Таната :: Мулкач Терушĕ, Някуç тата ыттисем
Кантуртисем кĕтнĕ кун та, тата тепĕр кунне те килмерĕç. Çаплах эрне те иртсе кайрĕ. Анчах халăх шухăш-кăмăлĕ лăпланма мар, пушшех хивреленсе çитрĕ. Кашни килте, кашни çын чĕринче темĕнле паллă мар инкеке кĕтни сисĕнсе тăрать. Çу сĕрнĕ кустăрмаллă урапа килнине илтсенех урамра вылякан ача-пăча пĕр самантрах картишне тарса пытанать. Кӳлмелли хатĕрсем юсакан, çавасем туптакан арçынсем ик-виççĕ шаккасанах пуртти-мăлатукĕсене тăратса итлеççĕ, сăмах варринчех чарăна-чарăна тăраççĕ.
Ялта вĕçсерех сăмах çӳрет. Çынсем шăппăн, унталла-кунталла пăхкаласа калаçаççĕ. Ирхине те, каçхине те, кăнтăрла та пĕр сăмах, пĕр юрă: çĕр хĕсĕк, çумăр нумайранпа çумасть, куланайсем йывăр.
«Ваттисен йăлисене тытмастпăр, киреметсене пуç çапмастпăр, çылаха кĕтемĕр», — теççĕ ват çынсем.
Ялта нумайăшĕ выçă ларать.
Яла çынсем килеççĕ те, çынсем каяççĕ. Килекенни те, каяканни те çĕнĕ хыпар илсе килет, çĕнĕ хыпар илсе каять. Чи лайăх çĕрсене улпутсене касса памалла тет; арçынсене таçти темĕнле хулана чул касма илсе каймалла; чăвашсене хуçасен аллине памалла.
Сисеççĕ чăвашсем: вут хумасăр тĕтĕм тухмасть. Сăмахĕ тухрĕ тĕк — ĕçне те кĕтсех тăр. Çав вăхăтрах такама шанни те, çăлăнăç килессе кĕтни те сисĕнсе тăрать. Пасара-мĕне кайса çӳрекенсем Григорьев салтак ятне, харсăр Палатай ятне асăнаççĕ.
Пĕр каçхине яла витре тĕплесе çӳрекен çармăссем кĕрсе выртрĕç. Вĕсем каланă тăрăх, пĕркун илсе кайнă сурăхсенчен чылайăшĕ кантур картинче выçă вилсе пĕтнĕ иккен, ыттисене кантуртисем пусса çинĕ.
Ку хыпар çынсене пушшех те тарăхтарса ячĕ.
Ял-йышсем пуçтарăннă каçах, çĕрле, Ярилене пĕçертсе пăрахрĕ. Хăйне халăх çинче хĕнени те, кайран сасартăк савăнни те — пурте пĕрле пулчĕ пулас.
Вара эрнипех ашшĕ умĕнче ирттерчĕ Ухтиван. Тухман мар ĕнтĕ вăл урама та, уя та çитсе çаврăннă, утарта та пулнă, анчах кашнинчех наччаслăха, вут илме кайнă пек, чун тăварланса çитнĕ самантсенче. Пĕр чарăнмасăр ăш вăркать, чĕре ыратать, тарăху каплана-каплана килет. Пĕр те пĕр шутласан каясчĕ те — стражникĕ-становойĕсене çапса пăрахасчĕ, кантурне çунтарса ярасчĕ, кĕлне çилпе вĕçтересчĕ. Пĕттĕр пĕрре çĕр çинче пур усал-тĕсел.
Ухтиван килне таврăнать те тĕнĕ шăтăкне, алăкне, кантăкне уçса пăрахать, пыр çыххине салтса ярать. Яриле çаплах ахлатса выртать-ха, тĕлĕкĕнче те хурт-хăмăрсем çинчен асăнать, Ухтиванпа аташать...
Кăшт самайлана пуçласанах вăл арчинчен шурă кĕпе илсе пама ыйтрĕ, питне çуса çи-пуçне тирпейлерĕ. Ухтиван таврăннăранпа саккăрмĕш кун çине кайсан тин Яриле ура çине тăчĕ. Ырханланса, сарăхса кайнăскер, майĕпен кăштăртаткаласа çӳресе вăл пăтă çакса ячĕ.
«Тен, ку кĕрпине эсĕ ĕç çи валли усраттăн пуль, атте?» — ыйтрĕ Ухтиван çиме ларсан.
