Хура çăкăр :: IX. Ятлă çынсем
Вĕсем иккĕшĕ те васкамаççĕ. Ункă хĕррипе майĕпен ута-ута хушăран пĕрне-пĕри çĕклеме хăтланаççĕ, мĕнле майпа кĕрешсе, мĕнле ăнтарасса чухлама тăрăшаççĕ. Акă ăна мишер çĕклесшĕн тăрмашать. Имет çавна шăпах вăхăтра сиссе илет, çăмăллăнах парăнса çĕкленет вăл. Мишер, ăна çĕнтерес тесе, çĕрелле пăрахма пăхать — Имет ура çинчех!
— Имет! Имет тете!..
— Имет! — тĕрлĕ енчен илтĕнеççĕ ырă сунса çĕклентерекен сасăсем.
Кĕрешекенсем каллех тытăçаççĕ. Тытăçнă маях Имет мишере хăй пуçĕ урлă ывăтса ярать те ун çине хăпарса выртать. Мишер, тем пек тăма хăтлансан та, çĕкленеймест. Халăх савăнăçлăн кĕрлесе шавлать. Тӳресем, иккĕн икĕ енчен пырса, Имете çĕклесе илеççĕ. Имет мишере выртнă çĕртен тăма пулăшать. Хăйсем пашкаса сывлаççĕ. Мишер, ура çине тăрсан, Имете пăхать те пуçне сулкаласа кулать. Хăйне çĕннипе ытлах хавасланмасть пулин те, Имете вăл алă тăсса парать. Имет унăн сарлака аллине хыттăн чăмăртать,
Утламăш паттăрне хирĕç тепĕр кĕрешекен тухать. Тӳресем ăна Улхаш паттăрĕ тесе пĕлтереççĕ. Улхаш çынни юри каярах юлса тухнă иккен, вăл паттăрпа кăна кĕрешесшĕн пулнă. Анчах кĕте-кĕте ытла кая юлни çийĕнчех палăрчĕ: Имет пит илемлен çавăрса çапрĕ. Тӳресем ăна, тăратса, халăх хушшине кĕртсе ячĕç.
Тата икĕ паттăр тухрĕ. Имет вĕсене те çĕнтерчĕ. Керешекенсемпе самай хăшкăлчĕ. Ункă варрине пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Акă халь вăл урисене сарарах пуснă, вăхăт-вăхăт мăйăхне тӳрлеткелесе илет.
— Тата кам тухать?—илтĕнчĕ тӳре сасси.
Сас-чӳ пулмарĕ.
— Тухакансем урăх çук пулас?!
Тӳресем кăшăл хĕррипе васкамасăр çаврăнаççĕ. Çук, Имете хирĕç тухма питех килĕшсе каймаççĕ çав.
Тӳресем тăваттăшĕ те пĕр-пĕринпе канашлама тытăнчĕç. Вĕсем Шăрттан Имечĕ кăçал та паттăра юлчĕ тесе калаçса тăлчĕç. Ĕнтĕ çавăн çинчен евитлесси кăна юлнăччĕ, сасартăк Кантюк сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Кĕрешекенни кунта тата пур иккен-ха... Ара! Илтетре, тӳресем?..
Малти ретре кукленсе ларнă çынсем Кантюк еннелле чăрр пăхса илчĕç: çак хисеплĕ ватă папай хăех тухмасть-ши Имете хирĕç кĕрешме? Тепри каланă пулсан, ку сăмаха вырăна та хумалла марччĕ, ватă пулсан та шӳтлет тейеччĕç, анчах ку Кантюк-çке?..
Çак вăхăтра Кантюк хыçĕнчен пĕр палламан çын тухни курăнчĕ. Вăл çын — çӳллĕ те таса, вăтăр пилĕк çулсене çитнĕ, капăр тумланнă тутар. Пуçне укапа та шăрçапа эрешлентерсе пĕтернĕ симĕсрех тӳпеттей тăхăннă. Ункă варрине тухсан, йĕри-тавра мăнаçлăн пăхса илчĕ, пуçне сулкаларĕ, çийĕнчи хĕрхĕлтĕм камсулне хывса, Кантюк тĕлне ывăтрĕ. Урисем хăйĕн кĕреш пек.
