Вĕре çĕлен :: Тимкка мĕлки
Ылттăн хĕвел туперен
Сăрт хыçне анса ларсан,
Тĕнче хăйне кичемрен
Тĕтрине карса ярсан,
Сывлăш, çынсем майĕпе,
Тӳлекленсе лăплансан,
Вăрман çемçе çулçипе
Шавламашкăн чарăнсан,
Ырлăх çинчен юрлакан
Кайăк йăвине кĕрсен,
Хĕвел хыççăн кусакан
Уйăх самай çĕкленсен,
Тухать вĕçме вери çĕлен -
Этем йăхĕн тăшманĕ,
Авалтанпа ĕмĕртен
Çутă тĕнчен ылханĕ,
Этем ĕмĕтне татса
Куççулĕпе йĕр Текен,
Типшĕмлетсе шуратса
Чĕре çуне ĕмекен.
Пĕрре тытнă çулĕнчен
Акăш-макăш пăрмасăр,
Тĕнче тăрах вĕри çĕлен
Вĕçет, юхать çунатсăр,
Хăй çыпăçнă çимĕçĕн
Чунĕ çинчен шухăшлать;
Хăйĕн чарусăр çилли
Сăнĕ çинче палăрать:
Çăварĕпе хĕм такать,
Куçĕпе çиçĕм çиçтерет,
Картлăн-картлăн карăнать,
Çунатсăрах вĕçтерет.
Пĕрре тытна шухăшне
Пĕрмай пуçĕнче усрать;
Хайне мăшкăл тунине
Тамăк хуранне сунать.
Лакăр-лакăр патранса
Вĕрет тамăк хуранĕ;
Хăй вайĕпе мухтанса
Веçет тамăк таванĕ.
Пĕр çуреме тытăннă
Çимĕç патне вĕстерет.
Катаранах хавшаннă
Çимĕçĕшĕн хĕпĕртет.
Вĕçет, каçать шыв урлă
Хĕрлĕ хĕмне ӳкерсе -
Шыв пин те пĕр ункăллă
Пулать, каять вĕресе.
Варман сийĕн вĕстерет
Сăварĕпе хĕм тăкса —
Симĕс вăрман типшĕрет
Унан хĕмĕпе хăрса.
Вĕçсе иртет сăрт çийĕн
Вутăн-хĕмĕн явăнса -
Ванать, шăнать чул тăпри
Шăрт та шăртах çурăлса.
Улăх тăрăх чашкăрать
Кăварла çил каларса -
Ешĕл курăк кукăрлать
Вăл хăртнипе хуралса.
Ялсем çинчен ярăнать
Усал тĕлĕк тĕлленсе —
Сасартăк çын вăранать
Хăй ыйхинче шикленсе.
* * *
Çав вăхăтра Лапсарта
Ларать Пике пуртĕнче,
Кĕтет ялти Тимккана
Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче.
Сарă вăрăм çивĕтне
Ик еннелле салатнă,
Çӳçĕн кăтра хĕррине
Хăлха çийĕн устарнă.
Мачча çурăкĕ тĕлне
Тӳшек çине хăй лартнă,
Пĕчĕк çинçе урине
Минтер çине пустарнă.
Уйах çутти хушăкран
Алли çийĕнче вылять;
Тутлă сехет çывăхран
Хайĕн тутийĕ кулать.
Тĕнче çинчен пĕлмесĕр
Пĕр шухăшпа пурăнать;
Кун ырлăхне сисмесĕр
Каçа ытларах савать.
Тĕлĕкпеле пурнăçа
Уйăрма пĕлмен пирки,
Сур ĕмĕрне уйласа
Ирттересшĕн ун чĕри.
Тимккана качча кайсан,
Епле пурăнассине
Пĕтĕм чĕререн-вартан
Шухăшлать вăл каçхине.
* * *
Систермесĕр ак Тимкка
Кĕчĕ-тăчё ун умне,
Тартрĕ инçе, аякка
Малаллахи кунсене:
Пĕрре куçĕнчен пăхса
Ăна мухтаса илчĕ,
Унтан аллинчен тытса
Пĕрле сак çине ларчĕ.
Ăша, пăчăх тĕттĕмре
Ялтăртатать ун куçĕ;
Ун çумĕнчи вĕрире
Çунать Пикен сăн-пуçĕ.
Пĕрле пулсан пурăнмалли,
Ашше-амăш çинче мар,
Тăранмашкăн тумалли
Йывар еç çинчен те мар, -
Пĕрне-пĕри юратнă
Ырăлăхлă каç çинчен
Вĕсем халап шăратнă
Çапла пĕрле каçсерен.
