Атăл шывĕ юха тăрать :: Алмас патша
Юрату çĕмренĕ амантсан хăшпĕрисем çурмаçын пулаççĕ, теприсем вара никам çĕнейми паттăр пулса тăраççĕ.
Ăста-Наçтук калани.
Ăшă вырăн çинче тутлă тĕлĕк курса çывăракан Алмас сасартăках вăранчĕ тt ури çине сиксе тăчĕ.
— О-о, турăçăм! — пăшăлтатса илчĕ вăл. — Каллех тĕлĕк кăна!..
Миçемĕш каç ĕнтĕ вăл çапла кĕтмен тĕлĕк курса хăйне хăй тертлентерет. Хăçан пулнăччĕ-ха вăл?.. Ара, уйăх каялла. Пасар пăхса çаврăнас тесе, Алмас хулана тухрĕ. Пасарта халăх нумай. Сутăçă пек тумланнă патшана чылайăшĕ палласа та илеймеççĕ. Хăшпĕри çеç, патшана пĕр-пĕр суд тунă чухне, е харçа кайнă чухне курнисем, тĕлĕнсе тăрса юлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара палласа илеççĕ те часрах калпакĕсене хывса хул хушшине хĕстереççĕ, çĕре çитиех тайăлса пуç таяççĕ. Хальхинче те çапла пулнăччĕ. Таçти аякри хуларан килнĕ темиçе çын çеç тĕлĕнсе патша çине пăхса илчĕç те тавлашма тытăнчĕç:
— Патша пекех! — терĕ пĕри.
— Çук, — килĕшмерĕ унпа тепри. — Пирĕн патша кунтан çӳллĕрех те çирĕпрех пӳ-силлĕ!..
— Тăхта-ха, тăхта, эсир апла калаçса тăратăр та-ха... ку, ара, Алмас патша хăйех пулмарĕ-и? — иккĕленсе илчĕ виççĕмĕшĕ. — Эпĕ ăна пĕлтĕр çеç çакăнта акатуя килсессĕн курнăччĕ...
Тавлашса хайхискерсем мĕн патне çитрĕç, Алмас ăна вĕçне çитиех пĕлес темерĕ, малалла утрĕ.
Пĕр лавкка патĕнче халăх нумайччĕ. Мĕн япала сутаççĕ-ши тесе патша унталла пычĕ. Алмас пынине курмасăр, кĕпĕрленсе тăракан халăха патша теккерĕсем енчен-енне чышса сирпĕтме те хатĕрччĕ. Анчах Алмас вĕсене чарчĕ, халăх мĕн калаçнине итлесе тăчĕ:
— Багдатран илсе килнĕ!..
— Тĕлĕнмелле çимĕç те пур!..
— Хорассан1 пуставĕ тата, хорассан пуставĕ!..
— Китай пурçăнĕ унтан та лайăхрах!..
Пăлхарстан патшалăхĕ — аслă патшалăх, вăл темле çĕршывпа та суту-илӳ тăвать. Китайран та, Аравирен те, инçетри Енчĕ çĕрĕнчен те, Хиспанирен те, Кейӳ хулинчен те сутăçсем килсех тăраççĕ. Анчах юлашки вăхăтра ытла чăрсăрланса кайнă хазарсем Атăл тăрăх килекен çула пӳлчĕç. Çавăнпа Аравирен тата Китайран таварсем илсе килме пăрахнăччĕ. Эппин, ку сутăç çĕнĕ çул тупнă пулать-и? Е хазарсем хăйсен пеçерменĕсене Атăл çинчен илнĕ-ши?.. Анчах апла пулсан кун çинчен Алмаса пăлхар пеçерменĕсем пĕлтермелле...
Çапла шухăшласа, патша ку сутăç патĕнчен халăх саланасса кĕтес терĕ. Чăнах та, нумаях та вахăт иртмерĕ, лавкка патĕнче çын юлмарĕ, ахăртнех, аякри çĕрсенчен илсе килнĕ таварне хăпăл-хапăлах илсе пĕтерчĕç пулас.
Алмас хуçа-сутăç патне пычĕ.
