Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


— Сана, Иштерек, манпа тавлашнăшăн шăлсăр-çăварсăр хăваратăп. Каларĕ тесе калăн.

— Хăвăн шăл-çăварна сыхла, — лăпкăн çеç хуравларĕ Иштерек. — Лаша тăватă ураллă та, пурпĕрех такăнать. Алманчă тесе пуçна ытлашши ан каçăрт!

— Кăтартăп эп сана алманчă кам иккенне! — хапхана хупма тăнă çĕртен саламачĕпе тепре юнарĕ Урасмет.

Урама тухсан вăл, ним тăвайман енне, хăйĕн тарçисене вăрçса пычĕ. Эх, çавсем начар! Элентейпе Мăрсук вăйлăрах та чăрсăртарах пулсан çапла намăс курса таврăнмалла-и Урасмет Иштерек килĕнчен? Вăл чи малтан Ахтупайне, унтан Иштерекпе Пикпавне чĕп-чĕр юн тумалла, çыхса пăрахса вырăнтан хускалайми пуличчен, тархасласа каçару ыйтиччен ислетмелле, юлашкинчен витине чăл-пар аркатса ăйăра утланса тухмалла.

Халь акă ĕç каллех чĕрре кĕчĕ. Лаша, икĕ çула яхăн Урасметăн шутланнă, иртнĕ ака туйĕнче хăйĕн хуçине чапа кăларнă лаша Иштерек витинче тăрса юлчĕ. Алманчă ăна çав йĕксĕк çынсем патĕнче хăварас çук-ха, вăл паллă, анчах уншăн Криуша каймалла-çке-ха, хаким патне çитсе унтан иçниксем ыйтмалла. Урасмет хаким патне çӳреме юратмасть. Вăл хăйĕн вăйне шанма, çынсене хаким пулăшăвĕсĕр парăнтарма вĕреннĕ. Хакимсем сĕмсĕр вĕсем, ĕмĕтсĕр, ял çыннисенчен çеç мар, мăрсасемпе алманчăсенчен те бакшиш илме юратаççĕ.

Килте Урасмет пĕр сăлтавсăрах амăшĕпе харкашса кайрĕ, ăна кӳрентерсе хăварса чунне кăшт та пулин йăпатма ял тепĕр вĕçне мăрса килне тухса утрĕ.

Унăн мăрса çук чухне Чураппапа чун-чĕре туйăмĕсем çинчен (вĕсем çинчен кăна та мар) татăклă калаçса пăхасси килчĕ.

Хуçа Чалăмра пурăнма тытăннăранпа алманчă мăрса арăмĕ патне ĕçпе те, ĕçсĕр те час-часах кĕрекен пулчĕ. Ăна-кăна чухлакан çын чунĕпе сисмесĕр тăма пултараймарĕ: Чураппана килте питĕрĕнсе ларма самаях кичем, тунсăхланипе вăл вăхăтне ниçта хураймасть, çавăнпа алманчăпа ăçти çук çинчен кун каçиччен калаçса ларма хатĕр. Темиçе хутчен ĕнтĕ ăна Чураппа ĕçкĕ-çикĕпе те сăйласа пăхрĕ. Мăрса арăмĕ хăйне çапла тыткалани çамрăк Урасмет чĕринче вылянчăк туйăм çуратать, кашни килмессерен алманчă хуçа арăмĕпе хăюллăнрах та хăюллăнрах калаçма тытăнать. Кашнинче тенĕ пекех вĕсем кăмăллăн сăмахласа ларнă хушăра пӳрте Нухрат килсе кĕрет, ун сивĕ куçĕсем вара кăштах ăшăнма ĕлкĕрнĕ чĕрене пăрлантарса яраççĕ. Анчах хăçанччен тӳсмелле çав тӳрккес хĕр çапла шăмарса пăхнине? Хăçанччен кĕттерсе пурăнать вăл таврари чи маттур та пуян качча, Урасмета?

Мăрса арăмĕ Урасмета хирĕç вăрăм халатпа, тутар хĕрарăмĕсем тăхăнакан сафьян атăпа тухрĕ. Куçĕсем алманчă çине ăшшăн, темле тав тунă пек пăхса илчĕç. «Кĕтнĕ иккен, апла пулсан эпĕ питĕ вăхăтлă çитрĕм», — терĕ Урасмет ăшра.

