Атăл шывĕ юха тăрать :: Амаçынсем
Сунара эп тухрăм. Урхамах çунатлă.
Çил ачи кая юлать пиртен.
Çеçенхирĕм аслă, пирĕн йăх хăватлă,
Вăл хуçа кунта мĕн ĕмĕртен.
"Кăвак çурт" поэмăран.
Аякра-аякра аслă та чаплă хуласенчен инçетре, вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир варринче пĕр пысăк чатăр-хула пур. Ку вăл ахаль хула мар, унта амаçынсем пурăнаççĕ.
Амаçынсем — пăлхар халăхĕн хăйне евĕрлĕ йăхĕ. Унта хĕрарăмсем кăна пурăнаççĕ. Вĕсен ку йăли-йĕрки сĕм авалтан пырать. Амаçынсем амаланса, хăйне еверлĕ йăх пулса каясси вăл тахçан-тахçан, Тамарислу хĕр-пике патшара ларнă чухне пуçланнă. Ун чухне пăлхарсен мăн аслашшĕсем кунта мар, питĕ аякра, кăнтăрти çĕрсенче пурăннă. Тамарислу хĕр-пике патша хăйсем çине тапăнса килнĕ тăшмансене ним юлми çĕмĕрсе тăкни ĕмĕрлĕхех чылай кĕнекесенче çырăнса юлнă.
Амаçынсем вĕсем пин çул каялла та пулнă. Вĕсен ун чухне те пĕтĕм тĕнче пĕлекен маттуртан та маттур патши пулнă, ăна Чумара тесе чĕннĕ.
Чумара ытарайми хитре те маттур хĕр пулнă. Пĕчекренех юланутпа çӳреме юратнă, ухăпа пеме, хĕçпе çапăçма, сăнă ывăтма пĕлнĕ. Амаçынсем ун чухне те ытти халăхран уйрăм, хăйсем кăна пурăннă. Вĕсен çемйи вунă çынран танă. Ăна, çемйине, вĕсем çар тенĕ. Çав вунă çыннăн хăйĕн çарпуçĕ пулнă. Çапла вара амаçынсен пĕтĕм ушкăнĕ пин-пин çартан та ытла пулнă.
Амаçынсен тепĕр паллă патши пулнă. Ăна Юракке тесе чĕннĕ.
Халĕ те, акă, амаçынсен ушкăнĕ кунта пысăк, темиçе пине те çитет.
Паян амаçынсен элтеперĕ Пикепи вăрçă вăййи ирттерме хушнă. Илĕм-тилĕмлех амаçынсем хăйсен чатăр çурчĕсенчен тухса, учĕсем çине утланса, чатăр хула çумне текĕртĕн-текĕртĕн тăма тытăнчĕç. Акă ĕнтĕ чакăркки сасси илтĕнсе кайрĕ. Кăнтăрлахи ялкăш хĕвел пек сап-сарă чатăртан Пикепи çăмăл уттипе хăвăрт тухрĕ те уринчен ури çине пусса чăтăмсăррăн тăракан учĕ патне пычĕ, чĕлпĕрне ун çурăмĕ еннелле ывăтрĕ те вăштах утланса ларчĕ.
— Атя, кайрăмăр! — терĕ янăравлă сассипе.
Учĕ, унăн сăмахне ăнланса, уçă хирелле çил пек ыткăнчĕ.
Амаçынсен текĕрчĕсем хăйсен патши пырасса кăна кĕтнĕ. Акă вĕсем аслă çеçенхирелле текĕртĕн-текĕртĕн хускалса кайрĕç. Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк!.. Чи малта — амаçынсен патши Пикепи хăйĕн тин сунă сĕт пек шап-шурă учĕпе. Ун хыçĕнче — виçĕ амаçын, вĕсем патша элемне тытса пыраççĕ. Амаçынсен патшин элемĕ питĕ хăйне евĕрлĕ. Вăл çутă-сарă. Ун варринче — çунатне сарса тӳпенелле вĕçсе хăпаракан ăмăрткайăк.
Элемрен хыçаларах улма-чăпар утпа — канар, урăхла каласан, çĕр çынран тăракан амаçынсен текĕрчĕн ертӳçи. Канар хыçĕнче — амаçынсен текĕрчĕ. Вĕсем пурте улма-чăпар утпа... Амаçынсен тепĕр текĕрчĕ — кăвак утпа, виççĕмĕшĕ — хăла утпа, тата тепри — хура курак пек хура утпа...
Амаçынсем пурте лайăх кăралланнă. Пуçĕсене каçăртса, Пикепи элемĕ çинчи ăмăрткайăк пек халь тесен халь тӳпенелле çĕкленсе кайма пултарасла учĕсем çинче ларса пыраççĕ.
