Хура çăкăр :: VII. «Çинçе шывĕ сивĕ мар»


Çинçе уявĕ çу кунĕнчи чи лайăх вăхăтра килет. Çĕршыв пĕтĕмпех ешерсе чечекленнĕ чух, пахчара панулми тĕвĕленнĕ кунсенче, вăрманта çырла чечекре чухне чăваш Çинçе тума тытăнать. Утă çулма тухман-ха, хирти ĕç пуçланиччен халăх килте канать.

Çинçе вăхăтĕнче виçĕ кун хушши чăваш çыннине урлă выртана тăрăх çавăрма юрамасть, мĕн юрани те — ирхине кĕтӳ хăваласси, каçхине, кĕтӳ кĕртсе, ĕне сăвасси. Кăмака хутса çăкăр пĕçермелле пулсан, çĕр варринче ĕçлемелле. Кĕпе-йĕм çума, пир çапма, курăк çулма юрамасть. Кам та пулин çак йĕркене пăсать пулсан, айăплине тупса, ăса кĕртеççĕ.

Çанçурăма чир-чĕр ан çулăхтăр тесен, çынсен Çинçе çитиччен çичĕ хут шыва кĕрсе тухма ĕлкĕрмелле. Çав йĕрке ачасемшĕн кăна мар, пысăккисене те тивет. Çинçе пуриншĕн те уяв. Çав виçĕ куна ял халăхĕ урамра ирттерет, хĕвел анса тĕттĕм пулсан тин çынсем пӳрте кĕреççĕ; алăк урлă каçайман ваттисемпе сăпка ачисем çеç пӳртре юлма пултараççĕ. Тухма пултаракансенчен вара пĕри-пĕри мĕншĕн те пулин тухмасан, ăна килĕнчен çавăтса тухаççĕ. Ваттисем Çинçене хисеплеме хушаççĕ, хисеплемесен, тырра шăрăх ĕнтет имĕш, ытти кĕтмен инкек-синкек те çулăхма пултарать, теççĕ.

Çамрăксем çак йĕркене питех уяса тĕмаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан — Çинçе хаваслăрах ирттĕр: ушкăн-ушкăнăн карталанса тăрса, сăвă та каламалла, ут та ямалла, кĕрешнине те курмалла. Кун çутинче савнă тус шырасси те шанчăклă. Тӳррипе каласан, ял çамрăкĕшĕн Çинçерен лайăхрах уяв çук та темелле. Утламăшра Çинçе уявлама чи малтан ачасем пуçласа яраççĕ. Çинçе умĕн эрнекун вĕсем ирпе ирех урама тухаççĕ те уяв çитнине евитлесе кăшкăраççĕ. Ял тăрăх ян каять вĕсен хаваслă сасси. Кăнтăрла çитеспе пĕтĕм халăх урамра: хăшĕ лапталла вылять, хăшĕ йăкăрла, кусналла, çăмарталла...

Урам варринче пĕчĕк йĕтем пысăкăш карта çырнă; унта икшерĕн-икшерĕн чышăлла выляççĕ. Пĕри чышаври текен патакпа чышшине çĕртен пĕтĕрсе илет те, меллĕн сулăнса, патаккипе çапса ярать; теприн çав чышша алă вĕççĕн ывăтса картана кĕртмелле. Ывăтса кĕртсен, хăй çапакан пулать, кĕртеймесен, малтан çапаканни тепĕр хут çапса ярать. Выляма ăста вĕренсе çитнĕ çын чышшине çапа-çапа таçта çитерме пултарать. Ку вăййа пуринчен ытла ачасемпе çамрăксем юратаççĕ.

Ильяс яланах хăйсене хирĕçле пурăнакан Пикмăрса ачипе, Мĕтрикпе, вылятчĕ. Вăл паян та урама унпа пĕрле тухрĕ, анчах, вăйă картине ыттисем йышăннă та, вĕсен вылясси пулмарĕ.. Ильяспа Мĕтрик ыттисем вылянине пĕр хушă пăхса тăнă хыççăн аллинчи пĕчĕк витрисене шыв тултарма чупрĕç.

