Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем


— Ав мĕнле иккен. Ку лайăх вара, — савăннипе чĕлхине чаплаттарчĕ Али-Акрам.

Тата ик кунтан ханпа ун нуратдинĕ Усеин-Сеита Мускав тулашне ăсатрĕç. Ват визирь Раменскине каясси пирки хăй те шутланă иккен, çавăнпа пĕрре те турткаланса тăмарĕ. Мамич-Бердейрен вăл унăн юратнă çĕрпĕвне Ахматека çеç ыйтрĕ.

— Çавна пар та, унсăр пуçне хамăн икĕ аскера илетĕп. Çитет. Нумай çын вăл çул çинче чăрмав кăна, — терĕ хаджи.

— Пĕчĕк йышпа хăрушă мар-и, визирь? — уншăн çын хĕрхенсе тăрас çуккине систерчĕ Али-Акрам.

Лешĕ çаврака сухалне чĕтретсе кулса çеç илчĕ.

— Элчĕ тенине ăна аскер çăлмасть, ярлăк çăлать, аслă Али-Акрам хан. Ман ĕнентерӳ хучĕсем шанчăклă. Вĕсемпе эпĕ Иван патша патне те ним мар пырса кеме пултаратăп.

— Аван, аван, хаджи. Çапла пултăр, аллах пулăштăр сана мĕн пур ĕçӳнте.

Çапах та элчĕсене Атăл урлă каçарнă чух асăрхануллă пулас терĕç. Малтан леш енче хуралта тăма нухай аскерĕсемпе тĕкĕрçĕсем каçса кайрĕç. Калаçса татăлнă пек, лере вучах çунма тытăнсан çеç визирьпа çĕрпĕве лартнă кимĕ хускалса кайрĕ.

— Шурă çул пултăр сирĕншĕн. Чипер кайса чипер килĕр! — ал сулса кăшкăрчĕç çыран хĕрринче тăракансем.

Кăкшамара çитсе утсем çинчен ансан хан кăчăк туртса Мамич-Бердея хăйĕн патне кĕме хушрĕ. Хальхинче вăл сĕтел çине хуçа нӳхрепĕнчен илсе килнĕ эрехе мар, темле кĕленче савăт лартрĕ.

— Таврида шерпетне ĕçсе пăхар-ха иксĕмĕр Усеин-Сеит аппа патне кайнă ятпа, — терĕ вăл пӳлĕме тирпейлекен аскера çимелли хатĕрлеме хушса. — Пысăк ĕç, питĕ кирлĕ ĕç турăмăр пек ăна Мускав тулашне ярса.

— Кайса килтĕр, пирĕн пурне те пĕлсе тăмалла пултăр, — сăмах тĕртрĕ Мамич-Бердей. Хан ăна тĕлĕнтерсе эрешлĕн калаçма тапратрĕ.

— Пăлхав тума мĕн кирлĕ, ман хаклă нуратдинăм? Пăлхав тума сăлтав кирлĕ. Пирĕн сăлтав вăйлă. Вырăссем чăвашсемпе çармăссене çăмăллăх памарĕç, ясакран хăтармарĕç. Халăха нимрен ытла ясак тарăхтарать. Çавăн çинчен ытларах калаçмалла та чăваш ялĕсемпе çармăс руэмĕсенче.

— Вырăссене хăваласа ярсан эпир ясака пĕтеретпĕр-и вара, аслă Али хан? — хăй тахçанах шутланине ыйтмасăр чăтаймарĕ Мамич-Бердей.

— Ан аташ, — асли кĕçĕннине вĕрентнĕ пек каларĕ Али-Акрам. — Ясак вăл нихçан та пĕтмест. Ăна Хусан ханĕсем те пуçтарнă, вырăссем те пуçтараççĕ, эпир çĕнтерсен те çаплах пулать. Ясаксăр ханлăх тытăнса тăма пултараймасть. Анчах пирĕншĕн сăлтав пултăр. Вырăссене чи малтан ясакшăн айăпламалла. Ясак тӳлес мар тесе килнĕ те пирĕн пата нумайăшĕ. Çавна ăнланмасни, нуратдин?

