Таркăн :: Выртмара


Çĕрлехи çулпа Янтул утсем патне Чĕкету пуçне таврăнать. Ватă лаша çурăмĕ çине месерле выртнă та вăл урисене ик еннелле уснă, лаши асăрханса утнă май çемçен лăнк-лăнк-лăнк туса силленсе пырать. Ăна сăпкара сиктереççĕ тейĕн. Хăрах куçĕпе вăл умĕнчи катăлнă уйăха курать, хăрах хăлхипе шăпчăк юррине итлет, сăмсипе тусан шăршине туять, асĕнче — арăмĕн сăнĕ. Кăнтăрла тĕл пулсан Енчĕпек ун çине тĕмсĕлсе пăхни, çĕрле вăл ӳпкелешсе калаçни халлĕхе йăпатать çеç-ха Янтула. Ăшунта эс урăх хĕрарăмсене саватăн пулмалла, ман пата сахал пыра пуçларăн тет лешĕ. Янтул мĕнле çунса çӳренине пĕлет-им вăл, çамрăкскер. Пĕр кун хушшинче мĕн кăна илтмерĕ, курмарĕ, сисмерĕ, кампа кăна паллашмарĕ, калаçмарĕ пуль те Янтул, чĕре вăйне пĕтермеççĕ-им вĕсем? Тата çулсем те малалла мар-çке.

Чăваш хĕрĕпе çармăс каччи — арăмĕпе упăшки — калаçнинчен Ухтиван самаях ăслă йĕкĕт пулас, çамрăк мăшăр хăйсен ĕмĕтне пĕтĕмпех вăл сывалса тăрассипе çыхаççĕ. Те чĕрĕлĕ-ха лешĕ, шакăр шăмă тăрса юлнă. Çитменне Ухтиванĕ ним шантарса та калаçман иккен. Чи малтан хăвăн тăрăшмалла пуль çав.

Хăй тĕлĕнче сасартăк ӳхĕ кăшкăрса янипе Янтул яшт тăрса ларчĕ те кăшт çеç çĕре ӳкмерĕ. Малта вут çути йăлтлатса илчĕ. Унтан çынсем курăнчĕç. Айвансем те çав. Çывăрасчĕ май пур чухне. Çунакан кăвайт йĕри-тавра шакăр ларса тухнă та Янтул çывхарнине пăхса лараççĕ. Ăна палласан вут патĕнче вырăн туса пачĕç.

— Кая юлса килтĕн, — терĕ анат урамри Ухантей старик лаша умĕнчен аяккалла упаленсе куçса.

Янтул çĕре анса тăчĕ.

— Пĕр сурăх килне таврăнман та, çавна шыраса хăшкăлтăм, — суйрĕ вăл.

— Сурăх тенĕ выльăх пĕччен уйрăлса юлакан марччĕ-çке? — иккĕленчĕ старик.

Янтул кăвар пĕрчи илсе чĕлĕмне чĕртрĕ те лашине тĕттĕмелле çавăтса кайрĕ.

«Ял пурнăçне пĕлместĕн», — питлерĕ вăл хăйне. Унтан шухăшĕпе çамрăксем çине куçрĕ. Калаçма юратакан тупăннă та ĕнтĕ, лараççĕ çăварĕсене карса. Пĕр аташма тытăнсан пуçхĕрлĕ çӳременни çех вĕсем, кунпа çĕр хушшине манса каяççĕ, сикеççĕ вара, чупаççĕ, кĕрешеççĕ. Ыйхă чăптин çăпати кантрине салтса ун ик урине пĕр çĕре çыхни унта е ун йĕм çăрхине вĕçертсе янисем. Çыннине кăшкăрса вăратсан вăл ӳпне-питне чикеленнинчен кулни. Юмах яраканни, супăльтетсе калаçаканни, вĕри кĕл ăшне паранкă хурса пĕçерекенни. Шурчасем çĕрулмине паранкă теççĕ. Килте çаралла çинипе кăкăра хĕрттерет текен паранкă уçă сывлăшра пылтан тутлă..