Урамра халăх пуçтарăннăçемĕн пуçтарăнчĕ. Кăнтăрла пысăккисем тухрĕç. Пурте шап-шурă тумланнă, çара пуçăн, нумайăшĕ витре çĕкленĕ, уяв ирттерме суйласа хунă урам пуçĕ тухасса кĕтеççĕ. Тукасра çавăн пеккине Тăнккăш Селиванне суйланă. Вăл хулпуççи урлă шурă питшăлли уртса янă, аллине тем пысăкăш йывăç витре тытнă, халăх капланнине курсан, урама тухрĕ те, чи малтан кĕçĕн чӳк ирттерсе таврăннă ваттисене алă парса, ушкăнпа хускалчĕ. Унпа пĕрле — Нямаç тата Усалук шăллĕ Эппелюк.

— Хемит?.. Ăçта Хемит? Тухман-и-ха? — пуçанăшне чĕнчĕ Тăнккăш Селиванĕ.

— Епле тухман? Кунта эпĕ, пурсăмăр та кунта.

— Ман патарах кил-ха, эс шыва кĕртекенни пулăн.

Клеще ураллă Тьăмай Хемичĕ, урине çăрхалăн çавăрттарса, маларах иртрĕ те Тăнккăшпа Нямаç хушшине тăчĕ.

Кĕрлет, янăрать Тукас. Канăçа пĕлмен ачасем ушкăнăн икĕ енĕпе хĕвĕшсе чупаççĕ. Çынсем, пĕр-пĕринчен малапах иртесшĕн пулнă пек. урам сарлакăшĕпе шапăлтатса пыраççĕ. Шерккей çумĕнчи тăкăрлăкран пĕр пушă лав тухрĕ. Халăх çывхарнине курсан, лăв хуçи енчен енне пăхкаларĕ, хăйĕн шăши тĕслĕ лашине пĕр çурт хĕрринерех пăрса чарчĕ. Лав хуси хăнтăр тыттарнă çавра сарă çĕлĕкпе, çула тăхăнмалли виçĕ пилĕклĕ касаккинпе.

— Мишер вĕт ку, тупата, ăçтан тупăнчĕ вăл паянхн кун? — илтĕнчĕ Тăнккăш Селиванĕн сасси.

— Çинçе кунĕ Утламăш урамĕнче мишер çӳрет-и?.. Кăлăхсăр пуç, мĕн кирлĕ пулчĕ тата ăна?

— Эп паллатăп ăна. Кахăрлăсем вăл, тир тăвакан, — терĕ Хемит.

— Юрамасть паян мишерсене пирĕн урампа иртме! Кирек те тир тăваканни пултăр, пурпĕр юрамасть, — хăлаçланчĕ Нямаç.

Тăнккăш Селиванĕ мишере кăчăк туртса чĕнсе илчĕ. Мишер лавĕ çинчен анчĕ те, аллинчи чăпăрккине пăрахмасăрах, çул хĕрринелле иртрĕ. Унăн хĕрлĕ мăйăхĕ ик еннелле тăпăлса тăрать, — варринче çук, виç-тăват пĕрчĕллĕ сухалĕ хăрăхса пĕтереймен турашăл пек, çил вĕрнĕ май пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕлкĕшет. Çавра куçне мăч-мăч хупкаласа уçать, хăйне мĕншĕн чĕннине тавçăраймасăр тĕлĕнсе пăхать.

Нямаç маларах иртсе тăчĕ.

— Эс — мишер-миштĕркен, тĕпсакайне каптăркан, çăм çăпата сыракан, çăмăл çăмах çиекен... Мĕн туса çӳретĕн кунта?

— Нямаç туган, Буадан килеп.

— Тупнă тăван! Пăваран килетĕп тет... Мĕншĕн пирĕн урампа иртетĕн?

— Паян Çинçе, мишере юрамасть пирĕн урампа иртсе çӳреме, — сăмах хушрĕ Тăнккăш Селиванĕ те.

— Мин эйттĕм интĕ.

— Эттĕм-теттĕм, — тăрăхласа илчĕ Нямаç, — мĕн пăхса тăмалли пур, лӳшкентерĕр ăна пĕрре! — шăвăç витринчи шывне мишер çинелле чашлаттара пачĕ Нямаç. Мишер, пăрăнасшăн пулса, ун-кун пăхкаларĕ, çав вăхăтра ăна Хемитпе Эппелюк та шывпа сапрĕç. Пуçларĕç вара ăна пур енчен те шыва кĕртме. Ниçта кайса кĕме пĕлмен мишер аллинчи чăпăрккипе сулкалашрĕ. Эппелюкпа Хемит ун чăпăрккине туртса илчĕç те, аврине хуçкаласа, пахча еннелле ывăтрĕç. Мишер, хăйне шывпа сапнипе ирĕксĕрех килĕшсе, енчен енне çаврăнса тăчĕ, Хăйĕнчен шыв шăпăртатса юхать.