Хайхискер хуçа-сутăç хăй патне пыракан çын çине тĕлĕнсе пăхрĕ те палласа илчĕ пулас, лавкка хыçĕнчен чупса тухса, патшана çĕре çитиех пуç тайрĕ:
— О-о, аслă патша!.. Мĕн тери хавас эпĕ паян сана хам лавкка патĕнче курма!.. Каçар, аслă патша, эсĕ килессе пĕлмен. Чи чаплă хорассан пуставĕ, чи чаплă китай пурçăнĕ хăварнă пулăттăм. Халĕ вара нимĕн те юлман, пĕтĕмпех-пĕтĕмпех, хăпăл-хапăл илсе пĕтерчĕç.
— Таварусене илсе пĕтерни лайăх-ха, — ырларĕ патша. — Эппин, лайăх таварсем илсе килнĕ... Илтрĕм-ха эпĕ, Багдатран та, Хорассанран та, Китайран та... Маттур. Эппин, тупăшу та пур пулас... Мĕн нимĕн те чĕнместĕн?..
— Тупăш-мĕн ĕнтĕ... — иккĕленнĕ пек пулса тăчĕ сутăç. — Каштах пурăнмалăх пур ĕнтĕ.
— Юрĕ-юрĕ, мĕскĕнленсе ан тăр, — ăшшăн кулса илчĕ патша. — Ямахату Пăлхартах-и? Е кунта лавкка кăна тытса тăратăн-и?
— Çук, кунтах пурăнатăп. Акă, лавккасен хыçĕнче ман çурт, — тӳпенелле кармашăнса ларакан икĕ хутлă хуралт еннелле тăсса кăтартрĕ сутăç.
— О-о, епле чаплă, — тĕлĕнчĕ патша. — Çурт мар ку, чăн-чăн кермен. Тăхта-ха, тăхта!.. Ара, хĕрлĕ кирпĕчрен тунă, — тата та ытларах тĕлĕнчĕ вăл. — Патша керменĕнчен пĕрре те кая мар. — Мĕн ятлă эсĕ?
— Абдаллах ибн-Башту, — каллех пуç тайрĕ çутăç.
— Абдаллах ибн-Башту? — тĕлĕнчĕ патша. — Эсĕ вара мĕн, Арави çынни-им?
— Çук, аслă патша, — тата та тайăларах пуç тайрĕ сутăç. — Пăлхар эпĕ. Анчах ислам тĕнĕпе пурăнатăп. Çавăнпа ман ят Арави çыннисенни пек.
— Ара, пăлхарсен хушшинче те ислам тĕнĕпе пурăнакансем тупăнма тытăнчĕç-и? — тĕлĕнчĕ патша. — Хăçантанпа ислам тĕнĕпе пурăнатăн эсĕ?..
Çав вăхăтра сутăç лавкки хыçĕнчен çак тĕле вунулттă-вунçиччĕсенчи пиçнĕ çырла пек чип-чипер хĕр-пике тухрĕ. Ун аллинче — тăмтирĕк, тăмтирĕк çинче кăнтăртан илсе килнĕ тутлă шăршă саракан тем тĕрлĕ çырла-çимĕç. Вăл тăмтирĕкне патша патнелле тăсса пачĕ.
— Ку, аслă патша, кучченеç...
Хĕр-пике сасси Алмаса чĕкеç чĕвĕлтетнĕ пек илтĕнчĕ. Вăл пĕрре хăй умне тăсса панă тăмтирĕк çине, тепре хĕр-пике çине тимлесе пăхса илчĕ:
— Кам эсĕ? — пăшăлтатса ыйтрĕ.
— Аттен пĕртен-пĕр хĕрĕ, — чĕвĕл чĕкеç чĕвĕлтетнĕ пек хуравларĕ хĕр-пике. — Тутанса пăхсам, аслă патша, пирĕн кучченеçе...
Анчах Алмас вăл тăсса панă тăмтирĕке текех курмарĕ, вăл вĕçемсĕр хĕр-пике çине пăхрĕ. Хăва хулли пек яштака пӳллĕ хĕр-пике, куçĕ шăрăх çанталăкри кăвак тӳпе пек кăн-кăвак, çӳçĕ вăрăм, хуп-хура. Тупата туршăн, этем çуратса ӳстернĕ хĕр мар пуль ку! Пĕр-пĕр пирешти мар-ши?.. Пăхрĕ те пăхрĕ патша хĕр çине, пăхрĕ те пăхрĕ... Тин кăна сутăçпа мĕн çинчен калаçнине, хаи патша пулнине те манса кайсах пăхрĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ? — ыйтрĕ юлашкинчен, хăй кирлинчен те ытларах пăлханма тытăннине астуса илсе.
