Ача чухнехи :: Пĕтрĕ шкула ҫÿресси
Атте йĕпе-сапа чух вырткаласах тăрать. Унăн алли типнĕ май хулпуççипе кăкăр шăмми питĕ ыратать. Стражник таканлă атăпа кăкăртан таптанă вырăн халĕ пысăк суран пулса кайнă.
Эпĕ шкултан таврăннă чух атте алкум вĕçĕнче хĕвел ăшшинче ларать. Çине сăхман тăхăннă, урине çăм тăла сырнă, пуçĕнче така тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк.
Килте аттесĕр пуçне никам та çук. Анне кукамайсем патне кайнă. Пичче Кукшака каçма Атăл хĕррине утнă. Аппа ăна ăсатма, унăн хăш-пĕр япалисене йăтса, Кĕнервăрне çитиччен кайнă.
Эпĕ аттене шкулта мĕн курни, пуп тата учительница мĕнле вĕрентни çинчен пӳрте кĕричченех каласа патăм.
Атте малтан кула-кула илчĕ, кайран пуп çинчен çапла каларĕ:
— Асту, пупа ан çиллентер. Чашкасси ачине урок пĕлменшĕн вăл пуçне стена çумне çапса шăтарнă. Ача такки çавăн хыççăн уçăлаймарĕ, хĕне кайса вилчĕ. Çапах пупа нимĕн те пулмарĕ.
— Учительница аван, — пĕлтеретĕп эпĕ.
— Аван пулмалла. Амăшĕ вырăс, ашшĕ чăваш, чугун çул çинче ĕçлетчĕ, вилнĕ вăл халь.
— Чăваш хĕрĕ учительница пулма пултарать-и? — ыйтатăп эпĕ.
— Пултармалла та, питĕ кансĕр çав чухăн çыннăн вĕренесси. Вĕрентесшĕн мар çав чăваша.
— Мĕншĕн?
— Темшĕн… эпĕ ăна, ачам, пĕлейместĕп.
— Пурпĕр ман учительница пуласахчĕ, хамăрăн учительница пек, — тетĕп эпĕ.
Атте кулкалать.
Пӳрте кĕтĕм. Унта никам та çук. Çăкăр касса илтĕм, калле атте патне тухрăм, çиме лартăм.
— Атте, эс вĕреннĕ-и?
— Çук.
— Мĕншĕн?
— Вĕрентмен пире.
— Мĕншĕн вĕрентмен?
— Шкул пулман.
— Шкулне мĕншĕн туман?
— Мĕнле ача эсĕ, мĕншĕн те мĕншĕн тесе тĕпчетĕн, — çатăртатрĕ чирлĕ атте, — ăçтан пĕлес ман мĕншĕннине?
Атте ура çине тăчĕ: таçта кайма хатĕрленет тата.
— Ăçта эс, атте?
— Армана кайса пăхас-ха, черет час çитет-и, — Иван икĕ михĕ ыраш кайса лартнăччĕ.
— Эпĕ те пырам-и?
— Атя.
Эпĕ пӳртрен турчка илсе тухрăм.
Атте турчка аврине алăк хăлăпĕнчен тăхăнтарчĕ те, — пулчĕ вара пӳрте питĕрни, тухса кайрăмăр.
Шĕшлĕ арманĕнче лавсем нумай. Пире авăртма черет часах лекес çук, çапах та аттепе арман кĕлетне кĕрсе пăхрăмăр. Унта михĕсем туллиех. Виçĕ чул кĕрлесе авăраççĕ. Вăтăр-хĕрĕх çын валак хĕррине ларнă, хăшĕ выртнă, вăл-ку çинчен калаçаççĕ. Атте çав çынсем патне пырса ларчĕ. Эпĕ те валак хĕррине пырса тăтăм, пулă курăнмасть-и? — тесе пăхкалатăп. Лавсем хушшинче Митьăн хĕрлĕ кĕпи вĕлт-вĕлт курăнчĕ. Эпĕ вăр-вар атте патне пырса лартăм. «Митя хĕнеме килсен — атте пур», — шухăшларăм эпĕ.
Сарăхнă йывăçсем витĕр арман хуçийĕн пысăк та çӳллĕ пӳрчĕ курăнать. Йышлă кантăксенчен пĕри уçă. Унтан çынсем кулса калаçни, граммофон сасси илтĕнет. Такам кĕрĕслеттерсе ташлать.
Чылай вăхăт иртсен, пӳртрен Шĕшлĕпе вулăсри тиек Виноградов тухрĕç (тиекĕн тĕп хушамачĕ Мемме; Мемме Çеркки, теççĕ ăна хăйсен ялĕнче, халĕ — Сергей Васильевич Виноградов). Шĕшлĕпе Виноградов иккĕшĕ те тайкаланаççĕ. Пĕр çын витерен йĕнерлĕ пысăк хура лаша çавăтса тухрĕ, ăна, валак кĕперĕ урлă каçарса, йăмра айне кăкарса тăратрĕ.
Ӳсĕр хуçапа хăни çынсем патне утса пычĕç.
— Х-ха! Крамахвун мĕнле юрлать! — тет Виноградов, кĕске мăнтăр пĕвĕпе çынсем умĕнче сулкаланса тăрса. — Хитре юрлать… пĕр чăваш юррине те юрламасть, çук, юрламасть! Юрлама та кирлĕ мар!
Шĕшлĕ, Виноградова йăванса каясран тытса:
— Крамахвун путсĕр чăваш юррине юрлатăр-и? — терĕ.