— Çитĕ! Çитĕ тетĕп!.. — çине-çине кăшкăрчĕ Селиван. Кулнă, ахăлтатнă сасă çаплах чарăнмарĕ пулин те, халăх мишере урăх çулăхми пулчĕ.

— Итле, мишер! — патнерех пырса тăчĕ Селиван. — Паян пирĕн чăваш уявĕ, çулталăкне пĕрре килет. Эсĕ хăвăртрах килне кай та хăвăрăннисене кала: Çинçе кунĕсенче мишерĕн кушакĕ те пирĕн ял урамĕпе иртсе çӳренĕ ан пултăр, кĕрешнĕ çĕрте çеç, хирте, пулма пултаратăр. Йăла çавăн пек... Эпĕр сана лайăхпа ăсататпăр. Ак çак хирелле тухакан тăкăрлăкпа тӳрех тухса кай... Çаврăнса та ан пăх...

Мишер йĕпеннĕ çĕлĕкне хывса пăрчĕ, сухалĕ пеккине шăлкаларĕ. «Бĕлем, бĕлем», — текелесе, лавĕ патнелле утрĕ. Пăртак çапла йăпаннă халăх малалла хускалчĕ.

Шерккей çурчĕ умĕпе иртес чух Ильяс ушкăнран маларах иртрĕ тĕ, ури тупанне çутатса, килнелле чупрĕ. Амăшĕ урамри сак çине тухса ларнă.

— Атте тухмарĕ-им? — пăшăрханнă сасăпа ыйтрĕ Ильяс амăшĕнчен. — Ав килеç, атте мĕншĕн халь те тухман?

— Тем кĕтет тата, каларăм та, хăлхăна та чикмест. Кĕрсе кала-ха тата тепĕр хут, хăвăртрах шур кĕпине тăхăнса ятăр — Сайте, халăх çывхарнине курсан, ура çине тăчĕ.

Ильяс пӳрте чупса кĕрсе кайрĕ — ашшĕ çук, картишне тухрĕ — ашшĕ лупасайĕнче тем каскалать.

— Атте, часрах... Пирĕн тĕле капланса çитрĕç.

Çурт умне халăх çитсе те тăчĕ.

— Шерккей ăçта?..

— Ав, лупасайĕнче...

Селиван, Нямаç, Эппелюк, Алапа Велюшĕ, Иçти тата ыттисем, çил хапхине яри уçса, картишнелле кĕрсе кайрĕç.

— Эс мĕн, кăвак кĕпепех-çке паян?..

— Тăхăнасшăн çеç тăраттăм-ха.

Иçти лупасайне кайса килме те ĕлкĕрнĕ.

— Урапа тĕнĕлĕ тунă вăл.

— Ав епле иккен...

Шерккей çавантах Иçтие кăмăлсăр пăхса илчĕ:

— И-и, вара, паян Çинçе тесе, алла уссах лармалла-им ĕнтĕ? — тӳрре тухма пăхрĕ вăл.

— Атьсем, шыв пулма кирлĕ кунта...

— Ĕретлĕ пул-ха, Селиван, ют çын, ют çын мар вĕт эс!..

— Хамăр çын тенĕрен калатăп та.

Сăмахсем витмеççĕ çакăн пек чух. Селиванĕ ĕретлĕ пулсан та, хускалнă халăха ӳкĕте кĕртме çук. Ак Элентей те кунта çитнĕ иккен, вăл та нимĕн тăваймасть.

Сайте, темле самантра пӳрте кĕрсе, шурă кĕпе илсе тухма ĕлкĕрнĕ. Вăл Шерккей еннелле кĕпе ывăтса кăна ячĕ, хыçалтан пĕри ун упăшкине шывпа чашлаттарчĕ те.

— Ан чăркăшлан, тете! Çинçе шывĕ сивĕ мар. Сиплĕ шыв!

— Ак тепĕр витре!..