Екки янă вăхăтра Янтул-Ильмук яш-кĕрĕме тӳрре кăларма та пĕлет, вĕсен сăвви-юррине те савăнсах итлет. Хăй вăл ташлакан-юрлакан çын мар. Ун йышши мар. «Çамрăксене илсен вĕсем çăвĕн-хĕлĕн ваттисен аллинче лăсканаççĕ те, ма хăть выртмара-мĕнте те пулин выля кулас мар?» — тесе шухăшлать ун пек чухне Янтул.

Пупăн тепĕр ик лашине вăл çырма хĕрринчен тупса килчĕ. Таврара час-часах ут вăррисем пирки асăннăран хăшĕ-пĕри ĕç выльăхĕсене тимĕр тăлăпах тăлланă, Янтулран инçе те мар çĕр пичĕ тăрăх шăнкăрт! чăнкăрт! тутарса сикни илтĕнет. Хăвалăхра тĕтре йăсăрланать, темле кайăк, сассине тĕрĕсленĕ евĕр, пĕрре шăпчăкла, тепре шăнкăрчла юрласа пăхать. Унтан итлесе тăрать те путенелле авăтса ярать. Ахăртнех, Янтулăнни пек, хăйĕн юрри çук пуль ку кайăкăн.

Кăвайт патĕнче сассем илтĕне пуçларĕç.

— Тен, эсĕ орьăххишĕн чирленĕ полнă? — терĕ пĕри.

— Мĕлле орьăххишĕн? — хăтăрса тăкрĕ ват çын сасси — Е эп шуйттанпа çын аллине ойăраймасп-и? Кон алли пăр пак сивĕччĕ.

Янтул хăй тăнă çĕрех курăк çине месерле выртрĕ.

— Аппен эс йĕркипе каласа пар, пор пĕр ăйхă вĕççĕр (вĕçрĕ), —терĕ малтанхи сасă.

— Çĕрле ăна асăнма та аплах мар... — туртăнкаласа тăчĕ калавçă.— Ун чухне ман шăллăм та чĕрĕччĕ-ха. Пĕр шăрăх кон çапла полла карăмăр. Çырма тăрăх сĕрекепе сĕрсе çӳреппĕр. Пĕр авăр тĕлне çитрĕмĕр хайхи. «Ну, конта полă полма кирлă», — тет шăллăм. Сĕрекепе çавăрса илтĕмĕр те çыран хĕрнелле тортатпăр. Полă чăн та пăтă паках йăшăлтатать. Çав самантра мана пĕр усалĕ, шыври, ураран ярса илчĕ. Алли си-ивĕ хăйĕн. Эпĕ çухăратăп. «Тархасшăн полăш!» —тетĕп шăллăма. Хам сиксе чĕтреп. Шăллăм йăпатать мана. «Нимĕн те çок-çке, ме кăçкăран?» — тет. Çок сана. Леш усалĕ шалтан шала сĕтĕрет-ха мана. Аран-аран çыран хĕрне тухса выртрăм. Сĕрекене те алăран вĕçертмерĕм. Пăхатпăр та — ик-виçĕ кутамас полă тăрса юлнă пирĕн сĕрекере. Ыттисене шыврисем кăларса кайнă. Ку шуйттан ĕçĕ тетĕп эпĕ. Япаласене шăллăм патне пăрахса хăвартăм та киле ыткăнтăм. Чупса та, килте выртса та ăшăнаймастăп хам. Сивĕ чирех лекрĕ. Унтан тар чирне коççĕр (куçрĕ). Йăлт аптраса çитрĕм хайхискер. Ман коçа кашни каç хĕвеланăç енчен хора пĕлет капланса килни корăнатчĕ. Пĕрре сăнасарах пăхрăм та, — нимле пĕлĕт те мар, — шуйттан кĕтӳйĕ вĕççе килет-мĕн. Вĕсен йăви шăп кăна эпир полă тытнă авăрта пулнă. Эпир шăллăмпа çав йăвана ăнсăртран çаклатса салатнă-мĕн, шуйттанĕсене çиллентернĕ. Çавăнпа вĕсем мана тарăхнă. каç полнă-полман пӳрт омне вĕççе пырса ӳкетчĕç те пор шăтăк-çорăкран пӳрте кĕрсе толатчĕç, тӳрех ман ал-урана çĕмĕрме тапрататчĕç. Ну, вататчĕç вара, ну, имĕретчĕç. Эпĕ ниçта кайса кĕрейми кăçкăраттăм. Çурçĕр автанĕ аватса ярсан тин шуйттансем тохса каятчĕç.

