Çавасем хĕвел çинче йăлтăртатса илеççĕ, юрă янăра-янăра каять.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...