Харçă çулĕ çăмăл мар. Харçă çулĕ çине тухсассăн унта темĕн те пулма пултарать. Çавна шута хурса, амаçынсем çеçенхире тухсассăнах темхерсен çарне кăларса яраççĕ. Темхерсем вара хăйсем тăватă пысăк мар текĕртрен тăраççĕ: алтемхер — малти çарĕ, кайтемхер — кайри çарĕ, партемхер — сылтăмри çарĕ, вартемхер — сулахайри çарĕ. Çапла вара темхерсен пысăк мар çарĕсем самай аякка кайса текĕртсем пыракан çул çинче мĕскер те пулин асăрханмалли çук-и тесе пăхса-тимлесе, тĕрĕслесе пыраççĕ.
Çапла çар йĕркине тăрса, амаçынсем вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхире тухрĕç. Анчах инçе те кайса ĕлкĕреймереç, вартемхер енчен тӳпене çунакан çĕмрен тӳпенелле вĕçсе çĕкленчĕ. Çавăнтах çилхăван утпа пĕр амаçын, вартемхер енчен вĕçтерсе тухса, Пикепи патнелле васкарĕ.
— Мĕн унта? — утне чарса ыйтрĕ Пикепи.
Вăл чарăннине курса, пĕтĕм çар çеçенхир варринче тăпăрт пулса тăчĕ. Пурте вартемхер пынă еннелле пăхма тытăнчĕç.
Хыпарçă-амаçын сулахаялла кăтартрĕ:
— Юланутçăсем килеççĕ.
— Нумайăн-и?
— Нумаях мар. Сунарçăсем пек туйăнаççĕ.
Пикепи сулахай аллине çĕклесе кăчăк туртнă пек турĕ те вартамхер еннелле вĕçтерчĕ. Çавăнтах вĕçĕ-хĕррисĕр пыракан çар хушшинчен икĕ çĕрни вĕçтерсе тухрĕ те ун хыççăн вĕçтерчĕ. Ку вăл — сыхçар, кирлĕ пулсан, амаçынсен патшине хăй хӳттине илмелле.
Аякра чакăркки сасси илтĕнчĕ. Хирĕç килекен юланутçăсем те вĕçĕ-хĕррисĕр çара асăрхарĕç пулмалла. Вĕсем пĕр саманта чарăнса тăчĕç, çавăнтах çӳллĕ шăчĕ çĕкленчĕ, ун тăрринче çутă-сарă элем, элем варринче шурă парс ӳкерсе хунă.
— Пăлхар патши! — тӳрех чухласа илчĕ Пикепи. — Чăнах та, аслă çеçенхире сунара тухнă пулас.
Вăл теккере чĕнсе илчĕ те текĕртсене тапăра тăма хушрĕ.
— Ман валли чатăр карăр! — терĕ. — Пăлхар патши паян пирĕн патăмăрта хăнара пулать.
* * *
— Кĕтмен тĕлпулу. Çапах та эпĕ питĕ хавас...
Çак сăмахсемпе Алмас патша Пикепи чатăрне кĕрсе, хаклă хăна валли вырнаçтарнă тайра1 çине ларчĕ.
— Амаçынсем çинчен эпĕ питĕ нумай илтнĕ, анчах вĕсемпе çапла çеçенхирте, вĕсем вăрçă вăййи выляма тухсан тĕл пулман.
— Эппин, паян кăтартатпăр, — терĕ Пикепи.
Патша Пикепи çине сăнаса-сăнаса пăхрĕ те сасартăк унра ытарми çук илем, илĕртӳллĕх те курса, те туйса илчĕ. Тăхта-ха, тăхта, мĕншĕн çапла туйăнчĕ-ха ăна?.. Ара, вăл Алмаса такама, питĕ çывăх çынна, аса илтерет. Патшан ӳт-пĕвĕ вĕриленсе кайрĕ. Ара, çак амаçынсен патши ăна хăй вилес пекех кăмăлласа пăрахнă ислама тухнă пăлхар çыннин хĕрне аса илтерет-çке!.. Абдаллах Ибн-Баштун Хания ятлă ытарайми хĕрне!.. Чăнах та, пĕтĕмпех Хания пек çак амаçынсен патши. Анчах кăшт çулланни çеç паллă, тата... тата туллирех, арçын ытамне лексе ача çуратса курнă хĕрарăм çакăн пек пулать... Хания вара, Хания арçын артакĕ мĕн иккенне пĕлмест-ха.
Алмас пуçне кĕтмен шухăш пырса çапрĕ. Ашшĕ, ашшĕ, Абдаллах ибн-Башту, патша каланине манса кайса хĕрне пĕр-пĕр çĕре качча парсан?..