— Сăнĕ мĕнле вĕсен? — ыйтрĕ такам хăраса, сассинчен — ача пулас.

— Пĕр шуйттанĕ каснă-лартнă сан аçу пакчĕ, — терĕ калавçă ним кулмасăр.

Вара ытти çынсем те тĕрлĕ хăрушă ĕçсем çинчен аса илме тытăнчĕç. Пĕри тахçан ӳсĕр пуçпа вилнĕ ашшĕне вăрманта тĕл пулнă-мĕн. Анчах чĕлхи çыхланнипе унпа калаçайман тет.

Вилнĕ çын тенĕрен, вĕсем, пуринчен ытла пӳкле вилĕмпе вилнисем, çумăр пĕлĕчĕсене хăратса яраççĕ тет. Çавăнпа выçлăх çине выçлăх Чăвашра. Хăш-пĕр чухне çумăр пĕлĕчĕ çĕре перĕнесле усăнса тăрать, кĕçех чĕреслеттерсе çума тытăнмалла пек. Çук, çумасть. Сăлтавĕ пĕрре теççĕ ун пек чухне ваттисем. Çăва çинчи шăтăксенчен хăйсен ăнман пурнăçĕшĕн тарăхнă вилесем тухаççĕ тет иккен те, шур кĕписемпе лапăстатса, пĕлĕтсене йăлт хăратса яраççĕ.

Çумăр пĕлĕчĕсем çĕре çити аннине кăçал курман Янтул, тӳррине тӳрех калас пулать. Тĕрлĕ ăçти çуксене те, шуйттансемпе эсрелсене, вутăшсемпе арçуррисене, нихçан та тĕл пулма тивмен ăна. Те пӳлĕхçĕ хăтарнă ĕнтĕ, те вăл хăй çавнашкал тимсĕр этем. Пĕрре те тĕл пулман. Уншăн ӳкĕнмест Янтул. Атя, курманнн курманнипех пултăр. Çапах калаçаççĕ ав çынсем. Пуринчен ытла ыттисенчен илтнипе пулас, «тет» те «тет» теççĕ. Усалне (шуйттанне) хăй куçĕпе куртăм текеннине те ĕненсех пĕтересси килмест Янтулăн. Пĕри курать иккен те, ма юнашар тăраканнисем ан курччăр ăна? Пулмалла мар вăл ун пек. Чирлĕ çынпа ӳсĕр çын куçне темĕн те курăнĕ. Тĕлĕкри евĕрлĕ.

Янтул Чикме хулинчи пурнăçне, хăй вуланă кĕнекесене аса илет. «Бова королевич», «Еруслан Лазаревич», «Юрий Милославский». Чи ытарми вара — «Русланпа Людмила». Ăна виличчен те манас çук Янтул. Шыв пек юхса пырать вăл. Астăвас темесĕрех аса юлать. Тата сăмахĕсем пĕр-перинпе мĕнле çыхăнса пыраççĕ!

 

У лукоморья дуб зеленый,

Златая цепь на дубе том.

И днем и ночьго кот ученый

Все ходит по цепи кругом...

 

Вырăсла кĕнекесене вуланăçем тĕнче уçăлса кайнă пек туйăнма тытăнать, тавракурăм сарăлать. Çĕр çинче темле çын та, темле халăх та пуррине куратăн. Ху çывăхунти пурнăçа урăх çĕртипе танлаштарса пăхатăн. Шухăшлан. Хурланан та, савăнан та — йăлтах пĕрле. Вăй хутшăнать пек сана. Пурăнас килет сан.

Чăваш хушшине килнĕренпе темле ансăр шăтăка лекрĕ тейĕн Янтула. Тоннеле. Нимле çутă та курмасть-ха вăл кунта. Тоннелĕн вĕçĕ ăçтине те пĕлмест. Шалалла кĕнĕçем ытларах та ытларах ăнланать пек Янтул чăваш чунне. Чăвашăн йывăр та кăткăс пурнăçне. Анчах ăнланмалли унтан та нумайрах пулас. Çав вăхăтрах таврари хăрушлăх та ӳссех пырать пек. Ури те тăлланнăçем тăлланать ун. Алли çыхланать...