— Хăвăр чăваш мар-и эсир? — илтĕнчĕ çынсен хушшинчен.
Виноградов, чышкине чăмăртаса, аллине çĕклерĕ те, çынсем çинелле пырса, хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Кам каларĕ çав сăмаха?! Ареслеттеретĕп! Тĕрмере çĕртетĕп! Пире хирĕç сăмах калама хăятăр-и-и?! Астă-ă-ăвă-ăр-р!
Виноградов лаши патнелле тапкаланса пычĕ, йăмра çумĕнчен чĕлпĕрне салтрĕ. Шĕшлĕ ăна лаша çине утланма пулăшрĕ. Атă кĕлине туйса, лаша пуçне каçăртрĕ, йăмрасем айĕпе тапăлтатса кайрĕ.
— Мĕншĕн Виноградов-Мемме чăваша пит хурлать! — терĕ пĕр çын.
Хĕрĕнкĕ Шĕшлĕ хăлаçланма тытăнчĕ.
— Э-э-э, чăваш — этем-и вăл? Пуян çынна чăваш пулма намăс. Эпĕ акă мĕн илтрĕм, — куна пачăшкă каласа пачĕ, — хаçат çине çырнă, тет. Пирĕн патша пур халăхсен юрри-сăввисене итлесшĕн, ташланине курасшăн пулнă, тет. Çавăнпа вара пур халăхсенчен те Питĕре юрă-сăвă ăстисем пухăннă, тет. Патша, чăваш юррине илтсен, аллине сĕлтрĕ, тет те, пирĕн юрăçсене халăх хушшинчен хăваласах яма хушрĕ, тет. Вăт мĕнле хисепре вăл чăваш! Сурма тăмасть чăваш халăхĕ!
Халăх хушшинчен такам хытă ӳсĕрсе илчĕ.
— Хамăрăн юрă-сăвă, хамăрăн ташă — хамăра кăмăллă. Мĕне кирлĕ пире Питĕрти хисеп? — терĕ çав çын.
— Ой, питĕ кирлĕччĕ те, — терĕ Шĕшлĕ. — Эпĕ хам чăваш пулнăшăн вăтанатăп. Хусана е урăх хулана кайсан, хам чăваш иккенне нихçан та палăртмастăп. Тĕнче халти вăл чăваш халăхĕ!
— Ытла ирсĕр калаçатăн! — терĕ ăна пĕр хулăн сасă.
Шĕшлĕ, илтмен пек пулса, хăй шухăшне калама пăрахмасть, хавхалансах калаçать.
— Çапах чăвашсенчен хăйсене пысăка хуракансем пур… Ачине хут вĕрентсе, улпута кăларасшăн, хĕрне — майра тăвасшăн. Акă, Лариван Мĕтриех хĕрачине паян шкула янă. Ачи пур — ухмахскер, чăрсăрскер, — ман ачанне сăмсине катса пăрахнă. Пачăшкăна каларăм-ха, вăл: «Лариван Мĕтри хĕрачине шкула урăх кĕртмĕпĕр», — терĕ.
— Санăн ачу вĕрентĕр, эсĕ пуян, Лариван Мĕтри хĕрачи тĕттĕм пулса юлтăр, çапла-и? — терĕ паçăрхи çынах. — Аван шухăшлатăн иккен эсĕ, санăн çеç тĕнчере çын шутĕнче пулмалла, ыттисем çын мар!
Шĕшлĕ, чăрсăрланса, йĕри-тавра пăхса илчĕ.
— Лариван Мĕтри хĕрачине вĕренни мĕне кирлĕ? — терĕ вал. — Хуçа хĕрĕ пулсан, укçа шутне пĕлни кирлĕ, — вĕренес пулать, пуп хĕрĕн вĕренмелле, — пуп таврашнех качча кайма вĕреннĕ хĕр кирлĕ. Чăваш хĕрне вĕренни пачах кирлĕ мар, арлатăр вăл йĕмлĕх, михĕлĕх — юрать ăна!
Паçăр Виноградов, халĕ ак Шĕшлĕ каланине итленĕçемĕн манăн йĕрес килчĕ. Атте хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă. Кăшт ларсан, эпир киле утрăмăр. Çул çинче атте пĕрре те калаçмарĕ. Манăн та, вăл шухăша кайса пынине кура, халичченхи пек пакăлтатас кăмăл пулмарĕ.
Каçхине çывăрма выртсан, эпĕ паян мĕн курни-илтни çинчен шухăшласа выртрăм. Учительницăна аса илсен — савăнтăм, пуппала Шĕшле аса илсен — тарăхрăм, ыйхă та вĕçсе кайрĕ.
Илтетĕп: атте алăк патĕнчи урлă сак çинче чылайччен айлаткаласа çаврăнса выртрĕ те çапла каларĕ:
— Амăшĕ, ыран Мархвана шкула ан яр.
— Мĕншĕн? Питĕ каясшăн вĕселенет-çке, кайтăр, — терĕ анне.
— Ăна пуп, Шĕшлĕ илĕртнипе, пурпĕр кăларса ярать, луччă ан кайтăр.
Эпĕ пуçа çытар айне чиксе йĕрсе ятăм.
Çумра выртакан анне мана хулпуççинчен ачашларĕ:
— Ан йĕр, килес çул кайăн.
Атте анне каланине илтнĕ пулмалла, çине тăрса тепĕр хут каларĕ:
— Ан яр ачана шкула.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...