Хура çăкăр :: VIII. Кĕрекеçра


Кунĕ тӳлек, ăшă. Хĕвел çĕр питне ĕнтсе илес пек хĕртет. Сенкер тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Хутран-ситрен çеç вăштăртатса иртекен çил те сывлăша уçăлтарса çитереймест.

Акатуйне пĕр Утламăшсем кăна мар, кӳршĕри ытти чăваш ялĕсенчен те пуçтарăнаççĕ — Шăхальсем, Куршанкăсем, Хурăнварсем, Пулмантăшсем; кăнтăрла тĕлнелле ярминккене тухнă пек капланса килме тытăнчĕç.

Элюкка старостă Çинçене ыттисенчен маларах кĕтсе илме ĕлкĕрнĕ иккен. Вăл эрех сыпнине пĕрре пăхсах чухлама пулать: хĕрĕнкĕ пуçпа вăл яланхи пек мар — урине чĕркуççи тĕлĕнче ним чухлĕ те хутлатмасăр каçăрăлса утать; утасса, çип çапна йĕрпе пынă пек, пĕр пăркаланмасăр та тайăлмасăр, куçĕ тĕлне палланă çынсем пулсан та, вĕсене пăхмасăр, чăлт тӳррĕн утать.

Хуралнă чĕрнипе сарлака сăмси çунаттине хыçкалать. Сăмахланă чух чĕлхи пĕрмай такăнать, пĕр япала çинченех темиçе хут ыйтать, хăйне мĕн каланине хăлхана та чикмест, çине-çине хиклеткелесе илет.

Ик урапана хире-хирĕç лартнă та, тутисене çӳле çĕклетсе çыхнă. Туртисем çине шăналăк карнă. Элюкка, хăй Утламăш старости иккенне туйса, çав карнă хӳшĕ патне хуçа пек пычĕ, акатуй ирттерме ял пуххинче уйăрса хунă Чӳмелкке Михалине асăрхарĕ.

— Пĕ-пĕ-пĕтĕмпе илсе тухрăн-и, Чӳ-чӳмелкке? — ыйтрĕ вăл Михаляран.

— Пĕтĕмпе пулмасăр! — илтĕнчĕ лешĕн сасси.

— Çитет-и-ха... хик! хик!.. мĕн пурри?

Михаля пĕр самант аптраса тăчĕ, сăмсине пӳрне вĕççĕн шăнкартса, старостăна тинкеререх пăхрĕ.

— Мĕнле калас сана, Элюкка Петянччă! Вăл пире мĕн кирли тата пулсан та сарăпламĕччĕ... Ак кунта пирĕн, калăпăр, икĕ лав çăмарта пур, икĕ ещĕк супăнь, алла яхăн питшăлли, сĕлкĕсем пайтах, явлăкĕ, сăмса тутăрĕ, икĕ сарлака пиçиххи. Кĕрешсе паттăра тухакана тăла пиншак памалла пуль, ут ярса мала тухакана пасар кĕпипе пиншак та шăлавар пулать, тата ытти çавăн пек шăкăр-макăр пур. Ытларах пулсан юрĕччĕ те, ĕнтĕ нумай пĕтет, сахал çитет. Çитменнине çитерĕпĕр тетпĕр...

— Ĕп...ĕ-ĕп... — какăркаласа илчĕ старостă, — мĕн-и, пĕрле пурăннине мĕн çитет тетпĕр-и?.. Кхе-кхе-кхе!.. Пуçана вĕт эс манăн? Çавăнпа сана çак тупăшлă вырăна кĕртесшĕн пултăм та.

— И-хи-хи! — катăк шăллă çăварне хăлхи таран карса ихĕлтетрĕ Михаля.

— Кхе-кхе-кхе! — хулăнтарах янăратрĕ Элюкка. — Çăмарта миçе лав пуçтарнă?

— Икĕ лав...