 

Кăтăш пулнă Янтул такам çухăрнипе тăрса ларчĕ.

— ...а-ан! — пырса кĕчĕ ун хăлхине урмăш сасă.

— Шойтта-а!.. — янăраса кайрĕ теттĕмре çинçе сасă.

— Мĕн полчĕ? — терĕ вут кутĕнчи калавçă мăкăртатма чарăнса.

— Шойттан кортăмăр! Шывран тоххĕр! Тем пышшĕ! — ĕрлешрĕ малтанхи.

— Хăвалăхра çӳрет! — çирĕплетрĕ тепри.

— Ан аташăр. Мĕнле шойттан полтăр тата!

— Мана ĕненмесен хăвăр кайса пăхăр аппен.

— Хăш тĕлте вăл?

— Ав çавăнта. Хăвасем хушшинче.

Калавçă старик ура çине тăнине кура халăх кĕпĕр! тапранчĕ. Кама мĕн лекнĕ — çавна илчĕç те (кам — вут пуççи, кам — нăхта, патак...) — шăппăн тĕттĕмелле кайса курăнми пулчĕç.

Янтулăн çӳçĕ йăшăл! хускалчĕ, чунĕ сӳ! турĕ. Ури айне лекнĕ йĕвене çĕклерĕ те вăл çынсем хыççăн чупрĕ.

«Ытти çынсем те пĕччен-иккĕн тăрса юлма хăранипе çеç ушкăн пуçĕнче ыткăнса пыраççĕ-ши?..» — шухăшларĕ Янтул. Умра вут пуççипе хăлаçланнисем курăнаççĕ, лашасем аяккалла ĕрĕхсе сикни илтĕнет.

...Çынсем чарăннă та малалла сехĕрленсе пăхса тăраççĕ. Тĕтре ăшĕнче темле тĕксĕм мĕлке макăлтатса çӳрет. Капан пек çӳллĕ вăл, мăйракаллă, çăварĕнче вут-çулăм ялкăшать.

— Эс кам? — терĕ паçăрхи калавçă хăраса.

— Мĕн? — ыйтрĕ тĕтре ăшĕнчи.

— Кам эсĕ?

Лешĕ чĕнмерĕ. Такам ун еннелле вут пуççине вăркăнтарчĕ. Янтул йĕвенĕн çăварлăхĕ те тĕме пырса лекрĕ пулас...

Çын унки сасартăк каялла йăванчĕ. Такăнса ӳкнĕ этем хăрушшăн уласа ячĕ. Янтул аллине палланă мăкрăç çурăм лекрĕ.

— Ку Микки мар-и?! Ак тамаша санпа.

— Эс Ильмук-и?{

— Тата кам пултăр! Выртмара эпĕр кунта. Эс мĕн çынсене хăратса çӳрен?

— Эпĕ мар, эсĕр мана вилсе каясла хăратрăр. Пĕр ухмахĕ вут пуççипе тĕкрĕ.

— Эпĕр сана шуйттан тесе! Мĕн шыран эс çĕрле?!

— Хăнасем пулаççĕ терĕн те эс, пулă сĕрме килтĕм ара. Кăнтăрла пулла çӳреме вăхăт çук.

— Тул çутăлтăр-ха ак, иксĕмĕр пĕрле тытăпăр. Хăнасем пирки питех ан шарла эс.

Вĕсем çынсем патнелле утрĕç.

Тытнă пек пуллине Микки Хветле пӳртне кайса леçрĕ.

 

Кăнтăрла умĕн Янтул Ухтиванпа ун тусĕсем мĕнле вырнаçнине пĕлме карĕ. Çын патне пуш алăпа пыма ырă мар тесе хăрах сысна пĕççи те пĕр кĕсье çĕр улми илчĕ. Яшка пĕçерсе çийĕç-и унта, мĕн-и. Ют çĕрте пĕрне-пĕри пулăшмасан май çук-çке. Ĕнер вĕсемпе йĕркеллĕ калаçасси пулмарĕ-ха. Тепĕр йĕкĕчĕпе сăмах хушма тăрсанах хĕрĕ хутшăнать, лешĕншĕн хуравлать. Те чĕлхесĕр вара арçынĕ, те чăваш мар...

