Ача чухнехи :: Юлташсенчен уйрăлса юлни
Тепĕр кун, кăнтăрлапа, пирĕн пата Катя килчĕ. Хулайне вăл «Аленький цветочек» ятлă кĕнеке хĕстернĕ, аллинче — чĕнтĕр йĕппи тирнĕ шурă çип çăмхи. Эпир унпа лаç умĕнчи сак çине лартăмăр. Катя пĕчĕк аллисемпе хăвăрт чĕнтĕр çыхма тытăнчĕ, мана кĕнеке вулама хушрĕ. Эпĕ вулатăп. Катя, алĕç туса, итлесе ларать.
Чылай ларсан, эпĕ ăна ăсатма кайрăм. Çул май, Энĕш хĕрне пырса, шыв ăшăннă-ши тесе, алла чиксе пăхрăмăр. Самаях ăшă. Эпир салтăнса шыва сикрĕмĕр. Халĕ эпир иксĕмĕр те лайăх ишетпĕр, путасран хăрамастпăр. Кăваккăн курăнакан тăрă шыва сирпĕтсе вылятпăр, кулатпăр.
Шывран тухсан, эпир, хăва ăшне ларса, хĕвел çинче ăшăнтăмăр, унтан улăх урлă вăрманалла чупрăмăр. Пире савăнмалли кунта та нумай. Пĕр кайăк сассине итлесе тăнă хушăра тепри юрласа ярать. Маттур шăпчăк, ытти кайăксемпе ăмăртса юрланă пек, илемлĕ сассипе вăрмана янăратать. Симĕс çулçă витĕр хĕвел çути ӳкни, тĕм айĕнчи çеçпĕл чăлт-чăлт! пăхса ларни, лĕпĕшсем вĕçни — пурте пире савăнтарать. Акă шурă лантăш. Вăл хăйĕн çепĕç те черченкĕ шăнкăравĕсемпе шăнкăртатса ларнăн туйăнать. Катя, пĕр курăк айне шĕвĕр патакпа чавса, вĕтĕ çĕрулми пек япала кăларчĕ: паранкă. Эпир ана тăприне пӳрнепе сăтăркаласа çирĕмĕр: тутлă пек туйăнчĕ. Юлашкинчен эпир Анастасия Александровна валли лантăш татса чечек çыххи турăмăр, вара килелле чупрăмăр.
Каçхине, кĕтӳ ярас умĕн, аппа шыв ăсса килчĕ.
— Чуп хăвăртрах Катя патне. Халех килме каларĕ. Япаласемпех таçта каяççĕ.
Эпĕ хыпăнса ӳкрĕм. Урама тухса, апаталла питĕ хытă чупрăм, тăвайккинче, астумасăр, кĕçех чикĕленсе ӳкеттĕм. Тимĕрç пӳрчĕ тĕлĕнче хĕрарăмсем тăраççĕ. Уçă хапхаран лав курăнать. Урапа çине симĕс арча лартнă, арча çине, татăк-кĕсĕкрен çĕленĕ утиялпа витсе, минтерсем хунă. Арча умĕнче — кĕпе çăвакан валашка. Унта туллиех тирĕк-чашăк тата тĕрлĕ вак-тĕвек япаласем. Катьăпа амăшĕ пӳртĕнче, вĕсем, ахăртнех, юлашки япаласене пуçтараççĕ пулас.
— Ăçта каяççĕ вĕсем? — пăшăрханса ыйтрăм эпĕ пĕр хĕрарăмран.
— Гаврил патне каяççĕ. Вăл паян Чулхулари пăрахутпа анать. Арăмĕпе ачине Куславккана леçмелле тесе, шăллĕсене телеграмма панă. Гаврил ларнă пăрахут çине васкаççĕ вĕсем.
— Куславккаран ăçталла каяççĕ вара?
— Çĕркăмрăк кăларнă çĕре, тет.
— Çтаппан пичче те Гаврилпа пĕрле мар-ши?
— Ун çинчен илтмен, пĕлместĕп.
Пӳртрен Катьăпа амăшĕ тата, Гаврил майлах уткаласа, илемлĕ хура вырăс тухрĕ.
Катя эп тăнине курсанах, темĕн тултарнă хутаççине урапа çине хурса, мана ыталаса илчĕ.
— Эпир ĕнтĕ папа патне каятпăр, — чĕвĕлтетрĕ вăл, савăнăçлăн кулкаласа. Эпĕ йĕрсе ятăм. Мана курса Катя та йĕрсе ячĕ.
— Сыв пул, сыв пул, сыв пул! — терĕ вăл, сăмах каламассерен питĕмрен чуптуса.
Амăшĕ те пирĕнпе алă тытса сывпуллашрĕ, вара вĕсем иккĕшĕ те лав çине хăпарса ларчĕç.
— Пĕрле аван пурăннăччĕ, — терĕ пĕр кинеми Катя амăшне, хăй çавăнтах тутăр вĕçĕпе куçне шăлкаласа илчĕ.
