Таната :: Çĕрлехи ĕç
«Мăшкăллать-ши вăл е унăн та чĕри ыратать-ши? — шухăшлать Ухтиван. — Юратсан ют çынпа ун пек калаçмалла мар пек-çке... Ăçта-ши тĕрĕсси, мăнтаран!..»
Ушкăн варрине хытанка лутра çын кĕрсе тăчĕ. Çынсем темскер чăмланине курса вăл та чĕтрекен аллине тăсрĕ. Ăна çисе пĕтереймен пĕремек таткисем пачĕç. Кулкаласа та мăшăлтатса килнĕ çын панă апата часах çисе ячĕ, хырăмне тытса пăхрĕ: çук, тулли мар-ха.
«Тăта пур-и?»
Ивук ăна пĕремĕк кăтартрĕ.
«Пар, ну?»
«Лаша пулса кăтарт, вара паратăп».
Çын çĕре пĕшкĕнче те тăват уран тăрса тусанлă çул тăрăх упаленме пуçларĕ, лаша пек кĕçенсе пуçне ухрĕ, урипе кукалерĕ, çĕре выртса йăваланчĕ.
«Ĕнтĕ паратни?»
«Халех-и? Э-э, çу-ук-ха! Малтан ташласа кăтарт эсĕ».
«Пар, ну!»
Ухмах (палламан çын ухмах иккенне Ухтиван та сисрĕ), çĕтĕк тумтирне лăстăр-лăстăр силлесе, сиккелесе, хуçкаланса тапăртатма тытăнчĕ. Çапла пĕр чĕлĕм, икĕ чĕлĕм, виçĕ чĕлĕм туртса ярас вăхăт иртрĕ. Пĕрисем ухмах çинчен манса мăйăр катса тăраççĕ, теприсем кулаççĕ, хĕрсенчен хăш-пĕрисем килĕсене саланма ĕлкернĕ, ухмах çаплах ташша илтерет-ха. Пĕремĕкне те Ивук тахçанах çисе яма ĕлкĕрнĕ ĕнте, ухмах мĕншĕн ташланине те манса кайнă...
«Халь паратни?» — тет те вăл, Ивук: «Çук!» — тесен çул еннелле лăпăстатать.
Халтан кайса çитсен уй хапхи юпинчен тытса та пулин вăл урисене хускаткалать. Юлашкинчен сывлаймиех пулса ларса çĕре шуса анать те Ивук еннелле аллине тăсать. Çамрăксем ахăлтатса кулса яраççĕ.
«Кам этемми вăл?» — ыйтать Ухтиван Хĕлипрен.
«Пĕлместĕп, — тет Хĕлип пĕр кулмасăр. — Кашмашсем теççĕ-и... Пĕлтĕртенпех çапла çӳрет вăл».
Çынсене сиркелесе ушкăн варрине сасартăк Яка Илле кĕрсе тăрать.
«Каллех ашкăнатăр-и-ха?»
Пурте шăп пулаççĕ.
«Каллех ашкăнатăр-и тетĕп?»
Никам та чĕнмест. Хыçалтисем тарма тытанаççĕ, малтисем каялла чакаççĕ. Яка Илле ал айне лекнĕ икĕ ачана, Павăлпа Хĕлипе, хăлхисенчен чап çавăрса тытать те юпа çумĕнче ларакан ухмах патне çавăтса пырать.
«Мĕн турăр эсир ăна, э? Амма мăшкăллатăр мĕскĕне? Е вăл çын мар-и, шуйттан çăпатисем! — Яка Илле пĕшкĕнсе ухмах çине пăхать те тӳрленсе тăрать. Хăлхисенчен тытнипе унпа пĕрлех Павăлпа Хĕлип те пĕшкенеççĕ, лешĕ тӳрленсе тăрсан пуçĕсене чалăштарса кусем те ирĕксĕрех тӳрленсе тăраççĕ. Яка Илле сасси пĕтĕм яла çĕмĕрет. —Пăх-ха эс вĕсене, ханттарсем тупăннă, э! Эсреметсем! Тепре çапла хăтланнине курсан эп сире çапса пăрахатăп, Шахруна калатăп! Айванран куличчен кулăр манран! Шăл çемми терĕр-и эсир кăна? Парăп эп сире шăл çеммисем! Эп сире...»
Хелип çĕре лап персе анать те вĕçерĕнсе тарать. Павăлне Яка Илле кутĕнчен тапса ывăтать. Урам вĕçне тăр печченех тăрса юлнă Ухтиван патĕнче урăх еннелле пăхса çĕмĕрĕлкелесен-кăшкăрашсан Яка Илле ухмах çынна анаталла ертсе каять. Вĕсен ури сассисем илтĕнми пулсан чылайран тин униче патне çамрăксем пуçтарăнма тытăнаççĕ. Пахча хĕрринчи вĕлтрен ăшĕнчен Ивук мĕшĕлтетсе тухать. Хĕлиппе Павăл уй енчен таврăнаççĕ. Хĕрсем такам картишĕнче тăнă пулнă иккен. Хĕлип хăлхине сăтăркалать.
«Ак сана Илле пичче те... Мĕншĕн çилленет вăл ухмахран кулнăшăн? Хăлхана кăштах татса илетчĕ. Юрать, алли тарлă пулчĕ...»
«Тем тупнă вăл ун çумĕнче, — тет Ивук. — Кашни курмассеренех апат çитерсе кăларса ярать. Пĕркун ман кив кĕпене тăхăнтартрĕ. Ват супнă темерĕн...»