— Эпĕ сана паян килмест тесе, Урасмет тусăм, — йăл-л кулса ахаль те чипер выртакан çивĕтне тӳрлеткелерĕ Чураппа.

— Килмесĕр мĕнле-ха? — пĕр чарăнса тăмасăр малти пӳлĕме иртрĕ алманчă. — Халь ĕнтĕ эсĕ мăрса вырăнĕнче. Килсе канаш ыйтмасан юрамасть…

— Эй, ман пек мăрсасем нумай-çке вĕсем! — терĕ Чураппа. — Çапах та каласа кăтарт-ха, ĕçсем мĕнле ĕнтĕ санăн?

— Тĕрĕссипе каласан, чаплах мар, — терĕ Урасмет вăрăм тенкел çине йывăррăн кĕрсе ларса. — Ак тăватă кун ялсем тăрăх çӳретĕп ĕнтĕ, тăватă лав япала та турттарса килмен-ха. Йывăр, йывăр Тукай мăрсасăр…

— Асту, кăçал ясаксăр тăрса юлмалла ан пултăр, пушă михĕ йăтса пасара каймалла ан пултăр. Тутарсем вĕсем пире ытлашши хĕрхенсе тăрас çук. — Чураппа Урасмет еннелле çаврăнчĕ те вăл мĕн тавăрса каласса кĕтрĕ.

Урасмет сисрĕ, Чапкун мĕн пур ясака турттарса кайнине Чураппана тарçăсем каласа та панă иккен.

— Мăрса килте çуккипе çапла пуçтахланчĕç те-ха вĕсем, Тукай пулнă пулсан ун пек иртĕхме памастчĕ, — кунта та пулин ӳпкевлĕ сăмах илтес мар тесе кил хуçи арăмне юрасшăн пулса каларĕ алманчă.

— Тукай çуккипе çавă, паллах, Тукай çуккипе. Капла эпир часах выçă та ларма тытăнатпăр акă…

— Выçă ларас марччĕ. Кирлĕ пулсан эпир ăна, ясакне, тепре те пуçтарма пултаратпăр-ха, мăрсана ясаксăр хăвармăпăр…

— Пуçтар çавă, — терĕ Чурапиа. — Тутарсем йăлтах шăлса тухса кайнă тесе аптраса тăма юрать-и? Тепре пух, Урасмет, тепре пух. Пире те, хăвна та пыл кирлĕ, çу, кĕрпе-çăнăх. Ак Нухрат ĕнер кăçалхи пыл çиесшĕн пулчĕ, пирĕн кĕлетре кăçалхи пыл пĕр кашăк та çук иккен. Мăшкăл мар-и ку?

— Ыранах темиçе катка пыл пулать, — çирĕппĕн каларĕ алманчă. — Мăрса хушнă тесе кӳршĕ ялсене тепре çитсе килетĕп. Эп кун пирки сан шухăшна пĕлесшĕнччĕ, Чураппа инке. Паçăр култăн та-ха, çапах та эс халь пирĕн мăрса вырăнче…

Чураппа илемлĕ пит-куçне ялкăштарса кулса çеç илчĕ.

— Эппин, Хусана ярлăк илме каяс пуль? — шӳтлерĕ вăл. — Тукай те таврăнать-ха вăл киле, те пĕр-пĕр çамрăк хĕр тупса унтах авланса ярать. — Çавăнтах вăл кулма пăрахса каласа хучĕ. — Эс çирĕпрех пул, Урасмет. Тутарсемпе хыттăнраххăн калаç. Ял çыннисем умĕнче те мăрса пек тыт хăвна. Илтетне мĕн каланине?

— Тăрăшатăп та-ха, халăхĕ ытла кутăн-çке, Чураппа инке.

— Халăха ăна тытма пĕлмелле. Кутăннисем валли сан мăрса нӳхрепĕ пур. Хĕрхенсе ан тăр. Кам ясак тӳлемест, кам та кам сана итлемест, илсе кил те хуп.

