Ача чухнехи :: Пĕчĕк учительница
Тепĕр кун мана анне шкула ямарĕ. Ирхине, çăл патне шыв кӳме аннă чух, эпĕ ачасем шкула пухăннине куртăм. Манăн питĕ чун хурланчĕ. Çемук та шкула каять вĕт-ха. Ав пырать вăл урам айккипе, çĕнĕ пир сумкине, пушăскернех, çакса янă, пуçне каçăртса утать.
Каçалапа, ачасем шкултан салансан, эпĕ Катя патне кайрăм. Вăл типĕ пулă яшки çисе ларать. Амăшĕ кăмака умĕнче кăштăртатать.
— Мĕншĕн паян шкула пымарăн? Эпĕ сана питĕ кĕтрĕм, — терĕ Катя.
Эпĕ мĕншĕн пыманнине каласа патăм.
— Пире паян кашни ачана çырмалли хăма тата грифель парса ячĕç.
Çапла каласа, Катя сумкинчен хăмине, грифельне илсе кăтартрĕ.
«Манăн çук… Эпĕ шкула кайнă пулсан, хăми те, грифелĕ те пулатчĕ», — хурланса шухăшларăм эпе. Катя хавасланса калать:
— Ыран валли пире çекĕл çырма парса янă. Малтан ĕнерхи пек линейкăпа йĕр тумалла, вара хăман пĕр айккине çекĕл çырса тултармалла. Акă çакăн пек.
Вăл хăма çине линейкăпа тӳрĕ йĕр турĕ те грифельпе çекĕл чĕрсе кăтартрĕ.
— Катя, эсĕ пĕр енне çыр, эпĕ тепĕр енне çырам, — тетĕп эпĕ.
— Юрать, çыр, — килĕшет вăл, — малтан хам çырам-ха, вара — эсĕ.
Катя, çисе тăрансан, чашăкпа кашăкне çуса кăмака умне айккăн тăратрĕ. Шурă çĕтĕкпе сĕтелне шăлса тасатрĕ, аллине çуса шăлчĕ, урокне тума тытăнчĕ. Малтан хăми çине линейкăпа йăр турĕ, вара çырма тытăнчĕ, грифельне чĕриклеттерсе, чĕлхи вĕçне тута хĕрринелле авса çырать вăл. Эпĕ ун ĕçĕ çине пăхса ларатăп. Манăн та питĕ çырасчĕ.
Акă, Катя çырса пĕтерчĕ. Хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса, хăмине чăлха çыхса ларакан амăшне кăтартрĕ. Лешĕ: «Хорошо», — тесе ачине мухтаса илчĕ.
Ĕнтĕ манăн черет. Эпĕ те Катя пекех ĕçлеме тытăнтăм. Питĕ тăрăшса çыртăм. Алă ывăнса кайрĕ, хам тарласах ӳкрĕм.
— Хăшĕн аван? — терĕ Катя, хăй çырнине те, манăннине те пăхкаласа. Амăшĕ те пырса пăхрĕ.
— Иксĕрĕн те пĕр пек, — терĕ Катя амăшĕ. Манăн ĕç те Катьăнни пекех пулнăшăн эпĕ хĕпĕртерĕм.
Катя каларĕ:
— Айта кашни кунхи çырма панине паянхи пек пĕрле тăватпăр, — терĕ.
Эпĕ питĕ хавасланса килĕшрĕм.
Куллен, ачасем шкултан тухса урампа иртсе пынине курсан, эпĕ Катя патне чупатăп. Акă, эпĕ вĕсен пĕчĕк таса пӳртĕнче. Амăшĕ чӳрече патĕнче ал ĕç туса ларать. Ăна хамăр ял хĕрарăмĕсем чăлха, нуски, чĕнтĕр çыхтараççĕ, уншăн çăнăх, кĕрпе е сĕт-турăх пырса параççĕ.
Катя шкултан таврăннă та пуп кама çапни, чĕркуççи çине лартни çинчен каласа парать.
— Мĕнле саспалли вĕрентнĕ сире паян? — ыйтрăм эпĕ.
— Ш кăтартнă, Ш, — тет Катя тутине кăштах мăкăртса. Вăл мана, хăма çине грифельпе чĕриклеттерсе, çырса кăтартать. — Ш çырма çăмăл, аялалла виçĕ çекĕл тумалла та — пулчĕ те.
Катя мана та çыртарать. Унтан пĕчĕк учительница мана çав саспаллине кĕнеке çинче кăтартать. Катя вулать, ун хыççăн эпĕ те вулама кăштах майне ӳкетĕп.
Килте час-часах хама тухтăр парса янă кĕнекене тытатăп. Вăл хуралса пĕтнĕ, кĕтессисем лӳчĕркеннĕ. Эпĕ ăна çапах питĕ юрататăп. Малтанах, Катя кăтартса панă май, эпĕ пĕлекен саспаллисене хам кĕнеке çинче шыраса тупаттăм. Вулама вĕренсен, сăмахсене вулаттăм, анчах вĕсем мĕне пĕлтернине ăнланайман пирки питĕ тарăхаттăм.
— Катя, вĕрент-ха мана вырăсла, — терĕм эпĕ пĕррехинче.
— Вĕрентес. Вот час акă эпир шкулта вырăсла кĕнеке вулама тытăнатпăр. Ун çинчен учительница Анастасия Александровна хăй каларĕ, — терĕ Катя.
Манăн вырăсла кĕнеке пуршăн эпĕ питĕ савăнтăм. Куллен-кун Катьăсем патне çӳренипе эпĕ хăш-пĕр вырăсла сăмахсене ăнланакан пултăм, мĕн çинчен калаçнине самаях чухлатăп. Акă, Катьăна амăшĕ калать:
— Дай кошке хлеба.
Катя кушака çăкăр парать. Эпĕ «дай кошке хлеба» текен сăмахсем мĕне пĕлтернине тавçăрса илетĕп.
Пĕрре Катя, иксĕмĕр килкартинче вылянă чух, чупса кайрĕ те: «Лови меня!» — терĕ. Эпĕ вăл мĕн каланине ăнлантăм, ăна часрах хăваласа тытрăм. Катя çавăншăн питĕ хĕпĕртерĕ, сиккелесе кулкалать:
— Вот ăнлантăн, вот поняла, — тет вăл, сенкер куçĕпе мана юратса пăхса. Эпĕ савăннипе кулатăп. Вăл мана икĕ аллипе хулпуççинчен ярса тытрĕ, эпĕ те ăна ыталарăм, иксĕмĕр те ташланă пек сиккелетпĕр.
Çапла манăн пĕчĕк учительница кунран-кун мана хăй пултарнăçемĕн вырăсла вĕрентсе пычĕ. Катя амăшĕ те час-часах манпа вырăсла калаçатчĕ. Эпĕ, йăнăш калас марччĕ-ха, тесе, тĕплĕн шухăшланă хыççăн тин кирлĕ сăмахсене калаттăм. Катя ашшĕне аса илсе, ун çинчен амăшĕпе хурланса калаçнине эпĕ ăнланма пуçларăм. Ун пек калаçу пуçлансан вара, шăпланса, хурланса лараттăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...