Хĕр аки тума тытăнмасăрах вăйă саланать.
Ухтиван уялла утрĕ.
«Нивушлĕ утара кам çаратнине ял çыннисем те сисеççĕ-ши? — шухăшларĕ вăл. — Мĕншĕн пурте пĕлеççĕ пулсан та никам та калаçмасть?..»
...Ухтиван утара кĕрсе патак илчĕ те паçăрхи йĕрпе чашăк патнелле утрĕ. Хăвалăхра çимĕç пахчинчи пек тутлă шăршă кĕрет. Сывлăм ӳкмен. Кантăр кӳллисенчен аякранах нӳрĕ туртать. Шăп.
Чашăк хăй вырăнĕнчех. Пылне кăна хуртсем пĕр тумлам юлми йăтса пĕтернĕ. Чашăк таврашĕнче урăх чĕрчунсем те çӳрекеленĕ пулас, шаннă хупах çулçине таткаласа пĕр-ик утăм аякка кайса пăрахнă.
Курăк тунисем хушшинче хурт-кăпшанкăсем чаштăртаттарса çӳреççĕ. Темскер тытма хăтланса, Ухтиван çывăхĕнче кушак сикет. Пĕчĕк утма çулпа шупка юс васкаса чупса иртет. Кунта пурте пĕчĕккĕ, пĕчĕк хăвалăх, вĕт-шакăр чĕрчунсем, лутра хурлăхан тĕмĕ... Кăнтăрлахи пек çак янкăр тăрă тĕнче уçлăхĕнче Ухтиван темшĕн хăйне те хурт-кăпшанкăсем пекех айваннăн та пĕчĕккĕ пек туять. Кăмăл килĕшмен ĕç тунă хыççăнхи пек, айăпа кĕнĕ пек, ăшĕнче унăн паçăртанпах пĕр кансĕр шухăш çаврăнать, чĕрине хускатса тăрать.
Ухтиван тĕм айне хутланса ларса шухăша каять. Мĕскер-ши вăл — яланах сисĕнсе тăракан япала? Утара çаратса кайни? Мар, мĕншĕн тесен вăл уççăнах тарăхтарса тăрать. Тен, Ивукпа ятлăçни е Паçаран кулни пуль? Вăл та мар. Пурăнса ирттернĕ куна тепĕр хур пурăнма май пулсан та Ухтиван çав ĕçсенех тунă пулĕччĕ, хăй курайман çынсене те çав сăмахсенех калĕччĕ.
Мĕскер-ши вăл апла — чĕрене ыраттарса тăраканскер?
Савтепи! Ухтиван куçĕ умне вăйăри сăн-сăпатсем тухса тăраççĕ... Ивук умĕнче юри аяккарах куçса ларчĕ пулать-и-ха вăл, Савтепи таврашĕ? Унтан лешсем кайма тытăнсан вуçех те пăрахса тарчĕ. Юри васкаса сиксе тăчĕ вăл Ивукпа Павăл курччăр тесе.
«Эсир каятăр пулсан маншăн та кунта кăмăл туртаканни никамах та çук, эпĕ те вăйăран пăрахса каятăп».
Мулкач сикнĕ пек, утар енчен ура сассисем илтĕнеççĕ. Ухтиван патаккине хатĕрлесе тытрĕ те ура çине тăчĕ. Сасăсем çывхарнăçемĕн çывхарса килсе Ухтиван çумĕнченех хăвалăхалла иртсе кайрĕç. Ухтиван ларма хатĕрленсе каялла çаврăнчĕ те шартах сикрĕ. Хăйĕнчен пĕр-икĕ утăмра, чашăк лартнă хăва тĕмĕ айĕнче, Ивук тăра парать. Те уйăх çути ӳкнипе, те хăранипе вăл кĕл пек шап-шурах курăнчĕ Ухтивана.
«Пыл çиме килтĕн-и?»
«Пыл çиме килтĕм», — терĕ те Ивук темшĕн ӳсĕркелесе илчĕ, тӳрленсе тăчĕ.
Пушă чашăк пĕр сассăр курăк çине ӳкрĕ.
«Ил чашăккуна, яла каятпăр».
«Хăвах ил. — Ивук сылтăм аллине кĕсйине чикрĕ те урисене саркаласа пусрĕ. — Шахрун, тух...»
«Шахрун та кунта-и?»
«Авă — ху хыçăнта тăрать...»
Ухтиван каялла çаврăнчĕ те кăшкăрса ярса çĕре персе анчĕ. Щахрун çĕççи ун çурăмне шăтарса кĕчĕ.
«Халĕ ашшĕне тирпейлес пулать ĕнтĕ».
«Кĕçĕрех-и?»
«Мар, хăçан май килет, çавăн чух...»
Шахрун пушă чашăка аяккалла ывăтса ячĕ.
«Мĕнле, хăрамарăн-и?»
«Тарласа чăм шыва ӳкрĕм ача. Малтан сасартăк курнипе кăштах йăванса каймарăм».
«Ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ вĕт...»
«Ан та кала. Хăрушла хăтланатăн эсĕ. Тен, хĕненипе те çитетчĕ пуль?»
«Кайран хамăра касамата тытса хуптарма-и?»
«Ну, юрĕ-çке ĕнтĕ. Атя, тарар часрах кунтан. Çынсем курĕç».
Шахрунпа Ивук тавра çулпа ялалла утрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...