Урасмет ăшра кулса илчĕ — кур-ха, çак пĕчĕк хĕрарăмăн мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ хаярлăх, мăрса арăмĕ темерĕн! Хĕрарăм пуçпа мĕнле вĕрентсе ларать!

— Çапла тумалла пуль. чăнах та, халăха хĕрхенсе пулмасть, — терĕ алманчă Чураппа сăмахĕсемшĕн савăнса.

Чылайччен калаçса ларчĕç мăрса арăмĕпе Урасмет. Нухрат куçа курăнмарĕ. Алманчă вăл ăçта та пулин кайнă тесе шутларĕ. Курнă пулсан кансĕрлеместчĕ, паллах, каччă чунĕ уншăн тунсăхланăччĕ. Анчах Урасмет халь хĕр ачашăн килмен. Вăл Чураппаран ăшă сăмахсем, чуна йăпатакан сăмахсем илтесшĕнччĕ. Мăрса арăмĕ вĕсене каларĕ. Шăп кăна çакăн пек сăмахсем кирлĕччĕ ăна тутар уланĕ кӳрентернĕ тата Иштерек патĕнчен тулхăрса тухнă хыççăн.

Вăл кăмăл çавăрăннă май мăрса арăмне хăйĕн тепĕр инкекĕ çинчен — лашине илсе тухса кайни çинчен те каласа пама шутланăччĕ, анчах шарламарĕ. Намăс. Кулма пăхĕ. Юрамасть ун çинчен Чураппана çăвар уçса калама.

Нухрат пирки те хальхинче ниепле те чĕлхе çаврăнмарĕ. Ку калаçăва та Урасмет тепĕр вăхăта хăварчĕ.

18. Сухала хитрешĕн çеç ӳстермеççĕ

Ятламас, тăр-пĕччен пурăнать пулин те (тен, шăп кăна çавăнпа — юнашар калаçса, чуна йăпатса выртма мăшăр çукран), ирхине шурăмпуçпех тăма хăнăхнă. Вăл вырăн çинче енчен енне çаврăнкаласа ыйха вĕçтерсе выртнине наян чирĕ тесе шутлать. «Пуйма шутлатăн пулсан ыйхуна кĕскет, миçе хут каламалла сана, — такам итлесе тăнă пек, хăй тĕллĕн шăл йĕрет вăл. — Ав мĕн чухлĕ хăма выртать сĕтел çинче. Типĕт, çыпăçтар, хĕлĕхне кар. Кам ĕçĕ вăл, сан ĕçӳ пулмасăр. Эс, Тукай пек, Урасмет пек, ялти халăха çаратса пуяс çук. Купăс ăсти купăс сутса кăна пуйма пултарать».

Алли ĕç патне пыман чухне (ун пек кунсем ун час-часах пулкалаççĕ-çке) Ятламас ир-ирех пĕр-пĕр çын патне каçса ларма юратать. Япала ыйтма мар, çынтан япала ыйтмасть вăл, Иштерек сăмахĕпе каласан, сăсăл вĕçтерме. Ăна тума ăста вара ват хусах, виç кун пĕр чарăнмасăр палкасан та çитĕ, чĕлхе ывăнчĕ тесе калас çук. Тавлашма тесен-и? Халиччен ялта ăна тавлашса çĕнтерекенни пулман-ха.

Паян Ятламасăн ирех чĕлхи кĕçĕтет пулас-ха, ват хусах тӳрех Пикпав старик патне вашлаттарчĕ. Ун килĕнче çĕнни, ялĕпе сӳтсе явмалли çителĕклĕ вара. Пикпав ывăлĕ Иштерек ĕнер хăйсен çухалнă лашине шыраса тупнă.

Вăл пырса кĕнĕ чухне Пикпав килĕнчи виçĕ арçын — ватти хăй, вăталăххи тата кĕçĕнни — вите умĕнче ăйăр тавра çаврăнкаласа, савăнăçне ниçта хураймасăр утса-чупса çӳретчĕç. Килнĕ çын малтан, мĕн пулса иртет кунта тенĕ пек, вĕсем çине аякран ăмсанса пăхса тăчĕ, унтан Ахтупай чĕнессе кĕтсе илеймесĕр çывăха пыма шутларĕ.