«Ĕç çине валли кайран та тупăнĕ-ха, чĕрĕ пуç йӳнеçет теççĕ: иккĕн ĕçлеме тытăнсан ак...»
Апат çисенех Ухтиван утара тухса утрĕ.
«Мĕн ĕмĕтленет, мĕне шанать халăх?»
Вăл хăй таврăннăранпа тĕл пулса калаçнă çынсене аса илет, вĕсен кăмăлĕ-шухăшĕсем мĕнлине пăхать. Нумайăшĕ тарăхса çитнĕ ĕнтĕ, кашниннех кантур мĕн те пулин туртса илнĕ, хĕнесе пĕтернĕ, çаратнă. Анчах ытла та сапаланчăк-çке вĕсем! Пурин те хăйне уйрăм пурнăç тĕллевĕ, хăйне уйрăм вак-тĕвек ĕçсем, ĕмĕтсем. Акă Каççан пичченех илес. Унăн пĕтĕм шухăшĕ, пĕтĕм пурнăçĕ — хĕрĕ çинче. «Савтепи паян çавăнта кайрĕ-ха», «Савтепи çапла каларĕ», «Савтепи капла каларĕ». Сăмах урăх япала çинчен тапрансанах Каççан пичче питĕрĕнсе ларнă пек пулать, курман-илтмене перет. Куçĕсем çеç вара хăйĕн черĕ-чĕрĕ пăхаççĕ.
Е тата ашшĕ. Вăл тĕлĕкĕнче те пуяссипе аташать...
Пурте тенĕ пекех ытларах çынсем калаçнине итлеме юратаççĕ. Пĕр-пĕр ĕçпе шăв-шав тапрансан кăна сăмах хутаççи саланса каять вара, тахçантанпа пуçтарăннă тарăху çиеле шăтарса тухать.
Анчах хăш-пĕрисене нимпе те хускатаяс çук. Акă Мулкач Терушнех илес. Пĕр ун çинчен аса илнипех Ухтиван хăй те кулса ячĕ. Пыр та çиллентер эс ăна! Ыранах тĕнче пĕтет тесен те вăл хăнт та тумĕ. «Мĕнле пурнатăн, мучи?» — тенине хирĕç Мулкач Терушĕ кулкаласа çеç тавăрчĕ:
«Пит те лайăх, Ухтиван! Чип-чипер! Улпут пек! Ара, Мулкач Терушĕ те пурăнмасан кам пурăнтăр! Шик! шăхăрса çеç çӳретпĕр!» — терĕ.
Вăл лутра çын, типшĕм, куçĕсем шывланарах тăраççĕ. Утнă чухне такăнса ӳкесрен хăраса урисене çӳле çĕклесе пусса çӳрет.
Мулкач Терушĕ пур япалана та тем пекех пысăклатса калаçма юратать. Çырма хĕррине шыва кĕме ансан вара вăл каçăхса кайсах ахлатнисем, айкашнисем пĕр çухрамран илтĕнеççĕ.
«Ай-яй, лайăх-çке, ах, ырă-çке! Ну, вĕлерсех пăрахрĕ ĕнтĕ, сулĕш пӳлĕнсе ларчĕ, чĕрене ирĕлтерчĕ» тата ытти те.
Такам ун çине кĕтӳ аннипе варалăннă пăтранчăк шыв мар, симпыл ярса чăпăл тăвать тейĕн çав ĕнтĕ.
Теруш мучи çынсемпе хутшăнма юратать, палкама ăста, кирлĕ сăмаха вырăнлă калама пĕлет.
Кам та пулин чĕнсе кайса пĕр курка сăра ĕçтерсен сăри каяшĕ çеç пулсан та Мулкач Терушĕ ăна хырăмне шăла-шăла мухтать вара:
«Ну, сăра тăк сăра! Кун пеккине патша та ĕçсе курманччĕ пуль, кинĕм (е кинемей, е йăмăкăм-и унта — кам ĕçтернине кура ĕнтĕ вăл). Мĕнле тума пĕлнех эсĕ кăна, тур çырлахах! Тепĕр усал сăрине пĕр чара ĕçиччен кăна çур алтăр ĕç те — пĕтрĕ те! Тӳрех пуçа карĕ. Вĕлерчĕ! Ну, тавтапуçах сана, кинем (йăмăкам е кинемей). Халь ĕнтĕ киле кайса карчăка шалтах тĕлĕнтерсе яратăп. Ара, чăнах. Шерпет ĕçнĕ пек вĕт! Ай-йай! Хăйне те вĕрентеп те, карчăк пирки калап-çке, çук, тăна кĕреймест, ватсупнă...»