Ухтиванĕ кĕлетки-çурăмне те тытайми пулнăччĕ, паян темле-çке тата? Таврара вăл самаях паллă этем пулас, ятне каласан ăна пĕлмен çын та çук. Пурте Ухтиван та Ухтиван теççĕ. Çывăхрах паллашмалла-ха унпа. Ĕнер килĕшрĕ вăл Янтула. Уçă кăмăллă пек туйăнчĕ. Киремет карти çывăхĕнче аптраса ӳкнĕ, çав усал тытнă пулинех ăна.

Хăй çинчен ырă мар шухăшланине киремет сисмерĕ-ши тесе Янтул ун-кун пăхрĕ те хыçалта урам пуçламăшĕнче кантур хуралçи килнине асăрхарĕ. Ку услапне тата мĕн кирлĕ-ши? Янтул хыççăн сĕтĕрĕнмест пуль те вăл?

Хветле пӳрчĕн ик чӳречи хуппине те уçнă та çĕрĕк улăм çивитти айĕнче пĕчĕк пӳрт урамалла çĕлĕк тăхăннă ача пек чалхăртса пăхса ларать. Вĕрлĕк картишĕнче ем-ешĕл курăк. Пахчари çĕре пусса йăрансем тунă, темĕн лартасшăн ĕнтĕ. Мĕн тăвас тен эс, пурнасшăн çынсем.

Картишне пăрăнса кĕрес чух Янтул хыçалалла тепре пăхса илчĕ те хăраса ӳкрĕ. Хуралçă çаплах кунталла сулланать-мĕн-ха, вĕсен хушши чылай кĕскелнĕ. Виçĕ çамрăка Янтул çĕрле кунта ертсе килсе вырнаçтарнине кам та пулин курнă ĕнтĕ, ялта унсăр пулмасть. Унтан кантуртисен хăлхине пырса кĕнĕ. Янтул ахальтенех çаврăнкаласа çӳремест-ха вĕсен тавра, вăл хăй те çавăн йышши терĕç пуль. Эппин, çийĕнчех кунта кĕрсе тăшмансене çул кăтартма та кирлĕ марччĕ пуль. Анчах апат-çимĕç хатĕрне каялла илсе кайма та шел.

Янтул Хветле пӳртне чупса кĕчĕ те аллинчи тутăрпа чăркенĕ сысна пĕççине сĕтел çине хучĕ, кĕсйине кăмака умне урайне пушатрĕ те, «халь ман вăхăт çук-ха, каярахпа килĕп» тесе урамалла вирхĕнчĕ, ял вĕçнелле... васкамасăр утрĕ. «Килне» вăл хуçа ĕçĕпе çӳрекен çын пек ял тулашĕпе таврăнас терĕ. Çил хапхинчен инçе те мар хура мĕлке тăнине пăхмасăрах асăрхарĕ вăл. Кантур хуралçи çитсе тăнă-мĕн. Укăлчаран тухрĕ Янтул. Пахчасен пуçĕпе сулахаялла пăрăнчĕ. Вара тин Хветле пӳртĕнче мĕн курнине аса илме тытăнчĕ. Çенĕк алăкĕ те, пӳрт алăкĕ те яриех уçăччĕ. Çамрăк хĕрарăмпа ун чĕмсĕр юлташĕ, Ухтиван тусĕсем, çенĕкрен пӳртелле пăхса тăратчĕç. Ухтиван ĕнер вырттарса хăварнă путмар çинче... кулкаласа ларать. Пуçне сурпан сырнă пĕчĕкçĕ карчăк ăна кашăкпа тем сыптарма хăтланать иккен. Лешĕ ĕçесшĕн мар пулас. Шыв ăсма кайма хатĕрленнĕ Савтепи витрепе урай варрине чарăннă та карчăк урлă Ухтиван çине ытараймасăр пăхса тăрать.