— Хания, — чĕвĕл чĕкеçĕнни пек сассипе хуравларе хĕр-пике.
Патша вара çавăн чухне сасартăк хыçалалла çаврăнче те урăх нимĕн сăмах чĕнмесĕрех хăй керменĕ еннелле васкарĕ...
Çавăнтанпа миçе каç хушпш ĕнтĕ çак хĕр-пике патшана канлĕн çывăрма та, патшалăх ĕçĕсем пирки кирлĕ пек шухăшлама та памасть. Кĕçĕр те вăл каллех тĕлĕкре тĕлленчĕ. Иккĕшĕ пĕрле алла-аллăн тытăннă та вĕсем тем тĕрлĕ чечекпе тулнă улăхпа утаççĕ пек. Унтан сасартăк Хания Алмас аллинчен хăй аллине вĕçертрĕ те чĕвĕл чĕкеç пек тӳпенелле вĕçсе хăпарчĕ.
"Атя, вĕç ман хыççăн! — чĕнчĕ вăл Алмаса. — Ак çапла, ик аллуна икĕ еннелле сар та çӳлелле вĕçсе хăпар!"
Алмас ун патне вĕçсе хăпарас тесе, ик аллине икĕ еннелле сарать, çӳлелле те сиксе илет, анчах ниепле те вĕçсе каяймасть, çӳлелле хăпараймасть.
"Вĕçейместĕп!" — тет вăл аптраса, каплахаллĕн хĕр-пикене çухатасса ăнланса.
"Вĕç атя, вĕç!" — чĕнĕт ăна çӳле вĕçсе хăпарнă хĕр-пике.
"Çук, вĕçейместĕп!" — каллех сике-сике илет те çӳлелле çĕкленеймест Алмас.
"Эппин, эсĕ мана кирлĕ мар! Сансăрах вĕçсе çӳретĕп! Хам пĕчченех!" — чĕвĕл чĕкеç сассипе хурланнăн каларĕ те хĕр-пике таçта тӳпене, куçпа курайми çĕре çĕкленсе курăнми пулчĕ.
"Эх, çак ытарайми хĕр-пикене епле çухатрам-ха вара?" — тесе хăраса, вĕри тарпа çăвăнса вăранчĕ паян та Алмас.
Варансассăн та чылайччен тăна кĕрсе çитеймен пек выртрĕ вăл. Ура çине тăма та вăйĕ çитеймест пек. Юлашкинчен аран-аран вырăнĕ çинех тăрса ларма вăй çитерчĕ.
"Оо, турăçăм! — кулянса, аран-аран вăй тупса, пăшăлтатса илчĕ патша. — Каллех тĕлĕк кăна... Тепĕр тесен, тĕлĕк çеç пулни лайăх та. Атту унсăрах юлмалла-и вара?.."
Алмас ури çине тăчĕ те кĕтесри сĕтел çинчи шăнкăравне илсе хуллен шăнкăртаттарчĕ. Çавăнтах нимĕн сасă памасăр таппир2 кĕрсе тăчĕ.
— Итлетĕп, аслă патша, — Алмаса çере çитиех пуç тайрĕ вăл.
— Яштупая кала, — хушрĕ патша. — Абдаллах ибн-Башту ятлă сутăç пур. Çавăн çинчен ыйтса пĕлтĕр те мана каласа кăтарттăр.
— Юрать, — каллех пуç тайрĕ те таппир ним сасă тумасăр тухса кайрĕ.
Патша вара, темĕскер хăй кăна пĕлекен япала çинчен шухăшланă пек, васкамасăр тумланма тытăнчĕ.