— Эс... кĕрешетне? — палламан çынран, тĕлĕннĕ пек пăхса, ыйтрĕ тӳресенчен пĕри.
Тухнă çын сăмах тавăрса каламарĕ, тӳре мĕн каланине илтмен пек пулса, аллисене темле шур тăм тусанĕпе шăлкаларĕ.
— Кĕрешет! Кĕрешет!.. — илтĕнчĕ çав вăхăтра ункă варрине çитсе тăма ĕлкĕрнĕ Чӳмелкке Михалин сасси. — Тутар-çке вăл, эсĕр унпа тутарла калаçăр!
— Мĕнлескер эс?.. Кам пулатăн? Пирĕн пĕлесчĕ-çке? — ыйтрĕç тӳресем.
— Ку çын Касим ятлă, — пĕлтерчĕ Михаля.
Таврара çын та çук тейĕн — пурте шăпланчĕç. Кунта мĕн пуласса халăх пăшăрханса кĕтет. Катари лашасем те пулин курăк çыртса аппаланмарĕç,
— Имете хирĕç Касим кĕрешет! — хыттăн евитлерĕ тӳре. Касим çав вăхăтра Имет умне çитсе чарăнчĕ. Аллинчи алшăллине татăлмĕ-ши тенĕ майлăрах турткаласа пăхрĕ. Имет, ăна сума суса, алă тăсрĕ. Лешĕ алă пама килĕшмерĕ.
— Юрĕ эппин. Пире каплапа та юрать, тиркешмĕпĕр, — каласа хучĕ Имет майĕпереххĕн. — Кĕрешиччен малтан хăш ял çынни иккенне ыйтса пĕлем... Хăш енчисем эс?
— Казантан. Ха! Хусантан иккен, Касим ятлă тет... Хусансемпе халиччен кĕрешсе курманччĕ-ха... — шӳтле май каласа хучĕ Имет, — м-ха, тӳресем, эпĕ тăватă çынна çĕнтернĕ, манăн кăшт кăна сывлаш çавăрмалăх канма тивĕçĕм пур...
— Мĕн канса тăрасси тата? — терĕ Михаля, — çавăрса сапатăн та, ĕçĕ пĕтрĕ.
— Чĕлхепе çавăн пек вăл, Михаля.
— Кĕрешчĕр! Халех кĕрешчĕр!.. Имет, ан кутăнлашса тăр! Хе-хе. Кур-ха эс ăна...
— Кĕрешмелле çав, паттăра юлас тесен! Ара!
Ункă варринчисем иккĕшĕ те алшăллипе. Пĕр-пĕринпе вĕсем васкамасăр тытăçаççĕ.
Паттăрсем каланă тăрăх, кĕрешнĕ чух вăл чи хăрушши хальччен кĕрешсе курман çынпа кĕрешесси имĕш. Тутар халь Имет мĕнле кĕрешнине пăхса тăчĕ, вăл мĕнле мелпе ăстарах иккенне те сăнарĕ. Имет ăна хальччен пĕрре те курман. Тепĕр енчен тата Имете сывлăш çавăрса илме те памарĕç. Ĕнтĕ мĕн пулĕ те мĕн килĕ тесе çеç тытăçрĕ вăл Касимпе. Тутар кĕрешнине вăл халь хăйпе тытăçнă хушăра çеç асăрхама пултарать. Имет васкама шутламарĕ. Тутар хăй те васкамасть-мĕн. Утламăш паттăрне мĕнле те пулин ытларах халтан ярасшăн ĕнтĕ, кайран çĕнтерме çăмăлтарах пуласса шанать. Вĕсем ункă тавра икĕ хут та пĕшкĕнсе çаврăнчĕç. Çапла çӳрени Имете те килĕшмерĕ, вăл, алă шăнăресене карăнтарса, тутара хуллен çеç çĕклесе илчĕ, пăрахма çапах та май килмерĕ. Иккĕшĕ те çĕрелле тата ытларах ӳпĕнчĕç. Çакăн пек ӳпĕнсе çӳренĕ чух Касим Имете ямпашла ывăтса яма пулмĕ-ши тесе те шухăшларĕ, анчах ку шухăшне çавăнтах калле турĕ: мĕн каласан та, Имет печĕк кĕлеткеллĕ çын мар, ăна çăмăлах ыткăнтарма çук...