— Ха! Пĕрне шăхăртса хăвартăн пулать апла? — тутине вĕçлентерсе тытрĕ старостă.

— Тертленнĕшĕн тӳлемеççĕ-çке мана? — сиçтерсе хучĕ Михаля.

— Итле, пуçана: хик! хик!.. сана та, манă та тӳпипех тухмалла.

— Çавна манас мар тетпĕр çав ĕнте, Элюкка Петянччă.

— Кӳ-кӳр-ха кунта пĕр виç çăмартине, пыр тем кăтăкланать, тасатса ярам.

— Хи, каларăн! Пыр тасатмалли пирĕн, Элюкка Петянччă, урăххи те тупăнать-ха, хупахри. Акă, юри сан ятăпа чиксе тухрăм, — Михаля хăйĕн вăрăм аллине шалпар шăлаварĕн тарăн кĕсйине чиксе ячĕ те пĕр шкалькă эрех туртса кăларчĕ, ăна старостăна тыттарчĕ.

— Кур-ха, кур-ха! Куштан Чӳмелкке темерĕн... Йĕмĕ кесъесĕр те мар иккен... Ну, Чӳмелкке-тĕк Чӳмелкке! Ху валли те хăвармарăн пулать эппин?

— Элюкка Петянччă, йытă хăй хӳрине хăçан вараланă пур?

Акă, манăн хам валли те кунтах, — тепĕр кĕсйинчен тата шкалькă туртса кăларчĕ Михаля. — Шăлу ыратмасть-и паян?

— Ай, пуçана, мĕн кирлĕ мара асăнтаратăн?.. Ак турта пуçларĕ те хайхискер, — Элюкка аллипе питçăмартине хупларĕ. Çак самантра ун сăнне-питне асăрхаса курас пулсан, сывă çыннăн та шăлĕ шăтарса тухас пек ыратнă пулĕччĕ. — Кунĕпе сурать ĕнтĕ паян. Ай, чăнах! Мĕншĕн асăнтартăн? — йăнăшсах ячĕ Элюкка.

— Айăпа кĕтĕм иккен, Элюкка Петянччă, шăл ыратнине асăрхаттартăм. Айăп ан тăвах ĕнтĕ эс мана. Ак халех сыватăпăр.

— Юрĕ, тем мар, тепĕр тесен.

Вĕсем иккĕшĕ те шăналăк айне кĕрсе пытанчĕç. Тул енчен пăхсан, Михалян хуралнă çăм чăлхипе çăпати те старостăн çитмĕл çичĕ пĕрĕмлĕ авалхи атти курăнса тăрать.

Çав уява пула кунти çарана виçĕм кунах çулса кайрĕç. Акатуйне килекен çынсем хăйсен лавĕсене çырма хĕрринчи йывăç хӳттине хиререх тухса тăран мăкаçей кĕлечĕ патне чарнă. Сăртра та, çеремре те туллиех халăх. Пухăннă çынсем пурте тенĕ пек шап-шурă тумланнă та, çереме вĕçĕ-хĕррисĕр шур чечек пуснă пек туйăнать. Сасартăк темиçе енчен Михаляна чĕннĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç:

— Михаля! Михаля!..

— Вăл халь кăна кунтаччĕ...

— Чӳмелккене шыратăр-и? Ак, кунта-çке вăл...

Шăналăк айĕнчен старостăпа Михаля васкамасăр тухаççĕ. Старостă лешне хăрах аллипе хулпуççинчен тытнă.

— Ну, пу-пуçана, эпĕ çав тиекпе çемлимере... кĕтсе илме васкам-ха. Кунти йĕрке пирки ху шухăшла. Хи-хик!..

— Салам-аликĕм, старостă!

— Нямаç мар-и ку?.. Ай, Нямаç, айăп ан ту, сана паян паллама та çук-çке?

— Ан васкăр-ха, ут ярса таврăнсан, мана паллăр...