Атăлçи Пăлхарстан патши Алмас — яштака пӳллĕ, вăрăм та хуп-хура сухаллă, çивчĕ куçлă çын. Вăл Шилкка ывăлĕ. Шилкка патшан икĕ ывăл пулнă — Паттăр-Мумин тата Алмас. Патша вилнĕ хыççăн Атăлçи Пăлхарстан патши Шилккан аслă ывăлĕ Паттăр-Мумин пулса тăнăччĕ. Вăл вунвиçĕ çул аслă та чаплă патшалăхра астул тытса тăчĕ. Вăл вилнĕ хыççăн вара унăн шăллĕ Алмас патшана ларчĕ.
Алмас çирĕп кăмăллă, пуласлăхшăн ăнтăлакан, хăй шутланине тăвас тесе ырми-канми ĕçлеме пултаракан çын.
Хăйăлти сасă парса, шал енчи вăрттăн алăк уçăлса кайрĕ. Каллех таппир кĕрсе тăчĕ.
— Аслă патша, каçар, — терĕ çĕре çитиех пуç тайса. — Тĕлĕнтермĕш хыпар!.. Çавăнпа ирех пĕлтерес терĕм. Пирен чикĕри çарсем ламтайсен çĕрĕнчен килнĕ элче тупнă.
— Мĕнле ламтайсен çĕрĕнчен? — тĕлĕнчĕ патша.
— Ара, Кавказран. Купрат патша çĕрĕнчен.
Таппир вара аякран килнĕ элче мĕнле тупни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Ламтайсен çĕрĕнчен килнĕ элче тупни çинчен илтсессĕн, Алмас тӳрех ăна хăй патне илсе килме хушрĕ.
* * *
Ламтайсен çĕрĕнчен килнĕ элчĕ Тарпай ку хушăра самаях тăна кĕрсе çирĕпленсе çитме ĕлкĕрнĕ.
— Аслă патша! — халиччен курман пулсассăн та Алмаса тӳрех палласа илчĕ Тарпай. — Аслă Танкăр пулăшрĕ, пурпĕрех çитрĕм иккен эпĕ сан патна.
Элчĕ патшана пуç тайрĕ те тӳрех хăй мĕншĕн çула тухнине калама тытăнчĕ.
— Питĕ йывăр пурăнатпăр, аслă патша, эпир, ламтайсен çĕрне юлнă пăлхарсем. Хазарсем йăлтах пусмăрласа çитерчĕç ĕнтĕ пире. Ниçта кайса кĕме çук. Пирĕнпе пĕр юнлă халăх пулсассăн та, пире вĕсем пĕрре те шеллемеççĕ. Тĕрĕссипе вĕсем хăйсем халь ĕнтĕ хазар пулма та пăрахнă. Вĕсенчен чылайăшĕ ют тĕнпе, иудейсен тĕнĕпе пурăнма тытăннă. Çавна май пире, аслă Танкăра пуççапакансене, пушшех те пĕтереççĕ. Эпир хамăрăн Тăнай çинчи тăвансем патне те пулăшу ыйтса çынсем ятăмăр. Анчах вĕсенчен нимĕнле пулăшу та пулмарĕ. Те пирĕн элчĕсем çитеймереç. Те унти тăвансем пире пулăшас мар терĕç... Халĕ ĕнтĕ, аслă патша, сан çине кăна шанатпăр. Эсир, кунти пăлхарсем, пулăшасса кĕтетпĕр.
— Византисемпе ĕлĕк пăлхарсем туслă пурăннă, вĕçем мĕнле-ши? Вĕсем эсир пысăк нушана кĕрсе ӳкнине пĕлеççĕ-ши? — ыйтса-тĕпчеме тытăнчĕ Алмас.
— Византисем пире манса кайрĕç пулмалла çав, — терĕ элчĕ. — Халь ĕнтĕ вĕсем хазарсемпе туслă. Византи императорĕ хазарсен елик-пикине качча илнĕ те ăна хăй арăмĕ тунă. Хазар елик-пики императрица та пулчĕ. Çавăнпа византисем пире пачах та пулăшасшăн мар.
— Мĕнле-ха вара византисем иртнине пĕтĕмпех манса кайнă? — тĕлĕнчĕ Алмас. — Ара, пирĕн мăн асатте Купрат Византи императорĕсемпе епле туслă пулнă. Кустантинра3 та пурăннă.