Хусан тутарĕ, чăнласах та, кĕрешме пит ăста пĕлет иккен, хăрах урине Имет ури хушшинех хутлатса кĕртет те, çĕклесе илсе пăх-ха ăна çавăн пек чухне.
Курса тăракансен сасси янăраса кайрĕ:
— Имет, ан парăн! Ан парăн, Имет!..
— Çавăрса çап çавна!..
— Хе-хе, Шăрттан!..
Ял халăхĕ ырă суннине Имет хăй те лайăх туять, вăл тем пек халăх кăмăлне çырлахтарасшăн. Анчах халĕ самаях хавшарĕ, вăй хурса кĕрешме йывăртарах, — вăл хăйне Касим çĕклесе илессе кĕтме шутларĕ.
Кĕтни харама каймарĕ: тутар Имете çĕклесе-çĕклесе илчĕ те ывăтса яма тăчĕ. Çапла кĕрешсе, вĕсем иккĕшĕ те çĕре персе ӳкрĕç, ура çине те пĕр вăхăтрах сиксе тăчĕç.
— Касим çĕнтерчĕ! Çĕнтерчĕ!.. — икĕ аллине шарт-шарт çапса кăшкăрса ячĕ Кантюк.
— Кам?.. Кама çĕнтерчĕ?.. Кĕрешмелле, — терĕ тӳресенчен пĕри.
Хусан тутарĕ тавлашса тăмарĕ, тӳре сăмахĕ тĕрĕс иккенне çийĕнчех ăнланчĕ. Иметпе иккĕшĕ каллех тытăçрĕç.
— Касим, çавăрса çап ăна!
— Имет тете, ан парăн!..
Утламăш паттăрĕ, çав самантра пĕтĕм вăйне карăнтарса Касиме хăй çĕклесе илчĕ те пуçхĕрлĕ тытрĕ. Халăх, самантлаха сывлама чарăннă пек, мăштах, унтан тин тĕлĕннĕ майла ахлатса илчĕ. Шăрттан Имечĕн аллинчен мĕнле те пулин хăтăласшăн пулса, Касим тем пек тапкалашрĕ, анчах хăтăлаймаĕ, юлашкинчен ирĕксĕрех аллисене вĕçертсе ячĕ. Имет ăна, хăй хĕремесленсе кайиччен хытă пăчăркаса, çӳлте çĕклесе тăчĕ. Çапла майпа вăл пăхса тăракансен умĕн пĕр хут çаврăнчĕ.
Кантюк патне чарăнса, аякран килнĕ паттăра çĕрелле пуçхĕрлĕ тăрăнтарса та антарчĕ.
— Мейĕр,.. илсе, илсе кайăр ăна! — терĕ вăл пăшăхса тытăннă сасăпа. Хăй çавăнтах аллинчи алшăллийĕпе çамкине шăлса илчĕ. Сăмсинчен юн кайнă тутар патнелле Кантюк, Усалук тата ыттисем васкавлăн сике-сике тухса пĕшкĕнчĕç.
Унччен шăп пулнă халăх сасартăк шавла пуçларĕ. Пин-пин сасă, «Имет!» те «Имет!» тесе, пĕтĕм таврана янăратать. Курса тăракансенчен малти ретрисем карта тăрăх карнă пир айĕнчен шала кĕчĕç те кăшăл тавра тăрса тухрĕç. Михаля сĕтелĕ патĕнчен икĕ хĕрача уйрăлса Имет еннелле çывхарчĕç. Аллисенче вĕсен йĕтĕн çиппинчен тĕртсе тунă çӳхе сĕлкĕ, ун çине пĕр çавра çăкăр хунă. Çăкăрне сĕлкĕпе пĕрлех Имете сĕнсе пачĕç. Утламăш паттăрĕ хăй патне пынă хĕрачасене пичĕсенчен чуптуса илчĕ, унтан çăкăра чуптурĕ те пĕр хĕрринчен хуçса тутанчĕ, вара тинех хăй çинчен куç илмен çынсен еннелле пăхрĕ:
— Эп пĕччен мар, тăванăмсем, халăхăмăр паттăр! — шав çинче илтĕнсе кайрĕ унăн янравлă сасси,
Вунă-вуник алă Имете çирĕппĕн тытса çӳлелле çĕклерĕ. Пĕтĕм халăх тулли кăмăлтан хавасланса кăшкăрашнă хушăра, Имете çӳле-çӳле сиктерсе, кăшăл тавра çаврăнчĕç, унтан парне сĕтелĕ патне ал вĕççĕнех çĕклесе çитерчĕç.
