Таркăн :: Выртмара
— Нимле хир сысни те çук тет вăрманта.
— Эп хам куçпа хам куртăм-çке-ха. Ма эппин эп эсир пыриччен тахçан валтанах йывăç тăрне улăхса ларнăччĕ?
Ивук куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.
— Чăнах та-çке! Ун пирки эп аса та илмен. Ма хăпарса ларнăччĕ эс йăвăç тăрне?
— ?
— Тĕмеркке мучи калать — пирĕн вăрманта нимле хир сысни те çук тет.
— «Тет». Ăçтан пĕлет вăл вăрманта мĕн пурри-çуккине? Ун çывăхĕнче пулман пуль ара, ман патра кĕтĕвĕпехчĕ. Кăшт çеç таткаласа тăкмарĕç... Вăрман тенинче хир сысни çех мар, арçурри те, ыр усал та, тем амакĕ те пулать. Анчах кашнинчех куçа курăнмаççĕ вĕсем, пĕр-пĕр тунката е çӳп-çап пулса выртаççĕ. Пырса лек-ха эс вĕсен патне — кăтăкласа вĕлерĕç.
— Кай, ан хăрат, Ильмук пичче. Ман урăх сăмах халь. Атте сана хамăр пата тарçа илесшĕн. Юратса пăрахнă вăл сана.
— Ăçта курнă вăл мана, сан аçу?
— Вăл таçта та курĕ, куçĕ ун саккăр сăвать. Эп мухтаса калаçнине те илтнĕ ĕнтĕ. Пачăшкăпа юмахланă пуль...
«Ăçталла пăрать ку эсремет ачи? — тесе пуçне ватса тăчĕ Янтул алăк патĕнче. Малалла иртсе ларма килĕшмерĕ вăл, хăй кăмăлсăррине çавăнпа та пулин палăртас терĕ пуль. — Мана мухтама мар, çисе ярăттăн та эс, май килмерĕ пуль-ха», — шухăшларĕ Янтул.
— Эп пĕччен мар, ман мăшăр пур, ыр хуçам, — терĕ вăл. — Пурăннăçем, тен, виççĕне те çитĕпĕр-ха.
— Пĕлетĕп эп ăна. Çавă лайăх та. Пире икĕ çын мар, виççĕ те чăрмантармасть. Тата килте шăп кăна хĕрарăм чунĕ кирлĕ. Унчченхи тарçипе ман аккана атте уйăрса кăларасшăн. Ăна сан пек çынсем килĕшеççĕ. Кунĕ эс. Ĕçчен.
«Э, апла иккен-ха, — тесе шухăшласа тăчĕ Янтул. — Эсир мана йăваш пулма сĕнетĕр».
— Тепле, юрама пĕлĕп-ши эп сире? Тепĕр чухне ман ним мар япалашăнах тăман кăларасси те пулкалать.
— Пирĕн патра сан валли ятлаçмалли çын çук. Атте тĕнче касса çӳрет. Эп кунта кантурта. Эс выльăх панче картара та уйра пулан.
«Çав хушăра эп сан çамрăк арăмупа йăпанкалăп», — шухăшларĕ Ивук.
— Ырра хирĕç ырă, — терĕ Янтул. — Эппин, манăн та сире ырăпа тавăрмалла пуль. Мĕнпе ырă ятлă пулăп-ши эп сирĕн умра?
— Нимех те кирлĕ мар пуль пире? Атте тарçăсен пӳртне тутарса пĕтерсенех эпир сире хамăр пата куçарăпăр.
— Хăçан пулма пултарĕ вăл?
— Пĕр тытăнсан вăраха ямĕç пӳртне.
— Вăрманне касса янтăланă-и хăть?
— Ĕç ун патнех çитеймен-ха.
— Унтан пĕренисене яла турттарса хумалла-ха...
— Паллах ĕнтĕ ара. Унсăр май килмест. Пӳртне вăрмана кайса лартаймăн.
— Вара пурине хăпартмалла...
— Çине те витес пулать, ăш-чиккине те туса кĕмелле, унсăр пуранма çук пӳртре, — çĕтĕлес мар тенĕ çĕртех çĕтĕлсе каласа пĕтерчĕ Ивук.
«Эппин, ку сăмаха эс пире тарçа илес çурри каламастăн-ха. Ман умра та ахальтен йăпăлтатмастăн. Сан пуçунта урăх шухăш. Мĕнле шухăш-ши, пĕлĕттĕм?» — тавçăрса илме хăтланса тăчĕ Янтул.
— Утсене пăтратса памаллаччĕ ман, ырă хуçам...
— Юрĕ, кай. Анчах унччен эп сана пĕр ниме тăман ĕç туса пама ыйтасшăнччĕ.
— Мĕн-ши вăл?
— Авланма шухăш тытрăм эп...
— Лайăх шухăш! — ырлама васкарĕ Янтул.
— Шухăшĕ аван, ĕçĕ чарăнса ларчĕ-ха. Хĕрĕ качча тухма килĕшмест.
— Сан чул çынна та тиркесен! Ашшĕ-амăшĕпе калаçса пăхăр. Евчĕсем ярăр.
— Евчĕ пулма сĕнесшĕн те эп сана.
— Эп ун пек ĕçсемпе ĕмĕрне те çыхланса курман, — пат татса хучĕ Янтул. — Туй-çуй йăли-йĕркисене те пĕлместĕп.
— Ниме те пĕлтермест вăл. Эсĕ хĕрне çеç итлеттер. Ыттине эп йăлтах хам çине илетĕп.
— Ман пуклак чĕлхепе ăçта унта хĕрсене çавăрма.