— Эх, пăхса тăранаймаççĕ ака туй каччисем хăйсен урхамахне! — юриех хыттăн, пусма патĕнчи Альпи те илтмелле сасă пачĕ Ятламас. — Те Хусана сапантуйне канма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ.

Хирĕç сăмах чĕнекен пулмарĕ. Ку ват хусах чунне кăшт вĕчĕрхентерчĕ пулас. Вăл лашапа тăрмашакансен çумне тата ытларах çыпăçрĕ.

— Анчах ун çинче йĕнер таврашĕ курмастăп-ха эпĕ. Картишне кĕрсе Урасметăнне йĕнерне çаклатса тухмарăн-и вара, Иштерек?

— Урхамахĕ пулсан йĕнерĕ тупăнать, — кăмăлсăррăн тавăрчĕ Иштерек. Кун хыççăн Пикпав старик те чĕнмен хăнана алă пырса пачĕ.

— Эс, Ятламас, мала пырса пăх-ха. Пирĕн лаша çамки çине мĕнле çăлтăр ӳкерсе хунă унта. Тата сылтăм пĕççи çинче пĕр саплăк мĕн кукши вăл? Эй, тăрăшнă Урасмет лашана ан паллаччăр тесе! Пырса пăх-ха, эс мĕн нимпе те кăсăкланмастăн?

— Улшуç улшуçах ĕнтĕ. Кирлĕ пулсан мăйрака та лартса яратчĕ.

Ятламасăн пĕр кăлтăк пур çав, ăна çынсем тахçанах асăрханă: чĕлхе-çăвартан пит паттăр пулнăран вăл хăйне ыттисенчен маларах хурать, тантăшĕсене çеç мар, кăшт ватăраххисене те вĕрентме юратать. Ак халь те вăл çакна тумасăр чăтаймарĕ.

— Вăл çăлтăра нимпе те ан тивĕр, Пикпав асатте. Ку çăлтăр эсремет Урасмета тĕп тăваканни пулать. Кази е хаким киличчен те ан тĕкĕнĕр.

— Эпир те çапла шутларăмăр çав, — терĕ Пикпав, лаша тупăннăшăн чунтан хĕпĕртенипе сăн-питрен те самай çамрăкланнă пек курăнаканскер. — Мĕн каласси пур, кĕтмен япала пулчĕ ку хамăршăн та. Эй тур-тур, çухалнă лаша тупăнчĕ. Кам шутлама пултарнă кун пек пулать тесе!

— Кĕвĕçмелĕх те, ăмсанмалăх та сăлтав пур. Хамăн та сĕлеке юхма пуçларĕ-ха ку урхамах çине пăхса. Тепре вăрламалла мар-ши ăна, Пикпав асатте? Хамăн тытăнмалла мар-ши ку ĕçе?

— Вăрлаймастăн, — çирĕппĕн каларĕ старик. — Куç пек сыхлатпăр ăна. Питĕрсех усратпăр. Ахтупай ав çĕр каçиччен пилĕк хутчен тухса пăхрĕ картишне. Ыттисем те куç хупмарĕç.

— Çапах та Урасмет кĕрлеттерсе килесрен шикленместни, Пикпав асатте? — шахвăртрĕ ват хусах.

— Пăртак шиклĕх пур чĕрере. Нумай мар, пăртак çеç. Анчах хальхинче нимĕн те тăваймасть пулĕ тетĕп. Ытла халăх куçĕ умĕнче. Тата Кривĕше те кайса каласа хутăм. Тукай тесен, вăл та пĕрре те иккĕленмест пек тихана кам вăрлани пирки.

— Пĕр сăмахпа каласан, виçсĕр те ял паттăрĕсем пулса тăтăр эсир. Эп халăх хушшинче çавăн пек сăмах та илтрĕм. Мухтаççĕ Иштереке, пурте мухтаççĕ.

— Кунта нимле паттăрлăх та çук, Ятламас. Тархасшăн, эс çынсене астарса ан çӳре, — терĕ çăвар вылятма юратман Иштерек.