Тепри капла хăтлансан мăшкăллать тейĕччĕ, Мулкач Терушне — килĕшет. Кут хыçĕнче унран кăшт-кашт тăрăхласа кулкалаççĕ те ĕнтĕ, хăйне пур пĕрех савăнсах ĕçке-çике чĕнеççĕ. Унпа калаçма çăмăл. Вăл яланах савăнăçлă, тулли кăмăлла. Ăна нихçан та нимĕн те аптратса ӳкермест. Хăйĕнчен кулсан та çилленме пĕлмест вăл.
Эрнере пĕрре Мулкач Терушĕ яшка çине кăсăя пĕççи пек аш турамĕ ярса пĕçерет те ăна çараллах лĕрплеттерсе сыпса ярать (çăкăрĕ нумай чухне çук унăн). Вара ун çинчен ялĕпе каласа çӳрет:
«Ну, пехлерĕм паян какай. Улпут çисе курман апата çирĕм. Халь ĕнтĕ Мулкач Терушĕ ыранччен хăнт та тумасть, кăмака çине хăпарса выртать те маччаналла чăрт çеç сурса выртать».
Хĕллесенче вăл вилнĕ путексем, кушакпа йытă виллисем, сысна шăрчĕ пуçтарса çӳрет. Пичке пек мăн хырăмлă ват кĕсрине кӳлет, хăй яланхи вырăнне — çуна пуçне чĕркуçленсе тăрать. (Ăна темле чире пула ларма юрамасть теççĕ.) Вара ват кĕсрине пушă аврипе хисте-хисте, хӳтере-хӳтере ялтан яла юрттарать. Кĕсри, шăна-пăвансене хаваланă пек, вĕçсĕрех хӳрине пăркаласа, çавăркаласа лĕпĕстетсе пырать.
Ни пуйни, ни ытлашши чухăнланса юлни çук Мулкач Терушĕн. Виçĕм-тăватăм çулсенче мĕнле пулнă — паян кун та вăл çавăн пекех. Пĕр сурăх, пĕр ĕне чунĕ, пĕр лаша. Пӳрчĕ, урам варринелле ярса пусма хатĕрленнĕ пек, малалла ӳпĕннĕ. Тахçантанпах çапла ларать ĕнтĕ вăл. Кĕсри те мĕн Ухтиван астăвассах çав çӳрен кĕсре пурăнать, вăл халĕ сахалтан та пĕр вун виçĕ-вун тăватă çулсенче пулĕ. Тĕсĕ çеç унăн темле шупкаланса, шурса кайнă.
Кахалĕ те пур-тăр çав ĕнтĕ Мулкач Терушĕн.
Ĕнине вăл талăкра е икĕ талăкра пĕрре — хăйĕн хырăмĕ выçсан — сутарать.
Выльăх апатне кашни кĕркуннех анкартинчен килне кӳрсе хуртарать. Арпине ĕне картин пĕр хĕррине, улăмне аслăк çине купалаççĕ, унта кĕменнине лупас çине виттерет. Хĕллесенче, юр хӳсе кайсан, Мулкач Терушĕн хĕç пек ырхан ĕни аслăк çинчи улăма хăех хăпара-хапара çиет. Унти пĕтсен — Теруш лупас çинчи улăмне ишсе антарма тытăнать. Çуркуннепе вара лашипе ĕни те, карти-хуралти те Мулкач Терушĕн пĕр пек пулать: айккисем витĕр çил вĕрет.
Пĕр вăйлă тăман хыççăн Теруш сасартăк ĕнипе лашине çухатнă пулнă. Тухса пăхать ирхине картишне — пĕр выльăх та çук. Çил хапхи те питĕрнипех, йĕрсем те курăнмаççĕ, выльăхсем — çук! Аптраса ӳкнĕ Мулкач Терушĕ тĕлĕннипе пĕççине шарт çапать те кӳршисем патне тухса чупать.
«Апла та капла, чĕр çилам çаратрĕç, пулăшăр...»