"Пуçне касатăп! — пăшăлтатса илчĕ патша. — Пуçне касатăп. Нимĕн шеллемесĕр!.."
Вăл, пĕтĕм вăйне пухса, çак шухăшсенчен хăтăлма тăрăшрĕ. Юлашкинчен аранах хăйне алла илчĕ.
Патша чунĕ-чĕринче çак хушăра мĕнле шухăшсем явăннине Пикепи пĕлеймерĕ.
— Эпир хатĕр, — терĕ вăл. — Вăрçă вăййи халех пуçлама та пултаратпăр.
Алмас сăнĕнче сасартăк алхасуллăх шухăшĕ палăрчĕ.
— Юрату вăййи хăçан пулать? — ыйтрĕ вăл кăшт куларах.
Ку сăмахсене илтсессĕн Пикепи те кулса ячĕ:
— Кăçал пулмасть, аслă патша. Пĕлтĕр кăна пулнă. Пепкесем пĕчĕккĕ-ха. Вĕсене пăхмалла. Çитес çул вара... кил... кĕтетĕп.
Амаçынсен патши хĕрелсе кайрĕ.
— Тăхта-ха, тăхта, Пикепи, — тĕлĕнчĕ Алмас. — Питӳ çине хĕрлĕ тĕс çапрĕ. Эсĕ, мĕн, хĕрелсе кайрăн-и?.. Ара, эпĕ сана пĕрре те вăтантарас теменччĕ.
— Эпĕ те хĕрарăм, аслă патша, — хальхинче хăй вăтаннине çĕнтерчĕ Пикепи. — Амаçын пулсассăн та... Юрату вăййи пирки чăннине калатăп, — хăюлланчĕ вăл. — Кăмăлу пулсан, çитес çул пирĕн хулана кил. Эпĕ сана хам чатăра кĕртме хатĕр.
Пикепи аслă патшана куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ. Хальхинче вара Алмас вăтанса кайрĕ, куçне тартрĕ те хуллен пăшăлтатса каларĕ.
— Тавтапуçах. Эпĕ çитес çул сан патна килетĕпех.
Пикепи кулса ячĕ.
— Эппин, калаçса татăлтăмăр. Халĕ вара вăрçă вăййи курма тухатпăр...
* * *
Часах аслă çеçенхирте амаçынсен вăрçă вăййи пуçланчĕ.
Пикепипе унăн акамĕ Тинеслу, урхамахĕсене юнашар тытса, йĕркен-йĕркен тăрса тухнă вуннисемпе çĕрнисен хушшипе иртрĕç те уçă çеçенхире ыткăнса тухрĕç, унтан иккĕш икĕ еннелле уйрăлса кайрĕç.
— Ий-ях! — кăшкăрса ячĕ те Тинеслу, хĕр-патша енне çаврăнса, хăйĕн çĕмренне тӳпене вĕçтерчĕ.
— Ий-ях! — тата та хаваслăрах кăшкăрчĕ те Пикепи акамĕ енне çаврăнса, хăй çĕмренне тӳпенелле ăсатрĕ. Акă, ун çĕмренĕ тӳпенелле чалăшшăн улăхакан Тинеслу çĕмренне пуçĕнчен пырса çапрĕ...
— Ий-ях!..
Хальхинче малтан Пикепи çĕмренĕ тӳпенелле вĕçсе кайрĕ.
— Ий-ях!..
Чалăшшăн хăпаракан çĕмрене Тинеслу çĕмренĕ çиçĕм пек пырса çапрĕ...
Пуçламăшĕ пулчĕ, халь ĕнтĕ вуннисем вăййа хутшăнаççĕ...
— Ий-ях!..
— Ий-ях!..
— Ий-ях!..
Переççĕ те переççĕ амаçынсем хăйсен уххисемпе. Вĕсен çĕмренĕсем хăвăрт çунатлă кайăк пек çӳлелле вĕçсе хăпараççĕ. Çавăнтах тата вĕсене теприсен çĕмренĕсем пырса çапаççĕ. Ăста, питĕ ăста пеме пĕлеççĕ амаçынсем хăйсен уххисемпе.
Çутă хĕвел тӳпере çиçет, пĕтĕм тĕнчене çутатса илем кӳрет, пуриншĕн те савăнать, кашни чĕрĕ чуна савать, хăй ăшшине, хăй хевтине, хăй юратуне парать.
Вăрçă вăййи курса пĕтернĕ хыççăн каçпулттине пăхмасăрах аслă патша хăй тапăрне таврăнас терĕ. Пикепи пысăк мар текĕртпе ăна ăсатма кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...