Сайра çын тĕлне килет çакăн пек телейлĕ шăпа. Уншăн пĕр ял паттăрĕ кăна мар тупăшать те, пурне те тивмест çав. Акатуйне пĕтĕм тавра халăхĕ пуçтарăнать-çке. Утламăшра çав шăпана кăçал та Шăрттан Имечĕ тивĕçрĕ.
Çураçнă хĕр — ялти сарпике Арихве, кăçалхи çимĕкре хăйĕн туйне лараканскер, Михаля чĕннипе паттăра чыслама тухрĕ. Арихве, хăй аллипе тĕрлесе тĕртнĕ сурпан вĕçне сарса тытса, Имет умĕнче пĕшкĕнсе чеченнĕн пуç тайса илчĕ. Ял хĕрĕсем мухтав такмакĕ каланă май Михаля Имете паттăр пиншакĕ тăхăнтартрĕ. Арихве çав пиншакăн çурăмĕ çине сурпан вĕçĕ сарса çĕлерĕ. Çакăн хыççăн Утламăш паттăрне тепĕр хут та çӳле-çӳле сиктерсе çĕклеме тытăнчĕç...
Акатуйăн юлашки тапхăрĕ пуçланчĕ. Ут яракансене суйласа, паçăрах Чаткас хирне ăсатнăччĕ. Вĕсен ăмăртса килес çулĕ тăватă çухрăм пулать. Ут яракансене иртсе килме çул пултăр тесе, пăхса тăракан халăха çеремĕн икĕ енне пăрăнса тăма хушрĕç.
Мала тухакансене парне паракан хĕрсем Михаля патне çывхарчĕç. Вĕсенчен пĕри Селиме, тепри Çĕнкас пики Мерчен. Мерчен, çак куна кĕтсе, пуçне шурă калпак тăхăннă. Калпăкĕн умне енчепе пустарнă, хыçалта виçĕ кĕтесне шăрçапа питĕрнĕ шурă пурçăн çӳçе ярапаланса анать...
Парнесене сĕтел çине те, сĕтел айне те хурса тухнă. Вĕсенчен пĕр пысăк çыххине Михаля Селимене тыттарчĕ.
Селимепе Мерчене Михаля питех аякка пăрăнма хушмарĕ. Ут ярса килекенсене вĕсен çак парнесене хăйсен аллипе памалла. Вăл ĕçе кирек хăçан та пысăк чыслă ĕç вырăнне хураççĕ, шанасса та ялти пуян та чипер хĕрсене кăна шанаççĕ. Ятлă парне пама суйланнă хĕр тăван ялĕнче кăна мар, таврара та халăх сумне тивĕçлĕ чаплă хĕр шутланать. Ун çинчен вара çураçас чух евчĕсем пырсан та, çавна асра тытаççĕ.
Мерчен пирки сăмах та çук-ха. Вăл Усалук хĕрĕ, пĕлтĕр те пĕрремĕш парне параканĕ пулчĕ. Çавăн пек шăпа кăçал та хăйне тивессе кĕтсех тăратчĕ вăл. Селимене ăçтан асăнчĕç тата? Çав Чӳмелкке Михали ĕнтĕ хăй ăсĕпе тем хăтланать пулинех. Вăтанса, ик питĕнчен юн пĕрехтерес пек хĕрелсе, сăмах хушма хăяймасăр тăрать Селиме сĕтел умĕнче. Пуянлăхĕ тесен — пуянлăхĕ çук вĕсен, ял çинчи ячă пĕчĕккĕ-çке, çын тем калĕ...
— Михаля тете, — йăлăннă пек илтĕнчĕ Селиме сасси. — кун пек ĕç йăлине пĕртте пĕлместĕп, ыттисене хушмăр-и, тархасшăн?..
— Э?.. Мĕн терĕн çак? Шăп пул, шăпăрлан çури!