— Ăнланатăп-ха, — терĕ çармăс мăрси.

— Сан шутупа пăлхав тума, иккĕмĕшĕнчен, мĕн кирлĕ, хаклă тусăм? Тĕллев кирлĕ, нуратдин, тĕллев. Пирĕн тĕллев пур-и вăл? Пур, эпир хамăр мĕншĕн çапăçнине пĕлетпĕр. Пирĕн тĕллев — Хусан ханлăхне çĕнĕрен туса хурасси, çав ханлăха тĕрĕк патшалăхĕсен йышне тавăрасси. Халăх ăна пĕлмесен те пултарать, çавăнпа ун пирки ытлашши шавлама та кирлĕ мар. Анчах пирĕн, пăлхава ертсе пыракансен, ялан — çывăрма выртнă чух та, çывăрса тăрсан та, ак çак черккене çĕкленĕ чух та — çав тĕллев синчен шутлас пулать. — Вĕсем, тахçанхи туссем пек, черккисене хыттăн чанклаттарса илчĕç те эрехне шалтти ĕçсе ячĕç. — Итле, ман сăмах пĕтмен-ха, — терĕ Али-Акрам. — Пăлхав тума тата мĕн кирлĕ, сан шутупа? Тата ялав кирлĕ, тусăм, ялав. Пирĕн ялав — Сююнбике! Чухлатăн-и çавна? Вăл çак пăлхавра нумайăшне хавхалантарма тивĕçлĕ. Эмирсем, бексем, княçсемпе мăрсасем юрататчĕç ăна. Халĕ те манман-ха, час манас та çук «шурăмпуç çăлтăрне». Пурте çапла чĕнетчĕç-çке Хусанта ман аппана. Ун ятне пирĕн ялав пек çĕклемелле, тăванăм.

— Эп уншăн тем тума та хатĕр, — тупа тунă пек хуравларĕ Мамич-Бердей.

Темиçе хутчен пĕрле ĕçсе-çисех çармăс мăрси çакна асăрхарĕ: Али-Акрам час ӳсĕрĕлет. Пăхма тĕреклĕ хăй, пĕр пичке ĕçсе ямалла пек, чăннипе илсен, çемçешкерех, хăвăлрах. Халĕ те «Таврида шерпечĕ» час пуçне кайрĕ унăнне, вăл урлă-пирлĕ калаçма пуçларĕ. Ашшĕне аса илчĕ вăл, манран кĕвĕçсе юлчĕç тесе шăллĕсене вăрçрĕ, унтан кĕтмен çĕртен Сафа-Гирее, хăйĕн вилнĕ йыснăшне, ылханма тапратрĕ.

— Ухмахчĕ, чăн-чăн тăм пăшалччĕ ман йысна, — терĕ вăл. — Мĕн чул вĕрентрĕмĕр эпир ăна аттепе иккĕн, мĕн чул ятларăмăр, пур пĕр тăна кĕртсе çитереймерĕмĕр. Пар пире Ту енне, пар теттĕмĕр, вара сана Мускав енчен никам та килсе тапăнаймасть, унта çирĕп хурал пулать теттĕмĕр. Çук, итлемерĕ. Вара хăйне тутарсемех Хусантан хăваласа ячĕç. Пулăшрăмăр, каллех килсе кĕчĕ шĕкĕр хулана. Килсе кĕчĕ те çав хăйне çăлакансене тав тума пĕлмерĕ. Тĕрĕссипе, манăн кунта вунă çул каяллах килсе кĕмеллеччĕ. Сафа-Гирей татрĕ ман ĕмĕте, çав пĕтерчĕ, — терĕ Али-Акрам.

Али-Акрам Кăкшамарта виçĕ кун пурăнсах тунсăх мĕн иккенне туйса илме те ĕлкĕрнĕ иккен.

— Кичем кунта сан, нуратдин, кичем, — ӳпкелешрĕ вăл. — Йĕри-тавра хăйăр, пăхсан чуна çӳçентерекен сĕм вăрман.

— Эс çеçен хире хăнăхнă, çавăнпа кичем пек туйăнать сана, — йăпатасшăн пулнă пек каларĕ Мамич-Бердей. — Ак ялсене тухса çӳретпĕр, пĕр-икĕ хутчен сунара кайса килетпĕр, чун уçăлать.

