Таната :: Каççан пичче
Çавтепи хăйĕн амăшне астуман. Килти пĕтĕм хĕрарăм ĕçне ашшĕ туса пынă: кĕпе çунă, апат-çимеç пĕçернĕ... Çав вăхăтрах уй ĕçĕнче те çынсенчен юлман Каççан пичче. Çамрăклах арăмсăр тăрса юлнăскер, вăл тепре авланасси çинчен нихçан та шухăшламан. Хусах арăмсем улах кĕтессенче вăл-ку çинчен сăмах-юмах тапратсан Каççан пичче хăйне ухмаха пенĕ е часрах аяккалла пăрăнма тăрăшнă.
«Пирĕн çинчен мĕн калаçмалли пур, — тенĕ вăл тепĕр чух ĕçкĕре-мĕнре çитмĕл-сакăр вунă çулхи стариксемпе юнашар ларса. — Пирĕн иртнĕ ĕнтĕ...»
Хăй хĕрĕх çулсенче те-ха тепĕр çирĕм çулхинчен ирттернĕ. Ташша ăста пĕлнĕ Каççан пичче, ӳсĕр чух юрлама юратнă. Пыл карасĕ тĕслĕ сухалне сиктерсе ташлама тытăнсан е куçне хупса авалхи юрăсене шăрантарма пуçласан ĕçкĕри çынсен пичĕсем савăнăçпа çиçнĕ.
Каççан пичче туй йĕркисене, туй такмакĕсене ăста пĕлнĕ. Таврара ăçта та пулин туй-çуй тапрансан мăн кĕрӳ пулма яланах Савтепи ашшĕне чĕнсе кайнă. Ăна çынсем ĕçчен те уçă кăмăллă пулнăшăн, хăйне виçеллĕ тытма пĕлнĕшĕн, кирлĕ чух мăнаçлă та тепĕр чух йăваш пулнăшăн юратнă.
Пурнăçра пуринпе те килĕштерме тăрăшнă Каççан пичче. Ăна пуянсем те, ыйткалакансем те пĕр пекех ырă кăмăллă аса илнĕ. Çавнашкалах ватăсемпе те, вĕтĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă Савтепи ашшĕ.
Пурнăçра унăн çынсемшĕн икĕ ăнланмалла мар япала пулнă: вăл иртни çинчен калаçма юратман тата хĕрне хăйĕн пурнăçĕнчен те мала хунă. Савтепишĕн килĕнче нимле чару та пулман. Вăл çăлтăр ыйтас пулсан Каççан пичче ăна та татса панă пулĕччĕ. Яштака пӳ-силлĕ те сарăскер, Савтепи хăçан выртас тенĕ — çавăн чухне выртнă, хăçан тăрасси килнĕ — çавăн чухне тăнă. Вăл кунне ик-виçĕ хут хăйĕн çивĕтне сӳтсе çивĕтленĕ, пĕве хĕррине кайса хăйĕн сăнне пăхса савăннă. Хитри чăнах та хитре пулнă ĕнтĕ Савтепи, мĕн калама! Унăн тем ыйтнă пек пăхакан пысăк кăвак куçĕсене курсан каччăсен сăнĕсем улшăннă, чĕрисене вут хыпса илнĕ.
Килне ӳсĕр таврăнсан та Каççан пичче яланхи ĕçне туса пĕтермесĕр нихçан та çывăрма выртман. Вăл яшка çакса янă, нӳхрепе анса юрма илсе тухнă, выльăхсене тухса апат панă. Тепĕр кун ирех ĕçе каймалла пулсан çĕр хутах шыв вĕретсе кĕпе-йĕм çуса тасатма та ĕлкĕрнĕ. Пĕчĕккĕрен çапла ачаш ӳснĕ хĕре ку пĕртте тĕлĕнтермен, ĕмĕрех çапла пулмалла пек туйăннă.
Мĕншĕн çав териех юратнă-ши Каççан пичче Савтепине? Мĕн пулнă ун пурнăçĕнче ĕлĕк? Ун çинчен вулакана каярах каласа парăпăр.
Каççан пиччен пĕр лаша пулнă, пер ĕне, ик-виçĕ сурăх. Утă уйăхĕ тĕлнелле вăл кашни çулах тырă илме кивçене кайнă. Хăй çапах та тĕрлĕ хырçăсене вăхăтра парса татма тăрăшнă. Юлашки çулсенче çеç унăн карчĕсем арпашăнса кайма пуçланă. Парăмне тӳлесе татсанах Каççан пичче ăна патакки çине хăй кăна пĕлекен паллăсемпе хăш кун, хăш уйăхра тӳлениие картса хунă. Анчах нумай та иртмен, кантуртан каллех куланай пуçтарма персе çитнĕ.
Ял çывăхĕнчи чи лайăх çĕрсене мăкаçей кĕлечĕ валли касса илнĕренпе пушшех хĕсĕнме пуçланă Каççан пиччен пурнăçĕ. Унăн тислĕк тăкса çемçетнĕ пĕртен-пĕр ани хысна аллине кайнă.
Каççан пичче ассăн сывланă та йывăр шухашĕсене ĕçпе пусарма тăрăшнă. Тата чĕре тĕпĕнче пĕр вăрттăн ĕмĕт пурăннă. Халăх пасарсенче таçтан çăмăллăх килесси çинчен калаçнă, хăюллă чăваш салтакĕсен ячĕсене асăннă. Вĕсенчен хăш-пĕрмсем патшапа та калаçса курнă иккен.
Ăçтан килĕ вăл çăмăллăх? Мĕнле майпа татăлса анĕ вăл халăх кĕтекен ырлăх? Каççан пичче пĕлмен. Кирек мĕнле пулсан та, вăл хăй нимĕнле ĕçе те, нимĕнле тĕркĕ-шĕве те хутшăнасшăн пулман.
Ухтиван тавраннăранпа Каççан пичче чĕринче тата тепĕр ĕмĕт сĕмлене пуçланăччĕ. Хăюллă купăсçă ăна пур енчен те килĕшнĕччĕ.
«Каштах укçа-тенкĕ туса килнĕ пулсан пире унран чаплă керӳ те кирлĕ мар», — тетчĕ вăл хăй ăшĕнче.
Ак халĕ вăл ĕмĕт те сӳнсе ларчĕ ĕнтĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...