Михаляна йăлăнса ӳкĕте кĕртсе пăх-ха! Кăшкăрса пăрахать, — вăхăт çук унăн апла-каплапа аппаланма.
— Итлес пулать каланине! — хăй лутра пулсан хăлхана çурас пек илтĕнет Михалян.
Пикесем, пĕр-пĕрне куçран пăхса, йăл кулчĕç те, мĕн хушнипе Селимен те ирĕксĕрех килĕшмелле пулса тухрĕ. ________
Ут ярса килекен лашасем иртес тĕле хĕрлĕ хăю тăсса карчĕç.
Халăх Чаткас енчи сăрталла тинкере пуçларĕ. Ут яракансене иртсе кĕме чăрмав ан пултăр тесе, пăхса тăракансем хăйсен хушшинчен йĕркене пăхакансем уйăра-уйăра хучĕç. Шерккейпе Пикмăрса малти ретре пулас ĕмĕтпе хăйсем патĕнче йĕрке пăхакансем пулма килĕшрĕç. Таçта халăх хушшине хĕсĕннĕ Элентее те çывăхрах пулма чĕнсе илчĕç.
Ял пуянĕсем кунта та хисепре. Вĕсем — Кантюк, Усалук тата ыттисем — Чӳмелкке Михали сĕтелĕ патнех ларса тухнă та майĕпен çеç шăкăлтатса калаçаççĕ.
Чаткас сăрчĕ енче пĕр çаврăм тусан çĕкленчĕ. Тусан пусарăнмарĕ, тĕтĕм тухнă пек вăрăмланса пычĕ. Тинкеререх пăхсан, чи малта тем мĕкĕлтетни те курăнса кайрĕ.
— Килеççĕ! Ав, килеççĕ!.. — илтĕне пуçларĕ тĕрлĕ енчен.
Малта пыракан утсем пĕрин хыççăн тепри курăна-курана кайрĕç. Хыçалтисене уйăрса илме çук, вĕсене пĕтĕмпех тусан карса илнĕ, курăнаканнисем те хура мĕлкен кăна палăраççĕ.
Аслă çултан пăрăнса ял çеремне çитсен, тусан ытла тӳсми пулчĕ, утсем куçа курăнса кайрĕç. Чи малта хура ут ярансе килет.
— Нямаç! Малти Нямаç!!! — кăшкăрчĕç пăхса тăракансем.
— Нямаçех мар пуль-ха, элчĕ лашам килет пуль. Ара!
— Нямаç пулмасăр. Хе-хе, пĕлетпĕр эпĕр.
Хура ут хыççăн турă ут курăнать, унтан тимĕр кăвакки, татах хури, вĕсем хыççăн вара йăлт арпашса кайнă темелле, пурте малалла талпăнса сиккипе килеççĕ.
Нямаç, чăн та малта, унăн учĕ пĕр тикĕс илтерет. Нямаçĕ хăй каçăрăларах ларнă, сарлакан курăнать. Ун хыççан пыраканни те питех юлса каймасть. Малтан вăл турă лаша пек курăнатчĕ, кунтарах çывхарсан, темле, хăла тĕслĕн палăрчĕ.
— Нямаç хыççăн Савин лаши, Савинĕн килет! Çӳрен ут, ав, куратра!..
— Ара, ку Савин лаши-çке, тупата! — пăшăлтатрĕç пăхса тăракансем.
Çӳрен ут çав самантра малтине хуса çитрĕ, иртсе каясшăн талпăнчĕ, анчах малта пыраканни ăна пӳлме хăтлансан, иккĕмĕшĕ каярах юлчĕ.
Ялăн Анаткас вĕçне çывхарсан çеç, хайхи çӳрен ут пĕр аяккинелле тапса сикрĕ, унтан, пĕтĕм вăй-халĕпе туртăнса, урисене çĕре тивертмесĕр тенĕ пек вирхĕнсе, хура ут умне тухрĕ те хăйĕн тăсмака пĕвĕпе Нямаç учĕн çулне пӳлчĕ хучĕ. Çӳрен ут хăй тĕллĕн çеç пынăн туйăнать, çынни курăнмасть те.
Халăх кĕрлесе кăна тăрать:
— Савинĕн мала тухрĕ!.. Мала тухрĕ!..