— Хĕрсем тупатпăр-и?

— Тупатпăр, паллах.

— Хитре-и сирĕн хĕрсем?

— Хитрисем те пур. Эс саррисене юрататна, аслă Али хан, е хура хĕрсене кăмăллатăн? — евчĕ пек тĕпчерĕ çармăс мăрси.

— Пирĕн Нухайра хĕрсем хура çӳçлĕ, хура куç харшиллĕ, яштака. Вĕри кĕл çине хунă хулă пек, авкаланса кăна тăраççĕ. Эс мана çавăн пеккине тупса пар.

— Тăрăшса пăхăп, — терĕ мăрса шухăша кайнă пек пулса. Пĕр хушă вăл чĕнмесĕр ларчĕ, хăй паллакан хитре хĕрсене, çывăхри ялсенчи чиперккесене аса илчĕ курăнать.

— Пĕр хĕр те тупса параймасан эс вара начар хуçа пулатăн — хăйĕн нуратдинĕ умĕнче нимĕн чухлĕ те именсе тăмарĕ хан.

— Пĕлетни мĕн, аслă Али хан, — сасартăк хăпартланнă пек пулчĕ Мамич-Бердей. — Яр мана Атăл леш енне виçĕ кунлăха. Эп сана шурăмпуç çăлтăрĕ пек хитре хĕр ача тупса килсе паратăп.

— Атăл леш енне тетĕн? Ку енче пирĕншĕн хĕр пĕтрĕ-и ĕнтĕ?

— Леш енче куç хывни пур. Никам алăпа тĕкĕнменни.

— Стерлĕкпе улталанă пек улталамăн-и? — куç айĕн пăхса ыйтрĕ Али-Акрам.

— Тупа туса калатăп. Ак уйăх пур, хĕвел пур... Анчах унта-кунта виçĕ кун кирлĕ. Яратни?

— Эс те кайсан кам хураллать вара мана?

— Хам вырăна шанчăклă мăрсана хăваратăп. Ун пирки ан иккĕлен. Пирĕн пата Бурнаш ывăлĕ Енибек килсе çитрĕ ав. Хусан мăрси. Ман вырăна çав юлать те.

— Апла тесен... юрĕ. Хăвăрт кай та хăвăрт кил вара.

— Мамич-Бердей нихçан та ут çинче çывăрса çӳремест! — яшт сиксе тăрса мăн кăмăллăн каларĕ вăл. — Мамич-Бердей ăмăрт кайăк пек вĕçет. Виçĕ кунтан сан аллунта çурхи чечек пек чипер хĕр ача пулать, мăрса хĕр ачи!

— Темĕн-çке, — юри ĕненмен пек пулчĕ Али-Акрам. — Мĕнле мăрса тӳрех хĕр парса ярĕ-ши сана Атăл леш енче?

— Парса ямасан вăрласа килетĕп! — тата ытларах хăпартланчĕ Мамич-Бердей, — Ман пĕр мăрсана тавăрмалли пур. Чĕнтĕм, чĕнтĕм хамăр пата, нимпе те килмест. Манпа ялан тӳрккессĕн калаçать. Çавăн хĕрне çаклатса тухатăп хальхинче.

— Тукай мăрса хĕрĕ пирки каламастăн пулĕ те эс, нуратдин?

— Шăп та шай çавăн пирки.

— Унăн, ват супнăн, качча кайман хĕр ача та пур-и вара?

— Тăван хĕрĕ мар, мăнукĕ. Амăшĕ Магмет Беззубова качча кайнă та Арск енче пурăнать, мăнуке кунта, кукашшĕ патĕнче. Çавна çаклатасшăн эпĕ сан валли.

— Паянах каятни? — вăл çав-çавах ура çинче тăнине курса ыйтрĕ хан.

— Мĕн вăхăта ирттермелли пур? Хытăрах кайсан паян эп унта çитме ĕлкĕретĕп-ха.

— Апла тытса тăмастăп, — терĕ Али-Акрам. — Начар сунарçă пек кайăксăр ан кил вара...

