Таната :: Ирхи калаçу
Хальхинче Яка Илле çавна аса илчĕ. Хапха уçса кĕнĕ çын Ухтиван мар, Мултиер арамĕ Чĕкеç пулса тăчĕ. Яриле ачи пахчара чакаланать иккен.
Чĕкеç пӳрте кĕрсе кайсанах Яка Илле алăк патне утса пычĕ те виçĕ хутчен ăна тăпсинчен тапрĕ.
«Ку çурт йыше нихçан та ан хутшăнтăр. Ухтиванĕ те ĕмĕр-ĕмĕрех хараххăн пурăнмалла пултăр».
Çапла каларĕ те шăхăркаласа урамалла тухса утрĕ. Хапхине те хупмарĕ Яка Илле. Анчах вăл килне мар, укăлчаналла кайрĕ.
* * *
Яка Илле пырса кĕнĕ вăхăтра Някуç мучи çенĕкри сарлака путмар çинче выртатчĕ. Алăк чĕриклетсен вăл тăрса ларма хăтланчĕ те алли вĕçерĕннипе кăшт çеç çĕре персе анмарĕ.
«Ан тăр, ан тăр, эпĕ халех каятăп, — тесе Яка Илле старике, тĕксех тенĕ пек, каялла вырттарчĕ, унăн çĕре ӳкнĕ чĕлĕмне сĕтел çине илсе хучĕ. — Выртах эсĕ, кан... Манăн виçĕ сăмах кăна... Эпĕ сана тĕш ыйхăранах вăратрăм-и?»
«Эпĕ эс килсе кĕрес умĕн çех выртнăччĕ, — суйрĕ Някуç мучи. — Ывăнса таврăнтăм та... Мĕне кайнăччĕ...»
Анчах хăй ăçта кайнине Някуç мучи çийĕнчех ниепле те тупса калаймарĕ.
«Пĕлетпĕр эс ăçта пулнине, — шухăшларĕ Яка Илле йăвантарса янă килĕ çине ларса. — Ăйха пенĕ...»
«Ывăнмасăр ара... Кунĕпе ут-ха эсĕ...»
Старик тĕлĕне пуçларĕ, ыйхи те унăн таçта кайса кĕчĕ... Кулмасть-ши ку тесе Някуç мучи Яка Илле тата мĕн те пулин каласса кĕтсе тăчĕ. Лешĕ чĕнмерĕ. Тĕрĕссипе каласан, тăрăхлать пулас вăл е чееленсе ларать-и — ытла çемçен шăлать. Килсе кĕнĕ-кĕменех Яка Илле кăшкăрашма тытăнаканччĕ, халь хуллен калаçать, кахалланса выртнăшăн хăтăрса илекенччĕ — халь нимĕн те шарламарĕ. Ятлаçма мар, хăй тĕксе вырттарчĕ. Суйнине кура тăркачах ăна та ĕненнĕ пек пулчĕ. (Яка Илле ĕненменнине Някуç мучи ун сассинченех туйрĕ.) Путех ырра мар ку.
Старик тăрса ларчĕ.
Яка Илле чĕлĕмне тултарса чĕртрĕ те ним каламасăрах сĕтел çине шăкăрт пĕр тенкĕ кĕмĕл укçа кăларса хучĕ.
«Мĕн укçи ку, Илле?»
«Пĕтрĕмĕр!..» — терĕ Яка Илле ыйтнине хирĕç калас вырăнне хаш сывласа ярса.
Лăпкă çын пулсан та Някуç мучи шартах сикрĕ. Кантуртисем килмен-ши? Çук пулĕ, вĕсем килни Яка Иллене услам çех парать. Тен, ăна çаратса кайнă? Апла «пĕтрĕмĕр» мар, «пĕтрĕм» тейĕччĕ. (Тем пекехчĕ те, вăррисем укçи тĕлне пĕлмеççĕ пулĕ çав.)
«Мĕн пулчĕ, Илле?»
«Выçă вилсе пĕтетпĕр, — терĕ Яка Илле лăпкăн, — Тырăсем ĕнсе ларчĕç. Çумăр çумасть...»
«Мĕн кирлĕ-ши кăна?» — шухăшларĕ Някуç мучи васкамасăр чĕлĕмне тултарса. Вăл хăй те лăпланса çитрĕ. Хыпăнса ӳкмелли япала сиксе тухман, ку паллă. Тырă пирки хыпса çунмасть Яка Илле, сисет ăна Някуç мучи. Унăн темле урăх юрă пулас-ха. Анчах мĕнле юрă — тавçăрса илеймест старик.
«Ку мĕн укçи, Илле?»
«Киремете хывма, — терĕ Яка Илле. — Кайăк чӳкĕ туни санăн усса пымарĕ ав. Те кĕллин сăмахĕсене манса пĕтнĕ эс».
«Çук, эп чиперех кĕл турăм».
«Çумăр çумарĕ-çке?»
«Вăл кашнинчех тӳрре килмест çав, ачам. Хамăр та айăплă пулмалла. Темле çынсемпе те хутшăнатпăр», — тĕксе илчĕ Някуç мучи Яка Иллене.
