Таната :: Шурча пупĕ
(Малалли)
И аз грешен, — терĕ пуп.
Ĕнтĕ Микки те чан çапса анчĕ, çынсем те паçăрах пуçтарăнса çитрĕç, Салакайăк çук та çук. Малтанах уçă пек туйăнакан чул чиркӳри сывлăш кĕçех пăчăхса ларчĕ. Çынсен пичĕсем тăрăх тар шăпăртатса юхать, çан-çурăмсем йĕп-йепе. Тусан шăрши, çурта шăрши, тар шăрши тата тем пирки пӳлме тĕпне юлакан кив çăнăх шăрши кĕрет. Çурма тĕттĕмре алтарь тăрринчи эрешсем йăлтăртатаççĕ. Питсем тĕксĕм сарă, йывăçран касса тунă пек хускалми...
Чаххуткаллă псаломщик, Шăмăршă енчен килнĕ чăваш, Миккие хăй патне чĕнтерет.
«Ну, мĕнле, шыраран-и кайса?»
«Шырарăм, Василий Петрович»,
«Пур-и?»
«Çук».
«Тьфу, иçмасса! Эсĕ лайăхрах шыра-ха, Микки. Этем йĕп мар вĕт вăл». .
«Александр атте йĕп мар-ха вăл, шутсăр йĕп мар. Çывăха та пымасть йĕп патне, çапах — çук», — вăрăм аллипе çамки çинчи тарне шăлса пат татса хурать Микки.
Вăл кулмасть-и тесе псаломщик пĕшкĕнсе ун питне пăхать. Çук, кулмасть пулас-ха. Курăнасса та йĕркеллĕ курăнмасть те ĕнтĕ...
«Эсĕ тепре килне кайса пăх-ха, Микки. Тен,.. пĕр-пĕр ĕçпе картишне тухнăчче пуль».
Микки каять те пăртакран каллех пĕччен таврăнать.
«Ну, мĕнле, Микки?»
«Çаплах, Василий Петрович»,
«Пăхрăн-и кайса?»
«Пăхрăм, Василий Петрович».
«Пур-и?»
«Çук, Василий Петрович».
«Тен, кантурта ларать пуль вăл?»
«Паян — вырсарни кун, Василий Петррвич. Вырсарни кун кантуртисем ĕçлемеççĕ».
Ăна псаломщик хăй те лайăх пĕлет те-ха...
«Мĕншĕн эсĕ кашни сăмахрах ман ята асăнатăн, Микки? Кăмăлу пăсăлчĕ-и-мĕн?»
«Сана шеллетĕп эпĕ, Василнй Петрович. Йывăр сана...»
Ирхине апат çисе килменнипе, пăчăпа, ӳсĕрнипе вăйран кайнă псаломщик урайне çурта ещĕкĕ çине ларать. Вăл ырхан, лапчăк кăкăрлă, шуранка...
«Нумаях юрлаймастăп пуль ĕнтĕ, Микки. Сас çете пуçларĕ... Кăкăр ыратать».
«Александр аттесем патне ĕнер хăнасем килнĕччĕ», — пăшăлтатать Микки сасартăк.
«А? Мĕн? Кам килчĕ?» — тесе псаломщик ури çиие яшт сиксе тăрать.
«Хăнасем килнĕччĕ тетĕп».
«Кам патне, Микки?»
«Александр аттесем патне».
«Хăçан?»
«Ара, ĕнер тетĕп-çке».
«Вара мĕн пулчĕ?» — çаплах ăнланаймасть-ха шухăша кайнă псаломщик.
«Ĕнер вĕсем çав ятпа ĕçкĕ пекки тунăччĕ...»
«Э-э... Эппин, мухмăрла. Тен, Хуракассине кайнă пуль?»
«Çук, хупаха вăл мана ярать. Таçта килтех пулмалла та...»
Урисем чĕтренине туйса псаломщик каллех ещĕк çине ларать.
«Ну, мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ, Микки? Çапла кăнтăрлачченех кĕтсе ларăпăр-и?»
«Пĕлместĕп, Василий Петрович. Тен, хăпарса тепре чан çапса пăхас мар-и?»
«Хăпар-ха эппин чăнах...»
Микки чиркӳ тăррине хăпарать те пĕрре пысăк чанне кĕрлеттерсе ярать.
Çынсем чиркӳрен тухса пуçĕсене çӳлелле каçăртса пăхаççĕ. Хуйханнă чана ушкăнĕ ял çине чанкăлтатса çĕкленет.
Салакайăк çук.
«Тен, эсе Марук патне кĕрсе пăхмарăн пуль, Микки?»
«Чи малтан çавăнта кĕтĕм, Василий Петрович. Темиçе кун хушши курман тет. Вăрçать...»
«Кама? Сана-и?»
«Пачашкăна ятлать. Пуп мар вал, сысна кĕтӳçи тет».
«Хуллентерех эсĕ, Микки. Тияккăн атте илтме пултарать... Элексантăр атте укçа паман пуль ĕнтĕ».
Аптăраса çитнĕ Микки пупа шырама ял хушшине тухса утать, çырма хĕррине анса пăхать, ниçта та тупаймасăр каллех килне таврăнать.
Чăваш йăлипе «Элексантăр аттесен» çулла апат-çимĕçсене картишĕнчи лаçра пĕçереççĕ. Кухньăра никам та çук. Ватă манашкăпа Марфа Ефимовна шăнасенчен хăраса çенĕке тухса выртнă.
Хыçалти картара (пупăн икĕ хутлă карта) Микки таçта улăм чăштăртатнине илтет. Унтан аслăк çинче «Элексантăр аттен» пуçне курать. Микки хыпаланса пусмапа хăпарма тăрать те пуп тапса янипе пусми-мĕнĕпех çĕре кайса çапăнать.
Аслăк айĕнче, ик еннелле сирнĕ вĕрлĕксем хушшипе, малтан çара урасем, унтан çара кĕлетке курăнать. Çӳллĕ-ши, çӳллĕ мар-ши тенĕ пек, çын каштах усăнкаласа тăрать те çĕре тӳп сиксе анать, питне аллисемпе хупласа картаналла чупса кĕрсе пытанать. Ыраттарнă курпунне сăтăркаласа ларакан Микки ăна пур пĕрех палласа юлать: çамрăк сутуçă майра. Микки тăрать те пупа аслăк çинчен анма пулăшать.
Пуп та, тарçă та пĕрне-пĕри нимĕн те шарламаççĕ. Хĕремесленсе кайнă «Элексантăр атте» чиркӳ патне çитсен çеç Микки еннелле çаврăнса тăрать.
«Ну, хĕрарă-ăм! Хальччен курманччĕ эп кун пеккине», — тет те вăл чиркĕве кĕрсе каять.
Хĕвел кĕçех кăнтăр апачĕ тĕлне çитет ĕнтĕ, чиркӳре çаплах ирхи кĕлĕ пырать-ха. Çынсем анăраса кайнă, пĕр сăмахне ăнланмасăр пуп мăкăртатнине итленĕ пек туса тăраççĕ. Тăнран кайса ӳкнисене картишне туха-туха вырттарнă. Пусма çинче ыйткалакансем лараççĕ.
Хавхаланнăçем хавхаланса «Элексантăр атте» проповедь калать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...