— Мамич-Бердей сунара кайсан нихçан та пушă алпа таврăнман, — татах мухтанасшăн пулчĕ çармăс мăрси.

16. Иккĕмĕш Урасмет

Каймалли инçе мар тесе Мамич-Бердей хăйĕнпе пиĕрле çын нумай илмерĕ, тăваттăн пырсан çитет терĕ. Тăваттăшĕ те çамрăк, тĕреклĕ, çитменнине тата пурте авланманскерсем.

— Эсир ку таранччен хĕр вăрласа курнă-и, яш-кĕрĕмсем? — шахвăртса ыйтрĕ мăрса хăйĕн çыннисенчен Атăл урлă каçса утсене çыран хĕррине çавăтса тухсан.

— Ун пек телей лекмен-ха пире, — кулса тавăрчĕ каччăсенчен пĕри — Хуш кĕçĕр, хĕрне кăтарт, сан валли ним мар вăрласа паратпăр, мăрса.

— Хушатăп çав, хушатăп, — ĕç ыррăн пуçланнишĕн хĕпĕртесе каларĕ Мамич-Бердей. — Пĕр чăваш ялне хĕр вăрлама каятпăр та эпир. Манпа пĕрле Тукай мăрса патĕнче кам пулнă сиртен?

— Эп пулнă.

— Эп те пулнă, — терĕç икĕ каччи.

— Ун мăнукне курнă-и?

— Курнă-çке.

— Хитре-и?

— Хитре. Тин кăларнă чăх чĕппи пек сап-сарă.

— Суятăн, — хирĕçлерĕ тепри. — Сарри вăл ун тантăшĕ, Иливан ятлă тарçă йăмăкĕ. Чечекпи теççĕ ăна.

— Апла эп уйăрса илеймен...

— Тукай мăнукĕ чикан хĕрĕ еверлĕрех, хура, яштака. Ялан картишĕнче явкаланса çӳрет.

— Кур-ха вĕсене, — лĕх-лĕх кулчĕ мăрса. — Ячĕсене ыйтса пĕлме те ĕлкĕрнĕ мурсем. Саррине те, хурине те астуса юлнă. Çав хурине, чикан пеккине, çаклатса килмелле пирĕн.

— Эс, мăрса, чĕнсе тухса пар. Эпир ярса илетпĕр те — тӳрех йĕнер çине. Çăварне пăкăласа лартатпăр.

— Ан манăр çав, çăварне çийĕнчех тутăр чиксе пăкăласа лартăр, — вĕрентрĕ Мамич-Бердей. — Ак ман тутăр пур, кама парас ăна?

— Янгула пар. Вăл курнă мăрса хĕрне, вăлах кĕрештĕр унпа.

Яла вĕсем пит вăхăтлă çитрĕç: укăлча хапхинчен кĕнĕ тĕле сĕм тĕттĕм пулнăччĕ. Мăрса çыннисем калаçма пăрахрĕç, лашисене майĕпен çеç уттарчĕç. Тукай пӳрчĕ патне çывхарсан пĕр ватă йăмра айне ушкăнпа кĕпĕрленсе тăчĕç.

— Пӳртĕнче çутă пур, çывăрма выртман, — терĕ Мамич-Бердей. — Янгул, тыт ман лашана, эп кайса пăхкаласа çӳрем. Эсир пурте хатĕр пулăр. Халех вăл чикан хĕрне мана кăшт ăсат тесе илĕртсе килетĕп.

Халех тени нумая пычĕ. Урамра никам та курăнмарĕ. Теплере пĕрре юлан утсем тĕлĕнчен ял çыннисем пĕччен е иккĕн ирте-ирте кайрĕç, тем мăкăртаткаларĕç пулин те вĕсене пĕри те çăвар уçса сăмах хушмарĕ. Пурте ку çынсем турхан патне таçтан мĕнле те пулин ĕçпе килнĕ тесе шутларĕç пулас.