Пуçланчĕ вара. Ăçтан кăна шыв ăсса ĕлкĕреççĕ!

Шерккее пуç тӳпинчен те, çурăм тăрăх та, питрен-куçран та шалкам шыва кĕртрĕç. Йĕп-йĕпе пулчĕ мĕскĕн Шерккей. Хăй, нимĕн тăвайманскер, енчен енне çаврăнса тăрать, çĕткеленет; пусăри шыв питех ăшă мар пулмалла: çӳçеннĕ май, шăл витĕр «ррр-ррр» тутарса илет.

— Ну, çитĕ! — терĕ Нямаç, аллине çĕклесе. — Никама та çынтан катăк хăвармастпăр.

Мĕн тăвăн çав халăхпа. Çакăн пек чухне никампа та урлă пулма юрамасть, ятлаçсан-мăртăхсан ăншăрт çулăхма пултарать, теççĕ.

Çынсем, картишне васкавлăн кĕнĕ пекех, урамалла та хăвăрт тухса кайрĕç. Шерккей йĕпеннĕ çӳçне аллисемпе якаткалать, мăйăхĕпе кĕске сухалне шăлать, Сайте ывăтса панă шур кĕпи те халь йĕп-йĕпе. Шурă кĕпине пăрса та пулин тăхăнмалла ĕнтĕ, кăваккипе юрамасть.

Шерккей картиш варринчех хывăнса тăхăнасшăнччĕ, Сайте ăна пӳртелле кĕме чĕнчĕ.

— Ан кутăнлашса тăр темерĕм-и паçăрах? — терĕ вăл Шерккее.

— Каларăн та... Эс те, эс те пулин ман хута кĕместĕн çак! — çилленерех хушса хучĕ Шерккей. — Чирленĕ темеллеччĕ хуть. Йĕм те шуррине пар ĕнтĕ.

— Асту сана, — кулкаларĕ Сайте, — кĕрсе пăхман пулĕччĕç тетне?

— Тинех нимĕн тума та çук, — ирĕксĕртен тенĕ пек килĕшрĕ Шерккей.

Вăл хывăнса тăхăнчĕ, пĕркеленнĕ кĕпине турткаласа якатрĕ, çӳçне турарĕ. «Тулта хăвăртрах типсе çитеп», — терĕ. Урăхран вăл лупасайне каймарĕ, урама тухрĕ.

Çакăн пек пуласса Шерккей кĕтмен мар. Ĕлĕкхи çулсенче ăна хăйне те урам пуçĕ тукаланă, вăл хăй те çынна шывпа пайтах лӳшкентернĕ.

Урамрах паян епле лайăх! Мунча кĕрсе тухнă хыççăнхи пек, сывлăш уçă, пĕлĕт сенкер шăрçа пек таса, шăрăх ытла пусмасть, тен, шывпа йĕпеннипе те çапла пуль...

Хирĕçле çурт сулхăнĕнчи пĕрене çине Пикмăрса тухса ларнă. Шерккее курсан, вăл лăх-лăх-лăх кулса илчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Шерккей лӳпперрĕн пускаласа ун патне пычĕ.

— Чиперех пурнать-и Шерккей хирĕçлĕм?

— Чиперне ан та кала, ан та кала ĕнтĕ, Пикмăрса. Урам кулли пулса тăмарăм-и паян? Шыва кĕртсе кайрĕç-çке, шăпăрлансем, шăпăрлансем.

— Ун пек те пулать çав, хм-хм-хм, — сарлака тутине уçмасăрах кулкаларĕ Пикмăрса. — Епле-ха эс çавна... хм-хм-хм...

— Хам та сисрĕм те маларах ĕлкĕреймерĕм.

— Вăхăчĕ çавăн йышши паян, ху пĕлетĕн. Пирĕн пата та кĕреççĕ-кĕреççĕ тесех тăтăм та, çемьем пĕтĕмпех урама тухнăччĕ, кĕмерĕç. Мăшăрăм салма пĕçерсе антарса кăна лартнăччĕ...

— Яшка пĕçерме те юрамасть-çке?

— Юраманне пĕлетпĕр-ха ăна. Паян ирпе ачи пултăран татса килнĕ те пĕçерчĕç çав. Юр-вар çук, пултăран яшкй салмапа славни анать, çăкăр хутне кĕрет...