— Калаç эс. Çынсем пăхăнаççĕ сана, хĕрĕ те итлеме тивĕç! Сана итлемесен арăмна итлĕ. Ăна та итлемесен матăшкăна итлĕ. Ушкăнпа та калаçса çавăрма пултаратăр эсĕр ăна.
— Кам хĕрĕ вара вăл, ун пек мăн кăмăллăскер?
— Пĕлетĕн эс ăна. Савтепи ятлă вăл.
— Пирĕн патри-и?! — тепре тĕлĕнчĕ Янтул.
— Çавă, — терĕ Ивук çилĕллĕн.
— Ашшĕ-амăшĕпе поплесе пăхрăр-и?
— Амăш çук, ашшĕ кăна. Вăл та пулин мемме çеç. Никама та итлемест Савтепи.
— Апла вăл пире те итлемĕ?
— Пĕл эс итлеттерме! Çавăнпа чĕнтĕм эп сана. Ăна ман валли çавăрма пултарсан нимĕн те шеллемĕп саншăн. Кала эс ăна: хальхинче эпĕ чăннипе авланатап. Щурчара çурт туянап...
— Мĕне пĕлтерет вăл «хальхинче» тени?
— Ну ĕнтĕ ара... Суя суйса мар эп хальхинче... Чăннипе илетĕп ăна. Ĕмĕрлĕхе. Ашшĕ те, Каççан пичче, пирĕн пата пурăнма куçтăр.
— Унччен улталаман пуль эс Савтепие?
— Май килсен... хĕрĕ ĕненсен кам улталамасть пуль вĕсене? Эпĕ те Савтепипе çылăха кĕнĕ. Манран ача та пулмаллаччĕ те унăн, Тĕмеркке мучи пулăшнипе хырăм пăрахнă вăл.
Янтул çав самантра мĕн туйса ирттернине никам та каласа пĕтереймĕ. Кĕвĕçрĕ вăл, тарăхрĕ, ăмсанчĕ. Çакăн пек шăрчăк çавăн пек хĕре пăсма пултарнă!
— Каçар та эс мана, ырă хуçам, ĕненместĕп эп сана. Çынсем те ĕненес çук.
— Мĕне ĕненес çук?
— Эсĕ Савтепипе арлă-арăмлă пек пурăннă тенине.
— Ма ĕненес çук?
— Ĕненме май çук. Ытла та уйрăм эсĕр унпа. Савтепи ав мĕнле те, эсĕ... йăлтах урăхла.
Ивук хĕрелсе карĕ.
— Мĕнле «урăхла-ха»? Хитре мар-и? Чухăн-и? Лĕперти эсĕ. Ял çыннисенчен кайса ăйт аппен.
— Эс унпа пурăннă пулсан пăрахмалла мар-çке вăл сана?
— Вăл мар мана, эп ăна пăрахнă, ăнлан эсĕ! Эпĕ пăрахнă!
— Вара халь мĕн кирлĕ сана? Пăрахнă пулсан пăрахнах пултăр.
Ивукăн сăнĕ улшăнса карĕ.
— Кирлĕ вăл мана халь. Унсăр пурăнма пултараймастăп эп. Ман патра, ман килте, ман алăра пулмалла вăл кашни самантра. Савтепи урампа кутне-пуçне пăркаласа, ясарланса утса пынине курсан ман чĕре сиксе тухма хăтланать. Кирек мĕн ту, кирек мĕн кала та — манăн пултăр вăл!
— Пымасть тетĕн-çке?
— Пыртар эс ăна. Çавăр калаçса, унçа сĕн, ме ак виç тенкĕ, пĕр сăмаха çĕр хут ан калаттар мана! Ним тусан, ним парсан та килĕшмесен вăрласа та пулин хамăн тăватăп эп ăна.
— Ун пек мĕн пайти. Пĕрре çыхса пăрахса выртăн унпа, иккĕ. Виççĕмĕшĕнче вăл пурĕ пĕр тухса тарать сан патран. Е хăвна пусса хăварĕ, наркăмăш парса вĕлерĕ.
— Ытла тата эс. Хĕрарăм пуçсăн çынна вĕлерме тет...
— Ма? Вĕлерме те пултарĕ. Тарăхнă хĕрарăмран темĕн те кĕтме пулать. Савтепирен пушшех те, пĕлетеп эп ăна кăштах. Туятăп, — тесе тӳрлетрĕ Янтул хăйне.
— Пĕлтĕр вăл ман урана чуп тума хатĕрччĕ...
— Кăçал курасшăн мар сана. Мĕн улăштарнă ăна?
— Варлийĕ таврăнни, акă мĕн. Ухтиван сĕтерĕнсе килнĕ, Савтепин малтанхи савнийĕ, киремет тытса хутлатасшĕ.
«Э-э-э», — терĕ кăна Янтул хăй ăшĕнче.
— Итле-ха, ыр хуçам. Ма эс пĕтĕм усал ĕçе ман çине тиесшĕн? Хĕрне те эп нумаях пулмасть çеç курнă. Вăл ĕçе эс пĕр-пĕр хĕрарăма хуш.
— Сăмахран, кама?
— Ну, пуп майрине унта. Е Хветлене-и? Пупĕ хăй те хĕрарăмсемпе çамçа калаçать...
— Çук, ăна юрамасть. Вăл хăйне валли тытса илĕ... Юрĕ, пĕр-икĕ кун тăхтар аппен. Кайран тепре сӳтсе явăпăр. Унччен калаç эс Савтепипе. Ĕнентер ăна — пултараймастăп эп унсăр!
Ивук Янтула хапха умнех тухса ăсатса ячĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...