Чылай тăрсан çывăхрах иккĕн калаçнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Арçынпа хĕрарăм сасси. Йĕркеллĕ пуплемеççĕ вĕсем, тем пирки хыттăнах тавлашаççĕ. Мăрса çыннисем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. Çавсем, Мамич-Бердейпе Тукай мăнукĕ. Унта мĕнле тавлашу пынине те ăнланса илчĕç каччăсем: мăрса хĕр ачана йăмра кутне çывăхарах пыма ӳкĕтлет, лешĕ, инкеке сиснĕ пекех, пĕр утăм та утмасть.

— Эх, хам пулсан, — терĕ йăмра айĕнче кĕтекенсенчен пĕри. — Ярса илмелле те лăчăрт хутлатса лартмалла хĕрне, кăшкăрма пикениччен çăварне хупламалла.

Мăрса вăл каланине илтрĕ тейĕн çав, шăп та шай çапла турĕ. Хĕр ача хăйне ăсатма нимпе те килĕшменнине курса вăл ăна тӳрех тăнлавран пачĕ. Хĕр ача майĕпен çеç йынăшса илчĕ те çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Мамич-Бердей ăна, йывăр вут сыппине йăтнă пек, хул пуççи çине çĕклесе хучĕ, хăвăртрах йăмра айне тăнкăлтатрĕ.

— Пулчĕ, — терĕ вăл хĕр ачана Янгул текеннине тыттарса. — Çăварне пăкăла, тăна кĕрсе кăшкăрса ан ятăр.

— Кăшкăрмасть. Чиперкки маттур вăл, — хĕр ачана йĕнер умне вырнаçтарчĕ каччă. Хăй ăна пĕр аллипе пилĕкрен тытса тепĕр аллипе çăварне тутăр пĕтĕрсе чикрĕ. — Кайрăмăр, ачсем. Эп малтан пырам, эсир — ман хыççăн. Туй юррине халех ан пуçлăр, ăна вăрмана çитсен юрлăпăр...

...Ун чухне тарçăсем пĕри те çывăрма выртманччĕ-ха. Пӳртри ĕçкĕ хăçан пĕтет-ши тесе вĕсем Сĕве хулинче мĕн курни-илтни çинчен калаçкаласа ларатчĕç.

Ĕнер Тукай ялне Хусантан тин çеç ирĕке тухнă Сарри мăрсапа ун ывăлĕ килсе çитрĕç. Халь ав мăрсапа ывăлĕ киле каяççĕ пулĕ тенĕччĕ, çук, каймарĕç. Калаçмалли нумай пулĕ çав, ашшĕпе ывăлĕ çур çул ытла таçта аташса çӳреççĕ-çке.

Иливан, кунĕпе ĕçлесе тĕрлĕ çĕре чупса ывăннăскер, вите айккинче шăналăк карри еннелле пăхкалатчĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра урам енчи кĕçĕн алăк шалтлатса уçăлса хупăнчĕ. Пăхрĕ — унта темле хĕрарăм тăрать. Ун сассине те лайăхах илтрĕ тарçă.

— Сарье, эс пур-и çак? Сарье, тетĕп... — чĕнчĕ тĕттĕмре палламан хĕрарăм.

Хăйне чĕннине илтсе-ши е илтмесĕрех, пусма вĕçне турхан мăнукĕ анчĕ. Хĕрарăм васкаса ун патне пычĕ, тем пăшăлтатма пикенчĕ. Иливан хĕр ача тĕлĕнсе: «Кам? Мĕнле çын?» — тесе ыйтнине çеç илтсе юлчĕ.

Кĕçĕн алăкран палламан хĕрарăм хыççăн Сарье те тухрĕ. Иливан çакна çеç ăнланчĕ: ку палламан хĕрарăм хĕр ачана такам арçынĕ хушнипе чĕнсе кăларать. Çĕрле, çакăн пек тĕттĕмре кам чĕнтерет пуль ăна? Мĕскер, кăнтăрла кун çук-и ун валли? Е Сарье Иливан инçе çула çӳренĕ чух ялта каччă тупса янă-ши? Темле те шутласа пăхрĕ тарçă, хăй вара çак самантра ним тума та пĕлмерĕ. Урама тухса пăхас — аван мар, сыхланă пек пулать. Тухса пăхма мар, картиш енчен итлесе тăма та пултараймарĕ Иливан. Сасăсем аякка кайсан çеç кăшт хăюлланса кĕçĕн алăка уçрĕ, кармашса урамалла пăхрĕ. Сарье вунă-вун пилĕк чалăш кайнă та такампа тавлашса тăрать. Арçынни ăна малалла сĕтĕрет пулас, ку тек утасшăн мар.