Те ăнланмарĕ лешĕ, те юри ăнланмише печĕ, хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
«Ку укçине киремете пар», — тепĕр хут аса илтерчĕ Яка Илле пăртакран.
«Юрĕ, киремете парне хывса пăхар эппин», — килĕшрĕ Някуç мучи.
«Хыватăн эсĕ, кĕтсех тăр, — терĕ Яка Илле хăй ăшĕнче. — Калăттăм та эп сана пĕрре...»
Някуç мучи çав хушăра чăнах та Яка Илле панă укçана ăçта вырнаçтарасси пирки шухăшласа ларчĕ. «Тырă туянмалла, анчах хăйĕнчен мар. Вăл, тен, укçине паллă туса пачĕ пуль, шан-ха ăна».
Куçкурла вылянă пек калаçса ларса Яка Илле йăлăхрĕ пулмалла.
«Тырă пултăр тесе тата мĕн туса пăхма пулать? — ыйтрĕ вăл. — Кайăк чӳкĕ турăмăр... Пĕтĕм ялĕпе киремете кайса пуç çапăпăр, выльăх пусăпăр... Тăта мĕн тумалла?»
«Пур йăласене те çирĕп тытса пымалла, — терĕ Някуç мучи. — Эпир вĕсене мана пуçларăмăр...»
«Тĕрĕс, — савăнса ӳкрĕ Яка Илле, — уншăн эсĕ те айăплă, ватта сулăнтăн пулас. Стариксемпе калаç, çамрăксене ӳкĕтле... Çынсем кирлĕ мар япаласем çинчен палкаççĕ, тĕреклĕрех пурăнаканнисене ӳпкелеççĕ. Ют çĕре кайса çӳренисем тупăнчĕç. Юрамасть ун пек. Эс мана тĕксе илтĕн, — паçăр Мякуç мучи каланине аса илчĕ Яка Илле. — Мана ан тив эсĕ, манăн ĕçĕ çавнашкал. Эп пурăнсан ыттисем те вилмĕç. Канăçсăррисене чармалла...»
«Кăçал тырă пуласса шанма хĕнтерех çав, çумăр çусан та каяраха юлчĕ ĕнтĕ», — тӳрре тухма хăтланчĕ Някуç мучи.
Яка Илле çак сăмахсене кĕтнĕччĕ те.
«Тен, çĕр вăрласа килмелле мар-и?» — хăй шăп кăна çав шухăшпа килнĕ пулсан та халь тин аса илнĕ пек ыйтрĕ вăл,
«Туйпах-и? Э, çук, хăрушă, — терĕ Някуç мучи, каллех хăраса ӳксе. — Ăна ваттисем те ĕмĕрте пĕрре çех вăрланă. Пĕлсен пурне те касамата хупса лартĕç. Халь ун пеккишĕн хытă айăплаççĕ».
«Кам пĕлтĕр? Ун çинчен никама та калама юрамасть».
«Уй куçлă, вăрман халхаллă, Илле. Хамăрăннисем каламасан та пуçлăхсем хăйсем курма пултараççĕ. Хăратăп эпĕ. Шутсăр хăратăп».
«Эппин, пурте выçă вилсе пĕтер-и? Виççĕмĕш çул тырă пулмасть».
«Çук, çук, хăратăп. Лере те тытса çапса пăрахма пултараççĕ. Халăх усал халь пит».
«Эпир хурал илĕпĕр».
Мĕншĕн Яка Илле сасартăках кив йăласемшĕн тăрăша пуçларĕ? Ĕлĕкрех, хăй чухăн вăхăтра, вăл чĕнсен те пымастчĕ-çке? Пăтăрмах туса ватă çынна тыттарса ярасшăн мар-ши вăл? Кирлех пулсан, эппин, Някуç мучи çĕр вăрлама килĕшет, анчах ăна халăх умĕнче ӳкĕтлемелле.
«Ку чухне кĕрӳ каччине тупма та кансĕр пуль. Çамрăксем ытла усалланса кайрĕç».
«Ухтиван пур-çке пирĕн...»
«Çук, ăна тивместпĕр», — пат татса хучĕ Някуç мучи.
«Мĕншĕн?» — ыйтрĕ Яка Илле кĕсйинче тем шыраса.
«Унăн авланмалла. Киленче вĕсен пĕр хĕрарăм та çук. Çĕр вăрласа килсен кĕрӳ каччи пулнин мăшăрланма юрамасть».
Яка Илле сĕтел çине тепĕр тенкĕ кĕмĕл укçа кăларса хучĕ.
«Кам та пулин килĕшмеллех ĕнтĕ. Пĕр çын шар курнипе пĕтĕм халăх ырă курĕ»,
«Вăл çапла та-ха... Унта шикленмелли те пур, Илле. Кĕрӳ каччине кайран çĕр туртать теçсĕ. Вăл пĕр-ик çултан ытла пурăнаймасть. Шеллетĕп эпĕ Ухтивана... Тен, пĕр-пĕр тăлăх-турата шыраса пăхас?»