— Иртнине питĕ час манаççĕ çав вĕсем, византисем, — терĕ кулянса элчĕ.
— Эппин, вĕсене аса илтермелле, — хăй шухăшне каларĕ патша. — Тен, эпир хамăр та айăплă пулĕ. Хамăр çинчен аса илтермен.
Алмас кăштах шухăша кайса ларчĕ те алăк патĕнче тăракан теккере4 хушрĕ:
— Халех шыраса тупăр: :Аксупай карпуçа5 тата ватă Айтукана.
* * *
Патша керменĕнче паян та нумайăн мар: Аксупай карпуç, ватă тел Айтукан, ламтайсен çĕрĕнчен килнĕ элчĕ Тарпай тата патшан аслă телĕ, визирĕ Яштупай.
— Эпĕ Кустантина, византисен императорĕ патне элчĕсем ярас терĕм, — хыттăн, пурне те хушнăн каларĕ патша. — Византи аслă та чаплă патшалăх. Ĕлĕк пирĕн ламтайсем византисемпе туслă пулнă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Византипе çыхăну тытма пăрахнăшăн эпир хамăр та айăплă. Византисем патне элчĕ пулса манăн шанчăклă тел Айтукан каять. Вăл хăйпе пĕрле сутăçсем те илсе каять. Икĕ караппа. Византипе пăлхарсем ĕлĕкхи пекех суту-илӳ туса пурăнма тытăнмалла.
— Икĕ караппа! — ларнă çĕртен ури çине сиксе тăчĕ Аксупай карпуç. — Вĕсен карапĕсене хурахсем тӳрех ярса тытаççĕ!..
— Хурахсем ярса ан тытчăр тесен, ăна çар карапĕ сыхласа пымалла, — карпуç çине пăхса сăмахне малалла тăсрĕ патша. — Чи чаплă çар карапĕсенчен пĕрне илетĕн те сутăçсене сыхлама эсĕ тухса каятăн.
— Пирĕн хазарсен çерĕпе те иртсе каймалла пулать, — тӳрех, çарçынни пек калаçма пуçларĕ Аксупай. — Кайран тата Атăлтан Тан6 шывĕ çине каçмалла...
— Хăвпа пĕрле пилĕкçĕр, çук, пин эккел илетĕн, — терĕ патша, карпуçа малалла калама чарсах. — Чи чаплă текĕрçсем пулчăр унта.
— Хазарсем тапăнас пулсассăн вара пирĕн вĕсене хирĕç тăраç пулать.
— Тĕрĕс, — çирĕплетрĕ патша. — Пăлхарсем нихăçан та хазарсенчен хăраса тăман. Хазарсем тапăнаççĕ пулсан, вĕсене çĕмĕрсе тăкмалла санăн.
— Шыв çинче чухне хазарсене ним те мар çĕмĕрсе тăкатпăр, — хастаррăн каларĕ карпуç. — Хазарсен пирĕнни пек карапсем çук. Анчах Атăлтан Тан çине каçнă чухне пулсан...
— Эсир вăрçа мар, эсир элчĕ пулса каятăр, — вĕрентсе каларĕ Алмас. — Вăрçа кĕме ан васкăр. Элче тивмеççĕ.
— Хазарсене шанма çук, — ури çине тăрса, ирĕк памасăрах калаçма тытăнчĕ Тарпай. — Эпир элчĕ пулнине пăхмасăрах вĕсем пирĕн çине тапăнчĕç.
— Хальхинче кăштах урăхларах пулать, — терĕ патша кăмăллăн. — Айтуканпа Аксупай Атăлçи Пăлхарстан патшин, Алмас патшан элчисем. Атăлçи Пăлхарстан — аслă патшалăх. Ман элчĕсем çине тапăнни вăрçă пуçланнине пĕлтерет.
Тарпай тата тем калас тесе çăварне уçрĕ, анчах усси çуккине ăнланче те шăпланчĕ, хăй вырăнне ларчĕ.
Патша вара карпуç енне çаврăнчĕ.
— Çапăçмасăр тăма май çуках пулсан вара... пĕлетĕп: Аксупая вĕрентсе тăмалла мар.
— Итлетĕп, аслă патша! — ури çине сиксе тăрса, сылтăм аллипе сулахай кăкăрне çапса илчĕ карпуç.