Ак вĕсем те выляма, те кĕрешме пуçларĕç, такам такама ӳкерчĕ, унтан хĕрпе каччă куçран та çухалчĕç. Кĕвĕç çын ятне илтесрен хăрарĕ пулин те, тарçă малаллах утрĕ. Тата чарăнса тăчĕ. Сасартăк вăл йăмра айĕнче юлан утсем тăнине асăрхарĕ. Хăлхана çармăсла каланă темиçе сăмах килсе кĕчĕ. Иливан кăшкăрасшăн пулчĕ — темскер кансĕрлерĕ ăна. Вăл пырсăр юлнă çын пек хăрăлтатса илчĕ те пĕтĕм вăйран йăмра патнелле чупрĕ. Çитрĕ — никам та çук. Чылай аякра лаша ури тăкăртатни илтĕнет. Эппин, кăшкăрни усăсăр, часрах турхана пĕлтермелле, çавă çеç.

Турхан Иливана каласа пĕтерме те памарĕ, «çармăссем Сарьене...» тесенех васкаса тумланма пуçларĕ. Хăй пĕтĕм вăйпа кăшкăрса пăрахрĕ.

— Мĕн ухмах пек пăхса тăратăн? Çын тумланнине курман-им? Чуп часрах, тарçăсене вăрат, утсене йĕнерле. Часрах теççĕ сана, часрах! Чураппа, кăшт çимелли чиккелле, тен, эпир кĕçĕр килейместпĕр те...

Унпа пĕрле усал хыпар илтсе самантрах урăлса кайнă Саррипе ывăлĕ те тумланчĕç.

Утсене йĕнерлеме нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ. Пысăк хапха уçăлчĕ те, юлан утсем пĕрин хыççăн тепри мăн çул еннелле çил пек вĕçтерчĕç.

Çул çинче турхан юртăпа пынă хушăра ыттисене хыçа хăварса малалла талпăнакан урхамахне темиçе хутчен тыта-тыта чарчĕ, Иливана ыйту хыççăн ыйту пачĕ.

— Кам чĕнсе кăларчĕ терĕн çак Сарьене урама? — кăшкăрчĕ вăл çаврăна-çаврăна. — Иккĕш кĕрешрĕç тетне? Çармăсла калаçрĕç тетне? Лайăхах илтрĕн-и эс ăна? Миçе юлан утчĕ, шутламарăн-и? Ялтан чуптарсах тухса кайнă пек туйăнчĕ-и?

Сассинченех паллă, турхан çав тери тарăхнă. Çак самантра вăл çармăс мăрсине туртса çурма хатĕр. Чăнах, мăшкăл мар-и уншăн: пӳрте кĕмерĕ Мамич-Бердей, никампа калаçмарĕ, хĕр ачана ют çын урлă чĕнсе тухса, урамран вăрласа кайрĕ. Ку вăл путсĕрле, вăрă-хурахла хăтланни пулать, урăх нимен те мар.

Иливан Саррипе ывăлĕнчен тата хуçаран юлас мар тесе вĕçĕмсĕр чĕлпĕрне туртрĕ, утне хытăрах кайма хистерĕ. Ăшра каччă хăйне ятларĕ. «Мĕнле çуламан пăру эсĕ — куç умĕнчех хĕр ачана вăрлаттарса ятăн! Çывăхрах пырса пăхнăшăн кам вăрçатчĕ пуль сана? Ну, айван та: кĕвĕçетĕн тесе ӳпкелесрен сехри хăпнă ун. Тĕттĕм пулсан турхан мăнукне мĕнле ырă çын килне пырса чĕнтĕр? Ялта мĕнле пуçтах каччă тума пултарать ун пек? Унашкал йĕкĕт çук пирĕн ялта, çук. Урăххине такама чĕнсен те Сарьене чĕнсе кăлармаççех ĕнтĕ».

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17