«Курăнĕ унта... — терĕ те Яка Илле ури çине тăчĕ, сĕтел çине тата тепĕр кĕмĕл кăларса пăрахрĕ. — Пуçтар кăсене... Эс ниçта та ан кай-ха, çынсем пуçтарăнсан систерĕп эп сана».
«Çĕр мĕнле туртнине пĕлетпĕр эпир, — тесе утрĕ Яка Илле килнелле. — Ухтиванĕ килĕшсен — килĕштĕр манпа, килĕшмесен — тăлласа лартатăп».
* * *
...Ашшĕ Ухтивансем патне тухса кайнăранпа Паçа лара-тăра пĕлми пулчĕ. Вăл васкаса çăлтан шыв ăсса килчĕ, пӳрт урайне йĕпетсе кусарпа хырса тухрĕ, вара тепĕр хут çурĕ. Урай хăмисем тĕксĕм саррăн курăна пуçларĕç. Виççĕмĕш хут çума тесе Паçа урайне шыв сапнăччĕ кăна, çенекре ашшĕ курăнчĕ.
Хĕр ун çине пăхрĕ те аллисене шалтăрах усса тӳрленсе тăчĕ. Çук, тăрмашни те ахаль пулчĕ, нимĕн те тухман ашшĕн... Нимĕн те тухман!
Ытти чухне шултра чĕлхеллĕскер, Яка Илле ятлаçмарĕ, кăшкăрса пăрахмарĕ, пӳрте те лаплаттарса кĕмерĕ, хĕрхенчĕ пулас хĕрне, çенĕкри килĕ çине пырса ларчĕ те кăвар илсе тухса пама ыйтрĕ. Чĕлĕм чĕртсен те чылайччен шухăша кайса ларчĕ вăл.
«Çапла, тепĕр чухне укçапа та ним тăваймăн, — тесе Яка Илле кама та пулин калас тесе мар, хăйĕн шухăшне ăнсăртран персе ячĕ пулас. — Ну, эс мĕн... урайне часрах туртса тух та Хушаççĕ Петĕрне кайса чĕн-ха», — терĕ вăл хĕрне.
Пăртакран Яка Илле патне старастăпа Чăлах Эрнюк пырса кĕчĕç. Хушаççĕ Петĕрĕ çав самантрах каялла тухса кайрĕ те Някуç старике ертсе килчĕ.
Пиллĕкĕн пуçтарăнаççĕ-и вĕсем патне, вуннăн-и, сăра-эрех ĕçеççĕ-и пуш çăвара сив шӳрпе туса, ахаль палкаса лараççĕ-и — халь ĕнтĕ Паçашăн пур пĕрех. Вăл хура шывне çенĕк умне тухса сапрĕ те пӳрт алăкĕн урати çине кĕрсе ларчĕ. Çынсем калаçни хăлхине те кĕмест унне... Ывăннипе çан-çурăмĕ сăркăлтатать, аллисем тĕлкĕшеççĕ. Хăйĕнчен тар шăрши кĕнине Паçа хăй те туять. Кайса улах кĕтесре шыва кĕресчĕ — утас килмест. Шывра хăйĕн сăнне курни те савăнтармасть Паçана. Илемсĕр сăна курса кăмăла пăсиччен— пăсманни...
«Паçа»,— терĕ Яка Илле.
Хĕр илтмест.
«Паçа тетĕп!»
Хĕр шартах сикрĕ те ура çине тăчĕ.
«Мĕн?..»
«Ăсса кил-ха шыв».
«Туллиях-çке унта... Эпĕ картлă кĕвентепех кӳрсе килнĕччĕ».
Яка Илле катка патне пырса пăхрĕ. Тĕрĕс — тулли. Вырăнне кайса ларас тесе утма тытăннăччĕ, каялла варт çаврăнчĕ те шыв каткине çенĕк урайне ӳпĕнтерчĕ.
«Пăчă атту, сывлама çук. Эсĕ сиввине ăсса кил».
Тарăхас вырăнне Паçа темшĕн савăнса ӳкрĕ. Ват çынсем вăрттăн канашласшăн, куна сисрĕ вăл. Анчах мĕн çинчен-ши? Тен, çĕр сăмахран пĕр сăмахĕ те пулин унпа Ухтиван çинчен пулĕ? Е ашшĕ мĕн те пулин пĕлсе килнĕ те малтан ват çынсемпе калаçса пăхасшăн?
Хĕр хыпалансах шыв ăсса килчĕ, никам сăмах чĕнме ĕлкĕриччен картишне тухрĕ. (Курăр, мĕнле итлекен хĕр эпĕ!) Вара урине салтса пăрахрĕ те лупас енчен çенĕк çумне пырса лăпчăнчĕ.
Ашшĕ хĕрсе кайсах Някуç старике ӳкĕтлет. Темскер «ваттисен йăли», «тырă пулмасть», «çĕр вăрламалла» тенисем илтĕнеççĕ. Мĕн çинчен пырать сăмах — ăнланаймасть Паçа. Ашшĕ Ухтиван ятне асăнсан вăл сывлама чарăнсах итлеме тытăнчĕ. Те чĕри сиксе тухас пек тапнипе пĕр сăмахне те уйăраймарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...