Нямаç пĕвне тăп-тăп тытакан чăлт шурă капăр кĕске пиншакпа, пăвса тăракан тăвăр шăлаварĕ çийĕн вăрăм кунчаллă, шĕвĕр сăмсаллă йăлтăр-ялтăр атă тăхăнса янă, аллисенче шап-шурă перчетке, шăмă евĕрлĕ чĕн саламатпа; саламачĕн тĕпĕнчи ярапине укапа тыттарнă. Çăмарта пек мăнтăр утне Нямаç хăй çавăтнăччĕ. Старостăпа Михаляна курсан, чĕн чĕлпĕр вĕçне вăл хăйпе пĕрлех килнĕ Урнашкана пачĕ те шăналăк патнерех çывхарчĕ. Урнашкапа юнашар кĕреш пек пысăк та патвар çын тăрать. Çынни хĕрхĕлтĕм камсулпа, симĕс тӳпеттейпе, атă вырăнне чечеклĕ пепĕç1 тăхăнса янă. Нямаç, ун çинелле пӳрнипе кăтартса, старостăран:

— Куратăр-и? — тесе ыйтрĕ.

— Курасса ку-куратăп та... Ка-кам пулчĕ-ха вăл?

— Тус, кил кунтарах, — кăчăк туртрĕ Нямаç камсулла çынна. — Кусем хамăр çынсем, узĕбĕзнĕккĕлер.

— Якшă, дуганăм2.

— Э-э, ку, хай Касим пулмарĕ пуль-çке?

— Шăпах çавă. Ятне килнĕ. Эп каланипе. Хисеплесе. Вăл килнĕ тесе, питех сăмах сиктерер мар. Шăрттан кĕрешесшĕн пулмĕ.

— Хайхи паттăр иккен. Апла Шăрттан Иметне тинех пĕтерчĕç, — тутине хĕссе кулкаларĕ Михаля.

Вĕрсе хăпартнă пек тулли те хĕрлĕ тутар, ятлă çынсем патне çитсе, ыраш сăвăрмалли кĕреçе пек сарлака аллипе Элюккапа Михаля аллисене чăмăртарĕ. Вăй хурсах чăмăртанă пулсан ĕнтĕ, Михаля ăсран кайнă пек кăшкăрса янă пулĕччĕ. Самай ыратнă аллине Михаля васкавлăн туртса илчĕ те малтан Касиме, унтан Нямаçа пăхрĕ.

— Мĕн-и, куркамăр çук та... Эпĕр кĕленчеренех, — сыпмалли татах та пуррине систерсе, шăналăк айне кĕрсе тухма сĕнчĕ Михаля.

— Э-э, çук, çук! Шăршламастăп та, — çийĕнчех кутăнлашрĕ Нямаç. — Халь мана тумлам та юрамасть. Куратăн пуль ут яма тухнă çынна? Касиме тесен, кăштах кирлĕ пулать.

— Эс, Нямаç, ун пек çĕре ху каякан марччĕ-çке?

— Ха, каларăн! Упире пĕлтĕр кам мала тухрĕ?.. Пăвара та каллех.

— Пăвара... Урнашка тухнă темерĕ-и? Çапла тенĕ пек астăватăп...

— Тăмпай эс! Сӳтĕк. Лаши аттен мар-и?.. Ак, паян курса тăр. Утламăшсем кăна мар, пĕтĕм тавра курĕ! — шанчăклăн каласа хучĕ Нямаç.