Кĕпĕрленсе пыраççĕ кӳршисем. Картине пăхаççĕ, — шăламиех юр тулса ларнă. Çенĕк патĕнчи юр купине кĕреçепе тĕкеççĕ, лешĕ лаштăр! ишĕлсе анать те капан айĕнчен шăши тухнă пек, аялтан чип-чиперех çӳрен кĕсре сиксе тухать. Çăмламас лаша, хăйĕн ăшă тумтирне хывнăшăн кăмăлсăр пулнă пек, лăстăр-лăстăр силленсе илет те урăх вырăна куçса тăрать.
Çынсем каллех карта патне пыраççĕ. Халĕ ĕнтĕ ĕнине шырамалла.
Пĕри юр çине вĕрлĕк ярса пăхать — лекмест ĕне.
«Хăш кĕтессинче тăраканччĕ сан ĕнӳ?»
«Ак çакăнта», — тет Мулкач Терушĕ.
Чавса пăхаççĕ — çук. Картан тепĕр кĕтессине чаваççĕ — унта та çук. Виççĕмĕш кĕтессинче чавсан-чавсан Аçтăрхан мăйри евĕр темĕнле хура кукрашка курăнса каять. Пăхаççĕ — ăнланма çук (çутăлса çитмен-ха): те пĕр-пĕр вĕрлĕк вĕçĕ, те — темскер... Тытса пăхаççĕ — ĕне мăйраки! Кĕçех мĕскĕн ĕне пуçĕ курăнать, хай те мăшлатса сывласа ярать.
«Тавтапуç, халăх...»
Мулкач Терушĕн карчăкĕ — нише кайнă çын. Вăл йĕркеллĕ ни ĕç тăваймасть, ни апат та лĕçереймест. Тепĕр чухне вара, çырлана-мĕне кайсан, çынсем çăкăр татăкĕсем кăларса çиеççĕ, вăл енчĕкĕнчен çăнах ывăçла-ывăçла хыпать.
«Çисе пăхмастăр-и, хĕрсем? — тет вара. — Ку вăл мĕн мар... пăрçа çăнăхĕ».
Мулкач Терушĕ уçă кăмăллă пулсан унăн кӳрши Някуç старик — йăлтах урăхла çын. Вăл çынсемпе хутшăнма та, калаçма та юратмасть. Хăйне пысăка хурать, вăрттăн хăтланать. Сăмах хушмаллах пулсан мĕн те пулин каламасăр май килмесен çеç çăварне уçать. Карчăкĕ апат пĕçернĕ вăхăтра Някуç старик пӳртре ним тумасăр та нимпе интересленмесĕр тенĕ пек тĕлĕрсе ларать. Карчăкĕ мĕн те пулин илме картишнелле тухсан çеç вăл сасартăк чĕрĕлсе каять, тĕпелелле яшт! сиксе ӳксе хуранне уçса тĕрĕслет. Какай пиçнĕ вăхăтра пулсан çуррине вăрттăн татса илсе хыпать, тути-çăварне пĕçерте-пĕçерте ĕселенет. Сĕтел хушшинче карчăкĕпе хĕрĕсем апат мĕнле çинине Някуç куçне илмесĕр сăнаса ларать. Мĕн те пулин килĕшмесен сасартăк кăвакарса кайса чĕлхине кăларса витлет: «Ме-ме!» е пĕр-пĕр киревсĕр сăмахпа татса хурать: «Йытă!» «Тăранми пыр!» «Сăхă!» Сăмахне вăл тăсс-а мар, чăпăрккапа çапнă пек кĕскен, шăл витĕр сăрăхтарать.
Някуç çынсене юратмасть. Кӳршĕ ачи-пăчи пырсан вăл вĕсене хăвала-хавала кăларать е мăн çынран мăшкăлланă пек мăшкăлласа кулать.
Карчăкĕпе хĕрĕсем — ĕç патĕнче, Някуç старик вĕçĕмсĕр чĕлĕм паккаса тăр пĕчченех кунĕ-кунĕпе чӳречерен урамалла пăхса ларать. Вăл кунта та мăшкăллама чарăнмасть.
«Ха, Миток кинĕ мĕнле утать. Ну, чăн-чăн кĕсре ĕнтĕ... Тепри тата — Хушаççĕ матки! Тьфу, куçăм ан куртăрччĕ, ирсĕр! Кĕпине вун çичĕ çулхи хĕр пек туртса лартнă, ухмах. Такама кирлĕччĕ ĕнтĕ эсĕ. Маншăн пулсан шăр çарамасах çӳре, куç хӳрипе те çаврăнса пăхмастăп. Упăшки те çав — сурăх... Ку кам ачи-ши тата? Н-ну, пушăччĕ кутран, ç-çапса çурасчĕ шуйттан кĕвентине...»