Кĕçĕр Тимкка Пикене
Ăша кĕмеллех пăхать,
Унăн çемçе аллине
Ăсран ярсах чăмăртать.
Йăваш чунне тивретсе
Вăл Пикепе каласать,
Акă çак сăмахсене
Çăварĕнчен кăларать:
- «Савни, итле савнине!
Эсе мана ман пекех
Хăвăн çамрăк чĕрӳпе
Юрататăн-и, Пике?»
Пике:
- Тимкка, эсĕ ухмах-тăр:
Кĕçĕр капла сăмахлан.
Манăн пуçăм çухалтăр
Эпе сана .суйсассăн.
Кунĕпеле сан çинчен
Шухăш каймасть пуçăмра,
Ĕнер чуптуни çинчен
Астумастăн-им эсĕ вара?
Тимкка:
- Эх, Пике, чуптуни вăл
Мĕне питех пĕлтерет?
Манан вĕçĕмсĕр кăмăл
Ăçтан унпах çемçелет?
Мана чăн чунтан-вартан
Эсĕ юратан пулсан,
Хăвăн иртнĕ кунсемпе,
Тĕттĕм çĕрĕн ырлăхпе,
Пуринчен те ытларах
Тӳшек таса çиттипе
Тупа ту-ха ман умра
Çемçе чĕлхӳ вĕçĕпе.
Пике (тупа тусан):
- Турăм. Мĕншĕн-ха капла?
Тимкка:
- Хăвăн ĕмĕрӳшĕн çапла!
Турăн: çитет ман чуна,
Кĕçĕр эпир санпала
Епле иккĕн ларатпăр,
Ĕмĕр çапла пурăнмалла
Сăмах татса хуртапăр. -
Тимкка çапла каласан,
Хăйĕн вĕри тутипе
Çӳхе хĕрлĕ тутаран
Чуптурĕ-илчĕ Пикене,
Пике ăшĕ вĕркесе
Юнĕ вĕрет чĕринче,
Юратнине итлесе
Тăнĕ çĕтет пуçĕнче...
* * *
Ир пулать те каç пулать,
Кунсем çаплах иртеççĕ.
Вуник уйăх çул тăвать:
Аликĕ эрне иртет.
Иртрĕç хĕлпе çуркунне,
Килчĕ каллех ăшă çу;
Каллех сăртсен питĕнче
Пиçет çырла: пыл та çу.
Анчах Лапсар ялĕнче
Сăнран ӳкет Пике хĕр,
Хура тĕтĕм ăшĕнче
Тĕксĕмленет чипер хĕр.
Пике шухăш хăртнине,
Юнлă куççуль тутлăхне
Пĕр çулталăк хушшинче
Пĕлсе çитрĕ ăшĕнче.
Анчах Тимкка мĕлкине
Халь те пулин пĕлеймен.
Ак кĕçĕр те ун патне
Вĕçсе килчĕ вăл çелен.
Пике суя Тимккаран
Пĕлесшĕн туй вăхăтне,
Çавăнпала пăртакран
Калать хайĕн шухăшне.
Пике:
- Тимкка, Тимкка, итле-ха:
Хăçан пулать пирĕн туй?
Пĕлтĕрхи пекех акă
Иртсе кайĕ пирĕн çу,
Хăçан эпир иксĕмĕр
Пурăнăпăр пĕр пӳртре?
Хăçанччен ку яш ĕмĕр
Тăсăлĕ-ши венчетсĕр?
Тимкка:
- Итле эппин: кĕçĕрччен!
Кĕçĕр пирен туй пулать.
Кĕçĕр сана вĕри çĕлен
Чăнне уçма шухăшлать.
Итле, итле, Пикеçĕм,
Ăнсăр пулса ан хăрат.
Пăх, тухатмăш, чĕлхеçĕм,
Анчах хама ан тухат! -
Тимкка çапла каласан,
Тăсрĕ кăларчĕ чĕлхине.
Çавна курсан, хăраса
Пике ӳкрĕ урайне.
- Тăр, тăр, Пике! Тăр, Пике!
Тепĕр тĕслĕ - Ăраман!
Эпĕ çын мар, эп мĕлке,
Кĕçĕр çавна пĕл, ăнлан!
Пике тăрать, пăхкалать,
Пуçне тытса макăрать,
-Хах, хах, хах, хех, хех, хах, хах!
Мĕнле пуçне ывăтать,
Пулас арăм аташать.
Йĕтем çинче пулнă ĕç
Кĕçĕр асна калчи-мĕн?
Иртнĕ кунсем чĕрĕлмĕç,
Вĕçĕ çитет ĕмĕрун!