Вĕсем, тăватă арçын, пӳрте кĕрсе сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç те шăкăл-шăкăл калаçса, хушăран Ятламас йĕкĕлтенине пула тавлашкаласа ирхи апат турĕç. Пинеç инке арçынсене нихçанхинчен тарават пăхрĕ, чаплă уяв çитнĕ пек, пĕрер алтăр максăма ĕçтерчĕ. Пурте йĕркеллĕччĕ, пĕтĕм калаçу шыв пек юхса пыратчĕ темелле. Кăшт шăл йĕрнине шутламасан никам никама кӳрентермен, хуçисене çăкăр-тăваршăн тав ту та тух та кай. Çук, урлă-пирлĕ Ятламасăн (ку сăмаха никам та мар, Иштерек туртса кăларнă-ха) тата мĕн пирки те пулин тиркешмелле, чакалашмалла, кама та пулин йĕплесе-йĕкĕлтесе илмелле. Ара, кам пĕлмест, талпасăн чĕлхи кĕçĕтсех тăрать унăн, кĕçĕтсех тăрать. Çамрăксенчен кăшт кулни пырĕ-ха. Ăна, ват хусаха, уншăн каçарма та пулать, кĕреçе сухалсемпе мĕнле ун пек чăрсăррăн калаçма именмест вăл? Мĕн тесе мăшкăлланă евĕр каласа хумалла пулнă ĕнтĕ Пикпава, çухалнă лаша тупăнать вăл, уншăн хĕпĕртемелле, анчах тăпăлтарса илнĕ лаша киле таврăнасшăн мар вара тесе.

— Мĕскер, мĕскер? — тӳрех хăлхине чанк! тăратрĕ старик. — Эс ăнланмалларах калаç, Ятламас. Мĕнле тăпăлтарса илнĕ лаша пирки юптаратăн?

— Ара, ăна манса кайма та ĕлкĕртĕмĕр-и ĕнтĕ, Пикпав пичче? Яхуте лаши Тукай витинчех тăрать-иç. Унпа ĕнер мăрса тарçисем вăрмантан çапă турттарнине курнă. Эппин, Тукай ăна хуçине пама шутламасть. Эс çавна пĕлместĕн-и вара?

Старик хаш! сывларĕ, аллисене пĕççи тăрăх лашт! ячĕ. Сăнĕ унăн сасартăк тĕксĕмленнĕ пек пулчĕ.

— Тăхта, пуçри юлнă пек шухăшсене пуçтарма пар, — терĕ вăл пĕр авăк чĕнмесĕр ларнă хыççăн.

Пикпав шухăшĕсене пуçтарма ĕлкĕрчĕ пулас, Ятламас çине тĕмсĕлсе пăхса илчĕ те вăл çуйкăнланса калаçма пуçларĕ:

— Пуçтах эсĕ, Ятламас, сĕмсĕр, тӳрккес. Çав вăхăтрах маттур. Тем те хăтланатăн, тем те шухăшласа кăларатăн. Санăнни пек усал чĕлхе пирĕн ялта эп астăвасса пĕр çыннăн кăна пулнă — сан аçун, Арăслан Яккăвĕн. Шăп та шай аçуна хывнă эсĕ, Ятламас. Ак каларăн та, мана вĕлерсех пăрахрăн. Ку вăл мана питрен çупкă паниех пулчĕ. Яхуте лаши халĕ те Тукай витинчех тăрать-иç, эс çавна пĕлместĕн-и тетĕн. Пĕлетĕп, Ятламас, пĕлетĕп. Шухăшласа пăхнă ун çинчен, ваттисемпе те калаçнă. Анчах… анчах ĕçне туман. Яхуте лаши халь те Тукай патĕнчех тăрать çав, çавăнтах тăрать. Манран кăна килмен пуль вăл лашана мăрсаран туртса илсе хуçине парасси. Çав вăхăтрах манран та килнĕ. Тавах сана, Ятламас, мана тăн панăшăн.

— Эс, Пикпав асатте, çын хуйхи-суйхине йăлтах хăвăн çине ан ил, — хăй те старике хĕрхенсе кайрĕ йĕкĕт. — Эсир йышлăн вĕт-ха, ваттисем.