Куçне илмесĕр тинкерсе пăхса ларакан сивĕ çын пӳрчĕ умĕнчен иртсе кайма хăраса çамрăкрах хĕрарăмсемпе хĕрсем пахчасен хыçĕпе çаврăнса çӳреççĕ вара.
Çынсемпе хутшăнмасть пулсан та ял хушшинчи хыпар-хăнарсене, сăмахсене Някуç старик пĕр йĕппи таранччен пĕлсе тăрать. Тепĕр çамрăк арăмĕ хăйĕн çĕрлехи вăрттăн çылăхĕ çинчен çынсене пĕлтерме мар, хăй ăшĕнче шухăшлама хăрать пуль. Някуç старик ăна та пĕлет.
Ваттисем «Ӳркенмен ăста пулна, вăтанман юмăç пулнă» тени Някуç мучи тĕлĕшпе шăпах тӳрре килнĕ. Вăл Шуркасăн Чӳк варĕнчи киреметне пăхса пурăнать, вĕрме-сурма та чухлать. Чĕмсĕр Някуçăн чĕлхи-çăварĕ хăй ĕçне тунă чухне çеç уçăлать. Кăмăлĕ унăн Мулкач Терушĕ пек юрлă çынсем еннелле мар, тулăх пурнăçпа пурăнакансем патнелле туртăнать. Тен, хăй те пуйса кайнă пулĕччĕ те, мăштăрккарах пулни хуплать.
Карчăкĕпе вăл нихçан та килештереймен. Те çамрăк чухне хăйĕнчен хитре, ĕçчен, йăваш кăмăллă пулнăшăн, çынсене юрама та юраттарма пĕлнĕшĕн, те хăй çапла кутăн çуралнăран, Някуç мучи ăна пурнăç тăршшĕпех кураймасăр пурăннă. Ухимĕ инке нихăçан та хăй ячĕпе çĕлетнĕ тумтир тăхăнса курайман. Çăпата та вăл ĕлĕкрех упăшкин юлашкийĕсене, халĕ пысăкураллă хĕрĕсен чалăш-чĕлĕш çăпатисене сырса çӳрет. Куршĕ хĕрарăмĕсем шеллесе: «Ма хуна виçеллĕ çăпата тутармастăн?» — тенине хирĕç карчăк чĕри ыратать пулсан та шӳт туса çеç ирттерсе ярать:
«Ара, юри эп ăна. Капла утма çăмăл. Кашни пусмассеренех çăпата «лап-тăр-тăр!», «лап-тăр-тăр!» туса кĕвĕлесе пырать», — тет.
Вăл хăйĕн телейсĕр шăпипе тахçанах килĕшнĕ ĕнтĕ. Иртсе кайнă ĕмĕре вăрçса-ятлаçса та, макăрса та каялла тавăрма çук. Кун-çул хĕлĕсен юрĕ те ирĕлмессе ларнă: çӳçĕ те шуралнă, юнĕ те сивĕннĕ...
Някуç старик çинчен Ухтивн часах манса та каять. Аса илнĕ — иртсе кайнă. Пур-и вăл çут тĕнчере, çук-и — Ухтиваншăн вăл пур пĕрех. Малашне хăйĕн пурнăçне кам ӳпне-питне çавăрса ярасси çинчен çамрăк çын халь тĕлĕк те тĕлленмест. Някуç старик те нимĕн те пĕлмест, сисмест-ха ăна.
Халлĕхе тăвăл тухман-ха, турра шĕкĕр, хуçăлса анас йывăçĕ те чип-чиперех ларать, ун çинчи кайăксем те каçăхса кайсах юрлаççĕ, йывăçĕ айне пулса лапчăнас çынни те чип-чиперех. Çавăнпа Ухтиван савăнсах Мултиере аса илет. Куна чĕртме те кирлĕ мар — хăех хыпса-çунса тăрать. Тата Якур мĕнтен япăх? Каççан пичче? Ыттисем? Э-э, пурăнма пулать-ха, тĕнчере уçаллинчен ырри çĕр хут та ытла пулас.
Ухтиван уялла кайса çаврăнать, çĕмрĕк кĕпер патне çитет, улăха анать.
Утара кĕмелли сукмак çинче вăл сасартак Савтере тĕл пулчĕ. Тĕл пулчĕ те шалтах тĕлĕнсе кайрĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...