Хĕрлĕ çыран хĕрринче
Мĕнле пулчĕ асамат;
Таса хирĕн варринче
Мĕнле шăршлă хăямат;
Хĕрарăмсем хушшинче
Мĕнле сăмах çунатлă;
Çылăх тăвас тĕлшĕнче
Епле укçа хăватлă -
Манăн вăй та çавсем пек
Ĕмĕр вăйлă ирĕклĕ,
Эпĕ хамăн ӳтĕмре
Тамăк вучĕ евĕрлĕ! -
Çапла Тимкканăн мелки
Сăмахсене каласан,
Тамăкри пек ахăрни
Кайрĕ çĕрле янратса.
Пĕтĕм Лапсарти çынсем
Ыйхисенчен вăранчĕç,
«Ку мĕн сасси-ши?» - тесе
Вырăнсем çинчен тăчĕç.
Анчах Пике хăрамасть,
Кĕлт те пулин тапранмасть.
Ун çилĕллĕ чĕринче
Вĕрет, сикет чĕрĕ юн.
- «Эпĕ ĕлĕк вăйлăччĕ,
Анчах пĕтрĕ манăн кун
Асаматăн кĕперринчен
Хĕрлĕ çыран хĕрринче», -
Тесе тăрать халĕ вал.
- «Юлашки хут тутупа
Калаçатăн манпала,
Юлашки хут тăнупа
Кĕçĕрхи каç шухăшлă!
Асамат мар - усал вăй,
Аскăн ĕçсен амăшĕ,
Йывăр çылăх пуçĕ хăй,
Тамăксенĕн таврашĕ,
Кунĕн-çĕрĕн çынсене
Хирĕçтерсе тăракан,
Вĕсен ăнсăр пуçсене
Выçă куçлă тăвакан,
Санпа халĕ пуплекен
Сана вăйсăр хĕр турĕ.
Сана çакă тĕнчене
Ыра тума çуратнă,
Анчах мана тĕттĕме
Мĕншĕн тата тунă тен?
Кĕтлĕх тăна кĕр каллех!»
Мăшкăл туса йĕлпĕрме
Вĕри çĕлен вăйĕпе
Юри пирĕн Пикене
Хăйĕн телейсĕр кунне
Кĕçĕр асне килтерчĕ,
Хăйпе хирĕç тавлашма
Ĕлĕкхи пек тăн пачĕ.
Анчах Пике тавлашмасть,
Çапла сăмахсем калать;
- «Ман пуçăма хуплакан,
Мĕн тăвас тен, ту часрах,
Ĕмĕтĕме татакан,
Çухал куçран хăвăртрах!»
Тимкка:
- Эпир çынсем ыйтнипе
Çухалмашкăн çуралман,
Кама йывăр, çавсемпе
Пĕрлешмешкĕн пĕлместĕп.
Çьшсен вилĕмĕ пекки
Саншăн ытла сахал вăл,
Эсĕ епле пĕтесси
Ман ирĕкрен килет халь.
Сик те ташла ман умра!
Юрла, çухăр сассупа!
Унтан вара аташса
Кайса тирĕн çырмана! —
Пике хăй те сисмесĕр
Ташламашкăн тапратать,
Ниçта кайма пĕлмесĕр
Стена сине улăхать.
Пурçăн çуçне салатса,
Тытăнчăксăр пĕлĕт пек,
Вĕçтерет вăл ташласа
Ăçта кирлĕ унталла.
Качака пек макăрса
Сер варĕнче çухăрать:
«Пĕтеп, пĕтеп пуçăмпа», -
Тесе пĕрмай кăшкăрать.
- «Ха-ха-ха та ха-ха-ха,
Епле ташлать, пăхăр-ха!» -
Тесе шуйттан ахăрать.
Çав вăхăтра сарă хĕр
Тухрĕ шурĕ пӳртĕнчен,
Тĕттĕм пирки сисмесĕр,
Укрĕ çыра сăрт çинчен.
* * *
Халĕ ĕнтĕ Лапсарта
Ăрамана манаççĕ.
Анчах пӳрчĕ патĕнчен
Иртсе кайма хăраççĕ.
Пурчĕ аннă ишĕлсе;
Пуçĕсене çĕклесе,
Тараса пек çакăнса,
Пĕренесем тăраççĕ.
Унăн çийĕ айĕнче
Тăманасем пурнаççĕ,
Кĕркуннехи çĕрсенче
Пит тискеррен улаççĕ.
Хĕрлĕ çырта хĕлле те
Пĕр лакăмра шыв тăрать.
Тухатмăшăн куççульне
Çынна аса килтерет.
«Çулталăкра пĕрер хут
Пĕр хитре хĕр çав шывра
Шыва кĕрет каçпала», -
Тесе çурет пĕр халап.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...