— Ну, поехали, — терĕ мăн саслă вырăс, урапа çине яшт! çеç сиксе ларса.
— Прощай! — аллине сулчĕ Катя, амăшĕн кăкри çумне пичĕпе тĕршĕнсе.
Эпĕ, лаша çăл кукринчен пăрăнса кайичченех, урапа хыçĕнчен пытăм. Вара, чарăнса, лав курăнми пулсан тин килелле утрăм.
Анса ларакан хĕвел çути хурлăхлă курăнчĕ.
* * *
Пĕр каçхине эпĕ Анастасия Александровна патне кĕнеке леçме кайрăм. Вăл килте çук. Коля пахча карти çумĕнчи тăрăхла чул çинче кĕнеке вуласа ларать. Вăл эпĕ пынăшăн хĕпĕртерĕ пулас: ман çине хура куçĕпе ăшшăн пăхса илчĕ:
— Лар, — терĕ Коля, вырăнĕнчен кăшт сиксе.
Эпĕ ун çумне лартăм.
— Урама тухмастăп. Экзамен пулнăранпа та сана курман. Катя кайнине эпĕ сисмен те. Акă сана та, халĕ ху килмен пулсассăн, кураймасăрах каяттăм.
Коля сасси, темĕншĕн, хурлăхлă пек туйăнать.
— Ăçта каятăн вара? — ыйтрăм эпĕ унран.
— Хусана. Аттепе пĕртăван пичче мана тимĕрç патне парасшăн. Пилĕк-ултă çултан, тимĕрç пулса, хам тĕллĕн ĕçлеме пултаратăп.
— Эсĕ ремесленнăй училищĕне кĕресшенччĕ-çке. Мĕншĕн унта каймастăн? — ыйтрăм эпĕ.
— Унта чăваш ачисене илсех каймаççĕ, тет, сывлăхĕсем начар тесе калаççĕ, тет.
Пĕр самант ним чĕнмесĕр лартăмăр. Туса пĕтермен чиркӳ айккинче, çерем çинче, ачасем пӳскелле выляççĕ. Чупаççĕ, сикеççĕ, çуйăхаççĕ. Шурă кĕпеллĕ хĕрсем Энĕш хĕрне вăййа кайрĕç.
— Мĕншĕн ачасемпе вылямастăн?
— Выляс килмест, — терĕ Коля. — Ыран ирех Куславккана утатăп, унтан пăрахутпа — Хусана. Эсĕ кĕркуннепе Чĕмпĕре каятăн ĕнтĕ, вĕренетĕн… учительница пулатăн…
— Каясси кайăп та, те кĕрсе пулĕ? — иккĕлентĕм эпĕ.
— Кĕретĕн, — ĕнентерӳллĕн каларĕ Коля.
— Эсĕ те атя Чĕмпĕре.
— Çук, пымастăп.
— Мĕншĕн? Эсĕ пит аван вĕренетĕн. Унта сана илеççех.
— Унта кайма Анастасия Александровна хушмасть.
— Мĕншĕн вара?
— Пуп сана кураймасть, тет. Эсĕ Чĕмпĕр шкулне кĕнине пĕлсенех, вăл сан пирки шкул пуçлăхĕ патне элек çырса ярать, — пурпĕрех шкултан кăларттарать, тет.
— Тен, элеклемĕ.
— Пуп — юрăхсăр этем. Анастасия Александровна çинчен те вăл, ирсĕрскер, темиçе жалоба сырнă. Ĕнер каçхине кунта стражник килсе кайрĕ. Анастасия Александровнăна икĕ сехет ытла ыйтса тĕпчерĕ, çырчĕ. Тем пулĕ ĕнтĕ…
Коля ассăн сывласа илчĕ.
Эпĕ хам юратакан учительницăшăн пăшăрханса ӳкрĕм: тен, ăна вырăнтан та кăларса пăрахĕç. Киле кайма тăтăм, анчах Коля ман хултан тытса:
— Ан кай-ха, лар кăштах. Тĕттĕм пулман-çке, хăратăн пулсан — ăсатса ярăп, — терĕ,
— Çук, хăрамастăп, — терĕм эпĕ.
Коля, кăшт шухăша кайса ларнă хыççăн, хуллен:
— Эпĕ Хусана вырнаçсан, манăн кунта килсе юлташсене курасси пулаймасть ĕнтĕ, вĕсене асăнса пурăнасси çеç юлать, — терĕ. — Эпĕ сана манмăп. Сана чи çывăх тус вырăнне шутлатăп… Эсĕ аса илĕн-ши мана?
Çав самантра шалтан Анастасия Александровна сасси илтĕнчĕ:
— Коля, ăçта эсĕ?
Ача, сиксе тăрса, учительница патне çил пек кĕрсе кайрĕ… Кольăна эпĕ урăх нихçан та курман.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...