Таната :: Хушаççĕ
Тепĕр кун ирхине, вырăс эрни кунĕ, Хушаççĕ Петĕрне чӳклемене хатĕрленме тытăннă карчăкки картишне хӳтерсе кăларчĕ. Такам çапасран шикленнĕ пек йăпшăнса пăхакан вĕшле старик, Хушаççĕ Петĕрĕ, халăх çинче çеç чăхăмласа, кутăна персе çӳренĕ. Вăл çур пусшăнах çывăхри тăванне сутма та, вырттарса çаптарма та пултарнă. Анчах килĕнче унран йăвашрах çын та пулман. Пĕчĕк, хыткан карчăкĕ кăшкăрнипе мар, хуллен çăвар уçнипех Хушаççĕ Петерĕ шыв кайса ăснă, вут çурса кĕнĕ, çумăр витĕрех выльăхне шырама тухса лĕпĕстетнĕ. «Арçын мар арçын» пулни (вăл ĕмĕр тăршшĕпе те карчăкĕпе пĕр икĕ хут çеç пĕрле выртса курнă, унта та пулин тул çутăличченех çере кĕрĕслетсе аннă) Хушаççĕ Петĕрне йăлтах арăмĕн ури айне тунă. «Стараста ывăлĕ» Павăл тĕрĕссипе Хĕрхи карчăкăн хĕр чухнехи тусĕн ывăлĕ пулнă.
«Ан чĕн пĕрех хут. Эсĕ арçын кипекки çеç пулнине пĕр эпĕ те пӳлĕхçе çеç пĕлетпĕр. Ман ĕмĕре сая ятăн эсĕ, катемпи», — тенĕ Хĕрхи карчăк тарăхнă вăхăтсенче.
Хĕр ĕмĕрне вăл чанах та питĕ хытă хӳтĕленĕ пулнă: Петĕре çураçма тытăнсан эрне ытла тарса çӳренĕ. Тарнă çĕртен тытса пырсан пулас упашкине хăратса пăхнă: «Пур пĕрех эс манпа ырă кураймастăн. Е хам пĕтĕп, о сана пĕтерĕп — иккĕшĕнчен пĕри».
Качча пырсан та виçĕ хутчен ашшĕ килне тарнă Хĕрхи. Анчах кашнинчех ăна турта çумне кăкарса упăшки килне илсе таврăннă, тăххăрла явнă чĕн пушăпа пĕрре лаша çурăмĕнчен те иккĕ ун каçанĕ тăрăх туртса çапнă.
Хĕрхие парăнтарнă-парăнтарнах. Вăхăт иртнĕ май çамрăкăн чунĕ те лăплана пуçланă, хĕр чухнехи варлийĕ ун авланса ача-пăчаллă пулса кайнă.
Кампа пуç шуратнă — çавăнпах ĕмĕр ирттермелле пулнă Хĕрхин.
Стараста картиш варринче пĕр самант хушши алчăраса пăхкаласа тăчĕ те карчăкĕн сасси йăмсанах хапха умнелле утрĕ. Вут уççинче кам патне кайса ларасси пирки шухăшлакаласа тăнă хушăра уй хапхинчен пĕр старик кĕни курăнчĕ. Кушил мучи (старик — çавă пулчĕ) паян вырăссем сыракан вăрăм пуçлă çăпатапа, шурă тăлапа, пилĕксĕр кĕске сăхманпа. Вăл тӳрех стараста патне утса пычĕ те ăна сывлăх сунса шлепкине хускатрĕ.
«Ял пуçне салам калас».
«Эс хăш ялсем?» — тере Хушаççĕ Петĕрĕ куçне-пуçне вылятса.
«Ма тӳрех ун пек ыйтрăн?»
«Ара, паллатăн та мана».
«Унтан мĕн тĕлĕнмелли пур. Эс паллă çын. Ял пуçĕ».
«Сана мĕн кирлĕ?»
«Кăна та тĕрĕс каларăн — чăнах та кирлĕ мана пĕр япала».
«Мĕн-ши вал?»
«Тарçа кĕрĕшме выран шыратăп эп».
Хыçалта çатрака хуçни илтĕнчĕ. Хушаççĕ Петĕрĕ ун-кун пăхкаларĕ те картишнелле çаврăнче.
«Кил-ха кунта, амăшĕ?»
«Мĕскер тата сана?» — терĕ хурлăхлăрах хĕрарăм сасси.
«Пĕр иртен-çӳрен тарçа кĕресшĕн. Илместĕр-и тет».
«Мĕнле çын?»
Хушаççĕ Петĕрĕ Кушил тавра утса çаврăнчĕ.
«Ăстарик. Шап-шур сухалла».
«Çук, кирлё мар».
«Çук, кирлĕ мар», — терĕ Хушаççĕ Петĕрĕ те карчăкĕ хыççăн.
«Тен, ялта урăх çынна кама та пулин кирле?» — ыйтрĕ ют çын.
«Пĕлместĕн-и, амăшĕ, ялта кама ĕçлекен кирлĕ?» — терĕ картишнелле çаврăнса Хушаççĕ.
«Пĕлместĕп», — илтĕнчĕ картишĕнчен.
«Пĕлместĕп», — терĕ Хушаççĕ те.
Карчăкĕ пӳрте кĕрсе кайсан çеç стараста уçăраххăн калаçа пуçларĕ.
«Эсĕ хăш ялсем тен?»
«Нурăс панчисем».
«Ăçтарах вăл Нурăсĕ? Инçе-и?»
«Пĕр-икĕ кун утмалăх».
«Хамăр çĕр-шыврах пулĕ те?.. Таçта инçетре Хранци пур теççĕ. Çыннисем питĕ хăравçă тет... «Хранци çынни хăравçă, вырăс çынни вырăнлă» тесе юрлатчĕç çак вăрçăран таврăннă салтаксем».
«Çук, эпĕ Хранци çынни мар», — кулса ячĕ Кушил мучи.
«Мĕн ятлă эсĕ?»
«Кушил тесе чĕнеççĕ».
«Çемйӳсем пур-и?»
«Пурччĕ те... Халь çук ĕнтĕ. Пĕр-пĕчченех пурăнап. Паян кунта, ыран — пĕр-пĕр урăх ялта... Шуркассинче кăштах чарăнса тăма та шухăш пур-ха. Ват шăм-шак ывăна пуçларĕ. Канас кăштах».
«Эс мĕн ĕçе пултаран?»
«Выльăх пусап, тимĕр-тăмăр шаккап...»
Хушаççĕ Петерĕ старикрен «хут» ыйтрĕ, лешĕ хулари çӳп-çап купинче тупнă кивĕ кĕнеке листине кăларса парсан пайтахчен ăна кутăн-пуçăн çавăркаласа, вуланă пек тутине сиктеркелесе ларчĕ («иртен-çӳренсене терĕслеме хушаççĕ. Вăхăчĕ çавнашкал»), чăваш йăлипе, Кушил мучи ăçта кайнине, ăçтан килнине, çул çинче хăш кун мĕнле çанталăк пулнине, хăш яла çитсен çумăр çума чарăннисене ыйтса пĕлчĕ. Тата часах каймастчĕ пулĕ те, пӳртрен арăмĕн сасси илтенчĕ.
«Хушаççĕ. Йĕрки çапла. Кантуртисем хушаççĕ», — текелесе Хушаççĕ Петĕрĕ тинех пӳртелле утрĕ.
Кантăрла тĕлнелле Кушил мучи Ультӳç инкен кивĕ пӳртне уçрĕ те вут хутса ячĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...