— Чи кирли — пăлхар ятне ямалла мар!
— Ăнлантăм! — каллех пуç тайса кăкăрне çапса илчĕ Аксупай.
Айтукан та ури çине сиксе тăчĕ:
— Хăçан тухса каймалла?
— Хатĕрленме виçĕ кун паратăп. Тарпай та сирĕнпе пырать. Сирĕн элчĕлĕхĕн икĕ тĕп тĕллев. Пĕрремĕшĕ — византисемпе çыхăну тытма тытăнасси. Иккĕмĕшĕ — ламтайсен çерĕ çине юлнă пăлхарсене пулăшасси. Византисемпе пур енлĕ килĕшӳ тусассăн, иккĕмĕш тĕллев пирки те калаçма ан манăр. Каялла килнĕ чухне вара Тарпай сире хăйĕн йăхĕсемпе паллаштарĕ. Тĕл пулăр, калаçăр, пĕлĕр — мĕнле пулăшма пултаратпăр эпир вĕсене. Тăнай çинче пăлхарсемпе пĕрлешсе, хамăр çарсене ярса, хазарсенчен ирĕке кăларма пулмасть-и, кун пирки те сăмахлама ан манăр.
— Итлетĕп, аслă патша, — пуç тайрĕ Айтукан.
— Эпĕ те калам-ха, — тӳрех калаçăва хутшăнчĕ Тарпай та. — Алмас патша пире пăрахмассине шаннăччĕ эпĕ. Тавтапуç аслă Танкăра! Эпĕ шанни çитрĕ. Элчĕлех ăнăçлă пулсассăн, Кавказ таврашĕнче пурăнакан пăлхарсем те ирĕке тухаççĕ. Аслă Пăлхарстан вара çĕнĕрен чĕрĕлсе çĕкленсе каять.
— Эппин, атьăр, çула тухма хатĕрленер! — хушрĕ патша, аллипе сулса.
Пурте кайма хатĕрленсе алăк патнелле чакрĕç.
— Яштупай, эсĕ юл, — хушрĕ патша. — Каламалли пур. Аслă тел пуç тайрĕ те хăй вырăннех пырса тăчĕ.
— Таппир сана каларĕ-и? — ыйтрĕ патша Яштупайран, курăнчара иккĕш кăна тăрса юлсассан.
— Пĕтĕмпех тĕпчесе пĕлтĕм, — тӳрех хуравларĕ Яштупай. — Абдаллах ибн-Башту — пăлхарах, шĕкĕр хуларăх7 çуралса ӳснĕ. Пăлхарла ячĕ — Янпăлат. Темиçе çул каялла хазарсем патне кайса çӳренĕ. Çавăнпа ăна хулара хăшпĕрисем Хазарин тесе те чĕнеççĕ. Пуясса та çав хазарсем патне кайса çӳренĕ хыççăн пуйнă теççĕ ана. Ахăртнех пĕр-пĕр питĕ тупăшлă ĕç тунă пулас вăл.
Аслă телĕ каласа панине патша нимĕн сăмах чĕнмесĕр итлесе ларче. Яштупай ура çинче тăрсах калаçрĕ те калаçрĕ:
— Питĕ чаплă кермен туса лартнă вăл, — малалла каларĕ Яштупай. — Икĕ хутлă, хĕрлĕ кирпĕчрен. Çавăн чухне вара ислам тĕнне илнĕ. Арабсем патне кайса çӳреме тытăннă. Питĕ чее çын. Чĕлхи япшар. Пĕр сăмахпа каласан, нимĕнлн çу сĕрмесĕрех шăвăç чуманпа ярăнтарса яма пултаракан сутăç...
— Кил-йышĕ, ямахачĕ мĕнле? — шухăша кайнăн ыйтрĕ патша.
— Виççĕн çеç вĕсем, — хуравларĕ Яштупай. — Арăмĕ те пĕртен-пĕр хĕрĕ.
Патша çаплах шухăша кайса ларчĕ.
— Тата мĕн те пулин ыйтасшăн-и, аслă патша? — пуçне тайрĕ Яштупай.
— Çук, — аллипе сулчĕ Алмас. — Атя, кай...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...