— Сахаллăн мар, — терĕ старик. — Çапах та эпĕ — чи асли. Яхутене-и? Ăна паянах кайса савăнтаратпăр. Ыран ваттисемпе Тукай патне çитетпĕр. Паллах, маларах тумалла пулнă ку ĕçе, инкеке çакланнă çынна çийĕнчех пулăшмалла пулнă. Пĕр-пĕрне шанса тăни хуплать-çке пире. Опчă, опчă тетпĕр. Кам вăл опчă? Хамăрах. Ман пек йӳтеме пуçланă стариксемех. Анчах вĕсене кăшт вĕрентни кирлĕ, хăйсен тивĕçне аса илтерсе тăни кирлĕ. Мăрсаран, хакимран пулăшу кĕтмелли çук, вĕсем юратмаççĕ пире. Вĕсемшĕн эпир пухура кăшкăракан карма çăварсем кăна.

Çапла тулашса, чунтан çуйкăнланса нумайччен мăкартатрĕ Пикпав. Те хăйне каларĕ старик ку сăмахсене, те Ятламаса вĕрентсе калани пулчĕ ку.

Вăл каç старик ирччен те куç хупмарĕ. Çĕр хута, таçта каяс çын пек, вĕçĕмсĕр тула туха-туха кĕчĕ. Иштерек: çывăр ĕнтĕ, атте, ĕç пирки шухăшлама ыран та кун пур тесен, ăна çăмарти чăххине ан вĕрентнĕ пултăр тесе вăрçса çеç тăкрĕ.

Паян мăрса патне пит чăкăлтăш ĕçпе каяссине пĕлсе ирхине ирех кӳршĕрен Пикментей старикпе тепĕр хĕрлĕ сухал каçрĕç — кирек мĕнле ĕç пирки те Пикпавпа сăмах татма хăнăхнă шанчăклă çынсем, унран чылай çамрăкрах пулин те, ун тус-пĕлĕшĕсем.

— Мĕншĕн йăпăртатса чупса килнине чухлатăп, — терĕ Пикпав куç айĕн чеен пăхкаласа. — Ĕнер мунча кĕнĕ те ав çӳçсем шлепке айне вырнаçмаççĕ. Ну, хывăнăр эппин. Касса ярăп. Кунашкал лапсăрккапа туя кайма май килместех ĕнтĕ.

— Пикпав пичче, туйĕ пулассăнах туйăнать-и вара? — тӳсĕмсĕррĕн ыйтрĕ Пикментей.

— Тукай туйсăр-çуйсăр хĕр парать-и вара пире? Туйĕ вăйлă пулать-ха, — хăй мĕнле шутланине пĕлтерчĕ Пикпав. — Мăрса кăмăлне лайăх пĕлетпĕр.

Ват çын ват çынах çав, старик хăйĕн кӳршисемпе нумайччен кăштăртатрĕ, юлашкинчен вара урайне Пинеç сарса панă юркав çине пĕр купа çӳç тата сухал касса тултарчĕ. Ĕçне пĕтерсен кӳршисенчен тăрăхласа та илчĕ.

— Юрĕ, пăртак çамрăклатрăм пек сире. Тепри пулсан ку ăçти çук сухалсемпе аппаланас та çук та, эп тăрăшрăм ĕнтĕ. Куратпăр ак, Тукай сире ват çынсем вырăнне йышăнать-и-ха. Ытла кăнттă-çке сухалăр, виçшер пĕрчĕ кăна.

— Э-э, Пикпав пичче, пирĕн аттен те, асаттен те арта пек сухал пулман. Йăхĕ тăрăх вăл…

— Çапах та, тăвансем, сухалăн унăн кăшт чысĕ-хисепĕ пулмалла. Тукай патне кĕреçе пек сухала чĕтретсе кĕрсе тăмалла пултăр. Ну, кусем чăнах та ял хуçисем килчĕç тетĕр.

— Ара, ыттисем унта сан пекех кĕреçе сухаллисем пулаççĕ!

Ялта хурал пӳрчĕ çуккине кура мĕн пур пек ватă çав кун кăнтăрла тĕлне мăрса хапхи умне пуçтарăнчĕ. Пурте çакна курчĕç: Тукай ялĕ ытти енчен чухăн пулсан та ваттисем енчен пуян иккен. Уксаххи те, чăлаххи те, сухалли те, çара янахли те нумай кунта.

■ Страницăсем: 1... 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20