Урнашка çавăтнă хура ут пĕртте тĕк тăра пĕлмест. Кĕскетерех кастарнă кăтра çилхи вăрăм та авмака мăйне хăрах енчен витсе анать. Ут çереме канăçсăр кукалет, пуçне паттăррăн уха-уха илет, ытти утсене курсан, куштанланса хартлатать, тулхăрать, мăшăр хăлхине çӳлелле чанк тăратать. Çавра ăмăрĕнче юн тапса тăни палăрать. Урисем çинçерех те тăсмака, хăй йăм-йăм курăнать. Çак чыслă куна кĕтсе, Нямаç хăй лашине ик эрне турта хушшине кĕртмен, ирсерен те каçсерен супăнь шывĕпе çунă, çăмартапа сĕлĕ çинче тытнă, сĕт те хăйма ĕçтернĕ, — чăн та, картинках ĕнтĕ, ним те калаймăн. Ăна чĕлпĕр вĕççĕн тытса тăракан чармак куçлă Урнашка çакăн пек чипер ут умĕнче этем ятне ярса тăран катемпи пек.

— Шăмăттăрсем, — терĕ Нямаç, Михаля енне çаврăнса, — мĕнле парне хатĕрлерĕр ман валли?

Ушкăнĕпех шăналăк айне кĕчĕç. Пĕр кĕтесре туллиех япала купаласа хунă,

— Сан валли ак çак пиншакпа шăлавар та кĕпе.

— Сахал! Мĕн эсĕр, чăнах, чи мала тухнăшăн çакăнпах çырлахтарасшăн-н? Пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити чаплă тумлантармалла!

— Хуш, эппин, тата пĕр мăшăр атă, — терĕ Михаляна старостă, хăрпахсăр куçне мăч-мăч хупкаласа.

— Хатĕрлеймерĕмĕр çав... — тӳрре тухма пăхрĕ Михаля.

— Ман лавккара пур, — терĕ Нямаç. — Мĕншĕн туянса килмерĕр?

— Калуш парăпăр эппин, ытах...

— Калуш? Тĕлĕнтеретĕр! Пар-ха кунта калушна, çамкунтан çутатса ярам пĕрре! Калаçса тăрать-ха тата! Атă тенĕ сана! Тĕрленĕ кĕпе тата, тăмпай!.. Илсе килĕр те пĕтĕм парнене пĕрле тирпейлĕн çыхса сĕтел çине хурăр. Хама тивĕçлĕ япалана кунта курăк çинче ан вырттарăр... Селевер, чуп атте патне! Наччасра чупса кайса кил, — хушрĕ Нямаç çавăнтах явăнса çӳрекен пĕр ачана. — Итле, Селевер, аттине аялти çӳлĕкрен илсе патăр, тĕпĕ шит çурăллине. Ут яракан валли тесен, ман атте çур çĕр автанĕ ăвăтнă хыççăн та лавкка уçса кĕме хатĕр.

Михаля çавăнтах ачана укçа шутласа пачĕ. Ăна: «Асту, çухатса ан хăвар», — тесе систерчĕ те, лешĕ çил пек тухса вĕçрĕ.

— Парне параканни кам пулать? — татах ыйтрĕ Нямаç.

— Пĕлместпĕр-ха.

— Нямма, эс çавна халь те пĕлместĕн! Шерккей хĕрне хушăр, ун аллинчен парне йышăнма кăмăллă.

— Селимене-и? Чăнах, юрать те пуль вăл! Тавтапуç асăнтарнăшăн,— хĕпĕртесе килĕшрĕ Михаля.

— Юрать мар, çавнах хушăр. Кĕрешсе паттăра тухакана парне параканĕ Усалук Мерченĕ пултăр, Арихве пулсан та юрать... Итле, Чӳмелкке, сан çамрăкусем лайăхрах чыслама тăрăшчăр, чăн-чăн чăвашла, пĕлетĕн-и йĕркине?

— Астăваканччĕ.

Нямаç тутара кăмăлтан кулкаласа пăхрĕ. Тутарĕ те, чăвашла чиперех ăнланаканскер, ăна хирĕç пăхса, тав тунă пек пуçне уха-уха илчĕ.

 
1 çӳхе сăранран çĕлетнĕ кĕлесĕр атă пекки
2 Аван, тăванăм.