Янтул халь тин те пулин кӳреннĕ пек пулать. Кур-ха эсĕ: вăл çăрĕпе çывăрмасăр çӳрет, çамрăксене пулăшасшăн, вĕсем пур — куç хӳрипе пăхĕçин хăть. Пăхма мар, карчăкĕ, Ухтивана унран хӳтĕленĕ евĕр, Янтул еннелле çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ.

Пĕр лупашка урлă каçрĕ Янтул. Вăрман сăмсахне çитсе кĕчĕ. Сукмак çине тухрĕ. Хыçалта кантур хуралçи йĕрлесе пынине вăл пĕтĕм кĕлеткипе туять. Çын шăтарасла пăхнипе ури çыхланать ун, алли арпашăнать. Кĕрсе кайĕччĕ вăрманалла — килте кĕтеççĕ.

Шухăшне улăштарас тесе Янтул каллех пĕчĕк пӳртри халăха аса илет. Пиллĕкĕне çитнĕ ав вĕсем. Темĕнле карчăк тупăннă, ахăртнех, эмелçĕ пуль. Пурте хуçаланаççĕ...

Тепре пуç тавра шухăшласа пăхать те вăл — хĕрелсе каять. Ма ытла чăкăлташас? Тен, çын (Ухтиван) вилме выртнă? Кашни ырă ĕçшĕн çав самантрах тав тăвасса кĕтсе тăни — намăс ĕç. Пурăн çынсем пек.

Яла кĕрес чух Янтул шартах сикрĕ. Кантур сĕтĕрăнчĕкĕ, куç айĕн пăхакан парка старик, ăна хăваласа çитнĕ те шăппăн унпа юнашар юли-юлми утса пырать. Янтулăн пĕтĕм ăш-чикки вĕресе хăпарчĕ. Лешне ирттерсе ярас тесе, сукмак хĕррине пăрăнса тăчĕ вăл.

— Эс мĕн... йăпшăнса çӳрен? — терĕ вăл хăй сисмесĕрех вырăсла.

Кантур услапĕ те чарăнчĕ.

— Сана чĕнсе пыма хушрĕç, — тавăрчĕ лешĕ.

— Ăçта пымалла?

— Ăçта пултăр — кантура.

— Кам чĕнме хушрĕ?

— Кам пултăр ара, Ильин хоспотин.

Ивук чĕнтерет иккен. Янтул хăвăрт утса кайса ĕçсĕре пăрахса хăварасшăнччĕ, — юлмарĕ лешĕ. Сасартăк хуллен утма тытăнса хуралçăран тăрса юласшăнччĕ, лешĕ те Янтулран иртсе каймарĕ. Çапла юнашарах вĕсем кантур хапхинчен пырса кĕчĕç.

 

Сĕтел хушшинче ларакан Ивук Янтула пылак сăн-пуçпа кĕтсе илчĕ пулсан та, вăл ни хăйĕн шăрчăклăхне, сипет-сĕрлĕхне, ни Янтула юратманнине, ни мĕскĕнлĕхне пытараймарĕ. Кăмăлĕ те сапаланчăк-мĕн унăн. Ырăмарланса хĕрелсе кайрĕ вăл, ăна кăтартас мар тесе чĕркуççине ыраттарнă пекки турĕ, пĕшкĕнсе урине сăтăркаларĕ. «Путех ку ятлаçма чĕнмен» тесе шухăшласа тăчĕ алăк патĕнчи Янтул. Вара Янтула хирĕç утса пычĕ те Ивук айккинелле пăхса ăна алă пачĕ.

— Мĕнле пурнан, Ильмук пичче? Сана аса илсе эп çĕрĕпе кулса выртрăм. Пултаран эс, молотецă.

«Ильмук пиччех теме тытăнтăн-и?» — телĕнчĕ Янтул.

— Мĕн турăм вара эп, çынна култармалăх? — терĕ вăл асăрханса.

— Ара, ĕнерхи мĕнччĕ? Вăрманти. Тăнчă хăратса пĕтертĕн эс пире. Анчах çилленмерĕм эп сана уншăн, мухтарăм кăна. Ма шӳт тумалла мар тет?

— Те йывăç тăрне хăпарса ларнине калан эс?

— Çавна çав ара.

— Кулмалли мĕн пур вара унта?

■ Страницăсем: 1 2