«Ытла мĕскĕн пурăнать çав Пикмăрса килйышĕ», — тесе шухăшласа илчĕ Шерккей.

Вĕсем пĕрене çине майлашăнса ларчĕç.

— Ну, мĕнле-ха, çĕнĕ пӳртне, çĕнĕ пӳртне чавса пĕтертĕн-и? — ыйтрĕ Шерккей.

Пикмăрса пахчи хыçне тарăн çырма кĕрет. Çырма хĕрринче вăл çулсерен пĕрре çĕрпӳрт чавса тăвать те çу вăхăтĕнче çавăнта пурăнма куçать. Çулсерен чавмасан та пултарĕччĕ — çурхи шыв унăн пĕлтĕр чавса тунă çуртне ватса-вăтăрса каять.

— Çу кунĕнче пĕчĕк йывăç пӳртре ĕмĕтсĕр хăнтăласене тăрантса çитереймĕн, уçă сывлăшра пурăнас килет, хĕлле тесен, пур енчен те тăм сĕрсе, йывăç пӳртрех ирĕкленсе пурăнатăп, — терĕ Пикмăрса.

— Хăртлама пымалла пулать пуль эппин çĕнĕ пӳртне?

Апла ыйтнине хирĕç Пикмăрса йывăррăн ахлатса сывларĕ:

— Шерккей хирĕçлĕм, никĕссĕр пӳрте хăртлама йывăр çав ăна.

— Тем мар, — шӳтлĕн хушса хучĕ Шерккей, — çине ешĕлпе витсен çăмăлланать вăл.

— Анраçарăкпа мăян çитет-ха унта, кăçал та вăрман пек ашкăрнă, алă хумасăрах ешĕлпе витĕннĕ, — сар сухалне шăлкаларĕ Пикмăрса.

Кăнтăрла çитсен, халăх Кĕрекаç лапне тухма тытăнчĕ. Унта акатуй ирттереççĕ. Çамрăксем, яланхи пекех, ыттисенчен маларах хире кайнă: вăйă сасси пĕтĕм таврана илтĕнет.

Шерккейпе Пикмăрса акатуйне пĕрле кайма калаçса татăлчĕç. Шăпах çак вăхăтра анатран Ильяс чупса çитрĕ.

— Атте, — терĕ вăл хашканă сасăпа, — Тимрук тете паян ут яма каясшăн, санран ирĕк ыйтать...

— Тимрук? Ăçта вăл халь?

— Хиртеччĕ. Йăлăма лаша тытма та кайрĕ пуль ĕнтĕ.

— Ак тамаша! — кĕтмен хыпара илтсе тĕлĕнчĕ Шерккей, çавăнтах куç харшине пĕрĕнтерсе усрĕ. — Тупата, мĕн кăна шухăшласа кăлармасть пуль тăнăçсăр ачу-пăчу, тăнăçсăр ачу-пăчу.

— Мĕн калаçмалли пур тата, Шерккей хирĕçлĕм, — сăмаха кĕчĕ Пикмăрса та. — Лашу чипер санăн, çилçунат пек, Тимрук та пултарма кирлĕ. Кайса килтĕрех пĕрре.

— Çук, çук! Яхăнне те ямастăп. Тем курса тăрассу пур вĕсемпе. Ача вĕт-ха?

— Тинех ача-пăча теме çук ĕнтĕ вĕсене, Шерккей хирĕçлĕм, хăйсенне хăйсем пĕлмесĕр шухăш тытмаççĕ пуль-ха. Çамрăк çыннăн юн вĕри, ут ярса мала тухаймасан та, ячĕ ял çинче хисепре. Кайса килтĕр тетĕп сана эпĕ.

— Пулмасть Тимрукран, ахаль каппайланать, лаша кутне шĕветсе çӳресси пулĕ, çав кăна... Кала: ниçта та ан кайтăр, ан кайтăр, — татса хучĕ вăл, Ильяс енне çаврăнса.

— Сан вырăнăнта эп ăна янă пулăттăм, — çине тăчĕ Пикмăрса. — Лашине илме кайнă. Мĕн туртăшса тăрасси пултăр унта...

— Ну, Ильяс, чупах эппин. Кăштах апатланăпăр та, хамăр та акатуйне пырас тетпĕр-ха.

Ильяс тăкăрлăкпа вĕçтере пачĕ.