— Ытла пит! Акă Нямаçăн каллех хуса çитет...
Тепĕр çĕрте урăхла калаçу:
— Ку, петька, Шерккей хирĕçлĕм, сан лашу мар-ши?..
Шерккей хăй те пĕр хĕрринчен куç сиктермесĕр пăхса тăрать-ха.
— Çу-ук, пирĕн Тимрук кайман. Мĕн-и, мĕн-и, ку Савинсен лаши пулмалла, тăсмакарах ав...
— Лаши пирĕн, — татса хучĕ Элентей.
Утсем çывăха килсен, Шерккей хăй лашине палласа илчĕ-илчех.
— Ай шăпăрлан Тимрукĕ!.. Кур-ха эс, мĕн хăтланать мурне? — терĕ вăл, çумĕнчех тăракан Элентейпе Пикмăрса енне куç ярса.
— Тимруках-ши вара! Кунтахчĕ-çке вăл... — каласа хучĕ Элентей.
— Калатăп, вĕсем тем йăнкăлтатса çӳрерĕç.
— Шерккей килет! Шерккей!..
— Шерккей мар, Тимрукĕ!
— Тимрук! — тĕрлĕ енчен хыттăн илтĕнсе кайрĕç сасăсем.
— Ай, Тимрук! Тимрук!.. — аллисемпе пĕççи тăрăх шарт çапса кăшкăрса ячĕ Шерккей те.
Пурте:
— Шерккей! Шерккей! Шерккей! — тесе кăна тăчĕç.
Ĕнтĕ Селимепе Мерчен те, Михаля та парнесем çинчен мансах кайрĕç. Пурте ут ярса килекенсене пăхаççĕ. Лутра Михаля, хăйне лайăхрах курăнтăр тесе, пĕр çĕмрĕк ещĕк çине хăпарса тăрасшăн пулчĕ, ещĕкĕ йăтăнса анчĕ те, Михаля персе ӳкрĕ. Вăл, ыратнă пит-куçне хуралнă аллипе сăтăркаласа, тепĕр ещĕк тăратса хучĕ те çавăн çине улăхрĕ. «Нямаç! Нямаç!» — кăшкăрчĕ вăл, питне-куçне сăтăркаласа,
— Нямаçăн мар çав, Шерккей лаши малта, — терĕç ăна çавăнтах.
Халăх пĕтĕмпе ура çинче.
Çӳрен ут пĕр вăхăта лапа кĕрсе куçран çухалчĕ, Нямаç лаши çавăнталла çитнĕ тĕле çӳренни тăвалла сиксе те тухрĕ. Ларса пыраканнин шурă кĕпи кăна палăрать.
Селиме çаплах куç илмесĕр пăхать. Ашшĕ ятне асăнмассерен унăн чĕри кăлт-кăлт сикет. Епле апла, ашшĕ те, Тимрук та хальччен пĕрре те ут ярса курман-çке...
Çӳрен ут, ыттисене хăй хыçне хăварса, халăх хушшипе хăварнă çул тăрăх вирхĕнсе кĕрсе кайрĕ. Сасартăк:
— Тухта-а-ар!.. — аслати кĕрленĕ чухнехи пек янăраса кайрĕ сасă.
— Тухтар!..
Шерккей лашипе мала тухаканни Тухтар пулчĕ. Вăл лаша çумнех пĕшкĕнса хутланнă та, çилхинчен çирĕп тытса, малалла çеç пăхса вĕçтерет. Хăй умĕнчи хĕрлĕ хăйăва татнине те асăрхамарĕ. Иртсе кайсан çеç лашине чĕлпĕртен тытса чарчĕ те майĕпен юрттарса çаврăнчĕ. Ăна хирĕç тимĕр кăвак утпа хура ут та çитрĕç, ыттисем килме тытăнчĕç.
Ĕç çакăн пек çаврăнса тухасса никам та кĕтменччĕ. Кĕтменччĕ ăна Чӳмелкке Михали те, Нямаç пĕрремĕш вырăна йышăнас пирки вăл чĕрне хури чухлĕ те иккĕленмен. Нямаç хăй те кайнă чух çаплах каласа хăварчĕ. Вăл, ав, мĕнле пулса тăчĕ иккен...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...