Ача чухнехи :: Лашана сутни
Пĕррехинче, ыраш акнă вăхăтра, икĕ-виçĕ кун çумăр çурĕ. Атте, суранĕ ыратнипе, вырта пуçларĕ. Халиччен вăл, хура кĕрччен тенĕ пекех, тулта çывăратчĕ, халĕ, çумăр çума пуçласан, пӳрте кĕчĕ.
Пĕр каçхине кукамай килнĕ. Атте хăй вырăнĕ çинче ларать, кукамай — ун çывăхĕнче. Лаша пирки калаçаççĕ.
— Лашана сутас тетпĕр, — тет кукамая.
— Епле апла, питĕ те кансĕр пулать-çке! — тет кукамай, хĕвел шевли пек сăрă куçĕпе атте çине пăшăрхануллăн пăхса.
Кăшт шухăша кайса ларнă хыççăн, атте:
— Ят ути пире купа çурă çеç лекнĕ. Мĕнле лашана хĕл каçаратăн унпала? — терĕ. — Пĕлтĕр халăх çаранĕсем çинчен Шĕшлĕпе Иванюка пĕр пĕрчĕ утă памарăмăр, кăçал вĕсем пуçĕсене çĕклерĕç, вăй илчĕç. Вĕсене хирĕç тăракансем çук. Çтаппана тытса хупни савăнтарать вĕсене.
— Ăна калас та çук ĕнтĕ, — килĕшрĕ кукамай. — Ыран утă патне тухас тенĕ кун пуянсем халăх çаранне вăтăр пилĕк теçеттин çавăрса илнĕ, теççĕ. Касак Ваççи те ав Энĕш хĕрринчи пахчине тăватă капан утă лартнă. Куçук Петĕрĕ, староста, тăххăр. Шĕшлĕпе Иванюк çĕршер лав та турттарчĕç пулĕ.
— Çынсене хĕсĕрлекенсем сарăлса пурăнаççĕ, пирĕн — хĕсĕнес пулать. Лашасăр юл… Эй, мăнтарăн пурăнăçĕ, — тарăхса каларĕ атте, вырăнĕ çине выртса.
Эпир кукамайпа пӳртрен тухрăмăр.
Пĕррехинче, уяв кун, атте алкум вĕçне хĕвел ăшшине тухса ларнă. Эпĕ чăхсепе çĕрулми ватса паратăп. Пичче ыраш акса килчĕ.
— Вăрлăх çитрĕ-и? — ыйтрĕ атте.
— Икĕ-виçĕ алтăр юлчĕ те, — терĕ пичче, лаша тăварма тытăнса.
— Юрать, ывăлăм, аван… Ĕнтĕ кĕлте кӳртнĕ, кĕрхи ака пĕтрĕ, лашана сутма та юрать, — терĕ атте.
— Хăçан сутас тетĕн? — ыйтрĕ пичче.
— Ыранхи пасара кайса сутсан та юрать.
— Юрĕ, ыран кайăп, эппин, — килĕшрĕ пичче, тăварнă лашана лупас айне кăкарса.
Лашана ыранах сутас тенине илтсен, эпĕ хурлантăм. Сăрккана эпĕ питĕ юрататăн. Пусăра çӳренĕ чух, аван курăк тĕл пулсан, эпĕ ун валли аркă тулли апат татса килнĕ, час-часах çăла шăварма кайнă. Вăл шыв ĕçнĕ чух, хăлхисене вылятнине пăхса тăма та юрататăп эп.
Каçхине, çывăрма выртас умĕн, эпĕ лаççа кĕрсе татăк çăкăр çине тăвар сапрăм, лашана парас тесе, вите патне пытăм. Алăкĕ уçă. Сăркка темĕн кăмăртаттарать. Эпĕ ăна йыхăртăм. Вăл ман пата пымарĕ, çаплах çиет. Вара эп çывăрма кайрăм, çăкăр татăкне çытар айне хутăм.
Ирхине мана çын сассисем вăратрĕç. Аттепе пичче тем çинчен хыттăн калаçаççĕ. Шăналăка сирсе пăхрăм. Пичче лаша çине утланнă. Эпĕ часрах сиксе тăтăм. Атте лупас айĕнчен кантра илсе тухса пиччене тыттарчĕ.
— Йĕвенне лашипе пĕрле ан пар, киле илсе кил, телей каять, ĕмĕрте лаша чунĕ кураймăпăр, — терĕ атте.
— Юрĕ, юрĕ, — тет пичче. Вăл сăхманне тӳмелерĕ, картузне лапрах лартрĕ, — кайма хатĕр.
Эпĕ, васкаса, пуç айĕнчи çăкăр татăкне илтĕм, лаша патне пырса, ăна çитерме тытăнтăм. Çемçе тутипе кăп-кăп илет лаша манăн алă çинчи çăкăр татăкĕсене, хăй хăвăрт чăмлать, хура куçĕпе ман çине пăхать.
— Юлашки хут, — пăшăлтататăп эпĕ.
— Н-но! — терĕ пичче, чĕлпĕре карăнтарса. Сăркка пуçне калт! çĕклерĕ те утса кайрĕ.
Анне, лаçран тухса, хапха уçрĕ. Сасартăк вăл лашана мăйĕнчен ыталаса илчĕ, йĕрсе ячĕ. Пиччен те куçĕ хĕрелчĕ.
— Каях, анне, ан чар лашана, — терĕ вăл, унтан, пĕшкĕнсе, анне аллине çемçен вĕçертрĕ те лашана уттарчĕ. Анне, куçне шăлкаласа, лаççа кĕрсе кайрĕ. Эпĕ пичче лашана чуптарса кайнине пăхса юлтăм.
Аппа пахчаран кĕчĕ.
— Лашана кураймасăрах юлтăн-çке, — терĕм эпĕ.
— Эпĕ, курас мар тесе, юри пахчана тухрăм… Чун питĕ хурланать, — терĕ аппа.
Каçхине пичче пасартан лашана сутса килчĕ, йĕвенпе хăйĕнчен хăварман. Атте ăна вите алăкĕ патĕнчи пăта çине кайса çакрĕ.
— Кама сутрăн? — ыйтрĕ атте пиччерен.
— Тутар илчĕ.
— Пусма-и, усрама-и?
— Усрама.
— Апла юрĕ, — терĕ юлашкинчен атте.
Каçхине атте, аннене укçа парса, çапла каларĕ:
— Пуçтарса хур, амăш, кунта çирĕм виçĕ тенкĕ. Ырă-сывă пулсан, çуркунне лаша туянăпăр. Пĕр пусне те салатас марччĕ.
Анне, укçана илсе, пӳртрен тухса кайрĕ. Пĕлетĕп, вăл ăна ĕнтĕ çӳпçе тĕпнех чиксе хурать, пĕр пусне те пĕтерес çук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...